Пĕлĕшĕпе хирĕçнĕ те…
Кĕчкей ялĕнче пурăнакан 33-ри арçын тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă. Вăл çынна вĕлернĕ тесе шухăшлаççĕ.
Следстви версийĕ тăрăх, нарăсăн 15-мĕшĕнче айăпланакан хăйĕн кил картинче 45-ри пĕлĕшĕпе хирĕçнĕ, аллине ирĕке янă. Ӳсĕрскер ăна тапнă, çапнă, пуçне амантнă. Хур курнăскер сурансене пула вилнĕ. Усал ĕçе пурнăçлакан преступлени йĕрне пытарас тенĕ, арçын вилине сарайне хунă.
Ывăлне çухатнă амăшĕ полицейскисенчен пулăшу ыйтнă. Нарăсăн 19-мĕшĕнче йĕрке хуралçисем 45-ри арçынна шыраса çитнĕ те… Айăпланакана тытса чарнă. Хальхи вăхăтра ĕç-пуçа уçăмлатаççĕ, суд экспертизине кĕтеççĕ. Уголовлă ĕçе малалла тишкереççĕ.
Комментировать