Тăван Атăл, 3 №, пуш, 2022 çул

5 Апр, 2022

Журналист, поэт, прозаик, куçаруçă

Хаçат вулакансем, литературăна юратакансем ăна Галина Матвеева пек пĕлеççĕ. «Гонорар илнĕ чухне вара эпĕ — Антонова», — тет Галина Алексеевна куларах. Чăнах, паспортпа вăл — Антонова. Литературăри хушма ячĕ вара — Матвеева. «Аттемĕр питĕ çамрăкла уйрăлса кайрĕ пирĕнтен… Унăн хушаматне хăварас тесе эпĕ Матвеева хушаматпа çырма тĕллев лартрăм. Тĕрĕссипе, литературăна мана вăл кĕртсе янă, кĕнекене юратма вĕрентнĕ», — тет Галина Алексеевна. Паянхи чăваш литературинче хастар ĕçлекен çыравçă, куçаруçă, редактор — пирĕн хăна.

— Галина Алексеевна, пирĕн литературăра çавăн пек пулăм пур, чăваш çыравçисем — ытларах чухне журналист профессиллĕ çынсем. Мĕнпе çыхăннă-ши çак пулăм?

— Пĕтĕм чăваш пичечĕн историне илес пулсассăн та чăвашла тухса тăракан хаçатсем хăйсем патне литературăна туртăнакан çынсене пухнă, пĕтĕçтернĕ. Вĕсен малтанхи сăвви-калавĕ хаçат-журналта, ытларах хаçатсенче темелле, пичетленнĕ. Çавăнпа редакцисенче ĕçлекенсем хăйсем те литературăна кĕнĕ. Маларах ĕçленисенчен кирек кама илес пулсан та вĕсем хаçатпа çыхăннă. Кунта ним тĕлĕнмелли те çук, чăваш пичечĕ, чăваш хаçачĕсем пирĕн литературăна аталантаракан тытăмсем пулнă. Тĕрĕссипе, халь те çавăн пекех пуль тесе шутлатăп. Акă, сăмахран, «Вутчуль» кĕнекене эпир Алевтина Дмитриевăн «Таврăнтăм, анне» калавне кĕртсе ятăмăр. Кам-ха вăл? Повар. Нимле филолог та, çыравçă ĕçне ятарласа вĕреннĕ çын та мар. Çав хĕрарăмăн пĕрремĕш калавне «Çамрăксен хаçачĕ» пичетленĕ, ытти хайлавĕ те чи малтан унта тухнă. «Çамрăксен хаçачĕ» Алевтина Дмитриевăна литературăна туртса кĕнĕ. Апла паян та чăваш хаçачĕсем çырас туртăмлисене литературăна кĕме пулăшаççĕ.

— Акă, Петр Осипов – врач, Николай Евдокимов – врач, Куçма Пайраш – врач... Ыйтăва панă чухне паянхи лару-тăру пирки пусăм тăвасшăнччĕ. Ĕлĕк ытти профессиллĕ çынсем нумаййăн çырнă – строительсем, çар çыннисем, агрономсем, ветеринарсем... Паян вара журналистсем çеç çыраççĕ.

— Паян журналистсем çеç çыраççĕ тенипе те килĕшесех килмест. Акă нумай пулмасть Андрей Растворцева юлашки çула ăсатрăмăр. Вăл нимле журналист та, филолог та мар, геодезист пулнă, кайран чунĕ туртнипе литературăна кĕрсе кайнă. Тĕрĕссипе, паян пирĕн ун пек шайра вырăсла çыракан çук та.

— Вăл, чăн та, питĕ лайăх çыравçăччĕ... Анчах сăмахăм чăвашла çыракансем çинчен-ха манăн.

— Чăвашсене кăна илес пулсан, ун пек тĕслĕх нумай мар пуль те, çапах пур. Акă, Станислав Сатур поэт миçе кĕнеке кăларчĕ, вăл — хаçатçă мар. Владислав Пастухов, сăмахран, следователь, вăл та темиçе кĕнеке авторĕ. Тата та тупма пулать-тĕр кăштах шухăшласан. Çапах санăн сăмахусемпе те килĕшме пулать, юлашки вăхăтра литературăна ытларах журналистсем кĕреççĕ.

