Тăван Атăл, 11 №, чÿк, 2021 çул
Ухсай — чăваш поэзийĕн генийĕ
Сăвăç çуралнăранпа 110 çул çитнĕ май
Ухсая уяв кĕрекине лартсан Ту паттăр, Улăп паттăр, чăваш Тутимĕрĕ тата тем тĕрлĕ аслă хисепсемпе чыслатчĕç. Ахальтен мар. Вăл хăйĕн ĕмĕрне тăван халăх çинчен шухăшласах ирттерчĕ.
Вăл — пурне те сапăр. Пĕчĕккисем валли — сăвăллă юмахсем, «Кĕслеçĕпе упа», «Пуканесен бригади» тата тем чухлĕ сăвă-юрă. Хунав ачасем валли — шкул кĕнекисене кĕнĕ хайлавсем: «Юратрăм эп, хирсем, сире», «Карлав аври касмашкăн кайрăм», «Анне мана тирпейлĕ пиеленĕ», «Пĕлĕтсем»... Яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç валли — сăвăрса çавăрнă таса юрату лирики, «çырă куçăм, ылтăнăмçăм, чунăм»... «Тутимĕр», «Шуйттан чури», «Хура элчел» трагедисем, «Кĕлпук мучи», «Ту урлă çул», «Çĕр», «Ача чухнехи çăлтăрăм», «Шурă хурăнпа калаçни» поэмăсемпе романсем — пурин валли те, темиçе хут вуласа шухăшламалăх. Унăн поэзине вулама питех те çăмăл, вăл Çилпи çăл куçĕ пекех, «Нарспипе» «Арçури» евĕрех шăнкăртатать. Ӳкерчĕкрен ӳкерчĕке сисмесĕрех юхса кайма пулать. Яка сăмахпа каланă шухăш тĕшшине ăнланас тесен хамăр халăх чунне, йăли-йĕркине, историне, ăс-пурлăхне ăнкарни кирлĕ. Ухсайăн шухăшсăр ӳкерчĕк çук. Ухсай — шухăшлавçă, чăваш хресченĕпе космонавчĕ, çĕршыв патшипе тарçи хушшинчи тĕнчене ытамлама пултарнă философ.
Поэзи хирне 14 çулта пырса кĕнĕ те тăван ялĕнчи Кĕсле ту çине кайса выртиччен ана çинчен тухмасăр пĕтĕм вăй-халĕпе сухаланă, акнă, ӳстернĕ.
Аннеçĕм выçлăх çул мана çуратнă,
Вăл хăй ватран та йӳçĕ те кĕрпек
Мăян çăкри çисе мана тăратнă
Мăян шăршиллĕ кăкăр сĕчĕпе.
Перо тытман атте, кукка та манăн,
Çунмасть çырасшăн Пракахье пичче.
Пин çул хушши çырсан та кив капанăм
Чакаймĕ пурнăç йĕтемми çинче.
Пăртта тăхăмĕ
Пăрттасен сăвă-юрăллă икĕ ывăлĕ Пушкăртстанри Слакпуç ялне çĕршыв пĕлмелĕх чыса кăларчĕç.
ХХ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче те Слакпуç хуралтисем çинче çерем пурччĕ, унта çын пĕвĕнчен кĕске мар мăян тапса ӳсетчĕ. Пăртта Кевришĕн /Якку ашшĕн/ нушаллă йышĕ асапланса пурăннă лаша витипе хурал пӳрчĕ ял варринчех ларатчĕç-ха. Ун тавра ута-ута çаврăннăччĕ, чаплă çынсен шăпи те хĕсĕк пулнишĕн хурланнăччĕ. Слак шывĕн леш енчи Киремет тăвайккинчен пăхса пайтах шухăшланă: çакăн пек çырма-çатраллă чăваш ялĕсенченех çĕршыва юрăхлă паттăрсем çуралса тухаççĕ-çке!.. Паллах, Константин Ивановпа Яков Ухсай сăвăçсен тăван ялĕ паян асфальтлă та керменлĕ, парклă та музейлă. Ку йăлтăркка ырлăх халăхăн иртнĕ вăхăтне пĕрех те манăçтарма кирлĕ мар.
Ӳркенми тавра пĕлӳçĕ, чăваш халăх ăсчахĕ Гурий Герасимович Макаровпа иксĕмĕр Ухсайăн аппăшĕпе йăмăкĕ — Ульккапа Униççе — патĕнче пулса калаçрăмăр. Несĕл йĕрне ӳкерес тесе авалхи хутсене тустартăмăр. Хăвăрт манăçать çав иртсе кайнă пурнăç. Мăн аслашшĕ ятне пĕлекен те сахалланса юлнă! Несĕл йĕрне сакăр сыпăк пĕлмелле тесе нумай-нумай çынна чăрмантартăмăр.
