"Кӑвак ҫулӑм" килсене ҫитет
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/title/2022/03/201801171908272329.jpg)
Кил-ҫурта ҫут ҫанталӑк газӗ кӗртсе юлмалли чи меллӗ самант! Çӗр-шывра ятарлӑ программа пурнӑҫланать. Ҫынсене газ пӑрӑхне ҫӗр лаптӑкӗн чикки таран тӳлевсӗрех ҫитерсе параҫҫӗ.
Ҫак ҫӑмӑллӑхпа усӑ курма паянхи куна 3100 ҫын кӑмӑл тунӑ. Вӗсенчен ҫурри ытларахăшӗ телейлисен йышне кӗнӗ, вӗсен заявкисене ырласа килӗшӳсем ҫирӗплетнӗ.
Унсӑр пуҫне, Республика Правительствин йышăнăвĕпе, хӑш-пӗр категорири ҫынсене пулӑшу кӳреççĕ - газ пӑрӑхне ҫурта кӗртсе тӑкакланнӑ укҫана саплаштараççĕ. Тата унсӑр пуҫне, газ кӑмакипе плита тата шутлав хатӗрӗсене туянма 20 пин тенкӗ параҫҫӗ.
www.hypar.ru Biz.liga.net
Комментировать