Тăван Атăл, 2 №, нарăс, 2022 çул
Çырма васкатчĕ…
Ентешĕсем ун пирки хисеплесе «çырмах çуралнă пуль» тесе ăшшăн аса илеççĕ. Турă панă талантне уçса аталантарма, вулаканăн чунне пырса тивекен, ăна тыткăна илекен хайлавсем ăсталама пултарнă çыравçăсем пирки кăна çапла калама пулать пуль. Талантсăр çуралас çук Александр Васильев юрлакан пурте юратса итлекен «Сарă тюльпансем», Вероникăпа Станислав Толстовсен «Çăлтăр çуннă каçсенче», Вячеслав Христофоровпа Марта Зайцевăн репертуарĕнчи «Ăçта пултăн халиччен», Елена Османова шăрантаракан «Аса ил-ха савни» юрăсем. Тата та асăнса кайма пулать унăн сăввисемпе кĕвĕленĕ юрăсене. «Юррăн кĕвви вăл сăвăра хăйĕнченех хывăнса юлнă, композиторăн ăна туйса илме кăна пĕлмелле», — тенĕччĕ пĕр интервьюра вырăссен мухтавлă композиторĕ Георгий Свиридов. Тепĕр чухне кăшт кӳренмелле те пулать: юрă камăн репертуарĕнчине те, хăш композитор кĕвĕленине тӳрех тавçăраççĕ: ку — Юрий Кудаковăн, ку — Юрий Жуковăн, куна Станислав Толстов кĕвĕленĕ, çав вăхăтрах, шел те, сăмахĕсен авторне калаймаççĕ. Пĕлтерсех каймаççĕ çав концертсенче, радио эфирĕсенче. Халĕ те сăмах кам çинчен пынине ăнкарса илчĕ-ши вулакан? Вăл сăвăсемсĕр пуçне пьесăсем çырнине, çав пьесăсемпе лартнă спектакльсене курман чăваш юлман та пулĕ тесен, иккĕленместĕп, пурте: «Ку — Анатолий Чебанов», — тейĕç. Тĕрĕс, питĕ тĕрĕс! Ăна ытларах «Праски инке хĕр парать», «Праски кинеми мăнукне авлантарать» пьесăсен авторĕ пек пĕлеççĕ. Чăваш академи драма театрĕн сцена çинчен 17-шер çул кайман ку спектакльсем. Праски инке путишĕсене курма ялĕ-ялĕпе тулли автобус халăх пухăнса Шупашкара васкатчĕ. Сăмах май, Мари Эл артисчĕсем те çак пьесăсене нумай çул сцена çинчен яман.
Тӳрех каласа хăвармалла: ку пьесăсем унăн пĕртен-пĕрре мар, Анатолий Сафронович питĕ тухăçлă ĕçленĕ драматург. Чăваш Ен телекуравĕ халĕ те хăйĕн экранĕ çине «Укăлча умĕнче», «Ниме», «Вĕлтрен кайăкĕ», «Хăтасем», «Шăпа панă телей» пьесисемпе лартнă спектакльсене, фильмсене тăтăш кăларать, унăн пьесисем тĕрлĕ халăх театрĕсен репертуарне пуянлатаççĕ.
Тĕрĕссипе, Анатолий Чебанов профессийĕпе культура ĕçченĕ те пулман вĕт. 40 çул ытла ял хуçалăхĕнче тăрăшнă. Салтак хыççăн мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех тĕп зоотехникра ĕçленĕ. Мĕн хавхалантарнă-ха ăна алла калем тытма? Анатолий Сафронович ентешне сăмах — çыравçăпа пĕр ялта пурăннă Нина Николаевна Юнгерова каласа парать:
«Чĕмпĕр облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи пирĕн Аслă Нагаткин ялĕ — çыравçăсен пĕчĕк утравĕ тейĕттĕм. Анатолий Юман, Валентина Тарават, Анатолий Чебанов. Чăваш литературинче питĕ палăрнă виçĕ çыравçă. Пурăннă пулсан çак нарăс уйăхĕнче Анатолий Чебанов 85 çул тултармаллаччĕ. Ĕмĕчĕсем пысăкчĕ унăн. Анчах, шел те, пурнăçĕ 2011 çулхи çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче вăхăтсăр татăлчĕ. Апла пулин те талантлă писатель-драматург, сăвăç пултарулăх еткерлĕхĕ – чăваш литературишĕн чăн пуянлăх. Унăн хайлавĕсенчи сăнарсем халĕ те асрах, пирĕн чĕрере чылайччен упранĕç, пулас ăрусен чун хĕлĕхĕсене те хускатассинче иккĕленӳ çук.
