Ачасене "СССР" кӑсӑклантарать

15 Апр, 2022

Николай Адер предприниматель темиçе çул каялла Шупашкарта "СССР" музей уçнă. Паян унта 10 пин ытла экспонат пухăннă. Музее хула çыннисем, шкул ачисем пырса кураççĕ. Николай Михайлович вĕсем валли хăех экскурси йӗркелет.

"Музейре кăсăкли нумай вĕсемшĕн, мĕншĕн тесен чылай япалана паянхи ачасем тытса курман", - терĕ Н.Адер. Чăн та, мĕн кăна çук унта.

"Музее кĕрсен ачалăха, çамрăклăха путатăн, асанне патĕнче ялта пурăнни аса килет", - терĕ туризм агенствин ĕçченĕ Марина Васиьева, вăл музее пĕрремĕш хут килнĕ.

www.hypar.ru Андрей Михайлов сăн ÿкерчĕкĕсем

Рубрика: 

Комментировать