Хыпар 48-49 (27927-27928) 06.05.2022
Мăнукĕн уявĕ те
Вăл аслашшĕпе асламăшне хисеп туса чӳречесене сăн ӳкерчĕксемпе, медальсемпе илемлетет
Чи çывăх тăвансем яланлăхах уйрăлса кайнă пулсан та пирĕнпе пĕрлех пурăннăн туйăнаççĕ. Мĕншĕн тесен вĕсене куллен аса илетпĕр, сăн ӳкерчĕкĕсене пăхса калаçатпăр, канашлатпăр, чуна уçса паратпăр, пулăшу ыйтатпăр…
Тĕлĕкре те пĕрлех
Шупашкарта пурăнакан Ольга Курдимановăшăн та çаплах. Çӳлти тӳперен сăнаса тăракан аслашшĕпе асламăшĕ тата ашшĕ ăна упракан пирĕшти вырăнĕнчех. Ольга Владимировна паян вĕсем лартнă çуртра тымар янă. Çавăнпа кунта юратнă тăванĕсен япалисем кăна мар, сывлăшĕ те упранса юлнă темелле. Кулленех аса илӳ авăрне лекнĕрен-ши — вĕсем, ытларах чухне аслашшĕ, тĕлĕкре те ун патне килеççĕ.
«Асаттене Павел Андреевича тĕлĕкре куртăм тăк ырă хыпар пулатех, йывăр самант çăмăллăнах иртсе каять, — чунне уçрĕ Ольга Владимировна. — Пурăннă чухне пирĕн чунсем питĕ çывăхчĕ, сăнран та эпĕ ăна хывнă тетчĕç. Асаттепе асанне Ташкентран Шупашкара 1954 çулхи çу уйăхĕнче куçса килнĕ. Иккĕшĕ те — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем. Павел Андреевич фронтра çапăçнă, Меланья Григорьевна тылра ĕçленĕ. Çавăнпа Аслă Çĕнтерӳ кунĕ умĕн асаттен çурчĕн чӳречисене çулленех çар темипе илемлететĕп тата «Çĕнтерӳ чӳречи» конкурса хутшăнатăп».
Ташкент — хĕвеллĕ хула кăна мар
Курдимановсен шăпи кăсăклă тата хăйне евĕрлĕ. Павел Андреевич Ставрополь крайĕнчи Казвинка салинче 1913 çулхи раштав уйăхĕн 31-мĕшĕнче çуралнă. Вĕсен çемйинче 10 ача — 8 ывăлпа 2 хĕр — пулнă. Павел — тăваттăмĕш пепке. Курдимановсем революциччен вăтам хресченсем шутланнă, тăватă лаша тытнă, çĕрĕ те самай пысăк пулнă. Совет влаçĕ хуçаланма пуçласан вĕсенчен пĕтĕмпех туртса илнĕ.
1913 çулхи раштавăн 31-мĕшĕнчех Ростов облаçĕнчи Никлиновка салинче Меланья Петренко кун çути курнă. Вырăс каччипе хĕрĕ Çурçĕр Осетири Орджоникидзе хулинче паллашнă, 1935 çулта çемье чăмăртанă. Ун чухне вĕсем вырăнти ТЭЦра ĕçленĕ, пĕри монтерта, тепри — переносщицăра. Виçĕ çултан Павел Андреевича Ташкента, унти пир-авăр комбиначĕн ТЭЦне, аслă мастерĕн тивĕçĕсене пурнăçлама куçарнă. Хĕвеллĕ хулара икĕ çул иртнĕ хыççăн Курдиманова хĕрлĕ çара илнĕ. Мăшăрĕ унтах юлнă, малтанхи пекех ТЭЦра вăй хунă.
