«Хыпар» 17-18 (27896-27897) № 15.02.2022

18 Фев, 2022

Ачасем тата интернет: ырăпа усал юнашар

Компьютер технологийĕсем хăвăрт аталанни, интернет сечĕ анлă сарăлни çынсемшĕн пĕр-пĕринпе хутшăнас, çĕннине пĕлес енĕпе пысăк майсем кӳрет. Интернет кашни килех кĕчĕ. Вăл çĕнĕ информаципе паллаштарать, вĕрентет, рекламăлать, сутать, туянать… Анчах лайăххипе пĕрлех хăрушлăх та кӳрет. Ырра усалтан уйăрма хăнăхман ачасемшĕн — пушшех. Паянхи ачасем пĕчĕклех тĕрлĕ гаджетпа усă кураççĕ. Шел те, интернетра вĕсемшĕн усăллă контентпа пĕрлех киревсĕрри те пайтах — çакăн çинчен республика прокуратурин çул çитменнисемпе тата çамрăксемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕпе Алина Савельевăпа калаçрăмăр.

— Ачасен интернетри хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ыйтăва прокуратура органĕсем куçран вĕçертмеççĕ, — терĕ Алина Борисовна. — Федерацин 2010 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнче йышăннă 438-мĕш саккунĕнче ачасен сывлăхĕпе аталанăвне сиен кӳрекен информацисене уçăмлăн палăртнă. Çак список анлă — ачасене хăйсен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн сиенлĕ ĕçсем тума хистекен информацирен пуçласа правăна пăснине тӳрре кăларни тата порнографи таран. Ачасене çавнашкал информацирен хӳтĕлес тĕллевпе массăллă информаци хатĕрĕсене, интернет-контента тимлĕ сăнаса тăни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Унашкаллине тупса палăртсан прокуратура енчен тивĕçлĕ мерăсем йышăнасси кĕттермĕ.

Саккуна уяман тĕслĕх чылай. Çул çитменнисене вĕлерни, вĕсен сывлăхне сиен кӳни, суицид çинчен калакан, ачасемпе çамрăксем хăйсене йĕркесĕр тытнипе çыхăннă информацие вырнаçтарни çине-çинех. Массăллă информаци хатĕрĕсенче, интернетра çакнашкал хыпар-контент нумайланни те палăрать. Анлăрах аудиторие илĕртес тĕллевпе сайтсен хуçисем ачасемпе çыхăннă киревсĕрлĕх, пусмăр тĕслĕхĕсене вырнаçтараççĕ. Тĕрĕссипе, усала пропагандăлаççĕ — çакă обществăн кăмăл-сипетне сиенлет. Кунашкал информаци ачасене те ыттисемпе хаяр та кăнттам пулмашкăн хистеме пултарать, çавна май вĕсем саккуна пăсасси те часах.

— Юрăхсăр информаци ачасем патне çитесрен сыхланса прокуратура, право хуралĕн органĕсем мĕнле мерăсем йышăнаççĕ?

— Чи малтанах — саккуна уяман сайтсене хупни. Çав шутра — пусмăра, тĕрме субкультурине, обществăна хирĕçле ушкăнсене, ачасемпе çамрăксен вилĕм кӳме пултаракан кăсăкланăвне /«зацепинг», «руфинг»/, хăрушă ытти ĕç-хĕле пропагандăлакан сайтсем. Нумаях пулмасть Раççейĕн генпрокурорĕ тавăç тăратнă май РФ Аслă сучĕ «Колумбайн» организацие террористсен организацийĕ тесе йышăннă. Çынсем йышлăн вилессине тĕллев вырăнне хураканскерĕн ĕçне хутшăннăшăн çирĕп уголовлă яваплăх пулĕ. Республикăра «колумбайнерсем» пуррине тупса палăртман, анчах хăрушлăх пысăккине кура çамрăксемпе ачасем интернет урлă çак организаци идеологийĕн тыткăнне лекесрен те сыхланмалла.

— Саккуна уяман тĕслĕх чылай терĕр — хăшĕ-пĕри пирки тĕплĕнрех калаймăр-и?

— Интернета мониторинг мелĕпе тишкернĕ май Шупашкарти Калинин районĕн прокуратури çул çитменнисене «руфингпа» кăсăклантаракан информаци тупнă. Сăмах çамрăксем хăрушлăха пăхмасăр çӳллĕ çурт-хуралтă тăрринче сăн, видео ӳкерни пирки пырать. Интернетри сайта кирек кам та кĕрсе хайхи юрăхсăр информаципе паллашма пултарнă. Çав шутра — ачасем те. Нимĕнле пароль те, регистраци те ыйтман. Прокуратура çав информацие Раççейре сарма юраманнисен шутне кĕртме ыйтса суда тавăç тăратнă, ăна тивĕçтернĕ.

