«Хыпар» 20-21 (27899-27900) № 25.02.2022

25 Фев, 2022

Пандеми те хăратмасть – çынсем çаплах канма вĕçеççĕ

Тухтăрсем те, психологсем те асăрхаттараççĕ: кирек хăш тытăмра ĕçлекен çыннăн та канмалла, сывлăха çирĕплетмелле, çĕнĕ çитĕнӳсем тума вăй-хал пухмалла. Хулара пурăнакансен пĕр пайĕ ялта канас тесе отпуска чăтăмсăррăн кĕтет, теприсем тинĕс хĕррине çитсе курма палăртса хураççĕ, виççĕмĕшĕсем ют çĕршыв, урăх халăх йăли-йĕркипе, культурипе паллашма ĕмĕтленеççĕ. Тĕнчере коронавирус сĕмсĕррĕн алхасать пулин те канма каякан, курма çӳрекен çук мар. Паянхи саманара ăçта канма лайăхрах? Çак тата ытти ыйтупа Шупашкарти туризм агентствисене чăрмантартăмăр. Канма çӳрекенсемпе калаçрăмăр.

Коронавирус витĕм кӳнĕ-и?

Пурнăçа тĕрĕс йĕркелеме пĕлекен çыншăн лавккара апат-çимĕç хакланни те, коронавирус та чăрмав мар. Вăхăтра прививка тутарни, паллах, пĕр ыйтăва татса парать те. Турагентствăсен хушшинче конкуренци пурри канма каякансемшĕн лайăх. Хака танлаштарса суйлама май пур. Анчах ыйту сиксе тухать — ăçта канмалла: Раççейре-и е ют çĕршывра-и? «Ют патшалăхра хĕвел питтинче хĕртĕнме хамăр çĕршывринчен чылай йӳнĕрех», — тенине те час-часах илтме пулать. Ăна танлаштарса курнисем калаççĕ. Ун пек-и, кун пек-и — кирек ăçта та ырă енĕ те, япăххи те пур. Канма тăтăш çӳрекен пĕлĕшĕм ырласа калаçакан агентствăна шăнкăравларăм. Унта вăй хуракан Анастасия менеджер каласа кăтартнă тăрăх, Чăваш Республикинче пурăнакансем Египета, Турцие ытларах кăмăллаççĕ. Хĕлле канас текен те çук мар. Çулталăк тăршшĕпех ăшă çанталăкпа илĕртекен çĕршывсем пур-çке. Чăвашсем Кипра, Доминиканăна, Кубăна вĕçеççĕ. Çулла туристсен ытларахăшĕ Турцие суйлать. Хамăр çĕршыва илес тĕк, Сочи, Анапа илĕртеççĕ. Агентствăна хăш професси çыннисем ытларах пыраççĕ-ха? Бизнесменсем çулталăкра ятарласа пĕр-икĕ хутчен канма кайса килни вăрттăнлăх мар. Менеджер палăртнă тăрăх, нумай профессии çыннисем канма каяççĕ. Професси çыннисене уйрăммăн асăнмарĕ вăл. Канакансен йышĕнче вăтам ĕç укçинчен кăшт пысăкрах шалу илекен те йышлă-мĕн. Çапах сахалрах тупăшлă çынсем те ĕмĕтленмесĕр пурăнмаççĕ. Вĕсем путевкăсем йӳнĕрех чухне вĕçме вăхăт суйлаççĕ. Паллах, тинĕс хĕрри, чаплă отель, хĕвел ăшши пурне те илĕртет.

«Çуркунне, кĕркунне турпутевка чылай йӳнĕрех. Хĕлле пушшех те. Ку вăхăтра туроператорсем хăйсем те хака чакарса илĕртеççĕ. Пирĕн агентство та кану хакне йӳнетет. Çулла — отпуск тапхăрĕ, ачасен каникул, çавăнпа çак вăхăтри кану чи хакли пулса тăрать», — палăртрĕ Анастасия. Паян туристсене коронавирусран прививка тутарнине ĕнентерекен QR-код кирлĕ.

Кирек мĕнле пулсан та турагентствăна пынă çын чи малтан ăçта каймаллине, хака пăхать. Менеджер палăртнă тăрăх, çынсем турпутевка шутне мĕн-мĕн кĕнине — менюна, отель тирпейлĕхне, экскурсисене, çул укçине — шута илеççĕ. Туроператор сĕнекен «все включено», паллах, — чи мелли. Ĕмĕте пурнăçа кĕртме хăнăхнă çын каялла чакмастех. Кредитпа усă курса та пулин тинĕс хĕррине вĕçет. Банкпа çыхланас килменнисем вара турагентствăна халех пырса турпутевка хакĕн çуррине хываççĕ те çулла ыттине тӳлесе чăматан пуçтараççĕ, çапла пĕр чăрмавсăрах самолета лараççĕ.

Коронавирус пандемийĕ туризм индустрине мĕнле витĕм кӳнĕ-ши? Хайхи фирмăсен ĕçченĕсем канакансен шучĕ 50 процент чакнине пытармаççĕ. Çапах хĕрӳ сезон вăхăтĕнче пĕр менеджер кăна уйăхра 40-50 килĕшӳ хатĕрлет. Пĕр килĕшӳпе пĕр çын çеç мар, çемйипех вĕçеççĕ. Апла пулсан агентствăсем аптăрамаççĕ-ха.

Хăтлăха хăнăхни хаклине суйлать

Шупашкарти тепĕр агентствăра вăй хуракан Елена менеджер хăйĕн ĕçĕпе паллаштарнă май республикăра пурăнакансем Египета, Пĕрлештернĕ Араб Эмирачĕсене ытларах суйлани çинчен каларĕ.

«Доминиканăна, Кубăна, Таиланда… кăмăллакансем те пур. Хăш-пĕр туроператор халĕ хаксене чакарса кирек кама та канма май парать. Пирĕн пата студентсем те килеççĕ. Хĕлле, тĕслĕхрен, икĕ çынна ют патшалăхра «все включено» мелпе канма 40-50 пин тенкĕ те çителĕклĕ. Çапах хăтлăха хăнăхнисем кунран хаклăрах турпутевкăсене суйлаççĕ», — каласа кăтартрĕ Елена.

«Йӳнни йӳнеçтерет, çук çын укçине пĕтерет», — теççĕ. Канса таврăннă хыççăн йӳнĕ путевкăпа çула тухнă туристсем агентствăна пырса ӳпкелешмеççĕ-ши? «Йӳнĕрех путевкăна суйланисен канăвĕ мĕнле иртесси, мĕне шанмалли çинчен вĕсене çула тухиччен ăнлантаратпăр. Хушма экскурсисем валли укçа-тенкĕ кĕсьере яланах пулмалла», — уçăмлатрĕ Елена.

Доминиканăра канма йӳнех мар пулин те чăвашсем ăна суйлани Хусантан вĕçме май пуррипе çыхăннă. Эстрадăри паллă çăлтăр Полина Борисова, ав, нумай шухăшласа тăман — пĕлтĕрхи юпа уйăхĕнче хĕвел ăшши шыраса унта çитнĕ. <...>

Елена ЛУКИНА.

♦   ♦   ♦


Елен НАРПИ: Çын тĕнчене курăк пек ÿсессишĕн килмест

«Шкул хыççăн университет алăкĕн хăлăпне хăюллăнах пырса тытрăм», — çырнăччĕ вăл хăй вăхăтĕнче. «Çирĕп тĕллевлĕ, мĕн тери хăюллă хĕр», — шухăшланăччĕ эпĕ çавăн чухне. Унтанпа шыв-шур самай юхрĕ. Халĕ унăн кĕнекисене çамрăксемпе аслисем юратса вулаççĕ. Студентсем вăл ирттерекен лекцисене кăмăлласа çӳреççĕ. Пирĕн тĕпелте паян — Елен Нарпи çыравçă.

Университетра шкултинчен çăмăлрах

— Елена Петровна, учитель çемйинче ачалăх хăйне евĕр иртет. Вĕрентекенсен çемйинчен пулни савăнтарнă-и сире?

— Ачалăхăм питĕ лайăх иртрĕ. Эпĕ унпа сĕре кăмăллă. Вăл мана вăй парса тăракан çутă самант. Атте истори вĕрентетчĕ, çав вăхăтрах класс ертӳçиччĕ. Паллах, çакă та яваплăх пулнă. Асра пĕр самант çырăнса юлнă. Пĕррехинче урамран хашкаса чупса кĕтĕм. Ун чухне çавăн пекчĕ вĕт, тухса каяттăмăр та кил çинчен манаттăмăр… Таврана хура чатăр карнăччĕ. «Эсĕ урокусене тунă-и?» — ман çине чăр! пăхрĕ анне. Туманччĕ. «Санран ыран ыйтатăп», — терĕ çывăх çыннăм. Анне биологипе хими вĕрентетчĕ. Тепĕр кунхине малтан истори пулчĕ. Атте доска патне кăларчĕ. Эпĕ вуламан, нимĕн те пĕлместĕп… Атте ман çине патак парас пек куç ывăтрĕ. Класс умĕнче вăрçрĕ. Унтан биологи пулчĕ. «Эсĕ историе те вĕренмен-ха, тух кунта», — терĕ анне. Вăл та пăсăрлантарчĕ. Манăн, «5» паллăсемпе ĕлкĕрсе пыраканскерĕн, тантăшсен умĕнче питĕм хĕрелчĕ. Çакă питĕ пысăк урок пулчĕ.