Ленинград çывăхĕнче çарта тăнă салтак малтанхи вăхăтра стрелоксен 70-мĕш дивизийĕнче радиста хатĕрлекен курса пĕтернĕ. 1940 çулхи раштав уйăхĕнче ăна стрелоксен 329-мĕш полкне куçарнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине те çав полк йышĕнчех хутшăннă. 1943 çулхи юпаран пуçласа 1944 çулхи раштав уйăхĕччен 839-мĕш уйрăм кабельпе ĕçлекен ротăра çар тивĕçĕсене пурнăçланă. Ун хыççăн — 1945 çулхи раштав уйăхĕччен 317-мĕш уйрăм çыхăну батальонĕн телефонист-механикĕ пулнă. 1944 çулхи ака уйăхĕн 17-мĕшĕнче ăна сулахай уринчен йывăр амантнă. Снаряд ванчăкĕ ăна çĕре кĕрич-ченех вăрçă çинчен аса илтерсе тăнă. <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦ ♦ ♦
Тăванĕсен сăн ÿкерчĕкĕ пулмасан та «Вилĕмсĕр полка» тухаççĕ
«Вилĕмсĕр полк» акцие пула эпĕ асаттен Антон Крольковăн вăрçăри çул-йĕрне тĕпчеме пуçларăм. Вăл, 1901 çулта çуралнăскер, фронта тухса кайиччен тимĕрçĕре ĕçленине, 1944 çулта пĕр çапăçура пуç хунине тата çичĕ ачи тăлăха юлнине пĕлнĕ-ха. Анчах вăрçăри ĕç-хĕлĕ пирки — çук, — терĕ ЧР спорт министрĕн пресс-секретарĕ Полина Андреева. — «Вилĕмсĕр полк» мана вăрçă, пурнăç çине çĕнĕлле пăхма хистерĕ. Асаттен фронтри шăпипе кăсăклантарчĕ, шырама пуçларăм. Çак ĕçе ывăлăма явăçтартăм. Çапла майпа çывăх тăванăмăр пирки нумай пĕлетпĕр: Антон Крольков Ленинград фронтне кĕнĕ стрелоксен 402-мĕш полкĕнче çапăçнă. Пулеметчик пулнă. Темиçе хут аманнă, госпитальте сипленнĕ. Крольков рядовой 1943 çулта Ленинград облаçĕнчи Выборг хули çывăхĕнчи çапăçусене хутшăннă. Фронтран янă пĕртен-пĕр сăн ӳкерчĕке шăпах çак хулара ӳкерттернĕ. Хăй те яланлăхах унта юлнă: 1944 çулхи утă уйăхĕн 7-мĕшĕнче Выборг районĕнчи Пейпола салишĕн пынă çапăçура пуç хунă. Ăна асăннă районти Рябово поселокĕнчи тăванла масарта пытарнă. Унпа юнашар тата 200 ытла салтак выртать. Эпĕ тата ывăлăм Артем «Вилĕмсĕр полка» 2014 çултанпа хутшăнатпăр. Пирĕн алăра çавăн пекех кукаçин — Вăрнар районĕнчи Услапара çуралса ӳснĕ Владимир Смирновăн — портречĕ те. Эпир вĕсене манмастпăр».
Эпир манман
Полина Юрьевна пĕлтернĕ тăрăх, аслашшĕн тата кукашшĕн портречĕсем кăçал та «Вилĕмсĕр полкра» пулĕç. Аса илтеретпĕр: çак юхăм 2011 çулта Томскра çуралнă. Ăна унти Сергей Лапенков, Сергей Колотовкин тата Игорь Дмитриев журналистсем пуçарнă. Вĕсем Çĕнтерӳ кунне паллă тума хăйсен çывăх тăванĕсен портречĕсене йăтса тухнă. Çулталăкран Томскра пурăнакан 6 пин çын çу уйăхĕнчи чи сумлă уява хăйсен тăванĕсен сăн ӳкерчĕкне çĕклесе пынă. Тĕрĕссипе, унран самай маларахах Раççейĕн чылай хулинче çар астăвăмĕн клубĕсем ĕçленĕ-ха. Сăмахран, Новосибирскри «Землянка» музейăн ертӳçисем çирĕплетнĕ тăрăх, чи пĕрремĕш «Вилĕмсĕр полка» 1965 çулта унти 121-мĕш шкул ачисем ирттернĕ. Кăшт каярахпа, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче, Ростов облаçĕнчи Тацинская станицинче, Пермь тăрăхĕнчи Соликамскра, Липецк облаçĕнчи Конь-Колодезь салинче те унашкал акцисем йĕркеленĕ. 2012 çулччен вĕсем 20 яхăн регионта иртни паллă. Мĕн-ха вăл пирĕншĕн, паян пурăнакансемшĕн, «Вилĕмсĕр полк»? Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче, каярахри хирĕç тăрусенче, ятарлă операцисенче пуç хунисен умĕнче пуç тайни. Патшалăхăмăрăн ирĕклĕхĕпе никама пăхăнманлăхне сыхласа хăварас, тылра юлнă ватă ашшĕпе амăшĕн, çемйин, ачи-пăчин пурнăçне, телейне ирсĕр тăшмана таптаттарас мар тесе юн тăкнă çынсене асра тытни. Эпир манман, астуса пурăннă чухне вĕсем вилĕмсĕр.
Чĕре хушнипе, ыйтнипе
«Вилĕмсĕр полк» — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă миллион-миллион салтакпа офицер тата вĕсен тăхăмĕсем, — терĕ Сергей Щербаков историк, сценарист. — Пирĕн несĕлсен паттăрлăхне упраса хăварассипе çыхăннă акци чăннипех чĕре хушнипе, ыйтнипе çуралнă халăх юхăмĕ. Эпĕ «Вилĕмсĕр полкра» асаттен портретне йăтса темиçе хут та утнă. Пимен Щербаков 1923 çулта çуралнă. 1942 çулта ăна çара илнĕ. Вăл Инçет Хĕвел тухăçĕнчи стрелоксен 155-мĕш саппас полкĕнче службăра тăнă. 1945 çулхи çурла уйăхĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа — стрелоксен 183-мĕш полкĕн снайперĕ. Вăл Манчьжурире Квантун çарне çапса аркатма хутшăннă. 1945 çулхи çурла уйăхĕн 27-мĕшĕнче Цитайхэ хули çывăхĕнче паттăрлăх кăтартнăшăн «Çапăçури тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медале тивĕçнĕ. Тăван тăрăха таврăнса асаннепе çичĕ ывăлпа пĕр хĕр çуратса ӳстернĕ. «Вилĕмсĕр полка» хатĕрленнĕ май асаттем Пимен Никитич пирки чылай тĕпчеме тиврĕ. Халĕ ытти çывăх тăван та унăн вăрçăри кун-çулĕ çинчен лайăх пĕлет».
ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Василий Васильев художник Комсомольски районĕн центрĕнче иртекен «Вилĕмсĕр полка» мăшăрĕн ашшĕн Павел Тимофеевăн тата çывăх тăванĕн Семен Челаковăн портречĕсемпе хутшăнать. «Хамăн аттен сăн ӳкерчĕкĕ ал айĕнче çуккипе портретне хатĕрлейменччĕ, çавăнпа малтанхи акцисене хуняçаннипе тухнăччĕ. Халĕ тупрăм. Кăçалхи акцие аттем Софрон Васильев та «хутшăнĕ». Мăнукăм Катерина Шупашкарта та Павел Тимофеевăн потретне çĕклесе утнă. Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем çинчен çемьери чи кĕçĕннисене каласа кăтартни питĕ пĕлтерĕшлĕ. Çапла майпа астăвăм ăруран ăрăва куçса пырать. 21-мĕш ĕмĕр ачисен хăйсен çывăх тăванĕсен кун-çулне, Çĕнтерӳ мĕнле туптаннине пĕлмеллех», — хăйĕн шухăшне палăртрĕ Василий Софронович. <...>
Надежда СМИРНОВА.
♦ ♦ ♦
Вăкăр самăртма вĕренсе çитнĕ
— Пирĕн аграрисем саккас парсан хуçалăхсене çунтармалли-сĕрмелли материал çийĕнчех пырса параççĕ, — пĕлтерчĕ Сĕнтĕрвăрри райадминистрацийĕн ял хуçалăх пайĕн ертӳçи Фарад Зейнетдинов. Унпа пĕрле хресчен-фермер хуçалăхĕсене çитрĕмĕр, вĕсенче çур акине епле йĕркеленипе паллашрăмăр.
Выльăх апачĕ чылай кирлĕ
Шĕнерпуç ял тăрăхĕнчи ХФХ пуçлăхĕ Валерий Плотников çурхи ĕçсене акан 26-мĕшĕнче пуçăннă. Александр Илларионов механизатор Вăта Пукаш уйĕнчи çĕре дискаторпа кăпкалататчĕ.
— Кунта — 60 гектар. Пĕлтĕр пыл хурчĕ валли 24-28 градус ăшăра нектар паракан фацели 30 гектар акрăмăр, — каласа кăтартрĕ фермер. — Çанталăк шăрăх тăнăран вегетаци тапхăрĕнче вăл начар çитĕнчĕ, çумăр пĕрремĕш хут çусанах çеçкене ларчĕ, кĕрхи çумăр куллен йĕпетме тытăниччен вăрлăхĕ пулса ĕлкĕреймерĕ — пухса кĕртеймерĕмĕр. Ăшă та çумăрлă çул вара вăл лайăх тухăç парать, сутлăх хакĕ тырăннинчен чылай пысăкрах. Вĕлле хурчĕ ĕрчетекенсем вăрлăхне хапăлласах туянаççĕ. Кунсăр пуçне фацели — сидерат, тăпрана ял хуçалăх культурисене çитĕнме кирлĕ элементсемпе пулăхлатать. Çавăнпа кăçал та 30 гектар ӳстерĕпĕр. Çавăн чухлĕ лаптăкрах люцерна варăнтаратпăр. Лаптăкне кашни 4-5 çултан çĕнететпĕр.
Хуçалăхра ĕне выльăх 100 пуç таранах. Вĕсене тăрантарма апат чылай кирлĕ. Фермер ăна çуллен ытларах янтăлассишĕн тăрăшать. Нумай çул çитĕнекен 125 гектар курăка агротехнологие тĕпе хурса пăхать: кашни çур акинчех нӳрĕк тытать, минерал удобренийĕпе апатлантарать. Унтан сенаж, утă хывать. Пĕтĕм тырра хуçалăхрах авăртса фураж хатĕрлет.
Фермер аш нумай çул туса илет ĕнтĕ. Кашни вăкăра 400-500 килограма çитериччен ӳт хуштарать. Ял хуçалăхĕнче ĕç нумай чухне аграрисем шухăшласа хунă пек пулмасть. Валерий Плотников та пĕлтĕр выльăха ăнăçлă хĕл каçармалăх апат хатĕрлеймен.
Вăл вăкăрсене самăртма вĕренсе çитнĕ. Пĕр уйăхри пăрусене республика тулашĕнчи е Чăваш Енри хуçалăхсенчен туянать. Вĕсене ĕне сĕчĕпе çеç 2,5-3 уйăх тăрантарса 80-90 килограма çитерет, кайран хытă тата ешĕл апат çитерсе ӳстерет, фуражпа самăртать.
