Пĕрлехи ĕç туслăха çирĕплетет
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/title/2022/03/chesk-poreckoe.jpg)
• Пăрачкаври центрти арçын ачасем халь пельмень тума та пĕлеççĕ.
Чăваш энергосбыт компанийĕ /Трансэнергопром компанисен ушкăнĕ/ республикăри тăлăх ачасен центрĕсемпе туслă: вĕсене шефа илнĕ — пултарнă таран пулăшма, ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнă ачасемпе тимлĕ пулса вĕсен пурнăçне çутăрах тума тăрăшать. Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн ЧЭСК сотрудницисем черетлĕ хут ачасем патĕнче хăнара пулчĕç.
Ку хутĕнче ачасем валли пельмень хатĕрлес енĕпе ăсталăх класĕ йĕркелерĕç. Шупашкарти тăлăх ачасен центрĕн воспитанницисене кухньăри хатĕрсемпе ĕçлеме вĕрентрĕç, пельмень хатĕрлемелли рецептпа паллаштарчĕç. ЧЭСК ĕçченĕсем тимлĕ пулса ертсе пынипе хĕр пĕрчисем 150 ытла пельмень хатĕрлерĕç.
— Манăн икĕ мăнук çитĕнет, пельмень хатĕрлесси ырă йăла пулнине никамран лайăхрах пĕлетĕп — вăл ваттисене те, ачасене те пĕрлештерет. Пирĕн килте пельмень тума кашниех хутшăнать. Пĕрле ĕçленĕ май шӳтлетпĕр, интереслĕ пулăмсене, халăх йăлисене аса илетпĕр. Паян шăпах ырă йăла урлă, ăсталăх класĕ ирттерсе, ачасене хамăрăн ăшша, юратăва парнелес терĕмĕр. Ачасем пельмень тума хăнăхни питĕ вырăнлă, ку вĕсене пурнăçра кирлĕ пулĕ, — кăмăллăн пĕлтерчĕ ЧЭСКра ĕçлекен Ирина Алексеева.
«Мана питĕ килĕшрĕ: чустаран йĕтĕрпе усă курса пашалу тăватпăр та унта фарш хуратпăр — халĕ эпĕ те пельмень тума пĕлетĕп», — кăмăллă пулнине палăртса калаçăва хутшăнчĕ Аня Г. Унăн кăна мар, хĕрачасенчен кашнин пельменĕсем ăнăçлă пулчĕç. Çак ĕçпе кăсăкланса кайнăскерсем «асамлă пельмень» те турĕç: пĕрин ăшне сюрприз чикрĕç - вăл, паллах, ачасенчен чи телейли валли пулĕ.
Тепĕр тесен, пельмень тăвасси хĕрачасемшĕн кăна мар, арçын ачасемшĕн те кăсăклă. Çакна Пăрачкаври тăлăх ачасен центрĕн воспитанникĕсем хăйсен тĕслĕхĕпе çирĕплетрĕç. Унта ЧЭСКăн Улатăрти уйрăмĕн сотрудницисем пулăшнипе шăпах арçын ачасем пельмень турĕç — хĕрачасене уяв ячĕпе çакнашкал хăйне евĕрлĕ парнепе савăнтарчĕç.
— Пельмень тăвасси — интерслĕ ĕç, ачасем ушкăнпа ĕçлеççĕ — туслă çемьери пек. Çакă çемье, кил йăлисене çирĕплетме те пулăшать. Энергетиксем укçапа-пурлăхпа кăна мар, ĕçпе, хутшăнупа та ачасен социализацине тĕревленине палăртма кăмăллă, — терĕ центр директорĕ Людмила Порфирьева.
Ăсталăх класĕ хыççăн ачасем Çăварнине ăсатрĕç, хăнасемпе пĕрле чейпе-икерчĕпе сăйланчĕç. Ку, паллах, юлашки тĕлпулу мар. Ака уйăхĕнче шăпăрлансем Трансэнергопром компанисен ушкăнĕн генеральнăй директорне Елена Климашевскаяна хăнана кĕтеççĕ — хăйсен центрĕсен территорийĕсенче пĕрле улма-çырла йывăççисем лартасшăн. ЧЭСК ĕçченĕсемпе сывпуллашнă май ачасем çак йыхрава Елена Валентиновнăна пĕлтерме ыйтрĕç.
www.hypar.ru Сергей Журавлев сăн ÿкерчĕкĕсем
![](http://hypar.ru/sites/default/files/pictures/news/2022/03/chesk-deti.jpg)
Комментировать