Хыпар 53-54 (27932-27933) 20.05.2022

20 Мая, 2022

Родион ДРАНДРОВ: 86-ри мучин юн тымарĕсем улшăнманни тĕлĕнтерчĕ

«Чăваш Енре Драндров хушаматлă паллă тухтăр Геннадий Леонидович акушер-гинеколог. — Авт.] пур чухне мана «ӳсме», хамăн çула хывма çăмăлах пулмарĕ. Кашнинчех унăн хӳттипе мар, хам тĕллĕн аталаннине ĕнентерме тиветчĕ», — тет вăл. Сăмахăм федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрĕнче ĕçлекен ЧР тава тивĕçлĕ изобретателĕ, РФ сывлăх сыхлавĕн отличникĕ, УЗИ тăвакан врач Родион Драндров çинчен.

Вĕренсе пĕтериччен вăрçă чарăннă

— Родион Николаевич, хăвăр çинчен кăштах каласа парăр-ха.

— Эпĕ Шупашкарта рабочисен çемйинче çуралса ӳснĕ. Аттепе анне Тутар Республикинчен. Тăвансенчен хăшĕсем Комсомольскине куçса кайнă. Пирĕн çемье Шупашкарта тĕпленнĕ. Тутарла пĕлетĕп, ăнланатăп. Иккĕмĕш сыпăкри тете Геннадий Драндров тутарла лайăхрах пĕлет. Чăвашла та аван калаçать.

— Эсир врач профессине мĕншĕн суйланă?

— Малтанах тухтăр пуласси пирки ĕмĕтленмен. Эпĕ Чапаев поселокĕнче ӳснĕ. 7-мĕш шкулта пĕлӳ илнĕ, аван ĕлкĕрсе пынă. Манăн яланах ют çĕршывсене çитсе курас килнĕ. Малтан Ленинградри геологсем хатĕ-рлекен училищĕне пĕтернĕ. Тĕрлĕ экспедицие кайнă. Кайран мана çара илнĕ. Эпĕ Афганистанра службăра пулнă. Вăрçă хирĕнче салтаксем аманнине нумай курнă: шăмă хуçăлнине, юн нумай çухатнине… «Эпĕ, ахăртнех, çар врачĕ пулатăп, каччăсене çăлса хăварма каятăп», — шухăш çуралнăччĕ манăн. Çар хыççăн хатĕрленӳ курсне пĕтертĕм, унтан И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетĕнче пĕлӳ илтĕм. 1990 çулта вĕренсе тухрăм. Травматолог-ортопед специальноçне алла илтĕм. Диплом иличчен Афганистанра вăрçă та чарăнчĕ. Мана направленипе партстационара /республикăри 2-мĕш больница/ травматолог-тухтăрта ĕçлеме ячĕç. 1991-1992 çулсенче унта травматолог штатне кĕскетрĕç. Кĕçех «ультрасасă диагностикин тухтăрĕ» специальноç «тупăнчĕ». Вăл вăхăтра Чăваш Енре республика больницинче совет тапхăрĕнчи пĕрремĕш аппарата вырнаçтарнăччĕ. Тата пирĕн патра, партстационарта пурччĕ. Японире кăларнăскерччĕ вăл. УЗИ тăвасси питĕ интереслĕ.

— Ĕç килĕшет-и сире?

— Мана ĕçĕм яланах килĕшнĕ. Малтан пĕтĕмĕшле ультрасасă пулнă. 15 çул каялла ультрасасса ортопеди направленийĕпе уйрăммăн усă курма тытăннă. Ун чухне çĕнĕлĕхчĕ ку. Шупашкарта унччен пулман вăл. Ятарлă оборудованипе халĕ 10-15 минут хушшинче диагноз лартма пултаратăп. Юратнă ĕçре опыт хушăнса пырать. Çулсем иртнĕ майăн ăсталăх та ӳсет. Раççей шайĕнче ирттерекен конференцисене çӳретĕп, Раççейри ультрасасăпа ĕçлекен паллă специалистсемпе паллашатăп. Ультрасасă енĕпе вăй хура-кан врачсен ассоциацийĕн Чăваш Енри уйрăмне 8 çул ертсе пытăм.

«Чир ярсан ятарлă паллă та парать»

— Эсир мĕн шухăшласа тупнă?