— Çывăх çынсен сăмахĕ çулсем иртсен те урок пулма пăрахмасть.

— Атте, шел те, 2019 çулта пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ. Анне пуш уйăхĕнче 80 тултарать. Эпĕ çемьере — чи асли. Йăмăкăмсем Людмилăпа Инна иккĕшĕ те чăваш факультетĕнчех пĕлӳ илчĕç. Аннене биологи кăна мар, хушăран чăваш чĕлхипе литературине те вĕрентме шанатчĕç.

— Çырасси вара ăçтан пуçланчĕ?

— Атте çырма юрататчĕ. Вăл И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн истори факультетне пĕтернĕ. Вĕреннĕ вăхăтра сăвăсемпе калавсем шăрçаланă. Вĕсене район хаçатне сĕннĕ. Чун çимĕçĕсене кăтартатчĕ. Мана 4-мĕш класранах çырас ĕçе явăçтарчĕ. «Акă мероприяти пулчĕ, çавăн çинчен çыр», — илĕртетчĕ вăл. Атте каланине итлемелле вĕт, çыраттăм. Хаçатра тухсан Лена Димитриева тенине лайăх та пылакчĕ вулама! Çавна курас килнипе тата çыраттăм…

— «Вĕрентекен — Турă панă професси», — тенĕ эсир пĕр интервьюра.

— Халĕ те çапла шухăшлатăп. «Эпĕ учителе тем парсан та каймастăп, вĕрентекен пулмастăп», — тенĕ вăхăт та пулнă манăн. Журналист дипломне илесшĕнччĕ. Аслă шкулта журналистсен ушкăнĕнче вĕрентĕм. Çавăн чухне акă мĕн ăнлантăм: çырма питĕ юрататăп пулсан та районсем тăрăх çӳресе интервью илес килмест. Кашни кун статья шăрçалама хатĕр марччĕ эпĕ. Кĕске вăхăтра хайламалла-çке вĕсене. Çав çыннине юратмалла тата. «Литература тĕпелĕ» телекăларăма ертсе пынă май çакна аван чухлатăп. Калаçăва йĕркеличчен хатĕрленетĕн, писатель пурнăçĕпе паллашатăн. Эпĕ сăмах тĕнчине юрататăп. Студент çулĕсенчех калавсем çыраттăм. Анчах ăна кашни кун хайламастăн. Кăмăл çĕкленӳллĕ чухне кăна ручка тытатăн. Е пĕр-пĕр сюжет пуçа кĕрет те канлĕх памасть… Çыратăн та — манатăн. Тепĕр çур çул нимĕн те çырмастăн. Чăваш филологийĕпе культура факультечĕ уçăлсан /йăмăкăм унта вĕренетчĕ/ Иван Одюков профессор чирленĕ. «Сана Виталий Станьял университета чĕнет», — терĕ пĕррехинче йăмăкăм. «Пике» журналта вăй хураттăм. Шалу илейместĕмĕр. Тĕрĕссипе, официаллă мелпе ĕçе илменччĕ мана. «Кай, эпир ав ĕмĕрĕпех шкулта ĕçленĕ. Университетра пĕрех шкултинчен çăмăлрах», — сĕнӳ панăччĕ аттепе анне. Станьял чĕннипе хăюсăрланса кайрăм çапла. «Сумлă профессорсен çумĕнче хама мĕнле туятăп-ши ĕнтĕ?» — канлĕх памастчĕ шухăш. Университетра мĕншĕн çăмăлраххине ăнланман та… «Аслă шкулта вăй хума ытларах вуламалла, нумайрах пĕлмелле», — тесе шухăшлаттăм. Ĕçлеме пуçларăм та… чăнах та çăмăлрах. Мĕншĕн тесен аслă шкула вĕренес шухăшлă çын килет. Пĕр шухăшлисен хушшинче ĕçлеме çăмăл. Вĕсене: «Вĕрен, сана кирлĕ пулать ку», — тесе шаккаса тăмалла мар. Студентсене пĕлӳ панă вăхăтра калав, повеç çырма кам чăрмантарать тата? Кур-ха, Турă епле çавăрса пырать. «Пике» журнала илнĕ пулсан çавăнта ĕçлесе каяттăм. Çавăнпа çырлахма тиветчĕ. Турă шухăшланă çулĕ урăхларах пулнă ав. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Иван ДОЛГУШИН: Шупашкар аталанăвĕнче завод тÿпи пысăк