Ухсай ашшĕ — Пăртта Кевришĕ, Гавриил Никифорович Никифоров /1869- 1940/ ĕмĕрĕпех нушаллă пурăннă чухăн хресчен, иккĕ авланнă. Малтанхи арăмĕ Хветура Хушăлкаран /«Нарспи» поэмăри Тăхтаман ялĕ/ пулнă, вăл ача çуратса парайман, уйрăлма тивнĕ.
Иккĕмĕш арăмне Кевриш ачаллă хĕрарăма, Хир Сирĕклĕ хĕрне, Ярмула Алексеев арăмĕ шутланнă Алтаччене /Евдокия, 1882-1944/ Пракахви ятлă ывăлĕпе пĕрле илнĕ. Пракахви Алексеев /1906-1978/ Кевришсем патне пынă чухне ултă уйăха çитнĕ. Ашшĕ тăван мар пулсан та Кевриш килĕнче Пракахвие юратса пăхнă. Вăл хăй те ĕмĕр тăршшĕпех шăллĕсемпе йăмăкĕсене, ашшĕпе амăшне пулăшса тăнă: пурин патне те каçса çӳренĕ, çыру çырнă.
Пĕрлешуллĕ хуçалăхсем тунă вăхăтра Пракахви — Прокопий Ермолаевич Алексеев — Слакпуçĕнче ял канашĕн председателĕнче ĕçленĕ. К.В.Ивановсен кил-йышне «кулаклатса» хупасран вăл хăтарса хăварнă — маларах систерсе, аяккалла ăсатнă. Çакна эпĕ Роза Петровна Иванова /Константин Васильевич Иванов шăллĕн — Петĕрĕн хĕрĕ/ çырса пани тăрăх пĕлетĕп. Пракахви мучипе курса калаçасси пулмарĕ, паллă милиционер ватлăх çулĕсене Казахстанра, Верук ятлă хĕрĕ патĕнче, ирттерчĕ.
Чухăн Кевришпе Алтачче хутла пĕлмен. Пуç йăтмасăр ĕçленĕ, ырлăхĕ курăнман. Инкек-синкек такăнтарсах пынă. Чухăн çын сăхманĕ çил вĕрнипех çĕтĕлет çав! Е лаши ӳксе вилет, пиллĕкмĕш ачине çăва çине йăтса кайма тивет. Вут-кăварĕ тата, вут-кăварĕ! Пуян Ваçинккасем те çунаççĕ, чухăн Кевриш те хур курать.
Пур-çук халне пухса Кевриш Никифоров 15 çухрăмри Знаменка ялĕнчен çурт туянса килнĕ, тепĕр çулхинех çав çурт çунса кайнă: кӳршĕсен пӳртне аçа çапнă та Кевриш çурт-йĕрĕ те кĕл пулнă. Мĕскĕне юлнă кил-йыша урам урлă пурăнакан тăванĕ — Чăлах Вихтăр — хăй патне кĕртнĕ. Унтан та хăваласа янă: Виктор Николаевич Иванова /пуян Ваçинкка шăллĕне/ кулак тесе айăпланă, çуртĕнче шкул уçнă.
Кевришсен вара хурал пӳртĕнче хĕсĕнкелеме тивнĕ. Каярахпа Утейка ялĕнчен тепĕр çурт илсе килнĕ. Анчах вăл çурт та телей кӳмен. Тĕп кил вырăнĕ Я.Г.Ухсай ячĕпе çурт-музей лартичченех пушă тăчĕ. Ульккапа Униççе аппасем урăх çынсенчен илнĕ хăлтăр-халтăр пӳртре пурăнчĕç.
Я.Г.Ухсайсен тĕп килĕ К.В.Ивановсен килĕнчен инçех мар, кăшт тăвалла кăна. Ĕлĕкрен çапла ларнă чăваш ялĕ — пĕр йăх тымарĕнчен тухнисем пĕр çырмарах, пĕр тăвайккирех тавралла çаврăнса чăмăртаннă.
Пăртта Çимунĕн ывăлĕ, Ухсай Яккăвĕн аслашшĕ Микихвер /Никифор Семенович/ тĕп киле юратнă ывăлне Кеврише парса хăварнă.
К.В.Иванов аслашшĕ Николай Семенович /писарь Микулай/ — Микихверĕн шăллĕ. Кĕçтентинпе Яккун мăн аслашшĕ — пĕр çын. Кашкăр Иванĕн ывăлĕ- хĕрĕсем — Ванюшке, Çтаппан, Çимун, Пĕрччепе Хветут. Эпир халĕ Çимунăн виçĕ туратне пĕлетпĕр. Пĕр турачĕ — Микулай турачĕ — пуян Ваçинкка урлă «Нарспи» авторне ӳстернĕ. Чăлах Вихтăртан
— Виктор Семеновичран — Калиста Викторовна урлă Ухсай хреснамăшĕ Анна аппа çут тĕнчене килнĕ. Ригăра пурăнатчĕ, 1981 çулта вилчĕ. Никифор Семеновичран — Кевриш урлă Ухсай çуралса уснĕ.
Тĕплĕнрех вулас тесен...
Комментировать