Манăçлăхран таврăннă поэт

17 Сен, 2014

1932 çулта «Встречный» фильмра çĕкленÿллĕ çĕнĕ юрă - «Песня о встречном» - янăраса кайнă. Çамрăк композиторăн Д.Шостаковичăн çунатлă кĕввине пула ăна халĕ те пурте пĕлеççĕ. Шел те, юрă сăввине çыраканĕн ятне ку тарана çитсе те ас тăваканĕ сахал. Вăл - Борис Корнилов /Вербин/.

Поэт 1907 çулта Чул хула кĕпĕрнинчи Семеновка уесĕнчи Покровски ялĕнче учитель çемйинче çуралнă. Малтанхи сăвви вырăнти «Çамрăк çар» хаçатра 1926 çулта пичетленнĕ. Çав çулах Б.Корнилов Ленинграда куçса кайнă. Унта рапповецсен «Смена» ятлă ушкăнне лекнĕ. Искусство историйĕн патшалăх институчĕн аслă курсĕнче вĕреннĕ. Пĕрремĕш кĕнеки «Çамрăклăх» ятпа 1928 çулта пичетленсе тухнă. Унтан «Малтанхи кĕнеке», «Все мои приятели», «Сăвăсемпе поэмăсем» тата ытти кун çути курнă.

XX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче çĕр-шывăмăр çамрăк пулнă-ха. Вăл романтикăлла хăвăртлăхпа малалла ăнтăлнă. Çĕнĕ фабрикăсемпе заводсем ÿссе ларнă. Хресченсем пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене чăмăртаннă. Çак улшăнусем, паллах, мал ĕмĕтлĕ çамрăксене хавхалантарнă. Борис Корниловăн малтанхи сăввисенче /Петĕр Хусанкайпа Митта Ваçлейĕн поэзийĕнчи пек/ С.Есенин витĕмĕ палăрнă, каярах вăл хăйĕн çирĕп сассине шыраса тупма пултарнă. Унăн сăввисем вулакансене çĕнĕлĕхпе, янравлăхпа, сăнарлăхпа илĕртнĕ. Вăл хăйĕнчен аслăрах юлташĕсенчен А.Прокофьевран, Э.Багрицкирен, Н.Тихоновран, М.Светловран вĕренсе пынă. Лермонтова кăмăлланă. Юлашки çулсенче А.Пушкин еннелле туртăннă.

Кун-çулне туллин пурăнса ирттернĕ пулсан, паллах, пĕр вăхăтра ÿснĕ тантăшĕсенчен /Александр Твардовский, Юрий Мандельштам, Константин Симонов, Маргарита Алигер, Ольга Берггольц/ пĕртте кая юлман пулĕччĕ. Сăмах май, Борис Корниловпа Ольга Берггольц çемье çавăрса пурăннă. Уйрăлнă хыççăн хÿтлĕхсĕр юлнă поэтăн кун-çулĕ арканса кайнă: ĕçке ярăннă, хăйне тивĕçсĕр, шуххăн тытма пуçланă.

1936 çулта ăна Писательсен союзĕн членĕнчен кăларнă: политика енĕпе хăйне асăрханусăр тыткаланă. 1938 çулта ăна арестленĕ. Юлашкинчен ГУЛАГ лачакинех кĕрсе ÿкнĕ. Каярах унта йĕрсĕр çухалнă. Поэт ăçта тата епле вилни паллă мар. Самана улшăнсан тин, 1956 çулта, Борис Корниловăн таса ятне тавăрнă.

31 çул çеç пурăннă пулин те вăл хăй хыççăн паллă йĕр хăварма ĕлкĕрнĕ. Унăн юрату лирики, сăвви-юрри уçăмлă çивĕчлĕхпе уйрăлса тăраççĕ. Поэт нумай çул çухалса пурăннă пулсан та хăйĕн вулаканĕсене çĕнĕрен шыраса тупма пултарнă.

 

Анатолий ЮМАН

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.