Аякри йăхташсене чăваш кĕввипе савăнтарнă

20 Апр, 2022

«Питĕ илемлĕ, чаплă концерт курса тĕлĕнтĕмĕр. Юррисем чуна уçаççĕ, ташшисем урасене пĕр вырăнта тăратмаççĕ! Сывламасăр пăхма пулать артистсем сцена çинче тĕрлĕ тĕслĕ лĕпĕшсем пек вĕçсе çӳренине! Тумĕсем мĕнле капăр, кашни ташăн хăйĕн тĕсĕ. Маттурсем!» Çапларах тав туса мухтанă Çтерлĕ хулинчи чăвашсем Шупашкар артисчĕсен пултарулăхĕпе киленнĕ хыççăн.

Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕ Пушкăртстанра пысăк гастроль ирттернĕ. Пултарулăх коллективĕ Кармаскал, Авăркас, Мияки, Пишпӳлек, Пелепей районĕсенче, Ĕпхӳ, Мелеуз, Çтерлĕ хулисенче илемлĕ юрăсемпе савăнтарнă. «Тăван ен кĕввисем» концерт программине Чăваш Енри паллă ентешсен çулталăкĕпе килĕшӳллĕн йĕркеленĕ. Ăна чăваш халăхĕн пуян культурине, ĕмĕртен пыракан йăли-йĕркине, паянхи çитĕнĕвĕсене халалланă.

Мероприятисене çав тăрăхри чăвашсен диаспорисен, наци культура пĕрлешĕвĕсен ертӳçисем хутшăннă. Авăркас район пуçлăхĕ Арслан Шагаретдинов палăртнă тăрăх, тĕрлĕ тĕслĕ хăюсемпе тата тенкĕсемпе илемлетнĕ наци тумĕ концерта чăн-чăн уяв сĕмĕ кӳнĕ.

Куракансем ансамблĕн вокалпа хореографи композицийĕсене тата ылтăн фондĕнчи номерĕсене курса савăннă. Сцена çинче пĕр вăхăтра балетпа хорăн 35 артисчĕ пулнă. Концерт вăхăтĕнче артистсем вокал ăсталăхĕпе çеç мар, 10 тĕрлĕ чăваш тумĕпе те тĕлĕнтернĕ.

«Чăваш культурипе мăнаçланма пăрахаймастăп. Пĕтĕмпех тăван тата ачаранпах чуна çывăх. Çакна курмаллах…» — çапла хаклани артистсене тата хавхалану кӳнĕ.

www.hypar.ru Чăваш патшалăх юрăпа ташă ансамблĕн сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: 

Комментировать