1972 çулхи кăрлачăн 12-мĕшĕнче, 50 çул каялла, Шупашкар районĕнчи Оппехтин, Кочаково, Петтин салисенче Шупашкарти промышленноç тракторĕсен заводне ШПТЗ тума пуçланă.

Экономика ыйтнипе

«40 яхăн градус сивĕччĕ, — аса илнĕ «Спецстроймеханизаци» трест экскаваторщикĕ Николай Битюцкий. — Хĕрӳ сăмах каламан. Шăн тăпра япăх хăйпăнчĕ, ĕç йывăррăн пычĕ».
Шупашкарта завод çĕклес ыйтăва 1966 çулта, компартин Тĕп Комитечĕпе СССР Правительстви «1966-1970 çулсенче тракторсен, шассисен, двигательсен тата саппас пайсен производствине аталантарасси çинчен» йышăну кăларнă хыççăн, татса панă.

— Унччен ШПТЗ хăпартма СССР Тракторсемпе ял хуçалăх машинисен министерстви, РСФСР Министрсен Канашĕ тата компартин Чăваш обкомĕ сĕннĕ, — терĕ завод ветеранĕ, Шупашкар хулин хисеплĕ гражданинĕ Иван Долгушин. — Обком секретарĕ Семен Ислюков çӳлте палăртнă министерствăна ертсе пынă Иван Синицына Волгоградăн экономика администраци районĕн совнархозĕн председателĕнче ĕçленĕ çулсенчех пĕлнĕ, унпа ĕçлĕ çыхăну йĕркелеме тăрăшнă. Чăваш АССРĕнче завод тăвассишĕн Синицын хăйĕн çине йывăр çĕклем илнĕ. Шупашкара килсе корпуссене хăпартнине, оборудовани туяннине, социаллă пурнăçпа культура объекчĕсем, пурăнмалли çуртсем хута янине тишкернĕ. — 1960 çулсенче çĕршывра трактор завочĕ сахал мар пулнă. Çапах Правительство теприне ĕçе кĕртме тĕллев лартнă. Мĕншĕн?

— Пĕчĕк хăватлă тракторсем — ял хуçалăхĕ валли, Брянскпа Челябинскра хăватлăрах бульдозерпа пăрăх хуракан техника туса кăларнă. Шыв хуçалăхĕн, Çĕр кăмрăкĕн, Нефтьпе газ промышленноçĕн, Çул çыхăнăвĕн министерствисем ыйтакан хăватлă тракторсем çитмен. Хаклă тӳлесе вĕсене чикĕ леш енчен туяннă-ха, çапах халăха туллин тивĕçтереймен. 1960 çулсенче Хĕвел анăç Çĕпĕрти çут çанталăк пуянлăхне производствăна явăçтарма, çĕнĕ чукун çул тата нефтьпе газ пăрăхĕ хывма пуçланă организацисем хăватлă бульдозерсем ыйтнă. Тăпрана вĕсемпе сирсе çĕр кăмрăкне, ытти чĕр тавара çĕр айĕнчен кăларни шахтăран хăпартнинчен нумай хут тухăçлăрах.

Челябинскри трактор завочĕн конструкторĕсем шăпах çавнашкал техника /«Т-220», «Т-330», «Т-500»/ проекчĕсене хатĕрленĕ. Анчах унта туса кăларма ресурссем çитмен. Çĕнĕ производство конвейерне ĕçлеттерме хăватсене пĕрлештерекен никĕс, пысăк çĕр лаптăкĕ, пин-пин ĕç алли, пач урăх оборудовани кирлине пурте ăнланнă. Завод умне тепĕр пысăк тĕллев лартсан кунта туса кăларакан «Т-100», «Т-130», «ДЭТ-250» тракторсемпе, оборона техникипе çĕршыва туллин тивĕçтереймесрен асăрханнă. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Ачисене ют арçынпа улăштарман

Наçтукăн упăшки Александр вăрçа кайсан таврăнман. Анчах фашистпа çапăçса пуç хунишĕн мар. Хăй каланă тăрăх, пĕр пачка махоркăшăн урăх хĕрарăмпа пĕрлешсе Монголире пурăннă.