— Фермăна çĕр ĕçĕпе çыхăнтарса пыратпăр, — калаçăва сыпăнтарчĕ фермер. — Пĕрремĕшĕ иккĕмĕшĕсĕр малалла каяймасть. Пĕлтĕр пучаха ларнă тырра çил-тăвăл вырттарчĕ, çуррине пухса кĕртеймерĕмĕр. Çавна пула вăкăрсене фураж виçĕм çулхинчен сахалрах патăмăр. Кăçал тыр-пула аслатиллĕ çумăр ан юхтартăрах. Иртнĕ çулхинчен нумайрах пухса кĕртес тесе вăрлăха им-çамларăмăр, унпа пĕрле тăпрана минерал удобренийĕ хыватпăр. Çум курăка, калчана сăтăр кӳрекен чирпе
хурт-кăпшанка хими препарачĕпе пĕтерĕпĕр.
Вăкăрсене Александрпа Нина Ярусовсем, Николайпа Юрий Ивановсем самăртаççĕ.
— Шел те, выльăх каяшне витерен сенĕк-кĕреçепе тиесе кăларма тивет, — пытармарĕ ХФХ пуçлăхĕ. — Аша тата сĕте хальхи технологие пăхăнса туса илесси çинчен чылайранпа шухăшлатăп, анчах тĕллеве пурнăçлама укçа çитерейместĕп. Пĕчĕк ХФХ çĕршывра йышлă, укçа çаврăнăшĕ манăн та пысăк мар. Çавăнпа кĕтĕве текех пысăклатаймастăп, производствăна ӳстерейместĕп. Пире удобрени, дизтопливо-бензин çур хакпа çеç сутса çăмăллăх парсан, компанисен тăкакне патшалăх саплаштарсан аванччĕ те. Ку йĕрке пĕчĕк ХФХсене производство объекчĕсем хута яма май парĕччĕ. Хальлĕхе эпир кредита çулталăклăха çеç илме пултаратпăр, инвестицин нумай çуллăх кредитне кашни уйăхрах тавăрма укçа çитерейместпĕр.
Валерий Плотников патшалăх пулăшăвĕпе усă курман мар, вăл унпа техника паркне пуянлатнă. «Агростартап» грантпа 3 миллион тенкĕ тăракан курăк çулмалли агрегат, вырса пухакан тата вĕтетекен комбайн, дискатор, утă тавăрмалли-пуçтармалли кĕрепле туяннă. Виçĕ «Беларус» тракторпа, «ГАЗ-53» автомашинăпа, тырă пухса кĕртмелли комбайнпа, ытти техникăпа усă курать.
— Пирĕн акма палăртса хунă лаптăк пысăк мар, акана кĕске хушăрах вĕçлетпĕр, — пирĕнпе сыв пуллашрĕ фермер. <...>
Юрий МИХАЙЛОВ.
♦ ♦ ♦
Геннадий КУЗНЕЦОВ: Тăшман пулмасан аталанма чарăнатпăр
«Пурнăç — пĕртен-пĕр академи, яланхи студенчĕ ун этем», — çырнă вăл хăй вăхăтĕнче. «Чăн та, ĕмĕр тăршшĕпех вĕренме тиврĕ. Эпĕ паянхи кунчченех пурнăçран, халăхран вĕренетĕп», — тет паян. Сăмахăм паллă журналист тата сăвăç Геннадий Кузнецов çинчен. Геннадий Васильевича «Хыпар» тĕпелне чĕнтĕмĕр.
«Килте те канăç çук иккен»
— Эсир ача чухне аннĕр Пелагея Михайловна каланă юмахсемпе авалхи юрăсене нумай итленĕ. Ахăртнех, çакă та сирĕн çырас туртăма вăратнă?
— Питĕ тĕрĕс ыйтуран пуçларăн. Чи малтан, ку ыйтăва хурав париччен çакна каласшăн. Эпĕ телейлĕ çын! Чăваш журналистикинче 55 çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрăм. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ канлĕ пурăнатăп. Тĕрĕссипе, килте те пĕр канăç çук иккен! Ара, эпĕ ĕçе канма çӳренĕ вĕт! Халĕ кил хуçалăхра мĕн кăна тумастăп. Пĕрне те ырана хăвармалла мар. Редакцири пекех. Апла пулин те Йĕпреç районĕн хаçатне паян та статьясемпе тивĕçтеретĕп. «Санăн çыннусем, район» рубрикăна 30 çул ытла тытса пыратăп. Çак тапхăрта миçе çĕр-çĕр çынна савăнтарман-ши? Редакци йышĕ халĕ çамрăк. Сăмах май, журналистика хĕрсен профессийĕ пулса тăчĕ. Хаçатран кайни иккĕмĕш çул терĕм. Анчах пӳлĕм алăкĕ çине çырнă ятăма ĕçтешĕмсем илме васкамаççĕ. «Эпир хамăра сиртен пĕр шит те уйрăм туймастпăр», — теççĕ. Çапла калани кăмăла çĕклет. Апла тăк мана шанаççĕ.
— Чăваш журналистикинче сирĕн пек нумай ĕçлекен пулман та пулĕ?
— Çакна татса калаймастăп. Анчах 55 çул пĕр улшăнмасăр ĕçленĕ журналиста урăх пĕлместĕп. 55 çул — арçыннăн ĕмĕрĕ вĕт.