1937 çулхи февралĕн 3-мĕшĕнче Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Чăнлă Шăхаль ялĕнче çуралнă вăл. Шкулта вĕреннĕ чухне вырăс классикĕсен хайлавĕсене вулама юратнă. Хăй те сăвăсем çырма пуçланă вара. Шкулта лартакан спектальсенче вылянă. Сцена илĕртнĕ ăна. Артиста вĕренмешкĕн кайма ĕмĕтленмен пулĕ, çапах та пьесăсем çырасси унăн — çавăнтанах-тăр. Хурăнвар Шăхалĕнчи вăтам шкула пĕтерсен Анатолий Сафронович Тутар Республикинчи Пăвари техника училищинче ял хуçалăх механикĕн специальноçне алла илет. Манăн атте те Николай Антонович Юнгеров унтах вĕреннĕ. Атте пирĕн район хаçатне çырсах тăнă, хастар юнкор пулнă. Çакă вĕсене çывăхлатнă. Вĕсен туслăхĕ тата çирĕпленнĕ. Анатолий Сафронович пирĕн патăрта Элшелте пулни халĕ те куç умĕнчех. Тараватлăхĕпе хăй патне туртатчĕ çынсене. Ун чухне, чăннипе, палăрма ĕлкĕрейменччĕ-ха вăл. Çак туслăх кайран та татăлман. Анатолий Сафронович аппан упăшкипе Валерий Викторович Кузьминпа пĕр хуçалăхрах ĕçленĕ, Валерий Викторович агроном пулнă, Анатолий Сафронович — зоотехник. Аппа, Елена Николаевна, район хаçатĕнче ĕçленĕ вăхăтра Анатолий Чебанов час-часах редакцие кĕрсе тухнине аса илсе калать. Шăпах аппан тӳр килнĕ иккен унăн сăввисемпе пьесисене пичете яма та. Тăтăшах мар пулин те, çапах çапла хутшăнусем пулнă пирĕн çемьен Анатолий Сафроновичпа.
Шăпа ăна таçта та илсе çитернĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл Çурçĕр Казахстанра çерем çĕрсем уçнă, Курганра ял хуçалăх институтĕнче вĕреннĕ, Молдавире салтакра пулнă.
1971 çулта Анатолий Чебанов мăшăрĕпе Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Кунтикал ялне куçса килнĕ. Çемье пуçĕ зоотехникра ĕçленĕ, Алевтина Ивановна бухгалтерта вăй хунă.
1976 çулта Аслă Нагаткинăра сысна комплексне хута ярсан тĕп зоотехникра ĕçлеме тытăннă. Çак ялтах тĕпленнĕ. Кирпĕч çурт лартнă. Ывăлпа хĕр ӳстернĕ.
Яланах питĕ яваплă ĕçре тăрăшнă вăл. Çырма, тата çавăн чухлĕ çырма! Ăçтан вăхăт, вăй-хăват тупнинчен тĕлĕнме пăрахмастăп. Ялан çырма васкатчĕ. Нумай ĕçленĕ. Халăхшăн, чăн та, кирлĕ те усăллă ĕç туса хăварнă. Ырра, туслăхпа юратăва хаклама, илеме туйма, кăмăл-сипет тасалăхне упрама вĕрентеççĕ унăн хайлавĕсем. Паян, çынлăх, тараватлăх, сăпайлăх чакса пынă вăхăтра, уйрăмах çивĕч çав темăсем. Кашни сăнарĕ хăйне май пĕлтерĕшлĕ, витĕмлĕ. Праски инкен сăнарех акă. Халăха питĕ çывăх. Халăхранах илнĕ сăнар. Нина Яковлева питĕ ăста кăтартать ăна. Чăвашсем кăна мар, ытти çĕрте те, Чĕмпĕр, Мускав, Питĕр, Самар, Ярославль тата ытти хулара пурăнакансем те питĕ ăшшăн, çывăха хурса йышăнаççĕ. Ку авторшăн паллах питĕ хаклă, пысăк парне пулса тăчĕ. <...>
Надежда КУДРЯШОВА.
Материалсемпе туллин паллашас тесен...
Комментировать