«Хыпар» 22 (27901) № 25.02.2022

1 Мар, 2022

Литературăра суя ят мĕн тума кирлĕ?

«Псевдоним» грек чĕлхинчен куçарсан «суя ят» тенине пĕлтерет. Унпа çынсем çуралсан панă ят вырăнне халăх хушшинче усă кураççĕ. Хĕвел анăç культуринче псевдоним илесси литературăпа искусство деятелĕсен хушшинче йăлана кĕнĕ, хĕвел тухăç культуринче — пур тытăмра вăй хуракансен те. Тепĕр чухне «суя ят» чăннине хĕссе кăларать. Сăмахран, иртнĕ ĕмĕр варринчи илем эталонĕ пулса тăнă Мэрилин Монро çут тĕнчене килсен Норма Джин Бейкер ят илнĕ, итальянсен чĕрĕлӳ тапхăрĕнчи паллă художникĕ Сандро Боттичелли — Алессандро ди Мариано ди Ванни Филипепи, Бразили футболисчĕ Пеле — Эдсон Арантис ду Насименту…

«Антоша Чехонте» — ачалăхри юлташ

Псевдонимпа мĕн тĕллевпе усă кураççĕ-ха? Вăл е ку тытăмра вăй хураканăн ĕç-хĕлĕпе, самана тапхăрĕпе пĕр килтĕр, ят янăравлă пултăр тесе. Сăмахран, пролетари поэчĕсем Михаил Эпштейнпа Ефим Придворов Михаил Голодныйпа Демьян Бедный псевдонимсем илнĕ. Теприсем хăйсем хăш халăх çынни пулнине пытарас тĕллевпе. Çапла майпа Вильгельм Костровицкий поляк Гийом Апполинер — француз поэчĕ — пулса тăнă.

Нихăш писателĕн те Антон Чеховăнни чухлĕ «хушма ят» пулман-тăр. «Чăн хушамата эпĕ медицинăпа çыхăнтаратăп. Унпа çĕре кĕричченех пĕрле пулăп. Литературăпа вара, çывăх вăхăтра е каярахпа, сыв пуллашма тиветех. Тепĕр тесен, медицина мана тимлĕ, яваплă пулма хистет, литература вăййинче тĕрлĕ ят пулни пĕрре те япăх мар», — çапла çырнă вăл Билибин литератор патне.

Антон Павлович 40 ытла хушма ятпа усă курнă. Эпир шкулта вĕреннĕ чухнех «Антоша Чехонтепе» тĕл пулнă. Шăпах çак ятпа çырма пуçланă медик студент хăйĕн пĕрремĕш кулăшла калавĕсене. Çак ятпа ăна хăй вăхăтĕнче гимназире вĕрентнĕ преподаватель чĕннĕ. Антон Чеховăн произведенийĕсем тата çак ятсемпе кун çути курнă: Макар Балдастов, Брат моего брата, Врач без пациентов, Вспыльчивый человек, Грач, Дон Антонио Чехонте, Дяденька, Крапива, Прозаический поэт, Рувер и Ревур, Шампанский тата ытти те.

Анна Ахматова паспортпа Анна Горенко пулнине пĕлекен сахал пулĕ. Гумилевран уйрăлсан вăл псевдоним вырăнне Ахматова хушамат илнĕ. Каярахпа вăл çапла аса илнĕ: «17-ри чарусăр хĕр кăна вырăс поэтесси валли тутар хушаматне илме пултарнă… Мĕншĕн псевдоним илес терĕм-ха? Мĕншĕн тесен атте эпĕ сăвă çырнине пĕлсен: «Ман ята ан варала», — терĕ. — «Мана сан яту кирлĕ те мар!» — терĕм эпĕ…»

Кĕске те янравлă

Тĕнче, Раççей тавра çаврăнса çӳрерĕмĕр, тăван Чăваш Ене таврăнар-ха. Пирĕн çыравçăсем те хушма ятсенчен ютшăнман. Çеçпĕл Мишши /Михаил Кузьмин/, Николай Шупуççынни /Николай Васильев/, Стихван Шавли /Стихван Шумков/, Николай Шелепи /Николай Полоруссов/, Тайăр Тимкки /Тимофей Семенов/, Алексей Талвир /Алексей Башкиров/, Илья Тăхти /Илья Ефимов/, Иван Ахрат /Иван Константинов/, Хĕветĕр Уяр /Федор Афанасьев/, Петĕр Хусанкай /Петр Казанков/, Хумма Çеменĕ /Семен Фомин/, Макар Хури /Макар Ильин/, Валентин Урташ /Валентин Яковлев/, Владимир Ухли /Владимир Плешков/, Ухсай Яккăвĕ /Яков Никифоров/, Марк Аттай /Марк Терентьев/, Владимир Сатай /Владимир Цырульников/, Иван Салампек /Иван Яковлев/, Михаил Нямань /Михаил Юрьев/, Уйăп Мишши /Михаил Шумилов/, Назул Антал /Анатолий Ерусланов/, Микиш Павăлĕ /Павел Крысин/, Алексей Милли /Алексей Прокопьев/, Леонид Маяксем /Леонид Степанов/, Иван Малкай /Иван Григорьев/, Валем Ахун /Валентин Максимов/, Геннадий Айхи /Геннадий Лисин/, Лашман Çтаппанĕ /Степан Авксентьев/, Михаил Сениэл /Михаил Егоров/, Александр Кăлкан /Александр Антонов/, Николай Ытарай /Николай Васильев/, Иван Ахах /Иван Удринцов/, ыттисем. Вĕсем пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнă. Эпир çак çыравçăсене псевдонимĕсем тăрăх питĕ аван пĕлетпĕр. Теприсен хушамата та куçнă: Хусанкай, Ухсай, Айхи…

