Ял ĕçченĕ сывлăш çавăртăр

18 Сен, 2014

Эпĕ хулара пурăнатăп, ялта çуралса ÿснĕ. Ял хуçалăх производствипе çыхăннă кашни ыйту маншăн çывăх. Ара, ял ĕçченĕ хула çыннин сĕтелĕ тулăх пултăр тесе ырми-канми тăрăшать-çке. Ку ыйту Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн иртнĕ сессийĕнче çивĕч çĕкленнине пĕлетĕп. Сăмах мĕн çинчен пынине «Хыпара» вулакансене тĕплĕнрех пĕлтереймĕр-ши? Ку ыттисемшĕн те кăсăклă пулĕ.

Алина ИСАКОВА.

Шупашкар хули.

Алина Алексеевна ыйтăвне хуравласа вулакана сессире тухса калаçнă Олег Дельман депутат сăмахĕпе паллашма сĕнетпĕр.

- «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн аталанăвĕ çинчен» саккун проектне хальхи вăхăтра, чикĕ тулашĕнчен турттарса килекен продукцие хамăрăннипе улăштарас тĕллевпе тĕрлĕ мероприяти иртнĕ тапхăрта тишкерни тата ăна сесси кун йĕркине кĕртни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ял хуçалăхĕн аталанăвĕн саккун проекчĕ, тĕпрен илсен, Чăваш Енри ял хуçалăхĕ лайăх вăй илнипе, аталаннипе çыхăннă. Мирлĕ вăхăтра пурăнатпăр пулин те çур тĕнче яхăн Раççее хирĕç тăнă самантра ял хуçалăх аталанăвĕн ыйтăвĕсене пирĕн хăвăрт, малашлăха пăхса тата ял хуçалăх продукцине туса илекене финанс тĕлĕшĕнчен пулăшса тата саккунлăха тĕпе хурса татса пама тăрăшмалла. Саккун проектĕнче çак тĕллевпе палăртнă суммăна, ку енчен эпĕ Олег Мешков депутатпа килĕшетĕп: пур çĕрте те пулăшма пултаракан меслет вырăнне йышăнма кирлĕ мар. Ăна, инфляцие кура, яланах пысăклатса, пуянлатса тăмалла. Раççейре йышăнакан саккунлăхпа тата программăсемпе килĕшÿллĕн. Хальхи вăхăтра кун пек темиçе программа йышăнма палăртнă. Вĕсенчен пĕри 2015-2020 çулсенче çĕр-шыва пахча çимĕç, аш-какай тата ыттине кÿрсе килессине чакарассипе çыхăннă. Отрасле пулăшма лартнă тĕллевсен шутне селекци тата генетика центрĕсем йĕркелессипе, сĕт-çу тата аш-пăш туса илессипе, ял хуçалăх техникин паркне çĕнетессипе, пахча çимĕç, иçĕм çырли туса илессине аталантарассипе çыхăннă.

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствинче те, ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсем те Правительство комиссийĕнче 2020 çулчченхи тапхăрта сĕт-çу отрасльне аталантармалли программăн проектне кĕç-вĕç пăхса тухассине пĕлеççĕ. Çавăнпа пĕрлех РФ ял хуçалăх министрĕ сĕннипе выльăх-чĕрлĕх, уйрăмах - сĕт-çу, производствине аталантарма федераци бюджетĕнчен тĕллевлĕ укçа-тенкĕ уйăрма палăртнă. Чăваш Енре те çак ыйтăва тишкерме сĕнетĕп.