— Эсĕ хăвна хăçан ытларах çыравçă пек туйса илтĕн? Çапах та чылай çул тĕрлĕ хаçатра вăй хунă, профессипе — журналист.

— Чăн та, хăюллăнах хама «Эпĕ — журналист» теме пултаратăп, чĕрĕк ĕмĕр ытла журналистикăра вăй хунă. Анчах хама çыравçă тесе шутсăр хăюллах калайман пулăттăм. «Писатель», «поэт» ятсем ытла та пысăк, ытла та сумлă, чăн- чăн писатель е поэт пулса çитес тесен питĕ нумай ĕçлемелле, шая ӳстермелле пек туйăнать. Халĕ пирĕн литература шайĕ те анса ларчĕ-ха ĕнтĕ, çавăнпа пи-сатель, поэт пуласси ним те мар, питĕ çăмăл тесе шутлакан йышланчĕ. Ик-виç кĕнеке кăлараççĕ те: «Эпĕ — писатель!» — тесе каçăрăлма пуçлаççĕ. Пĕррехинче, Пичет çуртĕнчи столовăйра апат çинĕ чух, «чаплисенчен» пĕри пычĕ те: «Эсĕ манăн кĕнекесене кăларасшăн мар, эпĕ вара литературăра, историре юлмалли çын, эсĕ вара кам?» — тесе хăртса пĕтерчĕ. Унпа тавлашса тăмарăм ĕнтĕ, çапах çакна каласшăн: литература — питĕ хаяр, шелсĕр. Масар çинче ху пурăннă чухнех ĕмĕрлĕх вырăн йышăнма пулать, укçа тӳле те — пулчĕ. Литература — масар мар, вăл кама хăвармаллине, камăн ячĕ юлмаллине хăй суйлать, миçе кĕнеке кăларнине те пăхса тăмасть.

Эпĕ кăмăл пур чухне мĕн пултарнă таран çыратăп, мĕн те пулин юлсан — аванччĕ, юлаймасан — нимĕн те тăваймастăн. Хам пирки журналист тесе çирĕппĕнех калаятăп, мĕншĕн тесен манăн кирек хăш хаçатра ĕçленĕ чухне те хамăн вулакансем пулнă, пĕр хаçатран теприне куçсан «Матвеева журналист ăçта кайса кĕчĕ?» тесе ыйтакансем пулнине те пĕлетĕп.

— Тĕрĕсех калатăн, паян литература çывăхĕнче çӳрекенсем хăйсен сĕмсĕрлĕхĕпе, каппайлăхĕпе, сăпайсăрлăхĕпе мала тухасшăн... Тепри, сăпайли, айккинче вăтанса тăрать... Çак сĕмсĕрлĕх хăратмасть-и?

— Кирек хăш саманара та сĕмсĕрсем пулнă, халь тин вăй илнĕ пулăм мар вăл. Петр Романовпа пĕрле Зоя Ярдыковăн «Çĕнсе илнĕ телей» кĕнекине хатĕрленĕччĕ. Унăн аса илĕвĕсене вулама çав тери интереслĕ. Хăйĕн произведенийĕсем тăрăх спектакль лартманшăн пĕр писатель Зоя Дмитри-евнăна троллейбусра халăх умĕнчех хăртса пĕтернĕ. Унăн çав вăхăтра ячĕ кĕрленĕ, пуçне каçăртса çӳренĕ вăл. Халь çав этем пач манăçнă, хăйне те, кĕнекисене те аса илекен çук. Пуç каçăртса çӳрекенсем кирек хăш саманара та пулнă, пур, пулаççĕ те. Тен, вĕсем пурри аван та, вĕсен лăпăр-лапăрĕ çумĕнче лайăх литература тата аванрах курăнать. <...>

Владислав НИКОЛАЕВ калаçнă.

