Ÿсĕрсене урăлтарасшăн

31 Мар, 2022

Республикăра çынсене урăлма пулăшакан учреждени уçасшăн.  ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи право йĕркине тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен координаци канашĕн ларăвĕнче ку ыйтупа темиçе ведомство представителĕсем сăмах илчĕç.

Уçассине симĕс çутă панă темелле. Анчах ăна ăçта вырнаçтарассине палăртмалла, унта юсав ĕçĕсем, ытти ĕç пурнăçламалла. Олег Николаев вĕсене васкатмалли çинчен каларĕ пулин те вăхăт иртĕ. Пилот мелĕпе йĕркелекен урăлтаркăч Шупашарта пулĕ — кунта ӳсĕрсене полицие илсе пынă тĕслĕх уйрăмах нумай. Пĕлтĕр унашкаллисен шучĕ 2,6 пине яхăнах пулнă.

Çавăн пекех Чăваш Енре ĕçлесе юсанмалли центрсем те уçăлмалла. Унашкаллисем иккĕ пур, татах кирлĕ-мĕн — вĕсенче «юсанакансен» шутне 400 çын таран пысăклатмалла. Хăш-пĕр адрес паллă ĕнтĕ. «Мега Юрма» компанин Шупашкар районĕнчи Хурăнлăхри базинче 100 çынна йышăнмалла. «Текстильмашра», «Чебоксарский» ССКра та çавнашкал центрсем пулĕç.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментировать