Çамрӑксен палатин пӗрремӗш ларӑвӗ иртрӗ

3 Мар, 2022

Паян Правительство çуртӗнче ЧР Патшалӑх Канашӗ çумӗнчи Çамрӑксен обществӑлла палатинин пӗрремӗш ларӑвӗ иртрӗ.

- Çамрӑксен палати çамрӑксен юхӑмӗн локомотивӗ пулса пырать. Талпӑнуллӑ, тӑрӑшуллӑ, хастар хӗр-упраçпа яш-кӗрӗм кирлӗ пире, - терӗ ларӑва уçнӑ май ЧР Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Леонид Черкесов.

Ларура Çамрӑксен палатин ӗç-хӗлне йӗркелесе пыракансене - канаш йышне кӗрекенсене - суйларӗç. Ертӳçӗ тивӗçне пурнӑçлама маларах Шупашкар хула администрацийӗн çамрӑксемпе общество аталанӑвӗн пайӗн пуçлӑхӗнче тӑрӑшнӑ Станислав Трофимова шанчӗç.

Çывӑх вӑхӑтра çамрӑксем татах та пухӑнӗç-ха, комитетсем йӗркелӗç, вӗсене ертсе пыракансене палӑртӗç.

www.hypar.ru Татьяна Наумова сăн ÿкерчĕкĕсем
 

Рубрика: 

Комментировать