♦   ♦   ♦


Пурнăç çулĕ такăр мар

Çуралнăранпа кăçалхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче 110 çул çитнĕ Ефим Никитин /халăхра ăна ытларах Кĕлпук мучи тесе пĕлеççĕ-тĕр/ Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ артисчĕ пулма тивĕçнĕ пулсан та ăна Чăваш халăх артисчĕ пек ытларах хаклаççĕ. Вăл чăнласах та — халăх артисчĕ, чăваш асне кĕрсе юлнă чăн легенда, халăхăн манăçа тухми юратăвĕ, хисепĕ. Ун çинчен, вăл вылянă спектакльсем, ăсталанă сăнарсем, пултарулăхĕпе ăсталăхĕ çинчен сăмах питех вакласа тăма та кирлĕ мар: кам ăна сцена çинче курнă, кам унăн йĕплĕ чĕлхеллĕ Кĕлпук мучийĕ тĕрлĕ йăх-яха Чăвашрадио эфирĕнче намăслантарнине илтнĕ — пурте, йăлтах — асрах, куç умĕнчех.

Пурнăç çулĕпе пултарулăхĕ, театрти ĕçĕ-хĕлĕ çинчен Ефим Никитич хăй каласа кăтартнинчен:

Çемьепе - çĕрĕпе

Çураласса эпĕ патша саманинче, Арапуç çырми вĕçĕнче, чул тăвайкки çамкинче, вăтам хресчен çемйинче çуралнă теççĕ. Пирĕн атте иккĕ авланнă иккен, малтанхи арăмне вăл Пăвакассинчен, Аслă Кавал леш енчен, туянса килнĕ. Туянтарса янă çав ман аттене! Çураçма кайсан йăмăкне кăтартнă та аппăшне лартса янă. Хĕвел ансан, тăман тухсан йăмăкĕ вырăнне аппăшне тăлăп тăхăнтартнă та ăсатнă. Ирхине тăраççĕ, куçа уçса пăхаççĕ. Ак, тамаша! Чиперкке вырăнне — чĕмеркке. Ял кулли! Шăлна çырт та пурăн. Анчах вăл нумаях пурăнайман, икĕ ача çуратсан вилнĕ. Вара атте тепре авланнă. Малтан Якур çуралнă, кайран — Хреçтук, виççĕмĕшĕ эпĕ пулнă. Атте çиме ларас умĕн те, сĕтел хушшинчен тухсан та хĕрес хуратчĕ. Анне вара усал сăмахпа ятлаçма мар, шуйттан тесе те каламастчĕ. «Пĕр шуйттан тесен икĕ шуйттан çуралать», — тетчĕ. «Ай-уй, çынсем пăсăлсах пыраççĕ, — тетчĕ кукаçи те. — Патша çук, тытакан çук, Турра манчĕç, антихристсем çавăрса илчĕç».

Ачасем шкула кайма пуçларĕç. Мана та анне пиртен сумка çĕлесе пачĕ. Хайхи ялти шăкăр-макăрсем çырма хĕрринче ларакан тайăлса кайма пуçланă шкула пухăнтăмăр. Партăсен хушшине вырнаçрăмăр. Учитель кĕчĕ те сывлăх сунчĕ. Лартать — тăратать, лартать — тăратать... Вĕрентме тытăнчĕ. Автан пекки — «А» пулать. Пĕкĕ пекки — «Б» пулать. Турчăка пекки — «Г» пулать. Çурла пекки — «С» пулать. Ункă пекки «О» пулать. Интереслĕ иккен вĕренме, ăна-кăна пĕлме. Унтан: «Тĕнчере мĕн чупать?» — тесе ыйтрĕ. Ачасем: «Лаша, сурăх, качака путекки, сысна çури», — теççĕ. Эпĕ: «Пăсара чупать», — терĕм. Ачасем ахăл-ахăл кулса ячĕç. Учитель ман пата пырса хăлхаран тытрĕ те: «Эсĕ, ачам, вĕренме килнĕ е култарма-асма, аннӳ хыçне кайса вырт-ха», — тесе тĕртсех кăларса ячĕ. Эпĕ шкултан тухрăм та макăра-макăра килелле чупрăм.

— Анне, анне, — тетĕп куççуле шăла-шăла. — Пăсара чупмасть-им?

— Мĕнле чупмасть? Пĕтĕм чăх-чĕппе çавах пăвса пĕтерчĕ. Чăх мăйне татать те Карачăмсен вут шаршанĕ айне чупса кĕрсе пытанать.