Мĕншĕн шăпах çав хушма ятсене суйласа илнĕ- ши? Пирĕншĕн вăрттăнлăх пулса юлнă. Хăшĕ-пĕринне чухлама кăна пултаратпăр. Сăмахран, Леонид Маяксем писатель Канаш районĕнчи Маяк ялĕнче çуралнă, хушма ятне те тăван хутлăхпах çыхăнтарнă. Геннадий Хлебников-Шанар пирки те çавнах каламалла. Вăл та çуралнă ялне — Сĕнтĕрвăррри районĕнчи Шанара — вилĕмсĕрлетнĕ. Николай Карай /Николай Дмитриев/ Красноармейски районĕнчи Карай ялĕнчен. Вăл та ăна пуç таяс тенĕ. Александр Аслут /Александр Николаев/ поэт, прозаик Канаш районĕнчи Ешкилтрен. Унăн тăван ялĕ çывăхĕнче Аслут шывĕ юхса иртет.

Петĕр Хусанкая «суя ят» тупма тутар поэчĕ Хади Такташ пулăшнă. «Поэтшăн Казанков — ăнăçсăр хушамат. Вăл янравлă, асра юлмалла пултăр», — тенĕ Такташ. Сиктĕрме чăвашĕ юлташĕн сĕнĕвне шута хунă, Хусанкай псевдоним илнĕ. «Хусанкай» тени «Хусан леш енчи» тенипе тӳр килет. Чăнах çапла: Петр Петрович çуралса ӳснĕ Сиктĕрме ялĕ /Тутарстанри Элкел районĕ/ шăпах Хусан леш енче вырнаçнă. Çакă та паллă: вăрçă çулĕсенче Чăваш халăх поэчĕ хăйĕн сăввисемпе очеркĕсене А.Сувар псевдонимпа пичетленĕ. Çавăн пекех тĕрлĕ вăхăтра Сипăтти, Тилли, Хусан тавраш Петĕр. П.Хузангай тесе те çырнă.

Николай Шелепи те темиçе псевдонимпа усă курнă: Ялак, Узельский, Уç, Ялаки, Çурма Вырăс, Николай Иванович Полорусăв, Усь, Н.И.П., Сов, Усель, Н.И.Полоруссов-Шелепи.
Çав вăхăтрах писательсен хушшинче ашшĕ панă хушамата урăххипе улăштарас теменнисем те пайтах. Сăмахран, Леонид Агаков, Константин Иванов, Кĕçтук Кольцов, Василий Ржанов, Вениамин Тимаков, Владимир Бараев, Сарра Баранова, Анатолий Емельянов, Георгий Ефимов, Иван Егоров, Виталий Золотов, Георгий Федоров, Николай Терентьев, ыттисем… Тен, хăш-пĕр тапхăрта псевдонимпа усă курнă та пулĕ, анчах тăван литература кун-çулне ĕмĕрлехех хăйсен чăн ячĕпех кĕрсе юлнă. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   


Амăшĕн капиталĕпе усă курмалли вăхăта чикĕлемен

«Виççĕмĕшне укçашăн çуратман та... Ача вунă çул тултарчĕ ĕнтĕ. Анчах халĕ те амăшĕн капиталĕпе усă курман», — пăшăрханса калаçрĕ Вăрнар районĕнче пурăнакан Алина Павлова.

Пĕлĕшĕм çак калаçăва ахальтен пуçармарĕ. Ку сăмах таçтан илтнĕ сас-хура чунне канăç паманран тапранчĕ. Амăшĕн капиталĕн укçи чылай вăхăт усă курмасăр вырттарсан хĕрарăмăн пенсин пухăнакан пайне куçать имĕш. Иккĕленĕве уçăмлатма РФ Пенси фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн тĕп эксперт специалисчĕ Татьяна Николаева пулăшрĕ. «Амăшĕн капиталĕпе усă курмалли вăхăта чикĕлемен. Унпа сертификат хуçи кирек хăш вăхăтра хăйне кирлĕ пек усă курма пултарать, — ăнлантарчĕ Татьяна Викторовна. — Укçана амăшĕн пулас пенсийĕ валли те яма пулать. Çакăн çинчен Пенси фондне пĕлтермелле. Пенси фончĕн сайтĕнче харпăр хăй кабинечĕ урлă е клиент службине çитсе заявлени памалла».

