Кашнин чунне пырса тивет

7 Апр, 2022

Тарăн окопсем чавса хăйсен сывлăхне шеллеменскерсене… Тăшмана пирĕн тăрăха çитме парас мар тесе ырми-канми тăрăшнă хĕрарăмсемпе пĕве çитмен çамрăксене халалласа «Тылри паттăрлăх» патриотла марафон ирттереççĕ. Ăна Сăрпа Хусан хÿтĕлев чиккисене хăпартнăранпа 80 çул çитнине халалласа Чăваш тата Тутарстан Республикисем пĕрле йĕркелеççĕ. Культура ĕç-пуçне Етĕрне хулинче пуçарса ячĕç, çак кунсенче марафон Çĕрпÿ хулине çитрĕ.

Окоп чавакан хресченсем, шăнса кÿтнĕ ачасем сăнарлăннă сăн ÿкерчĕксем, документсем, тыл ĕçченĕсен аса илĕвĕсем… çак тупрана кăтартса паракан стендсем кĕтсе илчĕç ачасемпе вĕрентекенсене тата ытти хăнасене районти культура çуртĕнче. Курава ятарласа икĕ республикăн наци музейĕн ĕçченĕсем хатĕрленĕ. Курăмлă экспозиципе Чăваш наци музейĕн ĕçченĕ Антон Поздеев тата истори наукисен кандидачĕ Федор Козлов паллаштарчĕç, тарăн окопсене мĕнле майпа чавса хăпартнине, çак пархатарлă ĕçе камсене явăçтарнине, хресченсен мĕнле нуша курма тивни пирки каласа пачĕç пухăннисене.

Куравпа паллашса тыл ĕçченĕсен терт-нушине ăша хывнă ачасемпе вĕрентекенсене Республикăри Хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Наталья Николаева тата культура, национальноçсен тата архив ĕçĕн министрĕ Светлана Каликова салам сăмахĕпе чыс турĕç: «Вăрçă пырса тивмен çемье çук та пулĕ пирĕн хушăра. Çĕрпÿ районĕнче те кашни килтенех арçынсене фронта илсе кайнă, хĕр арăмсен вара окоп чавма тивнĕ, хашĕ-пĕри кăкăр ачипех тухса кайнă шартлама сивĕре пăрлă çĕре катма… Паянхи кун залра ачасем пухăннине курса чун савăнать, мĕншĕн тесен ку - çитĕнекен ăру историпе кăсăкланнине пĕлтерет, ача-пăча аслă ăру вĕсемшĕн тăрăшнине хăй куçĕпе хăй курса ĕненет, вĕсен паттăрлăхне хисеплеме, тăнăçлă пурнăçа хаклама тытăнать», - палăртрĕ Светлана Анатольевна министр.

Патриотла марафона Тутарстан тата Чăваш Республикинчи чи сумлă пултарулăх ушкăнĕсен концерчĕ пуянлатрĕ – Тутарстан патшалăх камерлă хорĕ тата Чăваш патшалăх юрăпа ташă академи ансамблĕ вăрçă çулĕсемпе тата тăнăçлă пурнăçпа çыхăннă юрăпа ташăсем кăтартрĕç куракансене. Çĕрпÿ районĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Алла Волчкова мĕн пур çĕрпÿсен ячĕпе çакăн пек çÿллĕ шайри марафонпа паллашма май туса панăшăн чĕререн тав турĕ.

«Тутарсемпе чăвашсем, çармăссемпе ирçесем, удмуртсемпе вырăссем – эпир пурте ĕмĕр-ĕмĕрех туслă пурăннă – сăмах илчĕ Тутарстан Республикин камерлă хорĕн ертÿçи, ТР искусствăсен тава тивĕçлĕ деятелĕ Миляуша Таминдарова, - Тăшмана хирĕç те çумма-çумăн тăрса кĕрешнĕ, тылра та пĕр-пĕрне пулăшса пурăннă. Паянхи кун та çак туслăха упратпăр. Малашне те килĕшÿпе çураçура пурнар!»

Палăртмалла, «Тылри паттăрлăх» патриотла марафон хăйĕн ĕçне малалла тăсать. Ака уйăхĕнче Куславккара иртĕ культура ĕç-пуçĕ, унтан вара Тутарстан Республикине куçĕ: ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче Кайпăç районĕнче, 22-мĕшĕнче Теччĕре, 23-мĕшĕнче Пăвара, 24-мĕшĕнче Апас районĕнче иртĕ. Патриотла марафона Габдулла Тукай ячĕллĕ Тутар патшалăх филармонийĕнче çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче пĕтĕмлетĕç.

www.hypar.ru  Cap.ru căн ÿкерчĕкĕ

Рубрика: 

Комментировать