Атте мана шкултан кăларса яни çинчен пĕлсен: «Тьфу! çав учитель пулать-и вара вăл», — тесе мăкăртатрĕ. Урама тухсан ачасем мăшкăллама тытăнчĕç. «Пăсара, пăсара», — тесе ăнран яратчĕç.

Эпĕ шкула çӳреме пăрахрăм. Ачасем вĕренетчĕç, эпĕ читлĕхпе е серепепе кăсăясем тытаттăм. Пирĕн таракан нумайччĕ, ман кăсăясем таракан çисе начарлансах каятчĕç. Хăш чухне пĕр-пĕр кăсăйи ирĕке тухас тесе кантăка пырса çапăнатчĕ те сак çине ӳкетчĕ. Кушакки çавна кăна кĕтсе ларатчĕ — чи- чи кăсăяна йăпăр-япăр ярса тытатчĕ те тĕп сакайне сикетчĕ. Е вутта кĕрсе çунса кайни те пулатчĕ, тепĕр чух тата апат çисе ларнă чух яшка çине персе анатчĕç». Турă каçарать», — тесе ларатчĕ атте.

Хĕл иртрĕ те — çу çитрĕ. Эпĕ кунĕпех шыв хĕрринче чăмпăлтататтăм. Кĕркунне тырă вырма илсе тухрĕç мана. Çурлине тытма анне вĕрентрĕ. Сылтăм алăпа çурла тытатăн, сулахайĕпе хăмăлĕсене çавăрса илетĕн те кăчăрт касса пĕр çĕре хурса тухатăн, кĕлте тăватăн. Выр, выр — кĕлте тултарма çук. Пилĕк ыратнипе чĕркуççи çине тăрса выратăп. Мĕн пур йĕме çĕтсе пĕтертĕм. Пӳрнене кастартăм. Юн тухнине кура тата хытăрах макăрма пуçларăм.

— Кĕсел, — тет атте. — Арçын пуль эс.

— Авланиччен тӳрленет, — лăплантарать анне.

Çумăрĕ çумасть. Хĕвелĕ хĕртет. Ял халăхĕ выçлăх пуласса сиссе йĕкел пуçтарчĕ. Мăян авăртрĕ.

Каллех шкула каяс вăхăт çитрĕ.

— Пĕлтĕрхи сумкăнах çуса хутăм, — тет анне. — Каллех пĕрремĕш класа кайма тивет ĕнтĕ сан. Учителĕ урăххи пулать. Лайăхскер. Эсĕ тимлĕн итле, ан витле.

Каллех пĕрремĕш класа кайрăм. Учителĕ питĕ лайăх пек туйăнчĕ. Анчах ку хутĕнче те вĕренесси пулмарĕ. Пирĕн ялтан çирĕм пилĕк кил çĕпĕре — Алтая — телей шырама тухса кайма шутларĕ.

— Çĕпĕр вăл, ачасем, — юмахри пек çĕр. Вăрманĕн вĕçĕ-хĕрри çук тейĕн, вутти-шанки вара çĕрсе кăна выртать, чăтлăха кĕрсен каялла тухаймăн. Унта кашкăрсем, тилĕсем, мулкачсем — шучĕ те çук тейĕн, кашни хыр тăрринчех йăлт та ялт сикекен пакшине курма пулать. Шыв-шурсемпе кӳлĕсенче пуллине алăпах тытма пулать, кайăк кăвакалĕ — карти-картипе, çăмартисене витри-витрипе пухса килеççĕ, — тет Ейпух Иванĕ, çĕпĕре кайса курнăскер. — Çĕр çинчи çăтмах, ĕçлеме кăна ӳркенмелле мар.

Часах атте лашана сутса ячĕ, ĕнене пусрĕ, темиçе çул тар юхтарса пухнă вут-шанка салатса пĕтерчĕ. Çул çине сухари хатĕрлерĕ. Çапла вара Арапуç ялĕнчен çирĕм пилĕк çемье Çĕпĕре телей шырама тухса кайрăмăр. Тавар турттаракан вакунсене вырнаçсан анне нарсем çине вырăнсем сарса пачĕ. Хăть çурăлса кайиччен çывăр. Вакун варрине тимĕр кăмака лартнă. Кĕркунне. Виçĕ пин çухрăм ытла каймалла теççĕ. Çĕпĕр хулинчен — Тюменьрен — тата лерелле, Славгорода çитсен çĕр утмăл çухрăм шалалла кĕмелле теççĕ.

Тр-рс! пырса тĕкрĕ пăравус пирĕн вакуна. Çынсем çухăрса ячĕç. Хăшĕ макăрать, хăшĕ Турра кĕлтăвать, хăшĕ юрлать.

Часах пирĕн пуйăс малалла тапранса кайрĕ. Каллех çухăрашу. Çынсем хыçран чупаççĕ, алăпа сулаççĕ. Часах Вăрмар станцийĕ курăнми пулчĕ. Тимĕр кăмака хутса ячĕç. Кăнтăрла та, каçхине те каятпăр. Микка пичче юмах яратчĕ. Эпир, ачасем, çăвар карсах итлесе лараттăмăр. Пĕчĕккĕн типĕтнĕ какайне те çисе ятăмăр, сухарисем те пĕтрĕç. Мулюк карчăкĕ Çĕпĕре çитмесĕрех вилсе выртрĕ. Телейне тупаймасăрах çĕре кĕчĕ. Кайсан-кайсан Çĕпĕр тĕп хулине çитрĕмĕр. Кунта вара икĕ эрне лартăмăр. Омск хулинче татах ларнă пулăттăмăр пулĕ, станци начальникне укçа пырса парсан ку хуларан тухса кайрăмăр. Эх, хули пысăк-çке! Çурчĕсем çӳллĕ, пăхсан карттус ӳкмелле, хапрăк-завочĕсем тата! Урамсенче ваннă вакунсемпе пăравуссем йăваланса выртаççĕ. Кунта питĕ вăйлă çапăçу пулнă теççĕ. Кунта çĕпĕр патши — Колчак тăнă тет. Ăна халĕ хевел тухăç еннех хӳтерсе янă. Вăрçă пĕтмен-ха. Эпир вĕсем хыççăнах каятпăр. Çичĕ туннель айĕнчен тухрăмăр. Малалла каятпăр. Анчах вутă пĕтнĕ тет. Арçынсем вутă хатĕрлеме вăрмана каяççĕ. Хыр вăрманне касса çурса ваклаççĕ те пăравус çине тиеççĕ. Каллех малалла танкăлтататпăр. Виçĕ уйăх кайрăмăр. Çул çинче мĕн чухлĕ сăмах-юмах илтмерĕм пулĕ? Тĕнче курса пытăмăр. Пирĕн атте лупас, карта, вутă-шанкă сутса тунă укçине арча тĕпне хунă та ун çинче ларса пырать. Çывăрасса та ун çинчех çывăрать. Вы-рăна çитсен кил-çурт лартма, лаша туянма шутлать. Çĕнĕ çул умĕн çĕпĕр хулине — Славгорода — çитрĕмĕр. Унтан лавсем тытса хамăр пурăнас яла çул тытрăмăр. Шартлама сивĕ тăрать. Пире, ачасене, утиялсемпе чĕркесе çунасем çине лартрĕç. Виçĕ çулхи Настьăна анне хăй çумне илчĕ. Хреçтук аппа ултă çулхи Кĕтерука ыталаса ларать. Кайсан-кайсан ытла та шăнса кайнăскерсем çуна çинчен сиксе анса чупкаласа илетпĕр. Çĕр утмăл çухрăм каймалла. Вĕçĕ-хĕррисĕр уй-хир. Çырма таврашĕ çук. Каç пуласпа пĕр вырăс ялне çитрĕмĕр. Хваттере кĕтĕмĕр. Пире аванах йышăнчĕç, кăмакине хутса янă, хыр вутти çунтараççĕ. Çутă та парать, ăшă та пулать. Часах пире кăмакаран шаркку кăларса антарса пачĕç, шур кулачă касса хучĕç.

— Ăçталла çул тытатăр капла шăкăр-макăрсемпех? — ыйтрĕ пирĕнтен шур сухаллă, хĕрлĕ питлĕ, тĕреклĕ кил хуçи.