— Çавăнпа сире Йĕпреç тăрăхĕнче кăна мар, республикăра та пурте лайăх пĕлеççĕ.
— Тавтапуç ку сăмахсемшĕн. Çапах кăштах ӳстеререх каланă пек туйăнать.
— Эсир республикăри тĕрлĕ хаçата çырса тăнă.
— «Çĕнтерӳшĕн» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ вăхăтрах «Хыпарăн» вырăнти корреспонденчĕ пултăм. Маларах Шупашкарта «Чăваш Ен» хаçат тухса тăратчĕ. Унăн Йĕпреç тăрăхĕнчи вырăнти корреспонденчĕччĕ эпĕ. Чăваш радиовĕн штатра тăман корреспондентĕнче тăрăшрăм, радиоочерксемпе тивĕçтертĕм. Çавсене шута илсе 1984 çулта Чăваш журналистикин Çемен Элкер ячĕллĕ премийĕпе чысларĕç. Ку премие манччен Шупашкарта ĕçлесе пурăнакан журналистсене кăна панă. Эпĕ вара район хаçатĕнче вăй хуракан журналистсенчен ăна пĕрремĕш тивĕçрĕм. Ун чухне Çемен Элкер çуралнăранпа 90 çул çитнĕччĕ. Эсир çакăн пек ыйтусем пани аса илӳ тĕнчине путарчĕ. 19 çул каялла ака уйăхĕнче И.Я.Яковлев çуралнă Кăнна Кушкинчен «Хыпар» никĕслевçин Николай Никольскин тăван ялне, Купăрляна, «Хыпар» хаçатăн тусĕсемпе пĕрле 400 çухрăма тăсăлнă чупăва хутшăннăччĕ. «Кунта пирĕнпе пĕрле сăвăç та килнĕ. Вăл сире сăвă каласа парать пуль-ха», — терĕç Кăнна Кушки клубне пырса кĕрсен. Çухалса каймарăм — Кăнна Кушкине халалланă сăвва шăрантартăм. Пĕр чиперкке ытама шăнăçайми чечек çыххи тыттарчĕ. Çав чупăва хутшăнни мана сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантарчĕ. Паянхи кунчченех кашни ир тăватă сехет çурăра культурăпа кану паркне чупма тухатăп. 5-10 çухрăм таран парăнтаратăп. Çакă ĕçре питĕ пулăшать. Çулсем иртсе пынине нимĕн чухлĕ те туймастăп. Мухтанса каламастăп: юпа уйăхĕнче 79 тултарăп.
— Çырма пуçлани патне таврăнар-ха.
— Анне ĕçчен, маттур çын пулнă. Репрессие лекнĕ. 1944 çулта вăл колхозăнне 6 помидор илсе кĕме тăнă. Ăна бригадир тытса чарнă. «Колхоз пурлăхне салатăн», — тесе судпа айăпласа çулталăк çурăлăха тĕрмене хуптарнă. Сталин саманинче çавăн пеккине те тӳснĕ. Канаш районĕнчи Вăтакас Татмăшри шкулта 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне Алексей Талвирăн «Пăва çулĕ çинче» повеçне вуласа сӳтсе яврăмăр. Çакăн хыççăн эпĕ, 12-ри ача, Шупашкара адресне пĕлмесĕрех писатель патне çыру ятăм. Çавна Алексей Талвир илнĕ вĕт! «Шупашкар хули. Алексей Талвир писателе» тесе кăна палăртнăччĕ конверт çине. Алексей Филиппович мана хăйĕн «Пăва çулĕ çинче» кĕнекине халал сăмахĕ çырса парнеленĕччĕ. «Вăтакас Татмăш маттурне – автортан», — тенĕ унта. Çакăн хыççăн шкулта алăпа çырса «Хунав» альманах кăларма тытăнтăмăр. Унта малтанхи сăвăсене пичетлеттĕм. Кайран Канаш районĕнчи «Коммунизмшăн» хаçата сăвă çырма тытăнтăм. Ку хаçатра пĕр вăхăт Аркадий Казанов журналист ĕçлерĕ. Çавăн чухне унпа паллашрăм. Пирĕн туслăх 60 çула тăсăлчĕ. Вăл мана журналистикăн кăткăс çулĕ çине тăма хавхалантаракан пĕрремĕш çын пулнă. Çавăн пекех Владимир Кузьмин çыравçă та ăсталăхне нумай пачĕ. Халĕ те çыхăну тытатăп унпа. Трак ен тĕлĕнмелле сăваплă, талантлă тăрăх. Кунта ĕçленĕ çулсем маншăн пурнăç, ăсталăх шкулĕн витĕмлĕ урокĕсем пулчĕç. <...>
Роза ВЛАСОВА.
♦ ♦ ♦
«Терминалпа» çурт тăватпăр: меллĕ, паха тата перекетлĕ
Çу уйăхне кĕтĕмĕр — строительство сезонĕ пуçланчĕ. Çавна май Шупашкарти «Терминал» суту-илӳ комплексĕнче те çын тăруках йышланни палăрать. «Терминал» — республикăри стена тумалли материалсемпе курттăммăн тивĕçтерекен чи пысăк поставщиксенчен пĕри. Çавăнпа çурт тăвас шухăшлă çынсенчен нумайăшĕ шăпах кунта килет: кирпĕч, блок хакĕсемпе интересленеççĕ, çурт валли çак материалсем мĕн чухлĕ кирлине шутласа пама ыйтаççĕ — пӳрт çĕклес ĕмĕтлĕскерсен ыйту пайтах.
Ялах туртать…
«Ялта çитĕннĕ пулин те эпир хулара тĕпленнĕ. Ялта пурăнăпăр тесе нихăçан та шухăшламан. Анчах çулсем иртнĕ май ял ытларах та ытларах илĕртнине туятпăр. Çĕр лаптăкĕ туянтăмăр, унта çурт лартас тетпĕр. Пысăк кирлĕ мар – пире çитет. Çĕр улмипе купăста, кишĕр, ытти пахча çимĕç ав епле хакланса кайрĕç — хамăр çитĕнтернине нимĕн те çитмĕ. Ачасем пырса çӳрĕç, пĕчĕк мăнуксем те ялта курăк çинче чупса савăнĕç», — кăмăллăн пĕлтерчĕç суту-илӳ комплексĕн менеджерĕнчен çурта мĕнле материалсенчен туни вырăнлăрах пулни çинчен ыйтса пĕлекен вăтам çулсенчи арçынпа хĕрарăм.
— Çакăн пек çынсем, уйрăм çуртпа пурăнас кăмăллăскерсем, ытларах та ытларах килеççĕ — çакă савăнтарать, — калаçăва хутшăнчĕ «Терминал» ТК генеральнăй директорĕ Владислав Никитин. — Чăваш яланах çĕре çывăх пулнă: çĕр çинче тăрăшса ĕçленĕ, сĕтел çинче яланах хăй çитĕнтернĕ, килти хушма хуçалăхра туса илнĕ ĕçме-çиме пулнă. Тымарсем патне таврăнатпăр — çынсем çурт тума ĕмĕтленеççĕ, эпир вара çак ĕмĕте тӳрре кăлармашкăн пулăшма хатĕр. Хатĕр кăна мар, пулăшаççĕ те. Чăваш Енре пĕлтĕр пурăнмалли 716,7 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута янă — 2020 çулхинчен 24% нумайрах. Çав шутран çурри ытла, 389 пин тăваткал метр, уйрăм çынсем тунă çуртсем. «Терминал» нумай хутлă çуртсем тăвакан строительство организацийĕсене те стройматериалсемпе тивĕçтерет, çапах уйрăм çынсем хăйсем çурт-йĕр тунипе кунта пушшех кăмăллă. Мĕншĕн тесен хута янă тăваткал метрсен шучĕ ӳссе пынинче «Терминал» тӳпи те пысăк. Вăл пулăшнипе юлашки 15 çулта республикăра хăтлă та илемлĕ пин-пин çурт çĕкленнĕ.
Кирпĕчпе блокран лайăххи çук
Çуртсене юлашки çулсенче анлă сарăлнă технологие тĕпе хурса хăпартни те, тĕрĕссипе, «Терминал» ĕçĕпе çыхăннă. Йывăçран е кирпĕчрен кăна тăвас — хаклă. Шалтан — утеплитель вырăнне усă куракан газосиликат блоксем, тултан — çур кирпĕч облицовка. Илемлĕ, хăтлă тата ăшă — çакăн пек 45 сантиметрлă стена та ăшă тытас енĕпе ĕлĕкхилле 2,5 кирпĕч хурса 65 сантиметр хулăнăш тăвакан стенаран ирттерет. Ку технологин паха енĕ нумай: газосиликатпа усă курнăран стена çăмăл – апла тăк лента никĕс те çителĕклĕ, блоксене касма ансат, вĕсем пысăккине кура стена строительстви те чылай хăвăртрах пулать. Тăкаксем чакни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Калăпăр, Шупашкарта хваттер туянас тăк паян пĕр тăваткал метршăн 80 пин тенкĕ е унтан та ытларах кăларса хума тивет. «Терминалпа» туслă пулса çĕклекен коттеджăн тăваткал метрĕ вара чылай, икĕ хутран кая мар, йӳнерех ларĕ. <...>
Николай КОНОВАЛОВ.
♦ ♦ ♦
Пĕри тупăш памасан тепри тăкак курасран çăлса хăварать
Дамир Бариев ертсе пыракан Анат Чакăри «АгроТрансПорт» предприятии сачĕсем кĕçех чечеке ларĕç. Чи малтанах хăвăш çырли жимолость , черешня, улмуççисем шурă кĕрен çеçкесемпе витĕнĕç.
