Антителăллă çынсене куар-код парĕç
Нарăсăн 21-мĕшĕнчен пуçласа антителăллă çынсене куар-код пама тытăнаççĕ. Кун çинчен ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев коронавирус сарăлассине чарас енĕпе ĕçлекен оперативлă штабăн черетлĕ ларăвĕнче пĕлтерчĕ.
Цифра министрĕ Кристина Майнина каланă тăрăх, юн анализне Шупашкарти 16 лабораторире илеççĕ. «Тепĕр 2-3 кунран Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче куар-код йĕркеленет. Ăна харпăр кабинечĕ урлă кĕрсе пăхмалла. Порталта регистрациленменнисен МФЦна каймалла. Ку куар-кода коронавируспа чирлеменнисемпе вакцинаци туманнисем илееççĕ. Ăна ултă уйăхлăха параççĕ. ИФА анализа тӳлевлĕ тăваççĕ. Маларах тест панисене те шута илеççĕ. Куар-код анализ панă кунран ĕçлеме пуçлать», — терĕ Кристина Андреевна.
Ларура палăртнă тăрăх, юлашки кунсенче лару-тăру кăштах лайăхланнă, чирлекенсен шучĕ 33 процент чакнă. Анчах ковида пула пневмонипе нушаланакансен йышĕ ӳснĕ. Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, хальхи вăхăтра стационарта 2082 çын медпулăшу илет, 7380 çын /20 проценчĕ — çул çитменнисем/ килте сипленет. Инфекци ернипе 28 класа карантина хупнă. Ковидпа 175 ача чирлет-мĕн. Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле хулисенчи шкул ачисен пĕр пайĕ /5-8-мĕш классем/ дистанци мелĕпех вĕренĕç. ОРВИпе чирлекен те сахал мар. Унччен нумай ача /70 процент/ чирленĕ тĕк, халĕ тĕрлĕ ӳсĕмрисем ытларах.
Ларура вакцинаци пирки те чарăнса тăчĕç. Пирĕн республикăра 552 пин ытла çын прививка тутарнă. Ачасен иммун тытăмне çирĕплетес ĕç пырать. Чăваш Ене кӳрсе килнĕ ача-пăча вакцинине туса пĕтернĕпе пĕрех. Вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров пĕлтернĕ тăрăх, аслă шкулсенче вĕренекенсен 87 проценчĕ, вăтам професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенчисен 90 проценчĕ прививка тутарнă.
Комментировать