«Атăлçи Олимпĕ»: сывлăх, ăнтăлу, савăнăç

16 Сен, 2014

Ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисен уявĕ

«Хăвăртрах! Çÿллĕрех! Вăйлăрах», - янăрать спорт девизĕ. Хальхинче вăл Федерацин Атăлçи округĕнчи тĕрлĕ ача çурчĕсенче пурăнакан 13-18 çулсенчи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа çитĕнÿ тума йыхравларĕ. Авăн уйăхĕн 13-14-мĕшĕсенче Олимп резервĕсен Çĕнĕ Шупашкарти ачасемпе çамрăксен 3-мĕш спорт шкулĕнче ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнăскерсем валли «Атăлçи спорт Олимпĕ» спартакиада иртрĕ. Ăмăртăва 14 регионти ача çуртĕнчен 300 çын килнĕ. Малтанах ачасем пĕрлештернĕ командăна кĕрессишĕн шкул, район, регион шайĕнче ăмăртнă. Финал Чăваш Республикинче иртнĕ. Пĕрремĕш кунхине ача çурчĕн воспитанникĕсем мини-футболра, стритбаскетра, волейболпа дартсра, ишессинче вăй виçрĕç. Хастарсен тепĕр пайĕ сĕтелçи теннисла тата шашкăлла вылярĕ. Спартакиада хупăннă кун спортсменсем эстафета чупрĕç.

Уява РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн Михаил Бабичăн пулăшуçи Сергей Валенков, ЧР Министрсен Кабинечĕн ертÿçи Иван Моторин, ЧР тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров уçрĕç. Сергей Юрьевич Михаил Бабич ятĕнчен сăмах каларĕ.

- Тĕрлĕ регионти çамрăк спортсменсем пĕрле пуçтарăнса ăмăртăва еплерех хатĕрленнине кăтартĕç. Спорт йывăрлăхсене парăнтарма, командăпа çитĕнÿ патне талпăнма пулăшать. Пĕрисемшĕн кунашкал ăмăрту пĕрремĕш хут иртĕ, чылай тус-юлташ тупма пулăшĕ, - тенĕ Михаил Викторович çырăвĕнче.

Спартакиада уçăлнă кун «çăлтăрпа» зарядка йĕркеленĕ. Ăна спорт аэробики енĕпе аслă категориллĕ тренер Ольга Журавлева ирттерчĕ. Унсăр пуçне хăнасемпе ăмăртăва хутшăнакансем Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăча пултарулăх ушкăнĕсен ташшисене курса савăнчĕç. Уяв уçăлнă хыççăн командăсем арена тавра çаврăнчĕç. Кун хыççăнах ăмăртусем старт илчĕç.

Тĕрлĕ лапамра арçын ачасемпе хĕр ачасем стритбаскетла, волейболла вылярĕç. Шашистсем уйрăм пÿлĕмре ăмăртрĕç. Кашнин 8 парти выляма тиврĕ. Ăмăртăвăн малтанхи тапхăрĕнче вăй виçекенсенчен чылайăшĕ çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума ĕлкĕрчĕ. Валерия Илларионова спартакиадăна Пăрачкаври ача çуртĕнчен çитнĕ.

- Пирĕн командăра - 25 çын. Эпĕ харăсах икĕ ăмăртăва хутшăнăп. Пĕрремĕш кунхине шашкăлла вылярăм. Спартакиада хупăннă кун эстафетăра хутшăнма кăмăл турăм. Эпĕ ытларах икĕ çак енпе интересленетĕп. 10 çултанпа шашкăлла выляс ăсталăха аталантаратăп. Вăйă йĕрки ансат пулин те тепĕр чухне пуçа çĕмĕрттермелли те тупăнать. Халĕ 7 çынпа тупăшрăм. Пĕринче çĕнтертĕм, тепринче - ăнăçу ман енне çаврăнмарĕ... Акă тепĕр парти вылямалла. Тен, манăн кăтарту лайăххисен йышне кĕрĕ? Çăмăл атлетикăна пуринчен ытла кăмăллатăп. Чун киленĕçĕсен йышĕнче вăл - пĕрремĕш вырăнта. Спартакиадăна хутшăнассишĕн нумай тар тăкма тиврĕ. Чылай вăхăта тренировкăра ирттертĕм. Тăрăшни сая кайманнине шанас килет, - пĕлтерчĕ Валерия.

Спартакиадăн пĕрремĕш кунхине ишекенсен тупăшăвĕ иртрĕ. Вĕсем ăмăртнине курма Çĕнĕ Шупашкарти шкулсенче вĕренекенсемпе ача садне çÿрекенсем йышлăн килнĕ. «Чирлекенсем» кашни регион ачисене хаваслăн кĕтсе илчĕç. Ăмăрту вĕçленнĕ хыççăн Самар облаçĕнчен çитнĕ Настя Князевăпа калаçрăм. Пике 5 хĕр ача хушшинче 4-мĕш вырăн йышăнине пĕлтерчĕ.

- Куншăн пăшăрханмастăп. Ăмăртăва хутшăнни те мĕне тăрать! Кашниех çĕнтереймест. Спорт çакнашкал вăл. Ача çурчĕн воспитанникĕсем валли «Атăлçи спорт Олимпĕ» евĕр ăмăрту иртни - савăнăç. Куншăн чунран хĕпĕртетĕп. Спартакиада тĕрлĕ регионти хĕр ачасемпе арçын ачасене пухать, туслă пĕр çемьери пек пурăнма вĕрентет. Эпĕ яланах тренировка ирттеретĕп, час-часах тĕрлĕ региона тухса çÿретĕп. Ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнисем валли иртекен ăмăртăва пĕрремĕш хут хутшăнатăп пулин те вăл кăмăла кайрĕ. Чылай тус-юлташ тупрăм, - сăмах çăмхине сÿтрĕ пике.

Спартакиада кăтартăвĕсем ăмăртăвăн иккĕмĕш кунхине паллă пулчĕç. Малти вырăна Мордва Республики тухрĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕшне Пушкăрт Республикипе Пермь крайĕ пайларĕç. «Спортра чи кирли мала тухни мар - ăмăртăва хутшăнни», - теççĕ. Çĕнĕ Шупашкарта иртнĕ спартакиада та ача çурчĕн воспитанникĕсен асĕнче чылайлăха юласса шанас килет.

 

Ирина КОШКИНА.

Геннадий ВЕРБЛЮДОВ

сăн ÿкерчĕкĕ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.