Нумаях пулмасть пирĕн республикăра федерацин ял хуçалăх министрĕ пулчĕ. Аграрисен тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсен канашлăвĕнче республикăн 2013-2014 çулсенчи ял хуçалăх аталанăвне тишкерсе критиклерĕ. Хăш-пĕр факта кăштах тĕллевлĕ улăштарнă пулин те, республикăри Ял хуçалăх министерстви темшĕн-çке критикăна туллин йышăнчĕ. РФ Ял хуçалăх министерствин пĕр сĕнĕвĕ мана та, манăн ĕçтешсене те килĕшрĕ: республикăра выльăх-чĕрлĕх, сĕт-çу, аш-какай производствине аталантарма пĕтĕм май çителĕклĕ. Выльăх-чĕрлĕх производствине суйласа илмелле те ăна, Чăваш Республикинчи тата Раççей Федерацийĕнчи аталану программисемпе килĕшÿллĕн, вăя кĕртмелле çеç. Чăваш Ен Ял хуçалăх министерствине çак ене аталантарма инвестпрограмма хатĕрлеме сĕнĕттĕм. Республикăн тĕрлĕ районĕнче 500, 1000, 1200, 2200 ĕне выльăх тытмалли сĕт-çу комплексĕ хута яма ирĕк паракан документаци пулсан, техника паркне аталантарсан кăна пурнăçа кĕртме пулать. Вырăнти е аякри инвесторăн çапла тума кăмăл çуралсан ăна вырăнлă услови - сĕт-çу е аш-какай комплексĕ çĕклеме çĕр лаптăкĕ уйăрсан - сĕнмелле кăна. Республика шучĕпе инженери системипе сооруженисем тума пулăшсан инвестици хывас тĕлĕшĕнчен те усă кÿрĕ, республика сумне те çĕклĕ.

Манăн хăш-пĕр çивĕч ыйту çинче чарăнса тăрас килет. Федераци министрĕ ирттернĕ канашлура эпĕ вĕсене çĕклерĕм, анчах нихăшĕ çине те тулли хурав илеймерĕм. Çавăнпа та эпĕ вĕсене халĕ Чăваш Ен Ял хуçалăх министерстви ячĕпе калатăп. Ун чухне те, халĕ те патшалăх влаçĕн органĕсем, банксем тата ял хуçалăх продукцийĕ туса илекенсен хушшинчи кредит, салук ыйтăвĕсене ансатлатма, кредит илмелли документсен шутне тата вăхăтне чакарма сĕннĕ пулăттăм. Кирлĕ документсене хатĕрлесе çитериччен кĕтни, манăн шухăшăмпа, хаклă вăхăта сая яни кăна.

Тавар туса илекенсене тата тепĕр ыйту канăçсăрлантарать, вăл - кредит проценчĕн сумми тата ăна тавăрмалли вăхăтпа условийĕ. Ку ыйтупа Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн влаç органĕсен банксемпе калаçса татăлса килĕшÿ тумалла, вĕсем тавар туса илекенсемшĕн меллĕ пулмалла.

Федераци министрĕ Раççей Президенчĕн сăмахĕсене урăхлатса «Банксем финанспа кредит политикине хăйсем палăртаççĕ, вĕсен ĕç-хĕлне ыттисем, вăл шутра - Президент та, Правительство пуçлăхĕ те, хутшăнма пултараймаççĕ», - терĕ. Манăн шухăшпа, ку - фактсене урăхлатма хăтланни, мĕншĕн тесен патшалăх банкĕсем РФ Правительстви палăртнă стратегиллĕ задачисемпе тĕллевĕсене пурнăçлама тивĕçлĕ. Çĕр-шыв тата тавар туса илекен çав вăхăтра мĕнле условире пулнине пăхмасăр, хăйсен ĕç-хĕлне мала кăлармасăр.

Федераци министрне эпĕ тепĕр ыйту та патăм, анчах вăл та хуравсăр юлчĕ. «Банксем мĕншĕн-ха РФ Правительствин ака уйăхĕнчи «Кредитлассин вăхăтне 8 çултан 15 çулччен ÿстересси çинчен» йышăнăвне пăхăнмаççĕ, паянхи кунччен те пĕр предприятин те, ял хуçалăх предприятийĕн ыйтăвне те татса паман?« - тенĕччĕ. Раççейре инвестпроектсем çĕр-çĕр кăна мар, пин-пин. Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствине кредит вăхăтне 8 çултан 15 çулччен тăсма ирĕк пур тата банксене заявка тăратнă ял хуçалăх предприятийĕсене палăртма, вĕсен ячĕпе хута кĕрсе кирлĕ хутсем çитерме сĕнетĕп. Ячĕшĕн мар, тавар туса илекенпе пĕрле тата унăн интересĕсене хÿтĕлесе.