— Нумай-нумай пациента пăхнă чухне ăнланман япаласемпе тĕл пулма пуçларăм. Хуравне ют çĕршывсен литературинче шырарăм. Мĕн тетĕр? Вĕсем мана канăçсăрлантаракан ыйту патне маларахах пырса тухнă. «Пирĕн те кая юлма юрамасть. Айта-ха, хăтланса пăхатăп», — терĕм. Сăмахран, пациентăн пĕççине протез вырнаçтарас енĕпе операци тунăччĕ. Сурана çĕленĕ, анчах унта мĕн пулса иртет? Мĕнле йăл илет вăл? Пĕрремĕш талăкра, иккĕмĕшĕнче тата виççĕмĕшĕнче еплерех? Тĕнче литературинче даннăйсем питĕ сахалччĕ. Пĕчĕккĕн тĕпчеме, сăнама пуçларăм. Пĕрремĕш патент манăн çакна тĕпченипе çыхăннă. Мĕн хистерĕ-ха çакна тума? Суран час тӳрленменни, шыçăнни, пӳр пухăнни. Мĕншĕн пулнă вăл? Тен, унта юн кĕвĕлсе ларнă? УЗИ пăхатăн та — чăнах та çавăн пек. Çапла 800 çынна УЗИ турăм. Пурин те пĕр пек. Пирĕн центрта халĕ çулталăкра 8000 операци тăваççĕ. Маларах 2 пин çурă пулнă. Операци хыççăнах тарăн юн тымарĕсенче мĕн пулса иртни çинчен тĕпчесе çырнисем тĕнче литературинче çук. Пĕрремĕш талăкрах юн кĕвĕлсе ларма пултарать. Кашни çул 6000 çынна тĕрĕсленĕ тейĕпĕр. Вĕсенчен 26 пациентăнне юн кĕвĕлсе ларнине /тромб/ тупса палăртнă. Вăл кирек хăш самантра та татăлса кайма пултарать. Эпир асăрхасан ăна малтанхи талăк хушшинчех операци тăватпăр. 26 çыннăн пурнăçне çăлса хăварни тĕлĕнмелле лайăх вĕт-ха вăл! Кашни пурнăçшăн тăрăшмалла пирĕн. Вăхăтра кирлĕ препаратсем çырса паратпăр та 30 кун хушшинче юн шĕвелет. Эпир пациентсене операциччен те пăхатпăр. Хатĕр-и вăл ăна? Операци тума чаракан нимĕнле сăлтав та çук-и? Чĕрепе юн тымарĕсен енĕпе тата ыттипе те. Юрать, компьютер пур халĕ. Пĕтĕм тĕнчери даннăйсемпе паллашма май пур. УЗИ енĕпе усăллине шухăшласа кăларни Чăваш Енре халиччен пулманччĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   


Ăçта çуралнă – унтах кирлĕ пулнă

Çак каларăшăн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Вăл çын тăван кĕтесĕпе, çут тĕнчене килнĕ çĕрĕ- шывĕпе килĕшӳре пурăннине аса илтерет. Паян вулакана каласа кăтартакан Иван Бельдеков та çав ретренех. Иван Васильевич, Патăрьел районĕнчи Туçари фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕ, хăйĕн вырăнне тупиччен чылай ĕçре вăй хурса пăхнă. 51 çул каялла кун çути курнăскер Кузбасра шахтăра та, Тольяттире, Патăрьелти «Волгателекомра» водительре те ĕçленĕ. Тăван «Туçа» хуçалăхăн экспедиторĕ те пулнă.

Тĕнче касса çӳренĕ хыççăн

Сакăр çул каялла вара хресчен-фермер хуçалăхĕ йĕркелесе янă. Мĕн илсе çитернĕ ăна çакăн патне? Иван Бельдековпа тĕл пулнă кун çумăр кунĕпех лӳшкесе çурĕ. Палăртнă ĕçсене фермера пурнăçлама па-марĕ. Тĕрĕссипе, çурхи ĕçсен пысăк пайне маларах тума ĕлкĕрнĕ-ха вăл. Çавăнпа чунне уçса калаçма вăхăт пулчĕ темелле.