Алина евĕрлисем — амăшĕн капиталĕпе усă курма васкаманнисем — республикăра чылай иккен. Программа вăя кĕнĕренпе Чăваш Республикинче 109,8 пин сертификат панă. Хальлĕхе укçапа 62,4 пин çын е, сертификат хуçисен 57 проценчĕ, кăна усă курнă.

Ытларах чухне çемьесем /87 процент/ патшалăхăн çак пулăшăвĕпе пурăнмалли условисене лайăхлатаççĕ. Кун пек чухне укçана ача виçĕ çул тултарсан тин илме пулать. Ипотека парăмне е пĕрремĕш тӳлеве хывма хатĕрленекенсен вара кунашкал чару çук: сертификата ача çуралсанах /е усрава илсенех/ ĕçе кĕртме юрать.

Амăшĕн капиталĕпе ачасене вĕрентме усă куракансем — 8 процент. Унпа çемьери пур ачан вĕренĕвĕн тăкакĕсене те саплаштарма ирĕк параççĕ. «Ку укçапа кирек хăш шайри вĕренӳ учрежденийĕнче — ача садĕнчен пуçласа аслă шкул таранах — пĕлӳ илнĕшĕн, çавăн пекех вĕрентӳ организацийĕн общежитийĕнче пурăннăшăн тӳлеме юрать. Анчах амăшĕн капиталĕпе çак тĕллевсемпе усă курас тесен ача виççĕ тултарасса кĕтмелле. Садикшĕн вара тӳрех тӳлеме юрать», — ăнлантарчĕ Татьяна Викторовна.

Пĕлтĕр Пенси фончĕ амăшĕн капиталĕпе ачисене вĕрентнĕшĕн тӳлеме усă курмалли йĕркене ансатлатнă: вĕрентӳ учрежденийĕсемпе /çак шутра шкулчченхисем те/ пĕр-пĕрне информаципе тивĕçтерме килĕшӳ çирĕплетнĕ. Çавна май Пенси фончĕ вăл е ку вĕрентӳ заведенийĕнчен пулăшу ĕçĕсен килĕшĕвĕн копине хăех ыйтса илет. Çынсен амăшĕн капиталĕпе усă курма дистанци мелĕпе ирĕк ыйтса заявлени кăна çырмалла.

Сертификат хуçисен 5 проценчĕ сахал тупăшлисене уйăхсерен паракан тӳлеве илсе тăрать. Çак тӳлеве илсе тăрас текенсен икĕ условие пăхăнмалла: çемьери иккĕмĕш ача 2018 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕ хыççăн çуралнă тата çемьен уйăхри вăтам тупăшĕ кашни çын пуçне 23448 тенкĕрен пысăк пулмалла мар.

Амăшĕн капиталĕн шутĕнчен паракан тӳлев 2022 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнчен ӳснĕ: 10433 тенкĕпе танлашнă. «Социаллă çак пулăшăва илес тесен РФ Пенси фончĕн сайтĕнче е Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче заявлени çырмалла. Çемье тупăшĕ пирки ведомствăна справка тăратмалла мар. Пенси фончĕн специалисчĕсем Пĕрлехи информаци тата ведомствăсен хутшăнăвĕсен тытăмĕсенче хăйсене кирлисене тупаççĕ. Ача çуралнă хыççăн ултă уйăх иртиччен заявлени парсан тӳлеве çуралнă кунран çирĕплетеççĕ. Çак вăхăтран каярах юлсан вара заявлени панă кунран шутлама пуçлаççĕ. Тӳлеве ача çулталăк, икĕ, виçĕ çул тултариччен кашни уйăхра параççĕ. Ăна тăсма çуллен заявлени памалла пулать», — терĕ Татьяна Николаева.

Амăшĕн капиталĕн укçине, Татьяна Викторовна ăнлантарнă тăрăх, çавăн пекех хĕрарăм пенсийĕн пухăнакан пайне йĕркелемешкĕн яма пулать. Унсăр пуçне сертификатпа сусăр ачасем валли туянакан таварсен тăкакĕсене саплаштармашкăн усă курма май пур. Саккун амăшĕн капиталĕн укçине пĕр вăхăтрах темиçе енлĕ тăкаклама та ирĕк парать. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Олег НИКОЛАЕВ: Чи кирли – çынсене пĕрлештерни

Эрнекун республика Пуçлăхĕ Олег Николаев журналистсемпе тĕл пулчĕ. Иртнĕ çул кăтартăвĕсем тата умри тĕллевсем тавра калаçма сĕнчĕ те — массăллă информаци хатĕрĕсен ĕçченĕсем регион ертӳçин кăçалхи пирвайхи пресс-конференцийĕнче çĕкленĕ темăсем анлă та тĕрлĕ енлĕ пулчĕç.