— Телей шырама тухрăмăр, — тет атте.

Вăл вырăсла кăштах пĕлкелетчĕ. Анне вара вуçех ăнкармастчĕ. — Кунта ĕçлесен пурăнма пулать, çĕрĕ те нумай, — тет хуçа. — Анчах арçынсем çук. Вăрçăра. Вăрçи пĕтмен-ха. <...>

Ефим НИКИТИН.

♦   ♦   ♦


Чăваш халăхĕн чăн ывăлĕ

Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче «Тăван Атăл» редакцине питĕ хурлăхлă хыпар çитрĕ: Чĕмпĕр облаçĕнчи чăвашсен наци культурин автономийĕн председателĕн, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Олег Николаевич Мустаевăн чĕри тапма чарăннă. Кăвар чĕреллĕччĕ вăл. 1990 çулсен пуçламăшĕнче харсăр чăваш çамрăкĕсен ушкăнĕсем хамăрăн йăх-несĕлсен тĕп çĕрĕ çине — авалхи Атăлçи патшалăхĕ пулнă вырăна — çӳреме пуçласан унта авалхи ятсене илес йăла йĕркеленчĕ. Ятарласа тунă укăлча хапхинчен тĕтĕм витĕр кăларса, хамăрăн мăн-мăн асаттесем ĕçсе чунĕсене кантарнă çăл куçăн таса шывне сыптарса, мăчавăр пилĕпе ят хуратчĕç. Олег Мустаева ун чухне Куар — Кăвар — ят хунăччĕ. Вăл кăвар пек çунса-йăлкăшса тăнине, ыттисене те чăваш ĕçне тума чĕртсе, вĕсен чунне вут хурса тăнине, хăй те питĕ хĕрӳ çын пулнине шута хурса. Пурнăç тăршшĕпех çав сăваплă ята тӳрре кăларса пычĕ вăл. Çунса ĕçлерĕ, çунса пурăнчĕ, хурăн хуппилле ялт çунса кайрĕ. Ытла та кĕске пулчĕç пӳрнĕ кунĕсем — иртнĕ раштав уйăхĕнче 56 çул çеç тултарнăччĕ.

Унпа сыв пуллашма халăх питĕ йышлă пуçтарăнчĕ. Елчĕк районĕнчи Лаш Таяпа чиркĕвне те шăнăçаймарĕ, масара та Çĕнĕ Эйпеç ялĕн урамне туллин те татти-сыпписĕр тултарса çĕршер те çĕршер çын утрĕ тупăк хыççăн. Таптанă-ши çак пĕчĕкех те мар ялăн çĕрне хăçан та пулсан çакăн чухлĕ çын? Ку ӳкерчĕк хурлăхлă чуна савăнăç та кӳчĕ: пирĕн тус-юлташăмăр халăх килĕштернĕ çын пулнă. Çак йыша ятарласа пуçтарман вĕт, кашни çын хăй кăмăлĕпе, чунĕ ыйтнипе хăйшĕн хаклă, хисепленĕ, хăйне кирлĕ пулнă çынпа ăна тав туса сыв пуллашма килнĕ.

