Çамрăк лидерсене шыраççĕ
Патшалăх управленийĕнче ĕçлес кăмăл пур-и?
Çамрăксене карьера картлашки тăрăх хăпарма пулăшас тĕллевпех республикăра «Çамрăк лидерсен команди» конкурс иртет. Унта 35 çула çитмен Раççей çыннисем хутшăнаяççĕ. Çакăн валли ака уйăхĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 9-мĕшĕччен lider.cap.ru сайтра электрон мелпе регистраци тухмалла.
Комментировать