Тĕнчери лару-тăру

Кĕтменлĕх мар — пирвайхи ыйту тĕнчери лару-тăру пирки. Олег Николаев республика унтан тарса килнĕ 600 çынна йышăнма хатĕррине çирĕплетрĕ. Кирлĕ тĕк — ытларах та. Унтан калаçу муниципалитетсенчи кадрсен ыйтăвĕ çине куçрĕ. Влаç органĕсем, çирĕплетрĕ Олег Алексеевич, юлашки вăхăтра улшăнса çĕнелеççĕ. Çав шутра — муниципалитетсем те. Çынсен, иккĕленмест вăл, хавхалану пулмалла, ресурс çителĕксĕррине пăхмасăр хăйсен ĕçне пысăк пахалăхпа пурнăçламалла. Шел те, патшалăхăн влаç органĕсенче кадрсем улшăнасси 40% çитет, ку — ытла та пысăк цифра. Районсенчен муниципалитет округĕсене йĕркелени вырăнти хăй тытăмлăх ĕçченĕсен шалăвне пысăклатма пулăшас шанăç пур. Тепĕр тесен, кадрсен ыйтăвĕн çивĕчлĕхĕ влаçра кăна мар, бюджет тытăмĕнче ытти çĕрте те сисĕнет. Сăмахран, тухтăрсем, педагогсем çитмеççĕ. Бюджетниксене ĕç укçи тӳлессине çĕнĕлле йĕркелемелле, ку — федераци шайĕнчи полномочисем, çак енĕпе те улшăнусем пуласса кĕтмелле.

Журналистсенчен пĕрне халăхăн кредитсен калăпăшĕ пысăкки пăшăрхантарнипе Олег Николаев килĕшмерĕ. Ку, ун шучĕпе, кăмăллă пулăм, мĕншĕн тесен кредитсăр аталану та çук. Хаксем ӳснĕ, инфляци вăй илнĕ тапхăрта кредитсемпе усă курни пушшех вырăнлă — кунта Олег Алексеевич темĕнле хăрушлăх курмасть. Республикăра пурăнакансен тӳлев дисциплини çирĕп — вăхăтра татман кредитсен калăпăшĕ, çĕршывĕпе пăхсан, чи пĕчĕккисенчен пĕри.

Политика партийĕсен хушшинчи шайлашулăха упрасси пирки ыйтни, паллах, Олег Николаев хăй «Тĕрĕс Раççей» ретĕнче пулнипе сăлтавланчĕ. Олег Алексеевич çак партире 2007 çултанпа тăнине аса илтерчĕ, унта вара Халăх партийĕнчен куçнă. Анчах республика Пуçлăхĕ пулнă май паян унăн пуриншĕн те правасене хӳтĕлекен гарант пулмалла — çакна тĕпе хурса ĕçлет. Чи кирли — çынсене пĕрлештересси. Партисен регионти уйрăмĕсен ертӳлĕхĕ улшăннинче кĕтменлĕх курмасть. Аксаковпа, паллă, çывăх, «Пĕрлĕхлĕ Раççейĕн» кунти лидерĕн тивĕçне хăйĕн çине илнĕ Тимченкăна та лайăх паллать. Тимченко хăй те, кунти çын мар пулин те, республикăна лайăх пĕлет-мĕн. Ытти партие илес тĕк — парламента килнисен халăх шанăçне тӳрре кăларас енĕпе ĕçлемелле, яваплă тĕллеве тӳрре кăлармалла.

Кашни картишре шкул тăваймăпăр

Ачасен шкулти апатланăвĕ пирки те ыйту пулчĕ. Çав шутра — Çĕнĕ Шупашкарта ачасен пысăк йышне инфекци ерни. Олег Николаев спутник хулари пăтăрмах столовăй ĕçĕпе çыхăнманнине, хăй ачасене апатлантарассине йĕркелес енĕпе тимлĕ пулнине палăртрĕ. Сăмахран, сахал тупăшлă çемьесенчи ачасене шкулта икĕ хут тӳлевсĕр апатлантарма йышăнни. Чăн та, малтан 12 пин ачана апатлантарма палăртнă çĕртех унашкаллисен йышĕ 3,4 пин патнелле кăна пухăннă. Çавна май вырăнти влаçсене ку енĕпе çине тăрсаĕçлемелли çинчен аса илтернĕ хыççăн йыш чылай пысăкланнă.

Пресс-конференцие блогерсем те килнĕ. Вĕсенчен пĕри харăсах пилĕк ыйту пачĕ. Регион ертӳçи ăна ыттисене хисеплеме сĕнчĕ, çапах ыйтăвĕсене хуравларĕ. Çав шутра — «Тĕрĕс Раççей» парти ертӳçи Сергей Миронов муниципалитетсен реформине хирĕç пулнă çĕртех Олег Николаев муниципалитет округĕсем тăвассишĕн çине тăнăшăн ăна ӳпкеленине те. Олег Алексеевич шучĕпе, парти лидерĕпе парти членĕн пĕр ыйтупах тĕрлĕ шухăш пулма пултарать. Çав вăхăтрах Раççей шайĕнче вырăнсăрри уйрăм регион шайĕнче усăллă пулаять — çакна та шута илмелле.

Муниципалитет округĕсем туса хурассипе çыхăннă темăна тăснă май вăл пĕлтĕр икĕ районта округсем туса хунине аса илтерчĕ. Çак хисеп ытларах та пулайнă-мĕн — районсем хăйсем çавнашкал пуçару тунă, анчах хăшĕсене чарма тивнĕ — ĕç-пуç мĕнле аталаннине пăхса тăхтама сĕннĕ.

Блогер Шупашкарти «Анне» палăк хыçĕнчи микрорайонта çĕнĕ шкул тума сĕннине Олег Алексеевич татăклăн сивлерĕ: «Кашни картишре шкул е садик тăваймăпăр». Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Чурпайсене шывпа тивĕçтерес ыйтăва вара кăçал татса парĕç: «Манăн тăван ялшăн пăшăрханнăшăн тав». Анчах, ун шучĕпе, вăл е ку территорири çивĕч ыйтусене унта кам çуралнине пăхса татса пани вырăнсăр. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Ирина ТРИФОНОВА: Писатель хăй туйса курманни çинчен ĕнентерÿллĕ çыраймасть

Ирина Трифоновăн калавĕсемпе пирвайхи хут шкулта вĕреннĕ чухне паллашнăччĕ. Вĕсем «Шурă туй кĕпи» кĕнекере пичетленнĕччĕ. Авторĕ ун чухне Гордеева хушаматлăччĕ. Унтанпа чылай вăхăт иртнĕ. Пĕлтĕр Ирина Федоровнăн «Тăлăх» ятлă кĕнеки кун çути курчĕ. Шăпах çак кăларăм паллаштарчĕ те авторĕпе. Кĕнекене хăпартланса тишкертĕм. Сĕтеклĕ те пуян чĕлхеллĕ хайлавсем çăмăллăн вуланаççĕ, сюжет туххăмрах туртса кĕрсе каять. Мĕн пур ĕç пирки манса сăнарсен пурнăçне чăматăн, малалла мĕн пулассине пĕлес килни васкама хистет. Çав хушăрах кашни саманта асра хăварас килет, кашни самант пĕлтерĕшлĕ пек. Геройсемпе пĕрле пăшăрханатăн, савăнатăн, вĕчĕрхенетĕн, хăпартланатăн. Хальхи самана, илемлĕ чĕлхе, çивĕч ыйтусене хускатни, сăнарсен кăмăл-туйăмне ăста уçса пани… – акă мĕн шăнăрлать «Тăлăха». Авторпа сӳтсе явмалли те темĕн чухлех. Çавăнпа эпир Ирина Трифоновăна «Хыпар» тĕпелне чĕнтĕмĕр.

Редактор хистемен пулсан…

– Кĕнекене пĕрремĕш хут алла тытсан мĕнле шухăш-туйăм çавăрса илчĕ?

– Савăнтăм, анчах эпĕ тунă çитĕнӳсемпе пуçа çухатакан çын мар. Вулакан умĕнчи яваплăха туятăп: «Кирлĕ-и манăн кĕнеке вĕсене? Усăллă пулĕ- ши вăл?» – çапларах шухăшсем явăнаççĕ пуçра. Кунпа кăна çырлахса лармалла мар, малалла тата лайăхрах ĕçлемелле. Хама паллă писательсемпе танлаштарсан, темĕнех туман пек туйăнать.

– Хайлав пуххи хăвăра тивĕçтерет-и?

– Питех тивĕçтермест. Ленька сăнарне тарăнрах уçса пама кăмăл пурччĕ. Кĕнекене вуланисем лайăх хак параççĕ. Евгений Турхан «Тăлăх» пирки «Суварта» çырчĕ. Валентина Тарават та çав тери аван хак пачĕ. Паллă çыравçăн шухăшĕ маншăн пĕлтерĕшлĕ, сĕнĕвĕсем паха. Тăванăмсем савăннă ĕнтĕ, мухтаççĕ. Тĕрĕссипе, вăхăтлăх тимлĕх иментерет те. Пире ачаран «Çынран ытлашши ан пул. Ан мухтан» евĕр каларăшсемпе ӳстернĕ. «Вуланă май куççульпе йĕтĕм», – текенсем те пур.

– Ал çырăва пичете епле хатĕрлерĕр?

– Чăваш кĕнеке издательствин редакторĕ Ольга Федорова сĕннипе ал çырăва издательствăна ярса патăм. Комисси ăна йышăннă. Тĕрĕссипе, кĕнеке кăларасси пирки тахçанах шутланă, анчах вăхăт çитерейменни ура хурать. Редакцире ĕç мăй таран. Çыравçă ĕçĕ урăхларах, хавхаланусăр пулмасть. Журналист ĕçĕнче ывăннă-и эсĕ, хавхалану пур-и санăн, çук-и – пăхса тăраймăн: номер валли статья хатĕрлемеллех. Хăш чухне пĕр кĕтмен çĕртен хайлав çырас шухăш капланать. Сăмахĕсем таçтан çӳлтен килеççĕ. Çыр кăна, анчах вăхăчĕ мелсĕр. Çырас тенĕ вăхăтра вара шухăшĕ те, кăмăл-туйăмĕ те пăсланса пĕтнĕ. «Калав çырам-ха» тенипе çырма çук. Нушаланса, сăмах шыраса çырни тӳрех сисĕнет.