Тепĕр ыйту субсиди уйăрассипе çыхăннă. Патшалăх Думинче федерацин «Ял хуçалăхĕн аталанăвĕ çинчен» саккунне улшăнусем кĕртме хатĕрленеççĕ. Ыйту ял хуçалăх ĕçченĕсене илнĕ кредита субсидилессипе çыхăннă. Уçăмлăрах каласан ял хуçалăх таварĕ туса илекен кредит учрежденийĕсене кредит суммине тата федераци е республика бюджетĕнчен саплаштарман процентăн пайне кăна тÿлетĕр. Ку ял хуçалăх предприятийĕн финанс йывăрлăхне сирме пулăшĕ, производствăна аталантарма кирлĕ укçа-тенкĕне урăх тĕллевпе усă курма хистемĕ. Тата пуянах мар тавар туса илекен кредитăн çулталăкри ставкине 12-рен пуçласа 15% таран тÿленине бюджетран тавăрса парассине кĕтсе пурăнмĕ. Енчен те йывăрлăхсене пăхмасăр Чăваш Республикин бюджечĕ шутĕнчен субсиди суммине яланах тÿлесе тăраççĕ тăк, федераци бюджетĕнчен куçарса парассине тепĕр чухне темиçе уйăх кĕтме тивет. Ку вара предприяти ертÿçи умне йывăрлăх кăларса тăратать: рабочисем вăхăтра шалу илеймеççĕ, тĕрлĕ шайри бюджетсене каякан тÿлев вăхăчĕ вăрăмланать т.ыт.те. Анчах РФ Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх - çакă 2015 çулта кредит килĕшĕвĕсем тунисем валли кăна. Ку - кăшт маларах, йывăр вăхăтра кредит илнĕ ял хуçалăх таварĕ туса кăларакан предприятисене хисеплеменни тата пулăшманни. Вĕсем çавăншăн субсидие 6-8 уйăх кая юлса илеççĕ. Республикăри Ял хуçалăх министерстви ку ыйтăва татса парассине хăйĕн тÿпине хывсан аванччĕ. Кредита хăш çул илнине пăхмасăр ял ĕçченне пулăшни ăна сывлăш çавăрса яма май паниех.

Ун чухне хурав илеймен виçĕ ыйтăва республикăри патшалăх влаçĕн трибуни çинчен сире, хисеплĕ ĕçтешсем, пĕлтертĕм. Вĕсем, виççĕшĕ те, банкпа тавар туса илекен хушшинчи çыхăнăва кăтартаççĕ. Укçа-тенкĕ кăна ял хуçалăхне аталантарĕ, çÿллĕ шая çĕклĕ. Пирĕн Ял хуçалăх министерствин ял хуçалăх таварĕ туса илекенсене лизингăн çĕнĕ схемипе, республика бюджечĕ хутшăннипе, çĕнĕ техникăпа тивĕçтерес ыйтупа та ĕçлемелле.

Сессире тухса каланинчен

Дмитрий Евсеев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ: «Кун йĕркинчи ыйтăва сÿтсе явнă чухне республикăна федераци министрĕ килсе кайни пирки тăтăш асăнчĕç. Хăш-пĕр депутат çак визит пирки кăна калаçрĕ. Икĕ япала çинчен калаймасăр тăраймастăп. Пĕрремĕшĕнчен, ял хуçалăхне Федоров Президент пулнă чухнехинчен никам та шар кăтартман. Çавăнпа та эпĕ унăн сĕнĕвĕсене шута илмелле тенипе килĕшместĕп. Иккĕмĕшĕнчен, вăл хисеплĕ юрист. Ял хуçалăхĕ, тĕрĕсрех - аграри секторĕ, патне пыма унăн мĕнле тивĕç пур - эпĕ çакна ăнланмастăп».

Ю.СТЕПАНОВ хатĕрленĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.