Япала парнелер-и?
Чăваш Енре уйăхсерен иртекен «Симĕс шăматкун» акци пуçланать. Вăл кашни уйăхăн пĕр-пĕр шăматкунĕнче иртĕ.
Республикăра пурăнакансем хăйсене кирлĕ мар япаласене акци пулăшнипе ыттисене пама пултарĕç. Çавнашкал пĕрремĕш мероприяти ака уйăхĕн 30-мĕшĕнче 11-15 сехетсенче Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче иртĕ. Электричествăпа ĕçлекен тата хуçалăхра усă куракан пысăках мар приборсене улăштарма илсе пыма юрать. Чи кирли — техника юсавлă пултăр. Хальхинче электроприборсемпе улшăнма юрать, çу уйăхĕнче — тумпа, атă-пушмакпа тата аксессуарсемпе, çĕртме уйăхĕнче — кĕнекесемпе, сĕтел çи вăййисемпе, теттесемпе, вĕренӳ çулĕн пуçламăшĕнче вара — шкул ачине кирлĕ пулакан хатĕрсемпе тата вĕренӳ кĕнекисемпе.
Комментировать