Туслăх кĕперĕ йывăрлаха çĕнтерме пулăшĕ

Ĕнер Çĕнĕ Шупашкарти "Химик" культура çуртĕнче "Çĕнĕ Шупашкар - халăх пĕрлĕхĕн тата культурин хули" фестиваль иртрĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăнчĕ.
Мероприятире хулара пурăнакан тĕрлĕ халăх йăли-йĕркине, культурине кăтартса пачĕç, апат-çимĕçне астивсе пăхрĕç. Алă ăстисем курав та йĕркелĕнĕ. Уявра вырăнти пултарулăх ушкăнĕсĕм те илемлĕ ташши-юррипе савăнтарчĕç.
Кăçал пĕлтерĕшлĕ мероприятие Донецк халăх республикинчи "Донбасс" юрăпа ташă ансамблĕ те хутшăнчĕ. Вăл Раççейри хуласем тăрăх çÿрет.
Артистсемшĕн чи кирли - сцена. Эпир Раççейре тĕрлĕ халăхпа, пĕр-пĕрин йăли-йĕркипе, культурипе паллашатпăр. Пире пулăшнăшăн, ăшшăн кĕтсе илнишĕн тав тăватпăр, - терĕ "Донбасс" юрăпа ташă ансамблĕн ертÿçи Ольга Горячева.
Олег Николаев Раççей терлĕ халăхпа пуяннине палăртрĕ. Чăваш Енре кăна 128 халăх çынни. Пĕрлĕх, туслăх йывăрлăхсене çĕнтерсе малалла аталанма пулăшать. Çак ырă йăла-йĕркене малашне те упраса хăвармаллине каларĕ. Вăл мероприятие йĕркелекенсене тав турĕ, наци культурине упраса хăварма, аталантарма курăмлă тÿпе хывнăшăн ансамбле Тав хучĕпе пачĕ. Сăмах май кăçал ансамбль 85 çул тултарать.
Çĕнĕ Шупашкарсем, хăнасем артистсене тăвăллăн алă çупса тав турĕç, савăнсах пĕрле юрларĕç.
Лариса НИКИТИНА.
www.hypar.ru Cap.ru сӑн ӳкерчĕкӗсем










Комментировать