Ашшĕне пĕрремĕш хутчен туйра курнă

Тен, тыткăнра пулнипе тăван ялне, Шăмăршă районĕнчи Палтиеле, таврăнман вăл. Халĕ тавçăрасси çеç юлать. Çапах Александр темиçе çултан Шупашкара тăванĕсем патне иккĕмĕш арăмĕпе килсе кайнă. Пиччĕшĕ килнине пĕлсен ялта пурăнакан аппăшĕ Тарье ăна курма хулана çитнĕ. Хăйĕнпе пĕрле Наçтука та илсе кайнă. Упăшкине курасси килнĕ-тĕр. Анчах иккĕмĕш арăмĕ Шăмăршă тăрăхĕнчен килнĕ хăнасене хапăл пулман. Ĕçме-çимене йăлт пуçтарса хунă. Тарьепе Наçтук Шупашкартан хуçăк кăмăлпа таврăннă.

Александр Палтиеле 1962 çулта килнĕ те хĕрĕн туйне лекнĕ. Çавăн чухне Нина ăна пĕрремĕш хутчен курнă. Ашшĕ вăрçа кайнă чухне 7 уйăхра пулнă та астуман. Анчах ашшĕпе калаçу пит сыпăнсах кайман. Ытти ача çывăх çынни вăрçăра вилнĕрен тăлăх ӳснĕ. Нина вара чĕрĕ-сывă çĕртех ашшĕн хӳтлĕхĕсĕр çитĕннĕ. Çакăншăн кӳренӳ пулнах. Амăшĕ пĕрмай хуйхăрнине курса çитĕннĕ. Упăшки вăрçа кайсан Наçтук унăн икĕ йăмăкне, шăллĕсене пăхнă. Качча кайнă аппăшне Маринăна та ывăлĕпе Ванюшпа пĕрле хăйсем патне кĕртнĕ. Маринăн мăшăрĕ фронтра пулнă. Хунямăшĕ кинне хăйсен килĕнче пурăнтарман. «Ванюш манран икĕ уйăх аслăрахчĕ. Апат çиме ларсан сĕтел айĕнче ăна урапа тапаттăм. Арçын ача апата ытларах çини килĕшмен-тĕр мана», — аса илчĕ вăрçă ачи Нина Ларшникова. Наçтук механизаторсене апат пĕçерсе çитернĕ, хирте ĕçленĕ. Вăл тек качча кайман. Каярахпа тепĕр хĕр çуратнă.

Ӳссе çитнĕ йăмăкĕсене Санюкпа Ольгăна Александр хăйĕнпе пĕрле Монголие илсе кайнă. Хĕрсем унта ĕçе вырнаçнă, çемье çавăрнă. Кайран Александрăн çемйи арăмĕн тăван хулине Омска куçнă. Мăшăрĕ çут тĕнчерен уйрăлнă хыççăн та Александр Чăваша таврăнман. Виçĕ ачи те Омскра пурăннă.

Урама тухиччен Нинăна амăшĕ пир станне çĕрĕ тирсе хăварма хушнă. Вара тин выляма кăларнă. «Райок ятлă хĕрачапа туслăччĕ. Анне калатчĕ: «Ан кай-ха вĕсем патне, хăйсен те 8 ача, пӳрчĕ пĕчĕк». Эпĕ çапах каяттăм, çиме чĕнсен сĕтел хушшине лармастăм. Эпир вăйă курма çӳреттĕмĕр. Анчах улах ларса курман. Анне мана хитре тум илсе парайманнишĕн кулянатчĕ. Эпĕ ним те ыйтман. «Хам ĕçлеме тытăнатăп та веç илетĕп», — теттĕм. 16 çулта сысна фермине ĕçлеме кĕтĕм», — аса илчĕ вăрçă ачи. Выльăх апачĕ пĕçерме вуттине хĕрсем хăйсем татса çурнă, шыв та уçланă. Апатне кĕвентепе йăтнă. Ялта клуб пулман та çамрăксем почта умĕнче пуçтарăннă. Тĕрлĕ вăйă вылянă, купăс каланă.
Савнийĕ урăххипе кайнăшăн тарăхнă та...

