Фольклориадăна 1100 ача хутшăнĕ

12 Мая, 2022

Хăçан тата ăçта-и? Çĕртме уйăхĕн 23-27-мĕшĕсенче Чăваш Енре иртекен Пĕтĕм Раççейри пĕрремĕш фольклориадăра. Халиччен пулманччĕ-ха унашкал мероприяти пирĕн çĕршывра.

Пĕтĕм тĕнчери вара иртнĕ çул Пушкăртстанра иртнĕ. Унта 40 патшалăхри ача хутшăннă. Çак пулăм Раççейри ачасемпе фольклор енĕпе ĕçлекенсене те шухăша янă: мĕншĕн хамăрăнне йĕркелес мар?

Çапла çуралнă пирĕн фольклориада. Çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче Правительство çуртĕнче ăна хатĕрленсе ирттерсе ярас енĕпе ĕçлекен ушкăнăн ларăвĕ иртрĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ.

В.Д. Поленов ячĕллĕ халăх пултарулăхĕн Раççей патшалăх çурчĕн директорĕн çумĕ Андрей Беляев пĕлтернĕ тăрăх, РФ Культура министерстви, халăх пултарулăхĕн Раççей патшалăх çурчĕн тата ЧР Правительствин вăйĕпе йĕркелекен ача-пăча уявне — фольклориадăна — 78 регионти 10-17 çулсенчи ачасем хутшăнĕç. Программа питĕ пуян: ăна савăнăçлă лару-тăрура уçнипе тата хупнипе çыхăннă пысăк концертсем, халăх тумĕсем тăхăнса Шупашкар урамĕпе утни, ятарлă лапамсенче концертсем кăтартни, ăсталăх класĕсем йĕркелени, туслăх вăййине тăни тата ытти те. Çав кунсенчех тĕп хулара ачасен Раççей шайĕнчи ассамблейи те ĕçлĕ.

Ачасен канăвне йĕркелесси пирки те манман. Ютран килнĕ пĕчĕк хăнасем республикăри музейсемпе, туризмпа çыхăннă центрсене çитсе курĕç, чăваш халăхĕн культурипе, йăли-йĕркипе паллашĕç.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментировать