Путвалтан пуҫласа - чӳречесем таранах ҫӗнетӗҫ...

16 Мар, 2022

Республикӑри 16 шкула тӗплӗн юсама аукционсем пуҫарса янӑ. Ҫак йыша Вӑрнар районĕнчи Нурӑс (Калинино) шкулӗ, Канаш хулинчи 10-мӗш, Йӗпреҫри 2-мӗш, Вӑрмарти Егоров ячӗллӗ шкул, Хӗрлӗ Чутай районĕнчи Питӗркассинчи, Шупашкар районĕнчи Атайкассинчи шкулсем кӗнӗ.

Унсӑр пуҫне, тӗп хулари 38-мӗш, 50-мӗш, 7-мӗш, 23-мӗш тата 2-мӗш номерлӗ пуҫламӑш шкула та тӗппипех ҫӗнетӗҫ. Ҫавӑн пекех, Ҫӗнӗ Шупашкарти 5-мӗш, 4-мӗш, 9-мӗш, 11-мӗш шкулсене тата 6-мӗш гимназине те ҫӗнӗ сӑн-сӑпат кӗртӗҫ. Кун валли бюджетра 1,5 млрд тенкӗ пӑхса хӑварнӑ.

www.hypar.ru

Рубрика: 

Комментировать