«Салтакран килнĕ çĕре манăн аттепе анне çут тĕнчерен уйрăлнăччĕ ĕнтĕ. Çавăнпа хама кăна шанмалла пулчĕ. Тĕнче касса çӳренĕ хыççăн 1996 çулта тăван яла таврăнтăм. Туçа хĕрĕпех Валентина Салминăпа çемье чăмăртарăмăр. Мăшăрăн ашшĕпе амăшĕ сумлă çынсем: амăшĕ чĕрĕк ĕмĕр ферма заведующийĕнче ĕçленĕ, ашшĕ — тракторист. Вĕсем пире пур енĕпе те пулăшса, канаш парса пычĕç. Чи çывăх тăвансенчен тĕслĕх илсе пулĕ кун-çулăмăра çĕр ĕçĕпе çыхăнтарма шут тытрăмăр, — иртнине куç умне кăларчĕ Иван Бельдеков. — Малтанхи вăхăтра выльăх-чĕрлĕх самăртас, пысăках мар лаптăк çинче сухан севок туса илес тĕлĕшпе вăй хутăмăр. Тольяттире ĕçленĕ вăхăтра та ялта севок сухан ӳстернĕ. 2014 çулта фермер хуçалăхĕ йĕркелесе ятăмăр. Патшалăхăн «Фермер ĕçне пуçăнакансене» грантне тивĕçрĕмĕр. Çак нухратпа МТЗ-82 трактор, плуг тата ытти хатĕр илтĕмĕр. Хамăрăн та ун умĕн виçĕ çул маларах туяннă Т-25 трактор пурччĕ».

Иван Васильевич фермер хуçалăхне йĕркелесе янă вăхăтра унăн пилĕк гектар çĕр пулнă. Пысăк пайĕ — арендăна илни. Ял çыннисен сутакан пайĕсене те туяннă. Çапла майпа паян вĕсем усă куракан çĕр сакăр гектара çитнĕ. «Ялта пирĕннинчен пысăк çĕрлĕ фермерсем, 15-20-шер гектар акаканнисем те, пур, — тет Иван Васильевич. — Пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлетпĕр, кирлĕ чухне яланах пулăшатпăр. Çакă — чи лайăххи. Эпир, сăмахран, «Тойси» ЯХПК ертӳçипе Геннадий Рубцовпа, виççĕмĕш сыпăкри тетепе, хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхĕпе Валерий Мулюковпа тачă çыхăнса ĕçлетпĕр. Техникăпа, ытти енĕпе пĕр-пĕрне яланах пулăшатпăр.

«Çĕр выçă вĕлермест»

Бельдековăн фермер хуçалăхĕнче мăшăрĕ те, Валентина Геннадьевна, ĕçлет. Уйрăмах яваплă вăхăтра — севок акнă, çумланă, çăлнă, пуçтарнă, тасатнă вăхăтра вара — ютрисене те явăçтараççĕ. Пысăк çак ĕçсене иккĕн туса ĕлкĕрме май çукки пуриншĕн те паллă ĕнтĕ. «Çĕр ĕçĕ питĕ йывăр, анчах вăл выçă вĕлермест», — тенĕ пирĕн ватăсем. Бельдековсем çакна питĕ лайăх ăнланаççĕ. Туса илнĕ пурлăхпа тĕрĕс, пĕлсе усă кураççĕ. Вĕсен хăйсен клиенчĕсем пур. «Ку таранччен вĕсемпе çыхăнусем питĕ аванччĕ-ха. Темиçе çул ĕнтĕ пĕр çынсемех — 5-6 пин çухрăм аякрисем— килсе илеççĕ севок сухана», — калаçăва тăсрĕ Иван Бельдеков.

Мĕнле тухăç тивĕçтерет-ши фермера? «Пирĕн тухăç çанталăкран килет, — тет вăл. — Иртнĕ çул çумăр сахал çурĕ. Çавна май севок хаклăрах пулчĕ. Çапла майпа саплаштарса пыратпăр. Вăрлăха хамăр та хатĕрлетпĕр, çавăн пекех туянатпăр та. Кăçал унăн пĕр килограмĕшĕн 2,5 пин тенкĕ ыйтрĕç. Пирĕн çĕр çине лартма 300 кило майлă вăрлăх кирлĕ. Эпир саррине «Штутгартер» тата хĕрлине «Кармен» сортсем çитĕнтеретпĕр».

Мĕнле йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма тивет çĕр ĕçченĕн? Чи чăрмавли, явапли — пулса çитнĕ çимĕçе тăкаксăр пуçтарса кĕртесси. 50-60 çын таран кирлĕ ун чухне. Пĕр-ик куна кăна пыракан ĕç мар вăл. Комсомольски, Елчĕк, Шăмăршă районĕсене кайса илеççĕ, каялла леçсе яраççĕ. Унсăр пуçне апат çитереççĕ, каçхине, ĕç хыççăн, укçа та параççĕ. Ĕçлекеншĕн çакă меллĕ ĕнтĕ. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


Чăрăшкасси çăкăрне халăх мĕншĕн кăмăллать?

