«Çанталăк кăна ан кансĕрлетĕрччĕ»

16 Сен, 2014

Шупашкарсем форума тĕплĕн хатĕрленеççĕ

Спорт форумĕ иртнĕ кунсенче хулара йĕркелĕхе, хăрушсăрлăха тивĕçтерес ыйтусем пирки ЧР шалти ĕçсен министрĕ Сергей Семенов пĕлтерчĕ. «Çак тĕллевпе ятарлă оперативлă штаб туса хунă, ăна эпĕ хам ертсе пыратăп. Палăртнă мероприятисен планĕ те хатĕр. Хамăр ĕçе волонтерсене те явăçтарасшăн. Хурал организацийĕсем те хулара йĕрке тума пулăшĕç. Тутарстанран, Самар облаçĕнчен служба йыттисемпе тивĕçтерме пулăшу ыйтасшăн. Мероприятисем иртнĕ вырăнта çул-йĕр паллисене ытларах лартмалла»,- терĕ Сергей Евстафиевич. Пĕтĕм тĕнчери спорт форумне йĕркелесе ирттерме пурĕ 647 волонтер пулăшĕ.

Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков çул-йĕр ыйтăвĕсем çинче чарăнчĕ. «Кăçал Шупашкарти çулсене пĕлтĕрхипе танлаштарсан ытларах çĕнетнĕ. Нумаях пулмасть Сĕнтĕрвăрри çулне тĕпрен юсанă. Халĕ хăш-пĕр урамри шăтăк-путăка пĕтерес енĕпе ĕçлеççĕ»,- уçăмлатрĕ Алексей Олегович. Спорт форумне килекен хăнасем мероприятисен планĕпе килĕшÿллĕн Кÿкеçе те, Çĕнĕ Шупашкара та çитмелле. «Çак кунсенче çав çул-йĕре пăхса тухрăм. Кÿкеçпе Çĕнĕ Шупашкар хушшинчи çул начар. Тĕп хулапа химиксен хули хушшинчи çул çинче çÿп-çап, ăпăр-тапăр нумай. Çул хĕрринчи хирсенче хыт хура ашкăрать, çавсене çак кунсенчех йĕркене кĕртесчĕ»,- терĕ ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн ертÿçи Александр Иванов.

ЧР физкультурăпа спорт министрĕ Сергей Мельников Пĕтĕм Раççейри ГТО нормативĕсене йышăнмалли Пĕрлехи куна йĕркелесси пирки каласа пачĕ. Сергей Владимирович пĕлтернĕ тăрăх - тĕп ăмăртусем Шупашкарти «Спартак» стадионта иртмелле. Хальлĕхе унта юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Мĕн пур ĕçе юпа уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕçлемелле. «Мероприятие 5000 яхăн çын, 250 судья хутшăнмалла. «Энергия» стадионпа Хĕрлĕ тÿремре те ăмăртусем иртĕç. Форума килекен кашни çын хăйĕн вăйне тĕрĕслесе пăхма, ГТО нормативне пурнăçлама пултарать. Çак фестивале хула çыннисемшĕн хаваслă праçник пек йĕркелесшĕн. «Раççей - спорт çĕр-шывĕ» Пĕтĕм тĕнчери форума тата Раççей Президенчĕ çумĕнчи Физкультурăпа спорта аталантарас енĕпе ĕçлекен канашăн ларăвне хатĕрленсе ирттерес енĕпе йывăр ыйтусемех çук, чи кирли çанталăк кăна ан кансĕрлетĕрччĕ», - палăртрĕ Сергей Владимирович.

Алексей Ладыков пĕлтернĕ тăрăх - пур садикре те, шкулта та ирхи зарядкăсем кăна мар, ăмăртусемпе турнирсем те иртеççĕ. Вĕренекенсем спорт темипе сочиненисем те çыраççĕ. «Иртнĕ эрнере хулари 15 предприяти ертÿçине пухрăмăр, ĕç вырăнĕсенче ГТО нормативĕсене пурнăçлас енĕпе ăмăртусем йĕркелеме сĕнтĕмĕр. Унта çĕнтернĕ, 10 çынран /5 хĕрарăмпа 5 арçын/ тăракан ушкăн авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче район ăмăртăвне хутшăнĕ. Юпа уйăхĕн 9-мĕшĕнче вара Шупашкарта чи вăйлисем финалта вăй виçĕç», - терĕ Алексей Олегович. Çапла, хула спорт форумне тĕплĕн хатĕрленет. Шупашкарта пур çĕрте те пĕлтерÿсем çакнă, республикăри паллă спортсменсен сăнĕсене вырнаçтарнă.

 

Роза ВЛАСОВА

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.