Малашне уроксем шкултах иртĕç
Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти, Канашри тата Çĕмĕрлери шкулсенче 5-8-мĕш классенче пĕлӳ илекенсем нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнчен йăлана кĕнĕ мелпе вĕренме пуçлĕç. Дистанци мелĕпе вĕренесси хыçа юлĕ. Çакăн пек йышăну турĕç паян оперштабăн черетлĕ ларăвĕнче.
Аса илтеретпĕр: нарăсăн 14-мĕшĕнчен пуçласа 1-4-мĕш тата 9-11-мĕш классенчи ачасем шкултах пĕлӳ илме тытăннă. Шупашкарти ачасем кăрлачăн 27-мĕшĕнчен, Çĕнĕ Шупашкартисем кăрлачăн 31-мĕшĕнчен дистанци мелне куçнăччĕ.
Республикăра коронавирус инфекцийĕпе чирлекенсем сахалланса пыраççĕ. Апла пулин те лару-тăру лăплансах çитмен. Çавăнпа та чарупа сыхлăх мерисене çитес эрнере пăрахăçламаççĕ. Обществăллă вырăнсене кюаркод кăтартса кĕме тивĕ.
Чăваш Енрен нарăсăн 11-мĕшĕнчен талăкра ковидпа чирлекенсен шучĕ те чакнă. Маларах усал çак вирус талăкра 1301 çынна ернĕ тĕк, халĕ 196-ăн чирлеççĕ. Чир ернисенчен ытларахăшĕ паян килĕсенче сипленеççĕ. Тĕплĕнрех — «Хыпар» хаçатăн черетлĕ кăларăмĕнче.
Комментировать