Олег Мустаев, паллах, чăваш халăхĕ суйласа илмелли çынччĕ. Вăл Чăваш Республикинчи Елчĕк тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ. Ку енри халăхра, ыттисем килĕшсен-килĕшмесен те, ман шутăмпа, пăлхар юнĕ шĕвелсе пĕтмен. Пăлхар патшалăхĕн чикки пулнă май çĕршыва тулаш тăшмансенчен сыхлама ытларах харсăрсене пуçтарнă пек туйăнать кунта. Елчĕксем халĕ те хăйсен харсăрлăхĕпе, хастарлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе, туслăх-тăванлăх, пĕр эртеллĕх туйăмĕпе, çирĕп пурнăç тума пултараслăхĕпе уйрăларах тăраççĕ. Мустаевăн та — ертӳçĕн, лидерăн характерĕ. Ĕçе йĕркелес пултарулăхĕпе, халăха пĕтĕçтерес енĕпе питĕ палăрса тăратчĕ. Кирек кампа пĕр чĕлхе тупатчĕ, пĕлсе шухăшлакан çынччĕ. Эпир ытларах чух тĕнче хыççăн сĕтĕрĕнетпĕр пулсан, вăл тĕнчене хăй тавра çаврăнтаратчĕ. 1989 çулта вăл Чĕмпĕр телевиденийĕнче чăвашла кăларăмсем йĕркелеме тухса кайрĕ. Пĕрре мар пулнă унăн эрнере пĕрре тухакан «Еткер» кăларăмĕнче. Курнă, мĕн тери кăткăсчĕ ăна чăвашла пĕлмен режиссерпа, операторсемпе, сасă режиссерĕпе, техниксемпе хатĕрлеме, çав вăхăтрах пĕлетĕп, мĕн тери хаклă пулса тăчĕç вĕсем Чĕмпĕр тăрăхĕнчи чăвашсемшĕн. Сисĕнмерĕ те — пилĕк çул тултарчĕ «Еткер», кĕçех вунă çулне уявлатпăр чаплă кафере… вун пилĕк çулхи юбилейне… Çав хушăрах радиора «Хамăр ял» программа ертсе пырать, «Еткер» фонд йĕркелерĕ, пире çак фонд тăрăшнипе Ульяновск облаçĕнчи шкулсенче йĕркеленĕ чăваш кабинечĕсене кăтартма илсе каять. Çăкăр-тăварпа кĕтсе илеççĕ, хитре концерт кăтартаççĕ. Олег сăмах калать. Яланхи пекех хĕрӳ, вĕри. Ачасем пире ăсатма тухнă. «Эпир — чăвашсем!» тесе кăшкăрса алă сулаççĕ. Олег савăнăçлă. Малаш ĕçĕсем çинчен хавхаланса калать. Вĕçкĕнленсе те илет. Пурччĕ унăн ку. «Мĕскĕн пуличчен вĕçкĕн пул!» — тетчĕ вăл. Унăн ĕç-хĕлне хăй пурăннă чух пит асăрхасах та тăман пуль. Чĕмпĕрсен культура пурнăçĕнче кăна та мар. Ял хуçалăх ĕçĕсене татса парать, пĕр колхоза «Джондир» трактора йӳнĕрех хакпа туянма пулăшнă, такама такампа паллаштарать, чăваш театрĕсем Чĕмпĕр тăрăхне гастроле килесшĕн, Шупашкар çыравçисен спонсор укçипе кăларнă кĕнекисене вырнаçтармалла… <...>

Арсений ТАРАСОВ.

♦   ♦   


Турăш тĕрлеме лариччен пил илме ан манăр

Уявсем пĕрин хыççăн тепринпе ылмашăнаççĕ. Çывăх çыннăмăрсене çав кунсенче парнепе савăнтарас килет. Хамăр алăпа ăсталанă япаларан хакли мĕн пултăр? Уйрăмах çывăх та хисеплекен çынна тĕрленĕ турăш парнелес йăла та вăй илсе пырать. Асамлă хăват пулăшасса шанса, вăй- халпа ăнăçу сунса параççĕ ăна. Çапах та палăртам, турăш пирки халăхра тĕрлĕ шухăш çӳрет. Чун хавалĕпе тĕрленĕ турăша парнеленине çылăх тесе йышăнакан та пур. Теприсем вара ку парнешĕн питĕ савăнаççĕ.

«Турăш тĕрлесси — питĕ яваплă ĕç, — сăмах пуçарчĕ Шупашкар çывăхĕнчи Чантăр ялĕнчи Ивери Турă Амăшĕн турăшĕ ячĕпе хисепленекен чиркӳ настоятелĕ Павел Александров иерей. – Ку тĕлĕшпе питĕ асăрханмалла. Хальхи вăхăтра тĕрлемелли темĕнле набор та пур. Вĕсене кам туса кăларни пĕлтерĕшлĕ. Китай производителĕсем пирĕн турăшсен уйрăмлăхĕсене пĕлсех çитереймеççĕ сăмахран. Уйрăмах алмаз тĕрри иккĕленӳ çуратать. Хĕресле е вĕтĕ шăрçапа тĕрленĕ чухне çветтуйсен питне тĕкĕнмеççĕ. Вĕсене пир çинче çаптарса сутаççĕ. Алмаз тĕррисенче вара çветтуйсен сăнĕсем çухалса каяççĕ темелле-ши? Айккинчен пăхсан çветтуй сăнĕ пекех курăнать. Çывăхран тимлетĕн те – тĕрлĕ тĕслĕ пĕчĕк тăваткалсем çеç куçа тăрăнаççĕ, çветтуй сăнĕ çухалать. Хисеплĕ япалана киревсĕрлетесрен асăрханмаллине пусăм тусах калас килет».

