Çĕнĕ Кризис центрĕ пулĕ
Авăн уйăхĕн 15-мĕшĕнче Мускавра Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ граждан оборони, чрезвычайлă лару-тăру тата çут çанталăк инкекĕсен сиенне пĕтерес енĕпе ĕçлекен министрĕпе Владимир Пучковпа тĕл пулнă.
Михаил Игнатьев МЧС ертÿçине 2013 çулта Çĕрпÿ районĕнчи Туçи ялĕнчи нумай хваттерлĕ çуртра газ сирпĕннĕ май тухса тăнă чрезвычайлă лару-тăру сиенне пĕтерес енĕпе кÿнĕ пулăшушăн тав тунă. Унта пурăннисем валли çĕнĕ çурт çĕкленĕ, çав çурта куçнă çемьесенче икĕ ача çуралма та ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ.
Республика Пуçлăхĕ юлашки 5 çулта чрезвычайлă лару-тăрура, пушарсенче, шыв объекчĕсенче вилнисен шучĕ чакнипе çыхăннă туртăм палăрни çинчен пĕлтернĕ, çакă профилактика ĕçĕн тухăçлăхне çирĕплетет. Кăçалхи авăн уйăхĕн 11-мĕшĕ тĕлне пушарсенче 331 çынна çăлнă. Ку пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 20,4% нумайрах. Вут-çулăм кÿнĕ сиен виçи 25,6% пĕчĕкленнĕ.
Михаил Игнатьев федераци министрне Шупашкарти Петров урамĕнчи 5 хутлă çурт подъезчĕ ишĕлес хăрушлăх тухса тăнине кура регион шайĕнчи чрезвычайлă лару-тăру режимĕпе усă курни çинчен евитленĕ. Çуртран 153 çынна эвакуациленĕ. РФ Правительствин пуçлăхĕн Дмитрий Медведевăн ячĕпе резерв фондĕнчен çĕнĕ çурт тума каякан тăкаксен пĕр пайне саплаштармашкăн çурт-йĕр сертификачĕсем уйăрма ыйтнă. Владимир Пучков Раççей МЧСĕ Чăваш Республикипе пĕрле шар курнă çынсене май пур таран пулăшма кирлĕ ĕçсене пурнăçламашкăн шантарнă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ республикăн кăçалхи 8 уйăхри социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Чăваш Енри предприятисем чикĕ леш енчен кÿрекен продукцие улăштарма пултаракан таварсем туса кăларнине, вĕсемпе МЧСа тивĕçтерме хатĕррине палăртнă.
Владимир Пучков Чăваш Ен юлашки çулсенче кал-кал аталанни, çынсен пурнăçне лайăхлатмалли проектсене ăнăçлă пурнăçлани çинчен каланă. МЧС аварипе çăлав продукцийĕн производствипе çыхăннă саккассене Чăваш Енри предприятисене памалли майсене тишкерме хатĕррине çирĕплетнĕ. Çавăн пекех вăл РФ МЧСĕн республикăри управленийĕн çуртне реконструкцилеме тата Шупашкарта Кризислă лару-тăрури управлени центрне туса хума 80 млн тенкĕ уйăрмашкăн йышăнни çинчен пĕлтернĕ. Асăннă центрта çĕнĕ йышши информаци технологийĕсемпе усă курĕç.
Тĕл пулура Шупашкарти çĕнĕ пушар деповĕн штатне пысăклатас, ăна аварипе çăлав техникипе тивĕçтерес, çавăн пекех Шупашкар тата Чăваш автономийĕн юбилейĕсене уявламалли тĕп мероприятисен планне пурнăçлас ыйтусене те сÿтсе явнă.
К.ВАСИЛЬЕВ
Комментировать