Петров урамĕнчи инкек

16 Сен, 2014

Авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче 19 сехет те 56 минутра Çăлав службине Шупашкар хулинчи Петров урамĕнчи 165 хваттерлĕ, 3 подъездлă 9-мĕш çуртра пурăнакансенчен сигнал çитнĕ. Вĕсем пĕр подъездри хваттерсен стенисем çурăлнине пĕлтернĕ.

Информацие Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев патне çитернĕ, чрезвычайлă лару-тăрăва сирес енĕпе ĕçлекен оперативлă штаб йĕркеленĕ. Çăлав службисен тата Шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕсен вăйĕпе çуртра пурăнакансене пурне те эвакуациленĕ, çурта электроэнерги, газ, шыв пама пăрахнă, çавăрса илнĕ, хурал тăрать.

Эвакуациленĕ çемьесене вăхăтлăха строительство техникумĕн общежитине, социаллă реабилитаци центрĕсене тата А.Г.Николаев ячĕллĕ 10-мĕш вăтам шкула вырнаçтарнă. Вĕсене апатлантарассине, ĕçмелли шывпа тивĕçтерессине йĕркеленĕ, психологи пулăшăвĕ панă.

Михаил Игнатьев çак пÿрт çывăхĕнче пулнă, лару-тăрупа паллашнă, кунта хăйсен тивĕçне кура пырса çитнĕ службăсемпе должноçри çынсем пĕр тикĕс, кирлĕ пек ĕçленине палăртнă.

Авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ чрезвычайлă лару-тăрăва сирес енĕпе ĕçлекен оперативлă штаб ларăвне ирттернĕ.

Оперативлă информаци тăрăх - 70 хваттерте 153 çын пулнă. Малтанлăха пĕлтернĕ тăрăх - чрезвычайлă лару-тăру пÿлĕмсемпе усă курмалли йĕркене пăснипе, вĕсене аслăрах органсене пĕлтермесĕр çĕнĕрен планировка тунипе сиксе тухнă. Çавна май плитасем йĕпеннĕ, формине улăштарнă. Юлашки темиçе уйăх çурта «Ăшă çурт» пăхса тăракан компани тивĕçтернĕ, унччен - «Капремстрой» управляющи компани. Юлашки икĕ çулта Чăваш Ен Патшалăх пурăнмалли çурт-йĕр инспекцине çуртра пурăнакансенчен çăхавсем пыман.

«Мĕн пур служба тата влаç органĕсен должноçри çыннисем сигнал илсен питĕ хăвăрт, пĕлсе ĕçленĕ. Çынсене вăхăтра эвакуациленĕ, газпа, шывпа тивĕçтермелли тытăмсене, электроэнерги памалли тытăма вăхăтра чарса лартнă. Медицина тата психологи пулăшăвĕ кÿмелли ыйтусене тÿрех татса панă. Полицейскисем талăкĕпех дежурство тăрассине йĕркеленĕ, çуртра пурăннисем хăварнă пурлăха сыхлассине тивĕçтернĕ», - палăртнă республика Пуçлăхĕ.

Çивĕч ыйтусене сÿтсе явнă май Михаил Игнатьев ЧР Строительство министерствине - кĕске вăхăтра экспертсен пĕтĕмлетĕвне хатĕрлеме, Министрсен Кабинетне Шупашкар хулин администрацийĕпе пĕрле эвакуациленĕ граждансене вырнаçтарассине тата апатлантарассине йĕркелес, çуртра пурăнакансене медицина тата психологи пулăшăвĕ, çавăн пекех вĕсем пурлăхне çухатас тăк укçа-тенкĕ пулăшăвĕ парас енĕпе мерăсем йышăнма хушнă.

А.ВАСИЛЬЕВА.

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.