Православи турăшĕсене тĕрлесси – эпир хăнăхнă ахаль алă ĕçĕ мар. Тĕплĕн шухăшламасăр ăна тытăнма ан васкăр. Малтан чунпа «пиçсе» çитмелле. Вăхăт, чăтăмлăх çитĕ-и? Пĕтĕмпех шута илмелле. Чунра мĕнле? Тарăхнă е вăрçăннă вăхăтра тĕрлеме тăхтамалла. Ахаль тĕрре вĕçлемесĕр те хăварма пултаратпăр. Кунта капла юрамасть. Пуçланине вĕçне çитермеллех.

Пĕр шухăшласан, турăш тĕрленинче мĕн япăххи пултăр? Турра юрăхлă ĕç тăватпăр пек. Çветтуйсене хисеплесе тĕрлетпĕр-çке. Лайăха шанса ырă шухăшпа ĕçе тытăнатпăр. Паллах, тĕрлекен çветтуй çинчен тĕплĕнрех пĕлме тăрăшатпăр. Тĕн, чиркӳ, ĕненӳ енĕпе пĕлĕве пуянлатни — чун, ăс-хакăл тасалăхĕ патне туртăнни мар-и-ха? Тĕрленĕ чухне вара канăç паман ыйтусем, йывăрлăхсем манăçăнаççĕ, япăх шухăшсем çухалаççĕ. Тем тесен те, темĕнле вăрттăнлăх, асамлăх пур пек çакăнта. Ĕçленĕ май пархатарлă ĕмĕтпе çунатланатăн, чунра ăшăлăх хуçаланать. Ӳнер произведенийĕ пулса тухмасан та таса чунпа ĕçе пурнăçлани паха. Турăшсене лавккасенче сутакан трафарет тăрăх тĕрлетпĕр. Тĕрĕçĕ ăсталăхĕ мар, тĕрлемелли наборсен пахалăхĕ шухăша ярать. Ӳкерчĕксем чаплах мар. Тĕксĕм тĕслĕ, çырни япăх палăрать, сăн кăнттам курăнать, паллăсенче йăнăш çырни те тĕл пулать. Çветтуй сăнартан мăшкăлланă пекех пулса тухать тепĕр чухне.

Павел атте алă ĕçĕн ăстисене турăш тĕрленĕ чухне шута хумалли темиçе самант пирки аса илтерчĕ. Чи малтан пачăшкăран пил илмелле. Тĕрлеме лармассерен кĕлĕ вуламалла. Тĕрлесе пĕтерсен турăша сăваплама чиркĕве илсе килмелле.

Тĕрлеме юраман кунсем те пур теççĕ. Тĕрĕсех-и ку? Ку ыйтăва та уçăмлатрăмăр. Хĕрарăмсен чиркĕве кĕме юраман кунсем пур. Ун пек чухне тĕрре айккине хумалла. Православи тĕнĕпе пурăнакансен сума сăвакан пысăк уявсем пирки манмалла мар. Ултă кун ĕçлесен — çиччĕмĕшне канмалла, ăна Турра халалламалла. Çак йĕркесене пăхăнсан та, чиркӳ турăша сăвапласан та ал ăстисен ĕçĕсем – халăх пултарулăхĕ шайĕнче кăна. Чиркӳ валли турăш çырасси – чăн-чăн искусство. Ун валли пысăк пултарулăх кирлĕ. Тавра курăм пысăк пулмалла, историе лайăх пĕлмелле. <...>

Надежда КУДРЯШОВА.

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.