Кăткăс ыйтусем тавра

– «Венецире çуралнă юрату» калав Джованни Итали каччипе Лена ятлă Раççей хĕрĕн юратăвĕпе паллаштарать. Ку истори чăн пулнăн туйăнать.

– Çапла, пурнăçран. Раççейĕн туризм академийĕн Хусанти филиалĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн пулчĕ ку. Тĕп геройсен ячĕсене те çаплах хăвартăм. Кунта пуçламăшĕпе вĕçне кăна шухăшласа кăларнă. Тĕрĕссипе, вĕсене те пурнăçранах илнĕ. Калавра икĕ историе çыхăнтарнă. Ленăпа пĕр вăхăт туслă çыхăну тытрăмăр, кайран пурнăç пире уйăрчĕ. Хусанти тепĕр тусăм Сальваторе ятлă Итали çыннине качча тухсан аса килчĕç Джованнипе Лена, вара калав çырма шухăшларăм. Сальваторепе Катеринăн чăн та тăватă ача ӳсет. Джованнипе Ленăн шăпи хама та интереслентерет, вĕсем пĕр-пĕрне тупнине шанас килет.

– Тăлăх нуши тăхăр сыпăклă пулни хăш-пĕр хайлавăрта («Айăп», «Аннене качча пани», «Тăлăх») уççăнах палăрать. Ашшĕ-амăшĕсĕр юлнă ачасен шăпи çинчен çырма мĕн хистет?

– Кĕнекене «Тăлăх» тесе ят парасса пĕлтерсен тӳрех килĕшмерĕ вăл мана. «Мĕншĕн?» – тесе ыйтсан Ольга: «Санăн темиçе калавра тăлăхсен теми пур», – терĕ ĕнентерӳллĕн. Чăн та çапла, нумай сăнар хăйне ăнланакан çуккипе е хуйхăра пĕччен пулнипе, е тата ашшĕ-амăшĕ çуккипе тăлăх. Хам та аттесĕр ӳснипе çакă чуна тарăн кĕрсе вырнаçнă пулмалла, калавсенче те курăнать. Çапах ăраскала ӳпкелеместĕп. Ачалăх пурпĕрех телейлĕ иртрĕ. Улăх-çаранта, çырма-çатрара никамран, нимрен хăрамасăр выляса-чупса çӳрени чун-чĕрепе, шухăшсемпе ирĕклĕ çитĕнме пулăшнă. Пурнăçри йывăрлăхсем вара çын пулма, мĕн пуррине хаклама, пĕр-пĕрне ăнланма вĕрентеççĕ. Çăмăл мар шăпаллă ачасем çинчен çырма çакă хистет пулĕ.

– «Ăçта эс, психолог?» калавра Наталья Юрьевнăн сăнарĕ витĕмлĕ пулса тухнă. Мĕнпе чуна çывăх вăл сире? Унăн та прототипĕ пур-и?

– Пур. Вăл – манăн лайăх пĕлĕш. Наталья Юрьевна – хăйне аталантарма ăнтăлакан çын. Мана çын пурнăçра ялан мĕне те пулин вĕренни, профессири ăсталăхне çӳллĕ шая çитерме тăрăшни, ырă чунлă пулни, каçарма, ыттисене илтме пĕлни килĕшет. Героиня – шăпах çавăн пекскер.

– «Кĕпе», «Ан йĕр, шăллăм» калавсенче ачасен чун-чĕрине уççăн пĕлни сисĕнет. Ачасем е çитĕннисем валли çырма çăмăлрах?

– «Çиччас ларăп та ачасем валли çыратăп» тесе уйăрни çук. Шухăш, сăнар çуралать те çыратăп. Кайран вулатăп та – ачасем валли иккен. Тĕрĕссипе, ачасене питĕ юрататăп, интереслĕ халăх. Вĕсене сăнама кăсăклă: мĕнле шухăшлани, тĕнче курăмĕ, епле çын пулса ӳсни… интереслентерет. Ачалăх этемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Йăлт çак тапхăрта йĕркеленет: характер та, пурнăç принципĕсем те, шалти культура та. Мĕн акатăн – çавă шăтса тухать. Эпир пурте ачалăхран.

– Кĕнекене «Ленька мыскарисем» ярăмпа ултă калав кĕнĕ. Ку серие тăсса уйрăм кĕнеке кăларас шухăш çук-и?

– Ольга Федорова сĕнӳ париччен пулман. Халĕ кун пирки шухăшлакалатăп. Мĕншĕн тесен Ленька çинчен çырмалли тата пур.