«Калама çук тутлă, техĕмлĕ, ырă шăрши сăмсана кăтăклать…» — шăпах çапла хаклаççĕ Шупашкар районĕнчи «Колосок» обществăра пĕçерекен çăкăра тăтăшах туянакансем. Ăна пĕрре тутанса курнисем те кăмăллаççĕ, чылайăшĕ лавккана кĕрсен шăпах Чăрăшкасси çăкăрне илме тытăнать. Çак пĕрлешӳ кăларакан ытти çимĕç те питĕ тутлă.

Çĕнĕ çимĕçсемпе савăнтараççĕ

«Пирĕншĕн тĕп вырăнта — пахалăх», — тет «Колосок» обществăн директорĕ, ЧР промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Владимир Иванов. Унăн шухăшĕпе — пахалăх стандарчĕсене питĕ çирĕп пăхăнни вĕсене конкуренцие çĕнтерсе пыма пулăшать те. Пытарма кирлĕ мар: çăкăр пĕçерес ĕçре паянхи кун конкуренци пĕчĕк тееймĕн.

«Эпир пĕçерекен çăкăр-булка тата кондитер изделийĕсем халăх юратăвне çĕнсе илнин вăрттăнлăхĕ мĕнре тетĕр-и? Вĕсене янтăланă чухне эпир экологи тĕлĕшĕнчен таса та пахалăхлă чĕр таварпа çеç усă куратпăр. Чăваш Енре туса илнĕ çăнăха, хамăр тăрăхри çăлăн таса шывне яратпăр. Хамăрăн изделисене вăрах вăхăт упранма май паракан нимĕнле хутăш та хушмастпăр. Çавăнпа вĕсем таса та пахалăхлă пулаççĕ. Пĕлтерĕшлĕ тепĕр самант — эпир хамăрăн ĕçе юратса пурнăçлатпăр, çавăнпа çăкăр та тутлă пулать. Лайăх çăкăр пĕçерме те Турă панă пултарулăх кирлĕ. Чуста патне япăх кăмăл-туйăмпа пыма юра-масть. Çавăнпа пирĕн патра ĕçлекенсен кăмăлĕ çĕкленӳллĕ», — ăнлантарчĕ предприятин тĕп технологĕ, ЧР промышленноçăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валентина Гаврилова.

«Колосокра» тăрăшакансем асаннесен рецепчĕпе те усă кураççĕ. Акă нумайăшĕ юратса туянакан «Слободской» ыраш-тулă çăкăрне обществăра вăй хуракансем чуста тĕпĕпе усă курса пĕçереççĕ, çавăнпа вăл ырă шăршăллă та техĕмлĕ пулать. Шăпах «Слободской» çăкăра çынсем юратса «Чăрăшкасси çăкăрĕ» теççĕ. «Мраморный» та нумайăшне килĕшет: унăн чĕллин пĕр пайĕ — шурă, тепри — сăрă. Çăкăр чустине çăрнă чухне машина ăна кислородпа пуянлатать, çавăнпа вăл кăпăшка пулать.

Пекарня паянхи кун 30 тĕрлĕ çăкăр-булка, 30 ытла тĕрлĕ кондитер изделийĕ, çавăн пекех кукăль-слойка кăларать. Ăшне хунă пĕремĕк çеç — 10 тĕрлĕ: çĕр çырлилли, çăратнă сĕтпе мăйăрли, карамельли, шăккалатли… «Ăшне шăккалатпа апельсин хутăшĕ хунă пĕремĕк шухăшласа кăларса янтăларăмăр. Халăха питĕ килĕшрĕ вăл. Яланах мĕн те пулин çĕннине, лавккасен сентрисем çинче çуккине, шухăшласа кăларас килет. Пахалăхлă, тутлă, хитре пултăр вăл, çав хушăрах ăна кирек кам та туянма пултартăр. Кăçал акă сырник пĕçерме пуçларăмăр. Çынсем кăмăлласах туянаççĕ ăна, питĕ тутлă теççĕ. Кăçалхи çĕнĕлĕхсенчен тепри — эчпочмак. Ăна çĕпресĕр, çăнăха хăйма ярса чуста çăратпăр. Ку çимĕçе те туянакансем юратса йышăнчĕç», — калаçăва тăсрĕ Валентина Брониславовна. Вăл каланă тăрăх, çынсем ытларах мĕн туянасси çулталăк тапхăрĕнчен те килет. Хĕлле тăпăрчăпа тунă çимĕçсене час-часах ыйтаççĕ: слойка, сийлĕ трубочкăсем, пĕчĕк рулетсем, печени. Çанталăк ăшăтсан, пахча ĕçĕсем пуçлансан вара лаваш, «ромашка» нумайрах сутăнать. Çавăн пекех какайпа пĕçернĕ слойка, хуплу, растегай тăтăшах туянаççĕ. Тата — пĕремĕк. Ăна ялта пурăнакансем сĕтпе çиме юратнине пĕлтереççĕ. Чăрăшкасси çăкăрне вара çулталăк тăршшĕпех туянаççĕ. <...>