Килти пек…
Тутарстанри Çĕпрел районĕнче вырнаçнă çав организаци сад кăна мар, çырла плантацийĕсем, пахча çимĕç теплицисем, тыр-пул, хĕвел çаврăнăш уйĕ, пыл хурчĕсен утарĕ, тĕрлĕ выльăх усракан ферма… тытса тăрать. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ килти хушма хуçалăха аса илтерет. Килте пахчара çĕр улми, хăяр-помидор, улма-çырла лартатпăр, выльăхчĕрлĕх, кайăккĕшĕк усратпăр. Нумайшарăн мар, кăштахшар. «АгроТрансПорт» ял хуçалăх предприятийĕ те çавăн хурăмлăрах — йăлтах пур вĕсен: сутмалăх та, хăйсене усă курмалăх та çитет. Хуçалăхра 40-е яхăн çын ĕçлет. Çав шутра — 15 механизатор, 2 арманçă, утарçă, пахчаçăсем, ыттисем. Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 25-мĕшĕнче организацин пĕрремĕш юбилейĕ пулать. 10 çул каялла йĕркеленнĕскер пĕрмаях тупăшне ӳстерсе пырать. Вĕсен — 5 пин ытла гектар çĕр. Çав шутран 3 пине яхăн гектарĕ — Тутарстанра, ыттисем — пирĕн республикăри Шăмăршă районĕнче. Усă куракан лаптăка çултан-çул 10-15% пысăклатса пыраççĕ, çĕнĕ культурăсем ӳстереççĕ. Тулă, хĕвел çаврăнăш сутас енĕпе шанчăклă поставщик шутланаççĕ.
Тĕрлĕ культура ӳстернин лайăх енĕсем пурах: пĕри тупăш памасан тепри тăкак курасран çăлса хăварать. Акă пĕлтĕр шăрăха пула тыр-пул тухăçĕ начартарах пулнă. Хĕвел çаврăнăшĕ вара тухăçĕпе савăнтарнă. Предприяти тип çу кăларакан аппарат туяннă та ку енĕпе те ĕçлет. Тип çăва вĕсем ятарласа тасатмаççĕ. Вăл пурпĕр шăршăсăр, тăрă пулать. Хăйсен ĕçченĕсем те кунтан туянаççĕ, сутмалăх та пур. Ку тавар хакĕ ӳсрĕ те фирмăна тупăш кӳресси иккĕлентермест.
«АгроТрансПортăн» производство лапамĕсем Тутарстанри икĕ районта вырнаçнă. Анат Чакăра тыр-пул, улма-çырла ӳстереççĕ. Лаша, ĕне, сурăх, кролик, путене тытаççĕ. Утар, арман, сад, пахча та кунтах. Çӳллĕ ту районĕнче, Киндери чукун çул станцийĕ çывăхĕнче вара, Хусантан 5 çухрăмра, хăйсем туса илнĕ тулăран çĕнĕ йышши продукци /экструзици/ туса кăларакан производство хута кайнă. Рис çăнăхĕ, сахăр, тăвар, какао порошокĕ хушса тулла ятарлă технологипе сывлăш кĕртеççĕ. Экструзици продукцине вĕсем курттăммăн сутаççĕ. Ăна кондитер изделийĕсем, çăкăр пĕçерекенсем туянаççĕ.
Пушă çĕрсене тара илнĕ
Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьел тăрăхĕнче 2016 çулта çĕр тара илнĕ. Сăмахран, Кивĕ Чукалта — 3 уй, Çĕнĕ Чукалта — 5 уй. Çавăн пекех Шамкайра, Улмаллă Ялта нумай çул усă курман çĕрсене сухаласа акнă. Кунти уйсем иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенченпех пушă выртнă. Вăрман пулма тытăннă. Йывăçсен тымарне кăкласа пусă çаврăнăшне кĕртнĕ. Иртнĕ эрнере унта кĕрхи тулла апатлантаратчĕç. Механизаторсем — Çĕпрел районĕнчи чăвашсем. Тымар кăкласа сухаласа çĕре йĕркене кĕртнĕ. Ытларах хĕвел çаврăнăш, кĕрхи тулă, урпа, сĕлĕ ӳстереççĕ. Паллах, малтанхи çулсенче пысăк тупăш илеймен. 1 гектартан 30-35 центнер кăна пуçтарса кĕртнĕ. Халĕ çĕр йĕркеленсе çитнĕ. Виçĕм çул — 60-65-шер центнер, хĕвел çаврăнăш 25-30-шер центнер пухса илнĕ.
Кĕрхи культурăсем 900 ытла гектар йышăнаççĕ, çав шутра 600-шĕ Шăмăршă районĕнче. Хĕвел çаврăнăша 1100 ытла гектар çинче туса илеççĕ, 500 яхăн гектарĕ — пирĕн республикăра. Малтанхи çулсенче çак культурăн «Майсадурски», «Сингента» сорчĕсене акнă, кăçал «Пионер» илнĕ. <...>
Алина ИЛЬИНА.
♦ ♦ ♦
«Мĕнле пурăнмаллине вĕрентме сăмах кирлĕ мар»
«Эпĕ ачасене сăмахпа каласа вĕрентместĕп. Ун пек кăмăлламастăп. Ĕçĕмпе тĕслĕх кăтартатăп. Эпĕ мĕнле вăй хунине курса вĕренччĕр. Пĕтĕмлетӳсем тума хăнăхчăр. Сăмахпа йăлтах çитерейместĕн, тĕслĕхĕн хăвачĕ пысăкрах», — çапла пуçларĕ калаçăва Шупашкарта пурăнакан 36 çулти 7 ача ашшĕ Сергей Бровкин.
