Yummy Music чăваш юррисен альбомне кăларнă
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/title/2022/03/img_20220316_155239_736.jpg)
Тутар юррисен лейблĕнче Хусанти чăвашсен «Шану» ушкăнĕн «Тарăн вар» ятлă альбомĕ тухрĕ. Унта 8 юрă кĕнĕ.
Юрăсене çырнă чухне Тутарстанри, Чăваш Енри, Пушкăртстанри тата Самар облаçĕнчи чăвашсен халăх пултарулăхĕпе анлă усă курнă. «Шану» солисчĕ Вера Кожеманова палăртнă тăрăх, альбома кĕртнĕ юрăсене ушкăн йĕркеленнĕ чухнех тупса хунă, анчах та вĕсене «джазлатасси» икĕ çула тăсăлнă тесен те тĕрĕс.
«Шану» ушкăн Хусанта 2019 çулта йĕркеленнĕ. Унăн солисчĕ Аксу тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ чăваш хĕрĕ Вера Кожеманова. Ушкăнри Дима Лысов пианист, Андрей Казанцев параппанçă, Даниэль Морено тата Эльвира Аблиева бас-гитаристсем, Арслан Сайфи сĕрмекупăсçă чăвашсем мар.
www.hypar.ru Уçă çăл куçсенчен илнĕ сăн ÿкерчĕк
Комментировать