16000 йывăç-тĕм лартма палăртнă
Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа юпан 24-мĕшĕччен Шупашкарта тăван тăрăха упрамалли кĕрхи мероприятисем иртĕç. Çакнашкал йышăнăва алă пуснă Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков.
Çÿлерех асăннă тапхăрта тĕп хулара 16000 йывăç-тĕм лартма палăртнă. Çав йышра - лăсăллă 1600 йывăç /чăрăш, туя, хыр/, 50 улмуççи, çулçăлли - 2850 /пилеш, çăка, хурăн, вĕрене, йăмра, тирек/. 11 тĕрлĕ тĕм ?барбарис, катăркас, спирея тата ытти те% савăнтарĕ хула çыннисене. Хула ертÿлĕхĕ кĕрхи ĕçсене ватти-вĕтти те хастар хутшăнасса шанать.
А.ГРОМОВА.
Комментировать