Укçа резерв фондне кайĕ
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен ирттерекен канашлура наци проекчĕсене, регион проекчĕсене пурнăçламалли контрактсене хатĕрлес, алă пусас ĕçе тишкерчĕç.
Олег Николаев федераци укçипе пурнăçламалли ĕçсен контрактацине ака уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçлеме палăртнине аса илтерчĕ. Ку енĕпе пĕтĕмпех йĕркеллĕ теме пулать. — асăннă кунччен мĕн пур контракт хатĕр пулмалла. Анчах Чăваш Ен Пуçлăхĕ хăшĕсем çак ĕçе уйăхăн юлашки кунĕсене хăварнипе кăмăлсăрланчĕ. Маларах та пурнăçлама май пулнă.
Регион укçипе тӳрре кăлармалли контрактсем вара çу уйăхĕн 1-мĕшĕччен хатĕр пулмалла. Хăшĕсене хатĕрлесе çитересси иккĕленӳллĕ-мĕн. Олег Алексеевич çакăн объективлă сăлтавĕсене шута илме хатĕр, анчах яваплăха туйманнисем тĕлĕшпе каçару пулмĕ — «ӳкĕтлемелли вăхăт вĕçленчĕ». «Эсир ыйтрăр, Правительствăна укçа кирлĕ тесе ĕнентертĕр, эпир укçана вăл е ку проект валли резервларăмăр» — халь вара тӳрре кăлараймаççĕ иккен… Контрактсене хатĕрлесе çитереймесен çав проектсем валли уйăрнă укçа резерв фондне куçĕ — «паян перекетлĕ пулмалли сăлтавсем пур». Укçана çухатнин сăлтавĕсене вара Олег Николаев вырăнсенчи пуçлăхсене халăхпа курнăçса ăнлантарса пама сĕнчĕ — «яваплăха хăвăр çине илĕр».
Комментировать