Цифра танмарлăхне пĕтерессипе малалла ĕçлесшĕн

18 Мар, 2022

Аслă экономика канашĕ ку хутĕнче цифровизаци темине тĕпе хучĕ. Унăн эрнекун иртнĕ черетлĕ ларăвĕнче экономика отраслĕсен, социаллă сферăн тата патшалăх управленийĕн цифра трансформацийĕн ыйтăвне тĕплĕ тишкерчĕç.

ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртнă тăрăх, цифра технологийĕсемпе çыхăннă пысăк тимлĕх ăнсăртран мар. Патшалăх управленинех илер. Цифра информацие хăвăрт пухма, тишкерме май парать, çак никĕс çинче йышăнусем тăвассине хăвăртлатать. Ку енĕпе паян экономикăшăн та пысăк майсем уçăлаççĕ. Анăç санкцийĕсемпе çыхăннă лару-тăрура вăл е ку сферăсем «пушанаççĕ» — пирĕн предприятисен, бизнесăн вĕсене йышăнма тăрăшмалла, инновацисен никĕсĕ çинче импорта хамăрăн продукципе улăштарассине тӳпе хывмалла.

АЭК ертӳçи, Патшалăх Думин Финанс рынокĕ енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ Анатолий Аксаков 1998 çулхи кризиса аса илчĕ. Çав вăхăтра экономика аталанăвĕн министрĕ пулнă та — лайăх ас тăвать: ун чухне те паянхи пек çивĕч ыйтусене татса пама тивнĕ. Çĕршыври регионсен хушшинче чи малтан «Интернет—Чăваш Ен» хута кайнă. Хăшĕсем çĕнĕлĕхе «шуйттан япали» тесе хаклама пăхнă, анчах шăпах вăл пулăшнипе тĕрлĕ тытăмăн шанчăклă çыхăнăвне йĕркеленĕ — ку пысăк пулăшу кӳнĕ. «Паян пурнăçа информаци технологийĕсемпе «тултармалли» тĕллев тăрать — мĕн пур сферăна цифрăпа хупăрламалла», — терĕ Анатолий Геннадьевич. Чăваш Ене цифра технологийĕсемпе ăнăçлă ĕçлекен Перекет банкĕн, Росатомăн, ытти компани представителĕсем килнĕ, ларăва хутшăнчĕç — канаш ертӳçи вĕсен майĕсемпе туллин усă курма чĕнсе каларĕ.

Экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов регионăн «цифра пиçĕлĕхне» хакланă май Мускав информаци технологийĕсене ĕçе кĕртес тĕлĕшпе палăртнă тĕллевсене республика пĕлтĕр виçĕ хут ирттерсе пурнăçланине çирĕплетрĕ, çавна май 2022 çул пирвайхи кăтартусемпе çĕнтерӳсен çулталăкĕ пулса тăма тивĕç. Паллах, чăрмавсăр мар. Анăç пирĕн çĕршыв тĕлĕшпе йышăннă санкцисем IT-отрасле те пырса тивеççĕ. Çав шутра — Windows операци системисене, Microsoftăн уйрăм продукчĕсене çĕнетме чарни — хамăр çĕршывра хатĕрленĕ продуктем çине куçма тивет.

Цифра аталанăвĕн министрĕ Кристина Майнина регион цифра технологийĕсене ĕçе кĕртес енĕпе мĕнле ĕçленипе тĕслĕхсемпе усă курса паллаштарчĕ. Ĕçĕ чăннипех курăмлă — пассажирсем транспортра карточкăсемпе усă курнинчен тытăнса вĕрентӳ сферинче пурнăçланă проектсем таран. Чăваш Ене оптоволокно линийĕпе «ункăласа» çыхăнтарнă. Регионта сотовăй çыхăнăвăн пысăк пилĕк операторĕ ĕçлет: МТС, Мегафон, Вымпелком, Теле2, Йота. Апла пулин те çыхăну япăх ялсем те пур-ха. Çакă регион вăрманлă, ландшафт сăртлă-айлăмлă пулнипе те çыхăннă.

Цифра танмарлăхне пĕтерес енĕпе пысăк ĕç тунă, çапах ку енĕпе малалла ĕçлемелле — кăçал тата 28 яла интернетпа çыхăнтармалла. Çавăн пекех 480 ФАПра, 210 ял тăрăхĕн администрацийĕнче те интернета чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Сотовăй операторсем хăйсен кăçал пурнăçлама палăртакан инвестици программисене хайхи санкцисене пăхмасăр пурнăçлама шантарни нумай ыйтăва татса пама пулăшĕ. Çав вăхăтрах укçан ытти çăл куçĕпе те усă курмалла. Калăпăр, интернет çыхăнăвне ялти ФАПа илсе çитернĕ — малалла кайман. «Юлашки мильăна» — çыхăнăва уйрăм çынсен килĕсене илсе çитерессине — ялсенче усă куракан пуçаруллă бюджет мелĕпе пурнăçламаллисен шутне кĕртесшĕн.

«Хыпар» хаçатăн çитес номерĕнче тĕплĕнрех вуласа пĕлĕр.

www.hypar.ru
 

Рубрика: 

Комментировать