Кĕрхи кун çулталăк тăрантарать
"Мураты" - Вăрнар районĕнче малта пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Кунта кашни самантпа тĕллевлĕн усă кураççĕ, палăртнине вăхăтра пурнăçлаççĕ. Çурла уйăхĕн 26-мĕшĕ тĕлне кĕрхи ĕçсене вĕçленĕ. 820 гектар çинчи тĕш тырра вырса-çапса пĕтернĕ. Кĕрхисене 300 гектар акса хăварнă.
Çĕр улми кăларма та хуçалăх районта чи малтан тухнă. "Иккĕмĕш çăкăр" лаптăкĕ - 100 гектар. Эпир Çăкаллă Явăшра пулнă кун çĕр улми пуссинче саккăрмĕш кун ĕçлетчĕç. "Çанталăк йĕркеллĕ тăрсан икĕ кунта кăларса пĕтеретпĕр, - хавхаланса калаçрĕ хуçалăх ертÿçи Геннадий Спиридонов. - Пирĕн майлă пулаканччĕ-ха вăл. Пĕр кун акă йĕри-тавра çумăр çукаларĕ, çак уйра пĕр тумлам та ÿкмерĕ". Турри те ĕçлекен кăмăлне хуçасшăн мар ахăртнех.
Çĕр улми пуссинче тăватă комбайн ĕçлет. А.Федоров, Б.Шариков, Г.Илларионов, А.Никитин механизаторсем лайăх çитĕннĕ "иккĕмĕш çăкăра" вăхăтра тата çухатусăр пухса илессишĕн тăрăшаççĕ. В.Максимов, С.Митрофанов, Б.Федоров, Г.Алексеев водительсем çĕр улмине сортировка пунктне турттараççĕ. Кунта мĕн пур ĕçе механизациленĕ. Агрегат хăех вĕттипе шултрине уйăрать. Ятарлă бригадăри çынсем касăлнисене кăна суйласа илеççĕ. Электрокарсем пысăк ешчĕксем çине тултарнă çимĕçе тиесе кайса управа хураççĕ. Пĕчĕк техникăсенчен пĕринпе председатель çумĕ Юрий Спиридонов ĕçлетчĕ. Ăна курнă хыççăн "сан-ман çине пайласси çук иккен кунта, çавăнпа ĕçĕ те кал-кал пырать те ĕнтĕ" пуçра шухăш вĕçсе иртрĕ.
Кăçал çанталăк çумăрпа иртĕнтермерĕ пулин те "иккĕмĕш çăкăр" ăнса пулнă. Геннадий Петрович каланă тăрăх - тухăç пĕлтĕрхинчен аванрах, гектартан вăтамран 200-220 центнер тухать. Пысăк кăтарту "никĕсĕ" - çĕр улми пуссине çăвĕпех шăварса тăни.
Хуçалăхăн техникисем хăватлă, пурте çĕнĕ йышши. Акă Владислав Волков "Джон Дир" тракторпа хирте суха тăвать. "Çакăн йышши пĕчченех пин гектар çĕре сухаласа пăрахма пултарать", - тет вăл.
Çурхи тата кĕрхи ĕççи вăхăтĕнче хуçалăхра хăйĕн столовăйĕ ĕçлет. Эля Арсентьевăпа Алина Рябинская поварсем вĕри апатпа хире те тухаççĕ. "Тутлă пĕçереççĕ. Хаклă та мар", - теççĕ кунта апатланакансем.
"Мураты" хуçалăха Геннадий Спиридонов 2003 çултанпа ертсе пырать. Ĕçе пĕлсе йĕркелени, халăхпа пĕр чĕлхе тупма пултарни ăнăçусем туса пыма май парать.
Валентина БАГАДЕРОВА.
Геннадий ВЕРБЛЮДОВ сăн ÿкерчĕкĕсем
Комментировать