– Мĕнлерех ача вăл — Ленька?

– Шутсăр интереслĕ, çав тери чĕрĕ сăнар. Унăн хăйĕн тĕнчи, хутшăнăвĕсем, аталанăвĕ. Калав çырнă чухне Ленька эпĕ пач кĕтменнине каласа хурать, автор мар, вăл ертсе пырать хайлава. Ку арçын ачан кирек мĕн пирки те хăйĕн шухăшĕ пур. Вăл тӳрĕ кăмăллă, çав вăхăтрах шухăшласа кăларма та ăста, ашкăнчăклăхĕ те пур, анчах мораль принципĕсене хисеплет. Ĕмĕтленме, çынна сăнама юратать, тĕрĕслĕхшĕн çунать. Çапах пуринчен ытла вăл ырă кăмăлĕпе палăрса тăрать, çынна шеллеме пĕлет. <...>

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.

♦   ♦   ♦


Людмила МИХУТКИНА: Чупнă чухне Зоя Космодемьянскаяна аса илтĕм

Хĕрлĕ Чутайра пурăнакан Людмила Михуткина пуç усса çӳреме, ахаль ларма хăнăхман. Вăл хăйĕн ырă кăмăлĕпе ыттисене те хавхалантарать. 75 çула çывхаракан ветерана пурнăç йывăрлăхĕсене парăнтарма спорт пулăшать. Хĕлле йĕлтĕрпе çӳрет, çулла çуран чупать, спорт мелĕпе утать, бассейна çӳрет. РСФСР халăх вĕрентĕвĕн отличникĕпе районти спорт шкулĕнче тĕл пулса калаçрăм.

Тăшмана хăваласа Берлина çитнĕ

— Людмила Алексеевна, сирĕн кун-çулăр Беларуçри Брест хулинче пуçланнă…

— Атте — Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Енкĕлт ялĕнчен. Вăл Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи витĕр тухнă. Тăшмана хăваласа Берлина çитнĕ. Вăрçă хыççăн служба тивĕçне Брест хулинче пурнăçланă. Анне — белорус хĕрĕ. Унăн çемйи Брест хулинчен 20 çухрăмра вырнаçнă ялта пурăннă. Вăрçă вĕçленсен анне Брест хулинчи хăна çуртĕнче ĕçленĕ. Шăпах унта вĕсем аттепе паллашнă. Эпĕ пĕчĕк чухне тăтăш чирленĕ, тухтăрсем ачана яла илсе кайма сĕннĕ. Вара эпир аннепе Чăваш Ене асанне патне куçса килнĕ, атте унтах юлнăччĕ. Отпускра пире килсе куратчĕ. Тепĕр 3-4 çултан служба тапхăрĕ вĕçленсен вăл таврăнчĕ. Пурте пĕрле ялта пурăнтăмăр. Пилĕк йăмăк çуралчĕ. Арçын ачана усрава илнĕччĕ.

— Беларуç Республикинче час-час пулма тӳр килнĕ-и?

— Унта темиçе хут кăна пулнă. Ача чухне кукамая пĕрре кайса курнăччĕ. Минскра икĕ хут пултăм. Хулара нумай енлĕ кĕрешекенсен тĕнче чемпионачĕсем иртнĕччĕ. Паспорта кăтартсан тĕлĕнетчĕç. Унта белорус çынни тесе çырнă-çке. Анчах эпĕ белорусла пĕлместĕп. Инçетри йăхташăмсене ăмăртусенче кăна курнă. Шупашкарта тĕнче кубокĕ пынă вăхăтра Беларуç Республикинчен килнĕ çынсемпе калаçса савăннăччĕ.

— Спорт çулĕ çине хăçан тăтăр?

— Асанне çамрăк чухне спортпа туслă пулнă, çăмăл атлетика ăмăртăвĕсене хутшăннă. Атте штанга йăтнă, кросс чупнă. Аркадий Улангинпа пĕр турнирта тупăшнине аса илетчĕ вăл. Эпĕ те вĕсене хывнă ахăртнех. Сăнпа — атте пек, кăмăлпа аннене çывăх. 3-мĕш класра вĕреннĕ чухне йĕлтĕр туянса пачĕç. Савăнсах йĕлтĕр сыраттăм. Атьсемпе пĕрле уроксем хыççăн ял тавра çаврăнаттăмăр, ултă çухрăмра вырнаçнă вăрмана çити каяттăмăр. Манăн ыттисенчен юлас килместчĕ, хăваласа çитсе иртсе каяс килетчĕ. 6-мĕш класра чухне кросс чупма тытăнтăм. Хамран аслăраххисемпех ăмăртаттăм. Хусанти турнира та кайнăччĕ. 8-мĕш класра республика командин йышне илчĕç, сборсенче те пулнă. Пирĕнпе Аркадий Улангин ĕçлетчĕ. Ун чухне кроссовкăсем те çукчĕ, лайăх йĕлтĕр тупма та йывăрччĕ. Халĕ темĕнли те пур, укçи кăна пултăр. 10-мĕш класс хыççăн Мускаври физкультура институтне вĕренме кĕтĕм, анчах тепĕр уйăхран таврăнтăм. Шкулта педагогика класĕнче пĕлӳ илнине кура Тури Çĕрпӳкассинчи шкула пионервожатăя вырнаçрăм. Шупашкарти педкурссем хыççăн Хусанушкăнь шкулĕнче физкультура вĕрентме тытăнтăм. Унта спорта юратакан нумайччĕ. Футболла, волейболла вылятчĕç, йĕлтĕрпе чупатчĕç. Ачасен команди Шупашкарти волейбол турнирĕнче финала тухнăччĕ. Спортзал тума та хамăр пулăшнă. Кайран Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкула ĕçлеме чĕнчĕç. Унта та ачасем вăйлăччĕ. Ăмăртусенче, спартакиадăсенче мала тухатчĕç. ГТО енĕпе маттурччĕ.

Ачасем йĕлтĕр çинче те аран тăраççĕ

— Эсир 30 çултан иртсен Чăваш патшалăх педагогика институчĕн физвоспитани факультетĕнче куçăн майпа вĕреннĕ...

— Çапла. Пĕлӳ çитмен пек туйăнчĕ те. Çамрăксемпе пĕрле пĕр парта хушшинче лартăм. Унта вĕрен-ме çăмăлччĕ. Уйрăмах анатомие, физиологие, психологие юратса вĕренеттĕм. Институтра йĕлтĕрпе чупас, пăшалтан перес енĕпе ăсталăха аталантартăм. Свердловска йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвне кайнăччĕ, виçĕ километр чупмаллаччĕ. 36 градус сивĕ пулнипе ура туйми пулнăччĕ, сывлама йывăрччĕ, шăл ыратма пуçланăччĕ. Чупнă чухне Зоя Космодемьянскаяна аса илтĕм. Ăна юр çинче çарран уттарнă-çке. «Парăнма юрамасть. Малалла талпăн», — хама çапла хистесех финиша çитнĕччĕ.

— Эсир — ГТО ăсти. Çамрăк чухне те ку енĕпе маттур пулнă, аслă çула çитсен те ылтăн палла тивĕçнĕ. Паянхи физкультура комплексĕ йывăр-и?

— Ĕлĕк ГТО нормативĕсем çирĕпрехчĕ, хальхисене çăмăллатнă. Физкультура урокĕсенче те йĕлтĕрпе сайра хутра кăна чупаççĕ, ачасем йĕлтĕр çинче те аран-аран тăраççĕ. Уроксем ытларах спортзалта иртеççĕ, лайăх çанталăкра та урама тухмаççĕ. Эпир канмалли кунсенче те йĕлтĕрпе чупаттăмăр. Ун чухне йĕлтĕр пурин те пулман. Çунашка çитменнипе хутаçпа ярăнаттăмăр. Пирĕн ачалăх хаваслă иртнĕ. Урамра ӳпке те лайăх сывлать. Районта полиатлон, йĕлтĕр спорчĕ, çăмăл атлетика лайăх аталанатчĕ. Совет саманинче шкул ăмăртăвĕсенче малтан вăй виçетчĕç, колхоз-совхоз шайĕнчи спартакиадăсенче команда пуçтарăнатчĕ. Унтан районта тупăшаттăмăр, чи лайăххисене республикăна илсе каятчĕç. Тĕрлĕ региона пĕрлештерекен уйрăм ăмăртусем иртетчĕç, вара тин çĕршыв шайĕнчи турнирсене лекетчĕç. Зачет кĕнекинче пĕр-пĕр ăмăртăвăн результачĕ пулмасан малалла каяйман. Ачасене пăшалтан пеме вĕрентеттĕмĕр. Винтовка тытса курманнисем пулман. Биатлон ăмăртăвĕсене ирттереттĕмĕр. Стрелоксен тирне те хамăр тунăччĕ.

— Эсир районти спорт шкулĕнче те нумай çул тăрăшнă. Сирĕн вĕренекенсем сахал мар çитĕнӳ тунă.

— Унта çăмăл атлетсене хатĕрлес енĕпе ытларах ĕçлерĕм. Çав вăхăтра пулас олимпçă Елена Бронюкова /Грузинова/ тупăнчĕ. Вăл малтан йĕлтĕрпе чупатчĕ, кайран полиатлона куçрĕ. Унтан ман пата çăмăл атлетика секцине килчĕ, çулталăкран Шупашкара вĕренме тухса кайрĕ. Унăн йăмăкĕ Надя та çăмăл атлетикăпа туслăччĕ. Педучилищĕре вĕреннĕ чухне Виктор Семенов патĕнче ăсталăха туптарĕ, утас енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçларĕ. Вĕренсе пĕтерсен тăван тăрăха таврăнчĕ, йĕлтĕрпе чупма пуçларĕ. Халĕ те спортран ютшăнмасть. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.