Виç кĕтеслĕ çырусем, ÿкерчĕксем, парнесем…
Виç кĕтеслĕ çырусем, ÿкерчĕксем, парнесем…„Сывă-и, хаклă салтак! Çăмăл мар вăхăтсем пуçланчĕç. Сана халь çăмăлах мар! Тăван çĕршыва хÿтĕленĕшĕн тав сăмахĕ каласшăн сана! Пирĕн çутă пуласлăхшăн, мирлĕ тÿпешĕн службăра тăратăн эсĕ. Тÿс салтак, эсĕ пĕччен мар! Пĕтĕм çĕршыв санпа пĕрле! Эпир сана юрататпăр. Мĕнпур йывăрлăха çĕнтерме вăй-хăват сунатпăр. Эсĕ тăрăшнипе çĕр чăмăрĕ çинче ыркăмăллăхпа тĕрĕслĕх, çураçупа юрату хуçаланччăр. Çапăçура вăй-хăват, ăнăçу сунатпăр сана”.
Çакăн пек çыру çырнă Раççей салтакĕ валли Йĕпреç районĕнчи Буинск шкулĕнче вĕренекенсем. Паян Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен союзĕн пуçарăвĕпе «Салтак валли - парне» акци иртрĕ. Шупашкар хула администрацийĕнче Украинăра çарта тăракан Раççей салтакĕсем валли ăсатма парнесем хатĕрлерĕç. «Ку акцие республикăри пур район та, Шупашкарти тата Çĕнĕ Шупашкарти предприятисемпе организацисем, шкулсем хастар хутшăнчĕç. Кунта ытларах ачасен виç кĕтеслĕ çырăвĕсемпе парнисем, пылак çимĕçсем, илемлĕ япаласем. Çапла майпа эпир паттăр салтаксене хавхалантарасшăн, вĕсене килĕсенче кĕтнине кăтартса парасшăн», - терĕ Чăваш Республикинчи хĕрарăмсен союзĕн председателĕ Наталия Николаева.
www.hypar.ru Роза ВЛАСОВА сӑн ӳкерчĕкӗсем
Комментировать