Чунри хĕвелпе 60 çул ăшăнаççĕ
Тăнлав тĕлĕнчи çÿç пĕрчисем тахçанах кĕмĕлленнĕ ĕнтĕ Анастасия Алексеевна Павловăн. Анчах çакă кулянмалли сăлтав-и вара? Шăпа пÿрнĕ çынпа халĕ те шăкăл-шăкăл, килĕштерсе пурăнатăн пулсан - пушшех. Анастасия Алексеевна Çĕмĕрле районĕнчи Вăрманкасри Андрей Кирилловичпа çемье çавăрнăранпа нумаях пулмасть 60 çул çитнĕ.
Ĕмĕр сакки сарлака теççĕ. Павловсен те кевер туйччен пурăнса çитнĕ çĕре кун-çул сукмакĕ çинче сахал мар хура-шур пулнă. Ватлăхченех вырăнти «Вперед» колхозра тăрăшнă, ĕç ветеранĕн ятне тивĕçлипех илнĕ.
Икĕ хĕр çуратса çитĕнтернĕ мăшăр. Галинăпа Полинăна ачаранах ĕçе юратма вĕрентни харама кайман: халĕ вĕсем хăйсем суйланă професси тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа пыраççĕ. Галина Андреевна - Çĕмĕрле районĕнчи Юманай вăтам шкулĕн директорĕ, Полина Андреевна - чукун çул вокзалĕн диспетчерĕ.
Çулĕпе тăххăрмĕш теçеткене вакланăскерсене малашлăха утма хавхалантараканĕсем - мăнукĕсем. Кукамăшĕпе кукашшĕ хăйсен ăшшине парнелени, пурнăç ăсне вĕрентни туртать вĕсене.
Влада МИРСКАЯ
Комментировать