Шупашкарта авточупу иртрӗ
Украинăри ятарлă операцие хутшăнакан салтаксемпе пĕрле пулнине тата РФ Президенчĕпе Владимир Путинпа пĕр шухăшлине кăтартас тĕллевпе паян Шупашкарта флешмоб тата авточупу иртрĕ. Унта тĕрлĕ наци диаспорисен тата конфессисен представителĕсем хутшăнчĕç. Çапла майпа хăйсен çĕршывĕн ялавĕсемпе килнĕ тĕрлĕ халăх çыннисем Раççейпе Чăваш Ен вĕсемшĕн тăван пулнине, çĕршывра тĕрлĕ халăх туслă пурăннине кăтартса пачĕç.
Чи малтанах автомобиль хуçисем хулан çурçĕр-хĕвеланăç районĕнчи Контур лапамра машинăсемпе «Z» тата «V» сас паллисем пек тăрса тухрĕç. Унтан 70 ытла çăмăл машина «Çĕнтерӳ» Астăвăм паркне çул тытрĕ.
«Эпир хамăрăн нумай нациллĕ çĕршыва юрататпăр, унпа мăнаçланатпăр. РФ Президенчĕпе Владимир Путинпа пĕр шухăшлă. Европа çĕршывĕсене кам ирĕке кăларнине, Берлин рейхстагĕ çине кам ялав хăпартнине эпир лайăх пĕлетпĕр. Паян пирĕн, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çĕнтерӳçисен ачисемпе мăнукĕсен, Донецкра тата Луганскра юн юхни, Украина хулисенче фашизм аталанни çине епле лăпкăн пăхмалла? РФ Президенчĕ Владимир Путин Украина çĕрĕ çинче çар операцийĕсем пуçласа тĕрĕс турĕ», — шухăшĕсене пĕлтерчĕç тухса калаçакансем.
Авточупăва хутшăннисем Украина хирĕç тăрăвĕсенче пуç хунă салтаксене асăнса Ĕмĕр сӳнми çулăм умне чечексем хучĕç.
Комментировать