Курман, илтмен

18 Сен, 2014

Тăвай районĕнче пурăнакан 37 çулти Николай Данилов тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçпе айăплав актне çирĕплетрĕмĕр. Çын пурлăхне вăрланăшăн вăл кĕçех суд умне тăрĕ.

Следстви версийĕпе килĕшÿллĕн Данилов кăçалхи çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче кăнтăр кунĕнчех хăйĕнпе пĕр ялта пурăнаканăн хуçалăхĕнчен бензопăчкă вăрланă.

Çав кун арçын вĕсене хуралтă тумашкăн пулăшма чĕннĕ. Нимене пухăннисене кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче эрехпе сăйланă. Çакăн хыççăн вара пулăшуçăсем паян текех ĕçлес мар тенĕ. Ют пурлăха вăрланăшăн маларах та судпа 2 хут айăпланма ĕлкĕрнĕ Данилов çакăнпа усă курнă та: пÿртрен тухнă, бензопăчка илнĕ те килнелле утнă. Ăна кĕлетри пичкене хунă, çиелтен михĕсем пăрахнă.

Чее çав, хăйĕн пирки иккĕленÿ çураласран сыхланса вăл каллех хуралтă çĕклекен хуçалăха таврăннă, пĕрле пĕлĕшне те чĕннĕ. Каллех - ĕçкĕ. Анчах кил хуçи хĕрарăмĕ бензопăчкă çуккине асăрханă та ăна шырама пикеннĕ. Данилов шалт та малт: курман, илтмен... «Тупăнать пуль-ха», - тесе кил хуçисене лăплантарма та именмен. Анчах лешсем шăпах ăна шанман. Николай маларах çак хуçалăхран урпа вăрланăшăн судпа айăпланнă вĕт. Кил хуçи хĕрарăмĕ Данилов патне темиçе те кайнă, Николай вара унта пулман. Полицирен пулăшу ыйтма тивнĕ.

Бензопăчкă пĕр уйăх иртсен тупăннă - тислĕк купи патĕнче. Следстви ăна никам та мар, Данилов вăрланине çирĕплетнĕ. Пĕлĕшĕсемпе пĕрле эрех ĕçнĕ май Николай пăчкă вăрланине хăй асăрханмасăр персе янă. Пакунлисемпе курнăçсан, чăн та, малтанах туннă-ха. Çапах килне пырса ухтарасран хăраса ÿкнĕскер каçхине пăчка унăн хуçин пахчине йăтса пынă, тислĕк купи патне лартса хăварнă.

Апла пулин те çакă ăна яваплăхран хăтармасть. Вăрмар районĕн сучĕ хăйĕн приговорне вăрах кĕттермĕ.

 

Оксана ЯСТРЕБОВА,

Тăвай районĕн прокурорĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.