Ача-пăча валли - автохула
Шупашкарти 112-мĕш садикре ача-пăчана çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисемпе паллаштаракан автохула ĕçлеме пуçланă.
Уяв хăйăвне касма Шупашкар хулин ÇÇХПИ пайĕн пуçлăхне Алексей Теллин подполковника чĕннĕ. "Шел те, хулари çул-йĕр çинче пулакан инкекрен чылайăшĕ çул çитмен ачасемпе çыхăннă. Тĕслĕхрен, Шупашкарта кăçалхи 8 уйăхра 166 ача суранланнă", - пĕлтернĕ вăл.
Çакнашкал автохула Чăваш Енри шкул çулне çитмен учрежденисенче ниçта та çук. Пĕртен пĕр объекта пур енĕпе те тивĕçтернĕ: çул урлă каçмалли вырăн, светофор, çул-йĕр паллисем - автоçул çинчи пекех. Унта пĕчĕк шăпăрлансем вĕрентекенсемпе тата инспекторсемпе пĕрле çул çинче çÿремелли правилăсене вĕренĕç. Автохулара ачасем велосипедла тата шоферла вылĕç, хăюллăраххисем инспектор шлепкине те тăхăнса пăхма пултарĕç.
О.МАСЛОВ.