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

♦   ♦   ♦


Слет чи пултаруллисене пухрĕ

Лаша пуласси тихаран паллă тăк, журналист пуласси те ачаранах палăрать. Калем ăсталăхĕ этемре ăнсăртран çуралмасть, мĕн пĕчĕкрен туптанать. Çивĕч ăс-тăнлă, хастар, хăйсен тавра мĕн пулса иртнине сăнама тата çакна çырса кăтартма кăмăллакан ачасем «Тантăш» хаçатăн юнкорĕсен слетне пуçтарăнчĕç. Йăлана кĕнĕ мероприятие «Хыпар» Издательство çурчĕ ирттерчĕ.

Кăçалхи слета чăтăмсăр кĕтнĕ юнкорсем. Коронавирус алхаснине пула темиçе çул тĕл пулма май килмен ачасен. ЧР цифра министрĕ Кристина Майнина та кунта хавхаланса килнине, çак залра ларакан ачасем чăваш журналистикин çутă пуласлăхĕ пулнине палăртрĕ.

«Тантăш» хаçат – чăваш ачисен чи çывăх тусĕ. Хаçатăн пĕрремĕш номерĕ 1931 çулта кăрлачăн 12-мĕшĕнче «Пионер сасси» ятпа пичетленсе тухнă. «Ачасем валли тухса тăракан хаçат-журналăн чи çывăх пулăшуçисем – çамрăк корреспондентсем. Сирĕн заметкăсемпе статьясем питĕ паха пирĕншĕн. Яланах туслă пулар, çак çыхăну нихăçан ан татăлтăр, кашни килтех «Тантăшпа» «Тетте» пулччăр», – палăртрĕ салам сăмахĕнче «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ-тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина.
«Тантăш», «Тантăш», пул ялан!

Яланах эп санпалан…» – янăрарĕ сцена çинчен чăваш ачисен юратнă хаçачĕн гимнĕ. Юрă авторĕсем – сăв-вине шăрçалаканĕ – чăваш халăх поэтесси Раиса Сарпи тата ăна кĕвве хываканĕ Людмила Кинер композитор та уявăн хисеплĕ хăнисен йышĕнче пулчĕç. Гимна Людмила Кинер ертсе пыракан «Радужная страна» ача-пăча ансамблĕ шăрантарчĕ. Юрă сăмахĕсем чăнлăхпа пĕр килеççĕ – чăваш ачисем «Тантăш» хаçатпа тачă çыхăнура – çырăнса илеççĕ, вулаççĕ, хăйсен ĕçĕсене ярса параççĕ, редакци йĕркелекен конкурссене хастар хутшăнаççĕ. Маттур ачасен пултарулăхне палăртмасăр, вĕсене парнесемпе хавхалантармасăр пĕр слет та иртмест. Хальхинче те хастарлăхпа палăрнисене Хисеп хучĕсемпе тата парнесемпе савăнтарчĕç. Патăрьел районĕнчи Анат Тăрмăш шкулĕнчен вĕренсе тухнă Елена Кириллова, Шупашкарти 6-мĕш шкулта ăс пухакан Виктория Немцева, Артем Никифоров /38-мĕш шкул/, Милана Фаде-ева /44-мĕш лицей/ тата Александра Савельева /30-мĕш шкул/ пысăк хисепе тивĕçрĕç. Чи хастар юнкора, Йĕпреç районĕнчи Çăкалăх шкулĕнче вĕренекен Ирина Кошелевăна вара «Тантăш» хаçатăн 2021 çулхи лауреачĕ» ятпа чысларĕç. Ирина хăйĕн аппăшĕсем пекех пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ. Кошелевсен хĕрĕсем – Ксюша, Катя, Маша тата Ирина – редакцин çывăх тусĕсем. Аслисем пурте пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма ĕлкĕрнĕ, Ирина вара хальлĕхе шкулта пĕлӳ пухать, ачаранах çыру ĕçĕпе кăсăкланать, шкул пурнăçĕ пирки заметкăсемпе статьясем, репортажсем çырса хатĕрлет, интернета вырнаçтарать, «Тантăш» редакцине çыру хыççăн çыру вĕçтерет.

Слета килнĕ хĕрачасемпе арçын ачасем валли «Хыпар» Издательство çурчĕн ĕçченĕсем чылай кăсăкли хатĕрленĕ. Вĕсене 6 тĕрлĕ ăсталăх класне ертсе кайрĕç. Ачасем ярса паракан материалсене хаçат-журналта пичетлеме епле майпа хатĕрлесси пирки «Тантăш» хаçатăн ĕçченĕсем Елена Атамановăпа Вера Шумилова каласа кăтартрĕç. Çăмăл вуланакан, тӳрех тыткăна илекен материал хатĕрлес вăрттăнлăхсене уçса пачĕç. Текста çырса хатĕрлесси – пĕр ĕç, çакна хаçат-журналта илемлĕ калăпласси вара – уйрăм ăсталăх. «Хыпар» Издательство çурчĕн дизайнерĕ Марина Иванова ачасене верстка кăт-кăслăхĕпе паллаштарчĕ, компьютерпа ӳкерчĕксем, ребус-кроссвордсем, заметкăсемпе ӳкерчĕксем мĕнле майпа вырнаçтармаллине вĕрентрĕ. Паянхи саманара хаçат-журнал пичетленипе кăна çырлахма юрамасть. Информаци ĕмĕрĕнче хыпарсене интернет уçлăхне вырнаçтарасси, çĕнĕлĕх пирки пуринчен малтан çырса пĕлтересси мала тухса пырать. «Хыпар» Издательство çурчĕн хыпарсен службин редакторĕ Лариса Петрова ачасене социаллă сетьсемпе, интернет-сайтсемпе ĕçлеме вĕрентрĕ, Телеграмра тата ытти мессенджерта харпăр хăй каналне уçса ертсе пыма хавхалантарчĕ. <...>

Регина ВИХАРЕВА.

♦   ♦   ♦


Хĕрлĕ галстук, кăвайт халĕ те асрах…

Çу уйăхĕн 19-мĕшĕ – Пионери кунĕ… Совет саманинче çитĕннĕ ача-пăчашăн çак кун калама çук пысăк уяв пулнă. Хăй вăхăтĕнче пионер ретне тăнă çынсен чун-чĕринче çу уйăхĕн 19-мĕшĕ халĕ те пăлхануллă туйăмсем çуратать. Тупа туни, мăя хĕрлĕ галстук çыхни, «…клич пионеров: «Всегда будь готов!» тесе шăрантарни халĕ те куç умĕнчех…

Пионерсен организацине пуçарса янăранпа кăçал 100 çул çитрĕ. Паянхи ачасемпе çамрăксемшĕн ку, тен, ниме те пĕлтермест. Анчах та миллионшар çыншăн, çав шутра Çĕрпӳ районĕнчи Тавăшкассинчи вăтам шкулта вĕренекенсемшĕн те, çак кун чăнах уяв шутланать. Ку шкулта пионерсен юхăмĕ 2016 çулчченех хастар ĕçленĕ. Пионерсем хут, сиплĕ курăк пухнă, Тимур команди пек ваттисене пулăшма çӳренĕ, çуркуннесерен йывăç лартнă, шкулти тата культура çуртĕнчи мĕн пур уява хутшăннă, тăрăшса пĕлӳ пухнă. Тавăшкасси шкулĕнче вĕренекенсене ырă çак ĕçе явăçтарса пыракансем, паллах, шкулти педагогсем пулнă. 1995 çултанпа шкул директорĕ Алексей Смирнов тăрăшнипе пионерсен юхăмĕ уйрăмах хастар аталаннă. Кун пирки тĕплĕнрех пĕлес тĕллевпе эпир хисеплĕ вĕрентекенпе тĕл пулса калаçрăмăр.

– Алексей Петрович, пионер организацине никĕсленĕренпе 100 çул çитнине мĕнле кăмăл-туйăмпа кĕтсе илетĕр?

