«Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» тепĕр çĕнтерĕвĕ

16 Сен, 2014

Çĕр-шыври хушма тата вăхăт çитичченхи сасăлавĕнче «Пĕрлĕхлĕ Раççей» политика партийĕн кандидачĕсем пур округра та пысăк кăтартупа вырăнти влаç тытăмне суйланнă. Авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнчи суйлавра республикăри виçĕ ял тăрăхĕн пуçлăхне палăртнă.

РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн пулăшуçи Сергей Валенков Чăваш Республикинче суйлав чăрмавсăр, тавлашусăр иртнине, унăн пĕтĕмлетĕвĕ объективлă пулнине çирĕплетнĕ.

Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ял тăрăхĕн администрацине малашне Галина Ефимова ертсе пырĕ. Галина Георгиевнăшăн суйлавçăсен 76,49% сасăланă.

Шупашкар районĕнчи Çырмапуç тата Тăвай районĕнчи Чутей ял тăрăхĕсен пуçлăхĕн «тилхепине алла илнĕ» Рамиль Гельметдиновпа Григорий Куклов та - асăннă парти сĕннĕ кандидатсем. Рамиль Гаязетдиновичшăн электоратăн 81,76% сасăланă, Григорий Петровичшăн - 76,19%.

Кăсăкли: хăйсен кандидатурисене сĕннисем ытти парти кандидачĕсенчен ытларах сасă пухнă.

Ю.ПЕТРОВ.

Автор: 

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.