Çĕрĕпех япала çунă
Сергей Владимирович каланă тăрăх, ачисем пур ĕçе те тăваççĕ. Моторлă пăчкăпа вутă татаççĕ. Ăна çурса купалаççĕ. Кирпĕч хураççĕ, платник ĕçне кăмăллаççĕ. «Ĕçе епле пурнăçламаллине кăна мар, çемьере мĕнле пурăнмаллине вĕрентме сăмах кирлĕ мар», — пытармарĕ çамрăк арçын.
Вăл сăпайлă, мухтанма юратман, хăйне евĕр çын. «Хам çинчен каласа пама юратмастăп. Мĕншĕн тесен нумай ачаллă çемьесем пирки халăх урăхларах шухăшлать. «Апата витрепе пĕçеретĕр пулĕ?» — тесе ыйтни тă-рăхланă пек туйăнать», — калаçăва сыпăнтарчĕ Сергей Владимирович. Сергей Бровкин Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Акчикасси ялĕнче çуралса ӳснĕ. Вырăнти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче истори факультетĕнче пĕлӳ илнĕ. «Лайăх пулать санăн. Учительте ĕçлеме пултаратăн», — çапла хавхалантарнă йĕкĕте Шупашкарти 4-мĕш гимназие практикăна кайсассăн. Çамрăк специалиста вĕсем хăйсен патĕнчех хăварасшăн пулнă. Сергейĕн амăшĕ Шулю шкулĕнче историпе географи вĕрентнĕ. Чылай çул директорта вăй хунă ашшĕ хăй вăхăтĕнче Хĕрлĕ Чутай салинче культура керменне тутарнă. Сергей Бровкин мĕн пĕчĕкрен историпе çыхăннă кĕнекесене вуласа ӳснĕ. Килти вулавăш пуян пулнă вĕсен. Историллĕ пулăмсене çемьере те сӳтсе явнă. Çавăнпах-тăр Сергейĕн шăллĕ Андрей та истори факультетĕнчен вĕренсе тухнă.
«Хĕрлĕ диплом илсен университетрах хăварасшăнччĕ. Мăшăрăмпа Дарья Сергеевнăпа эпир пĕр факультетрах ăс пухнă. Вăл Шупашкарта педагогсен çемйинче çуралса ӳснĕ. Вырăс хĕрĕ. Дарья та хĕрлĕ диплом илчĕ. Ăна та аслă шкула юлма сĕннĕччĕ. Анчах пирĕн çул урăх еннелле выртрĕ. Ялта мĕн пĕчĕкрен ĕçлесе ӳснĕ, кӳршĕсене пулăшма çӳренĕ. Лупас е çурт хăпартаççĕ-и — кунĕпех вăй хунă. Пĕлнĕ ĕç илĕртрĕ — стройкăна кайрăм. Малтан рабочире вăй хутăм. Унтан пысăкрах фирмăна куçрăм. Пĕтĕм Раççей шайĕнче ĕçлеме тытăнтăмăр. Мастера, прораба, директор çумне çитрĕм. «Сирĕн ертӳçĕре ĕçлемелле», — теме пуçларĕç юлташсемпе пĕлĕшсем. Вĕсем каланине шута илсе 2018 çулта фирма уçрăм. Пĕр фирма çуртсен кăшкарне çĕклет. Эпир вара тăррине, стенисене тăватпăр», — паллаштарчĕ Сергей Владимирович.
Бровкинсен — 3 ывăлпа 4 хĕр. 5 ачи çулталăксерен çуралса пынă. Асли Даниил кăçал 11 класс пĕтерет. Вăл кăçал 18 тултарать. Алексей — 10, Катя — 9, Дима — 8, Анжела 7-мĕш классенче вĕренеççĕ. Таня – çиччĕре. Вăл 1-мĕш класа вĕçлет. 5-ри Аня садике çӳрет. «Астăватăп-ха: япала çăвакан машина çукчĕ пирĕн. Çĕрĕпех япала ухаттăм. Ун чухне памперс пулман. Пĕрре хăнана каяс тесе хулари пур аптекăна та çитнĕччĕ. Халĕ ăна çыххи-çыххипех илме пулать. «Ача мĕншĕн нумай çуратнă?» — тетĕр-и? Ку вăл воспитанирен килет пуль. Вун саккăрта авланнă. Çулталăкран ача çуралнă. Нимĕн те хăратман пире. Йывăрлăхсене асăрхаман. Совет воспитанийĕ çирĕп пулнă. Пире тем тума та хăнăхтарнă. Ачасем пурте лайăх вĕренеççĕ. Аслисем иккĕшĕ те шĕкĕр «5»-пе ĕлкĕрсе пыраççĕ. Пысăк çемьере ачасене воспитани пама лайăхрах. Нумай япалана пĕр-пĕрне пăхса вĕренеççĕ. Каламалла та мар, хăйсемех пĕлеççĕ», — калаçăва малалла тăсрĕ Сергей Владимирович. <...>
Роза ВЛАСОВА.
Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...
Комментировать