– Маншăн кăçалхи çул уйрăмах пĕлтерĕшлĕ – шăпах 60 çул каялла, ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче, Ишлейри тĕп вулавăшра эпĕ хам та пĕр класра вĕренекенсемпе пĕрле пионера кĕнĕ. Ун чухне Ваçликассинчи пуçламăш шкулта вĕренеттĕм. Пире, вĕренӳре аван ĕлкĕрсе пыракансене, Ишлейри библиотекăна илсе кайрĕç. Хĕрлĕ галстук çыхса яриччен пионерсен саккунĕсем пирки ыйтса пĕлчĕç. Мăя хĕрлĕ галстук çыхса яни пире калама çук савăнтарчĕ. Кун хыççăн эпир, çамрăк пионерсем, тата лайăхрах вĕренме, общество ĕçĕнче хастартарах пулма, Тăван çĕршывшăн усăллă çынсем пулса ӳсме тупа турăмăр. Шкултан таврăннă чух мăйри галстуксене салтрăмăр та çӳле çĕклесе вĕлкĕштерсе: «Пире паян пионера илчĕç!» – тесе кăшкăрса тăван яла пырса кĕтĕмĕр. Кашни ачан пичĕ-куçĕ савăнăçпа тулнăччĕ.

– Эсир истори вĕрентекенĕ пулнă май, пирĕн çĕршывра тата республикăра пионерсен юхăмĕ мĕнле аталанса пыни пирки каласа парсамăрччĕ...

— Пионерсен пĕрремĕш отрячĕсем заводсемпе фабрикăсен çумĕнче йĕркеленнĕ. 1922 çулта нарăс уйăхĕнче Мускавра пионерсен пĕрремĕш сборĕ пулнă. Çак çулах, çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче, Хĕрлĕ тӳремре иртнĕ демонстрацие 500 ытла пионер хутшăннă. Унтан вара, çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче, ятарлă организаци йĕркеленине документпа çирĕплетнĕ. Ачасене пионер йышне кĕртме пуçланă, ятарлă лагерьсем уçнă. Кунта çамрăк пионерсене стройпа утма, Морзе азбукине ăса хывма, палаткăсем лартма тата нумай-нумай усăллă япалана вĕрентнĕ. Юхăм аталанса пынă май ачасем туслашнă, вылянă, пионерсен юррисене юрланă, хресченсене тĕрлĕ ĕçсем тума пулăшнă, субботниксем ирттернĕ, спектакльсемпе концертсем лартнă. Выçлăх çулĕсенче, Граждан вăрçи вăхăтĕнче килсĕр юлнă çапкаланса çӳрекен ачасене пулăшнă, апатлантарнă.

Пирĕн тăрăхра çав тапхăр калама çук йывăр вăхăт пулнă. Атăлçи тăрăхĕнче выçлăх çулĕсем алхаснă. Темиçе çул тыр-пул пулман. 1923 çулхи нарăсăн 27-мĕшĕнче Чăваш Обкомĕ ачасен юхăмĕ пирки ятарласа йышăну кăларнă, пуш уйăхĕн 22-мĕшне вара республикăри пионерсен организацине йĕркеленĕ кун тесе йышăннă. Кун пирки, пионерсен Чăваш Енри организацийĕн историйĕ çинчен, Сергей Ухьянкин педагог-ăсчах тĕплĕн тĕпчесе 1972 çулта кĕнеке кăларнă. Çапах та эпир, чăваш ачисем, пионерсен кунне пĕтĕм çĕршывпа пĕрле, çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче, паллă тăватпăр. <...>

Регина ВИХАРЕВА.

♦   ♦   ♦


Автомата алăран ямасăр

— Вăрçăра пулман ĕнтĕ эпĕ, — сăпайлăн калаçать Чечняри хирĕç тăрăва хутшăнма тивнĕ Евгений Кузнецов. Хĕç-пăшал сасси вара çамрăка пайтах шарт сиктернĕ. Ĕнер юнашар ларса пĕрле чей ĕçнĕ юлташĕсене çухатни те пулнă…

Хăй ирĕкĕпе салтака кайнă. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Акшик ялĕнче пурăнакан Геннадий Ильичпа Юлия Николаевна Кузнецовсем тăватă ывăл çуратса ӳстернĕ. Ашшĕ-амăшĕ тĕпренчĕкĕсене тĕрĕс воспитани панăран ывăлĕсем шкулта лайăх вĕреннĕ. Çемье пуçĕ хăй те салтакра пулнă, арçын ачасене спортпа туслаштарнă. Асли Сергей Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçласа Женьăна тĕслĕх кăтартнă.

