Астăвăм кĕнекинче 639 çын шăпи

8 Мая, 2022

Вăрçă xирĕнче паттăррăн çaпăçca тата тăнăç пурнăçшăн кĕрешсе пуç xyнă çaр çыннисене асра тытасси - пирĕн тивĕç.

Нумаях пулмасть Астăвăм Кĕнекин виççĕмĕш пайĕ кун çути курнă. Паян Шупашкарти 59-мĕш шкулта асăннă кĕнекен презентацийĕ иртрĕ. Сумлă мероприятие Чăваш Ен Пуçлăxĕ Олег Николаев, РФ Патшалăx Думин депутачĕceм Анатолий Аксаков, Алла Салаева, ЧР вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров, ЧР Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Наталья Николаева, шкул ачисем, волонтерсем хутшăнчĕç.

Кĕнекере - 639 командирпа салтакăн шăпи. Ҫак таранччен вӗсем хыпарсăр çyхалнисен йышӗнче пулнӑ. ЧР вĕрентӳ тата çамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров, республикăри шырав отрядне çӳрекенсем тăрăшнипе вăрçăра пуç хунисен шăпине уçăмлатма май килнĕ.

"Пурнăça малалла аталантаракан кĕнеке. 639 çын шăпи – сахал мар. Тăванĕсем халь вĕсен паттăрлăxĕ пирки тĕплĕн пĕлеççĕ, ачисемпе тата мăнукĕсемпе пĕрле вил тăпри çине те çитсе килееççĕ. Шырав отрячĕсене малашне те  пулăшса пырăпăр. Ентешсен паттăрлăxне пирĕн яланах асра тытмалла", - терĕ презентаци вӑхӑтӗнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев.

www.hypar.ru Сергей Журавлев сăн ÿкерчĕкĕсем кунта...
 

Рубрика: 

Комментировать