1959 çулта Нина ытти хĕрпе, каччăсемпе пĕрле Тюмень облаçне вербовкăпа торф кăларма кайнă. «Мĕн ĕçлемелле кунта?» — ăнланман малтанах çамрăксем. Пуртă тыттарса картта чавма хушнă вĕсене. Торф кăларакан вырăна картта тенĕ. Фрезер киличчен ăна йывăç тымарĕсенчен тасатмалла пулнă. «Икĕ смена вăй хураттăмăр. Ирхине виççĕ çурăра каяттăмăр. Грузовикпе леçсе хăваратчĕç. Пĕр карттăра 2-3-шерĕн ĕçлеттĕмĕр. Вăрман варринче хăрушăччĕ. Çĕлен питĕ нумайччĕ. Эпир каснă тымарсене картта варрине илсе тухаттăмăр. Вĕсене экскаватор йăтса илнĕ чухне çĕленсем тăсăла-тăсăла ӳкетчĕç. Пĕррехинче çĕлен çăвăрланине куртăмăр. Вĕсем йывăç çине хăпарса çăвăрлаççĕ иккен. Эпир ун чухне канма ларнăччĕ. Хăваран темĕн тумларĕ. Пăх та — çĕлен! «Йывăç айне ан ларăр», — тенине аса илтĕм те тăрса тартăм. Шалу 152 тенкĕ илтĕм. Чи малтан çĕвĕ машинки туянса посылкăпа яла ятăм. Ку манăн ĕмĕт пулнă. Укçана хам çумра тытма тăрăшман. Темĕн тĕрлĕ çын та пурччĕ — вăрласран хăранă. Çавăнпа аннене ярса параттăм. Ĕç укçи илнĕ хыççăн столовăя кайма шухăшларăмăр. Тутлă апатпа хырăма кăштах савăнтарас килчĕ. Унта ӳсĕр çынсем йăваланса выртнине куртăмăр та тек каймарăмăр. «Хамăрăн хура çăкăрах çиер-ха», — терĕмĕр. Тепĕр çул та çавăнтах ĕçлерĕмĕр. Ĕçе мотовозпа /пĕчĕк локомотив/ çуреме тытăнтăмăр. Урапи çинче ларса пыраттăмăр. Мотовоз çулне шпалсем хурса хамăр турăмăр», — çамрăклăхне куç умне кăларчĕ Нина Ларшникова. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Шăнкăр-шăнкăр тенкĕсен сасси ачасене илĕртет

Пирĕн несĕлсене кĕмĕл тумлă халăх тенĕ. Чăваш кĕмĕле ылтăнран та ытларах хаклать. Унсăр пуçне вăл сывлăхшăн та усăллă пулнине пĕлетпĕр. Паянхи кун республикăри паллă çынсем çинче кĕмĕл капăрлăхсем пуррине эсир те асăрханă пулĕ. Çавнашкал илемлĕ япаласене хатĕрлекенсенчен пĕри — «Кĕмĕл Чăваш Ен» проект. Ăна Светлана Константинова ертсе пырать.

Кĕмĕл тенкисене шыва янă

«Пăхма хитре пек, анчах кашни япалан хăйĕн кăткăслăхĕ. Вăл мĕн чухлĕ илемлĕрех, унпа çавăн чухлĕ нумайрах тăрмашмалла. Çавăнпа кунашкал япаласене хатĕрлеме çăмăлах мар», — терĕ чăваш капăрлăхĕсене улттăмĕш çул ăсталакан Светлана.

Муркаш районĕнчи Катăкуй ялĕнче çуралса ӳснĕ вăл. Чăвашлăх туйăмĕ унра ача чухнех вăй илме тытăннă. Вулавăша кайсан та чи малтан чăваш халапĕсене, юмахĕсене шыранă. Çапла майпа паянхи ĕçĕ-хĕлĕ валли ун чухнех пĕлĕвне тарăнлатма пуçланă. Акă халĕ Светлана кирек хăш тĕрĕ-эреше илсен те ăна ăçта тĕрленипе, çав япалана кам тата мĕнле лару-тăрура тăхăннипе кăсăкланать, ăна тарăнрах тĕпчеме тăрăшать. «Малтан чун киленĕçĕ вырăнне çеç хунă кăсăклану паянхи кун питĕ кирлĕ пулса тăчĕ», — терĕ вăл.