— Ялта çуралса ӳснĕ арçын ачасем кĕлеткене пĕчĕкрен пиçĕхтереççĕ. Атте-аннене пулăшасси пĕрремĕш вырăнта-çке. Ялта вара ĕç сахал мар. Шкула та чылаях утмаллаччĕ. Ялта шкул пулманран Октябрьски салине çӳрерĕм. Унта манăн иккĕмĕш сыпăкри аппа — Олимп чемпионки Елена Николаева — вĕреннĕ. Пире те спортпа аванах аталантарнă. Тăххăрмĕш класс хыççăн Шупашкарти И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ çумĕнчи гимназире ăс пухрăм. Экономика енĕпе тарăн пĕлӳ паракан класра вĕрентĕм. Аттестатри лайăх паллăсене кура университетри кирек хăш факультета экзаменсăрах кĕме май пулчĕ. Хам экономика, техника енĕпе вăйлăччĕ, анчах анне медицина факультетне кĕме хистерĕ. Çăмăл марччĕ паллах. Математикăна юратса ăса хывнă вăхăтра биологипе химие, анатомие «алла илме» тиврĕ. Маншăн веçех çĕнĕлĕхчĕ. Академи отпускĕ илесшĕнччĕ, атте-анне хирĕçлерĕ. Çавăнпах виççĕмĕш курс хыççăн хам ирĕкпе салтака кайма шухăшларăм. Каймасан та пултарнă эпĕ, манăн куç япăх куратчĕ. 2001 çулта кĕркунне мана та ал шăлли çакса, салтак юрри юрласа салтака ăсатрĕç, — аса илчĕ Евгений Кузнецов. Чечняна ярассине пĕлнĕ. Салтак пăттине унăн Самар облаçĕнчи Кряж поселокĕнчи çар чаçĕнче тутанма тивнĕ. Çур çул вĕренӳ, Устава, çавăн пекех салтаксен хушшинчи «саккуна» хăнăхасси… Веçех тутанса курнă Сĕнтĕрвăрри каччи. Самара çитичченех вăл хăйне Чечняна илсе каяссине пĕлнĕ.

— Эпĕ салтака кайнă чухне йăлт урăхлаччĕ: икĕ çул службăра пулма тивнĕ, килтисемпе телефонпа калаçма май килмен. Халь çар пурнăçĕ улшăнчĕ. Телефонĕ те çумрах, пачăшки те, психологĕ те юнашарах. Пĕр çулталăкра ашшĕ-амăшĕ ачи патне темиçе хут кайса килет. Пирĕн вăхăтра вара отпускра çеç тăван тăрăха килсе кайма май пулнă. Вăл та паллă мар: тивĕçеетĕн е çук… Пурпĕрех эпĕ медицина факультетĕнчен пăрахса салтака кайнăшăн пĕр хут та ӳкĕнмен. Çак таранччен нимшĕн те ӳкĕннине астумастăп. Пурнăç мĕнле уттарать, çапла пурăнатăп. Салтак аттине хывсан инженер-строитель специальноçне алла илтĕм, — уçăмлăн палăртрĕ вăл.

Казармăра — хăйĕн «саккунĕ». — Малтанхи çур çулта салтакра кирек кама та йывăр паллах. Уйрăмах вĕренӳ вăхăтĕнче. Тăван килшĕн питĕ тунсăхлаттăм. Офицерсенчен ирĕк ыйтса киле те килсе кайрăм ун чухне. Веçех урăхла вĕт салтакра. Хам пылак çимĕç ытла юратсах каймастăм пулсан та организм сахăр ыйтатчĕ. Каптерщик /завхоз пулăшуçи/ пулнă май аслисене чей хатĕрлесе параттăм. Çавăн чухне каптеркăра чей куркинче сахăр курсан ăна темиçе кашăк илсе хыпнăччĕ. Халĕ хам та тĕлĕнетĕп. Ытти салтак та пылак çимĕçшĕн тунсăхлатчĕ, алăк уçсанах: «Канфет пур-и?» — тесе ыйтатчĕç.

Салтак пурнăçĕ çавнашкал пулнă: казармăра хăйĕн «саккунĕ», унтах «асатте» ларать. Часах унăн киле каймалла-çке, санăн вара ăна, патша пек лараканскере, пăхмалла. Чечняна каймалла чухне те хăраман эпĕ, темшĕн савăнтăм та. Çав вăхăтра унта вăрçă лăпланнăпа пĕрех ĕнтĕ. Атте-аннене пурпĕрех пĕлтермерĕм. Самарта вĕреннĕ чухне пурне те специальноçпа уйăраççĕ. Манран та ăçта пĕлӳ илнине ыйтрĕç — медицина ротине илсе кайрĕç. Чечняра медицина взводĕнче пултăм, — аса илӳ çăмхи сӳтĕлчĕ пирĕн. <...>

Елена ЛУКИНА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен... 

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.