Пирĕн паха вăрлăх туса илме те вĕренмелле

3 Мар, 2022

Пуш уйăхĕн 3-4-мĕшĕсенче Шупашкарти «Контур» суту-илÿпе курав комплексĕнче Регионсен хушшинчи курав вун тăваттăмĕш хут ĕçлет.

Паян кунта ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ — ял хуçалăх мнистрĕ Сергей Артамонов, Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, районсен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пуçлăхĕсем, «иккĕмĕш çăкăр» туса илекен хуçалăхсен ертÿçисем, хула çыннисем пуçтарăнчĕç. Форума хутшăнакансене ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ, ăна Чăваш Енре ирттерме çуллен шаннăшăн РФ Ял хуçалăх министерствине тав турĕ.

— «Çĕр улми-2022» курав пысăк пĕлтерĕшлĕ, — терĕ. — Республика «иккĕмĕш çăкăр» туса илес, ăна пухса кĕртес, унран апат-çимĕç хатĕрлес тĕлĕшпе малаллах кайрĕ, производство калăпăшне ÿстерме никĕс хыврĕ. Çапах та паха вăрлăх хатĕрлессишĕн, селекцие аталантарассишĕн нумай ĕçлемелле. Чăваш Енри предприяти çак ĕçре тивĕçлĕ вырăн йышăнни савăнтарать. Çĕр улмине хальхи вăхăтри технологисемпе лартса çитĕнтерни, пуçтарса кĕртни, упрани, унран тĕрлĕ продукци туса кăларни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак ĕçсемпе çыхăннă ыйтусене икĕ кун тишкерĕпĕр. «Иккĕмĕш çăкăр» çитĕнтерекенсен умĕнчи тĕп тĕллев — çуллен уçăлса пыракан майсемпе туллин усă курасси.

Курава Раççейри тата Беларуçри 23 регионтан 85 компани-экспонент хутшăнать, темиçе тĕрлĕ удобрени, ял хуçалăх культурисене сăтăрçăсенчен хÿтĕлемелли хими им-çамне, çĕр улмин вун-вун тĕрлĕ вăрлăхне, унăн производствине йĕркеленĕ чухне усă курмалли ял хуçалăх техникипе оборудованине кăтартать. Курав программине вара 29 регион представителĕ хутшăнать.

ЧР Пуçлăхĕ аграрисене техникăпа оборудовани туянса курнă тăкакăн — 40%, пахча çимĕçпе çĕр улми управĕ туса тăкакланă укçан 30% патшалăх бюджетĕнчен субсиди уйăрса саплаштарнине пĕлтерчĕ. ЧР Правительстви хăш техникăшăн пулăшу кÿрессине çĕнĕрен пăхса тухнине, «иккĕмĕш çăкăра» туса илмеллишĕн кăçал та 40% саплаштарссине палăртрĕ, мĕншĕн тесен ăна тĕпрен çĕнетмелле. Халăхăн тĕрлĕ сийĕ валли продукци хальхинчен ытларах туса илмелле. Европăри патшалăхсем Раççей тĕлĕшпе санкци витĕмне вăйлатсах пынă чухне хамăр патра паха вăрлăх ытларах туса илме пуçламалла.

— Çĕр улмине селекцилекен предприятисен çак тĕллеве малти вырăна кăлармалла, — терĕ Олег Алексеевич. — Хуçалăхсен чикĕ леш енчен илсе килнĕ вăрлăха мар, вырăнта ÿстернине туянмалла. Ăна пирĕн хуçалăхсем кирлĕ чухлĕ туса илес, продуктивлăха ÿстерес, «иккĕмĕш çăкăра» упрас, унран вун-вун тĕрлĕ апат хатĕрлес тĕлĕшпе эпир тĕнче рынокĕнче, санкцисемпе Раççее ура хума хăтланакан патшалăхсенче ăнăçлă тупăшасса шанса тăратăп.
Курава хутшăннисене ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов та саламларĕ, форумра тухăçлă ĕçлеме ырă сунчĕ.

— XIV курава çĕр улми туса илекенсен умне юлашки тапхăрта тухса тăнă çивĕч ыйтусене сÿтсе явма тата татса памалли çулсене уçăмлатма пухăнтăмăр, — терĕ федерацин çĕр улмин А.Г.Лорх ячĕллĕ тĕпчев институчĕн çĕр улми генофончĕн пайĕн ертÿçи Евгений Симаков профессор. — Кунта йĕркеленĕ экспозицисене тишкерсе пысăк тухăçлă тата паха продукци туса илмелли технологисемпе паллашăпăр. Сентресем çинче институт сотрудникĕсем шухăшласа кăларнă тĕрлĕ сорт та пур. Пирĕн 30 ытла предприяти апатлăх çĕр улми çитĕнтерет тата вăрлăх сутать.

www.hypar.ru Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ

 

Рубрика: 

Комментировать