Ача чухне Светлана кукамăшĕпе вăхăт ирттерме кăмăлланă. Çывăх çынни вара ăна ĕлĕкхи юмахсене каласа кăтартнă, «асамлăх» арчипе паллаштарнă. Сурпан, хулçи тата ытти япалана вăл тĕплĕн упранă. Шурă кĕписене Светлана халĕ те астăвать. «Вĕсем нумаях марччĕ. Юлнисене хăй те тăхăнатчĕ, хĕрĕсемпе кинĕсене те валеçсе панăччĕ. Кукамай каласа панинчен çакна та астăватăп. Çемьен кĕмĕл капăрлăх нумай пулнă. Анчах йывăр вăхăт çитнĕ, вĕсене кулак тесе айăпласа ялтан кăларса ярас хăрушлăх сиксе тухнă. Мăн кукаçи арман тытнă, çавăнпа ăна пуянсен йышне кĕртнĕ. Анчах темĕнле майпа вĕсем ялтах юлнă. Кулак тесе айăпласран хăранипех ĕнтĕ пухса пынă мăнаçлă та илемлĕ кĕмĕл капăрлăхĕсене шыва янă…» — кукамăшĕ каласа панине манман-ха Светлана.

Ача чухнехине аса илнĕ май чăваш туйĕ те унăн куçĕ умне тухать. Ача-пăча çавнашкал пулăмсене сăнама питĕ юратать-çке. Çи-пуç илемĕ те, тумсем пĕр-пĕринчен хăйне евĕрлĕ эрешпе уйрăлса тăни те илĕртнĕ ăна. Хура шупăр, ама, кăкăр çинчи тенкисем яланах интереслентернĕ. Кайран шкул хыççăн çав кăсăклану пĕр вăхăт пуçран тухса ӳкнĕ — Светланăн урăх пурнăç пуçланнă: пĕлӳ илесси, ĕçе вырнаçасси. Анчах чун туртни пурпĕрех манăçман, хăйĕн çинчен аса илтерсех тăнă.

Ĕлĕкхи кĕнекесем алла лексенех капăрлăх ăсти вĕсенче чăваш тумĕ çинчен каланине е ӳкерчĕкре сăнланине шырать, паянхипе танлаштарать, уйрăмлăхсене палăртать. «Халĕ чăваш тумне пач урăх пусмаран çĕлеççĕ, ĕлĕкхи пек мар, — терĕ вăл. — Унччен ал ăстисен тавра курăмĕ те урăх пулнăран, паллах, капăрлăхсен уйрăмлăхĕ пысăкланчĕ. Вĕсене ĕлĕкхи евĕрлĕрех тăвас туртăм пулнипе те пĕрмай информаци шыратăп. Эпĕ вĕтĕ шăрçаран анатри чăвашсен тухйине пĕрремĕш хут хатĕрлетĕп. Мĕн тĕлĕнтерет-ха? Ĕлĕкхи чăвашсем аслă пĕлӳ илмен, çапах шăрçа шутласа, кирлĕ пайсене пухса эреш хатĕрлеме пултарнă. Паянхи кун та пуринчен те ун пекки пулмасть. Мĕнле вăйлă тавра курăм пулнă ĕлĕкхи чăвашсен! Тата халĕ эпир ансатрах ĕçлеме пуçларăмăр. Паянхи кунччен упранса юлнă япаласене пăхатăн та вĕсем вăрăм ĕмĕрлĕ пулнинчен тĕлĕнетĕн. Çип çине тирнĕ шăрçисем те çаплипех çирĕп тытăнса тăраççĕ. Эпир халĕ ăсталакан япаласене те çапла темиçе ĕмĕр упраттарас килет. Анчах, шел те, ансат технологи çине куçнипе вĕсем ун пек нумай упранаймĕç. Çавăнпа эпир ĕлĕкхине тавăрас тесе мар, çав пĕлĕве малаллахи ăрăва парас тесе тăрăшатпăр. Вăчăра пирĕн çинче ан татăлтăр». <...>

Лариса ПЕТРОВА.

♦   ♦   


«Вăрçă вăхăтĕнче ĕнен сĕчĕ те шыв пек тĕссĕрччĕ»

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул Елчĕк районĕнчи Яманчӳрелте пурăнакан Мария Евграфова хĕр чухнехи хушамачĕ Гавриловаº 1-мĕш класа кайнă. Тимофей Матвеевичпа Дарья Митрофановна кун çути панă 11 ачинчен кĕçĕнни вăл. Ун умĕнхисем, йĕкĕреш ывăлĕсем тата икĕ аппăшĕ, çуралсан нумаях та пурăнайман — çĕре кĕнĕ.

«Анне, салма туса çитер-ха»

Ака уйăхĕнче 89 çул тултаракан Мария Тимофеевнăн аса илмелли пайтах. Чун- чĕрене çатăртаттарса ыраттараканнисем те пулнă, савăнăç куççулĕ те. Пурнăç çапла ĕнтĕ вăл: япăххине чăтса ирттермесĕр лайăххи мĕнлине пĕлейместĕн.

