Ĕçлĕ тĕл пулу иртнĕ

10 Фев, 2022

Борис Клементьев «Чебдобро» ыр кăмăллăх проекчĕсен организацийĕн йĕркелӳçипе тата ертӳçипе Роман Родионовпа тĕл пулнă.

Ĕçлĕ тĕл пулура пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлес, Трак енре гуманитарии пулăшăвĕн япалисене йышăнма тата валеçсе пама ятарлă пункт уçас ыйтусене тишкернĕ. «Чебдобро» 2009 çултанпа Чăваш Енри, Тутарстанри, Чулхула тата Чĕмпĕр облаçĕсенчи социаллă учрежденисене витĕмлĕ пулăшу кӳрет. Тĕл пулăва вĕренӳпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Светлана Григорьева, Красноармейскинчи Халăха социаллă пулăшу паракан центр ертӳçи Станислав Григорьев хутшăннă.

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.