Пĕчĕкрех чухне тетĕшĕсемпе аппăшĕсен хӳттинче пурăннă. Кĕçĕнни вĕсенчен вĕренсе, ăс пухса пынă. Çапах ялти ачасене воспитани параканни ĕç те пулнă. Сăпкаран анса утма пуçласанах тар кăларма хăнăхтарнă вĕсене. Пахчара, уйра çум çумланă, пучах пуçтарнă, кил-çурта тирпейленĕ, çип арланă, ал ĕçĕпе çыхăннă ытти ĕçе пурнăçланă. Марчепе те /ялта ăна çапла чĕнеççĕ/ çаплах пулнă. Ашшĕ-амăшĕ, ытти çывăх тăванĕ кĕçĕн тĕпренчĕкне питĕ юратнă, ачашлама тăрăшнă пулсан та ĕçрен пăрса хăварман. Вăл та мĕн ачаран çăкăр мĕнле пулнине ăнланса, туйса ӳснĕ. Ача-пăча ывăннине туймасть темелле-ши, кăшт канса, апатланса илет те выляма, кулма пуçлать, ĕшĕнни таçта кайса кĕрет. Вăрçă вара пурнăçа йăлтах тепĕр майлă çавăрса хунă.

Ашшĕпе тетĕшĕсем Хветĕрпе Петя вăрçа тухса кайнă. Килти ĕçсем хĕрарăмсем çине тиеннĕ. Марче чи кĕçĕнни пулни наччасрах манăçа тухнă. Вăл аслисенчен юлмасăр хуçалăх ĕçне хутшăннă. Килтисем çĕр улми кăларнă чухне: «Сана каликпе чакалама йывăр пулĕ», — тесе улма аврине çумлаттарнă. Кӳршĕре пурăнакан Матви арăмĕ Марче кунĕпе пилĕкне авнине курсан: «Авăр çăласси чи йывăр ĕç вĕт. Каликпе вылятса пырасси кăна мар», — тесе юмахланă. Вăрçă çулĕсенче ачасене шкулта та пĕр вĕçĕм парта хушшинче лартман, шăпăрлансене хире улăм пухма илсе тухнă. «Ытларах чухне çак ĕçе кĕреплепе пурнăçлаттăмăр, — аса илчĕ вăрçă ачи. — Пире, пĕчĕкскерсене, вĕрентекен юнашар тăратса тухатчĕ те кĕреплеме пуçлаттăмăр. Унсăр пуçне ытти ĕçе те явăçтаратчĕç. Фронтри салтаксем валли шкултах нуски, алсиш çыхаттăмăр. Килте вара çак ĕçсене ытларах чухне аппасем пурнăçлатчĕç. Ман валли йĕке те, тура хуп та юлмастчĕ. Хĕл каçма вутă хатĕрлес ĕç чĕр нушаччĕ. Çуллахи, кĕркуннехи кунсем вăрманта иртетчĕç. Хыр йĕкелне, пирĕн тăрăхра кăркка теççĕ ăна, çу каçа миçе михĕ пуçтарман-ши кăмака, каланккă хутма. Унсăр пуçне кĕркунне хыр йĕппине те лавĕ-лавĕпе турттарнă. Пĕчĕк пулсан та çак ĕçсене хутшăнаттăм».

Выçă ларни те пулнă. «Юрать, ĕне пурччĕ. Анчах ун валли апат çукчĕ, çавăнпа сĕчĕ те шыв пек тĕссĕрччĕ, шĕвĕччĕ. Хырăм пĕрмай выçатчĕ. Пĕррехинче эрне выçă ларнăччĕ. Анне, ним тума аптăранăран, мана хăйĕн тăван ялне — Кушка — илсе кайрĕ. Кукка 20 килограмм авăртнă çăнăх парса ячĕ. Анне паттăр пулнă çав. Хутаçа хулпуççи çине çавăрса хучĕ те 12-13 çухрăма çуран çĕклесе çитерчĕ. Эпĕ патак вырăнĕнче унпа юнашар утса пытăм. 3-4 крепенккине те йăттарман вĕт-ха. Шанмарĕ- ши? Халĕ çавна аса илетĕп те шухăша путатăп. Çăнăх шӳрпи, юрма туса çитеретчĕ. Райса аппа: «Анне, пĕрре салма туса çитер-ха», — тетчĕ. Хăй те эпир ыйтмасăрах хатĕрленĕ пулĕччĕ те, анчах ун валли çăнăхĕ нумай кирлĕ-çке», — ассăн сывларĕ Марче аппа. <...>

Надежда СМИРНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.