Е тата — интернетрах ачасене хăйсен учительне вĕлермелле выляма сĕнни. «Вĕренесси ахаль те йăлăхтарса çитерет, çийĕнчен учитель ялан кăмăлсăр… Çак вăйă вара сире стреса сирме пулăшĕ. Тĕп сăнар тавăрушăн çунать. Ăна тӳрре кăларма тĕрлĕ вариант пур…» Унта йăлт вĕрентнĕ — учителе мĕнпе çапмалли таранах. Кунашкал йĕркесене вуласан çул çитмен çамрăк çын учитель çине чăнласах алă çĕклесси те инçе мар. Ку контента та прокуратура ыйтнипе «юраманнисен» шутне кĕртнĕ. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   


Райцентрта пурăнакансем урама тухма хăраççĕ

Йытă пирки çыннăн тусĕ теме хăнăхнă. Çак чĕр чун ку каларăша тӳрре кăларнине час-часах курса ĕненетпĕр. Анчах йытă пиркиех урăхларах калани те пур – унăн хӳри кукăрри çинчен асăрхаттарни. Хайхи «хӳреллĕ туссем» хуçасăр тăк — инкек пуласси те часах. Шел те, республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çапкаланчăк Кампурсемпе Шариксем хунаса кайни, çынсене тапăнни пирки пĕлтерекен хыпар çине-çинех килет.

Сĕмсĕр те усал

Çапла, хăш чухне хуçа пулни те инкекрен хăтармасть. Виçĕ çул каялла, шăпах нарăс уйăхĕнче, Çĕрпӳ районĕнче пĕр çыннăн хаяр икĕ йытти урама тухса кайнă май пенсионеркăна тапăнса вилмеллех туллани халĕ те манăçман-ха. Анчах хуçи пулсан ăна явап тыттараççĕ. Хуçасăр йытăсемшĕн вара кам яваплă?
Килсĕр йытăсем çынсене хăратса тăнипе çыхăннă ӳкерӳ интернетра пайтах. Çав шутра — Чăваш Енре ӳкернисем те. Акă, Çĕмĕрле хулинчи нумай хутлă çуртсен картишĕ. Кунта вылякан ача-пăчана хуçасăр йытăсем çавăрса илеççĕ. Хăраса ӳкнĕ шăпăрлансем кăшкăраççĕ, сĕмсĕр чĕр чунсенчен хăтăлма картишре вырнаçтарнă тăвайккине хăпарса тараççĕ…

Тепĕр ӳкерӳре Йĕпреç урамĕ сăнланнă. Унăн авторĕ йытăсене нумай хваттерлĕ çурт балконĕ çинчен кĕсье телефонĕн камерипе ӳкерет. 13 йытă — пĕчĕккинчен пуçласа пысăкки таран. Вĕсем ăмăртмалла вĕрнипе тавралăх кĕрлесе тăрать. Анчах вĕрни кăна та мар-çке. Ушкăнпа чухне питĕ усалскерсенчен темĕн те кĕтме пулать — урама тухма хăрамалла. Хăраççĕ те. Райцентрта пурăнакансем пĕри те тепри çак йытăсенчен шикленни çинчен калать. Çавăнпа хăшĕсем кĕсьене мĕн те пулин çимелли чиксе çӳреççĕ-мĕн. «Кучченеçпе» сăйласан йытă кăмăлне çавăрма пуласса шанаççĕ.

Вăй питти çын, тен, пуçтахскерсене хăратма, хăваласа яма пултарĕ-ха. Е — вĕсенчен тарса ӳкме. Ача-пăча пулсан? Е — кăштăртатса кăна çӳрекен ватă? Пачах шӳт мар. 2021 çулта республикăра йытăсем çынна çыртнă 2,7 пине яхăн тĕслĕхе шута илнĕ. Паллах, ку статистика хуçасăррисен кăна мар, мĕн пур йытă «преступленине» шута илнĕ, анчах çакă куçкĕрет: ку чĕр чунсемпе асăрхануллă пулмалла. Ахальтен мар ĕнтĕ республика Пуçлăхĕ тунтикунсерен ирттерекен канашлура та çак ыйту кун йĕркинче пулчĕ. Хайхи Йĕпреç видеоӳкерĕвне регион Пуçлăхĕ Олег Николаев та курнă ахăр — район администрацийĕн ертӳлĕхĕнчен ĕç-пуçа ăнлантарма ыйтрĕ. Администраци пуçлăхĕ Игорь Семенов çивĕчлĕх пуррине тунмарĕ — лару-тăрăва йĕркелес енĕпе мерăсем йышăнма шантарчĕ.

Пур укçапа та усă курман

Эпир пĕлнĕ тăрăх, районта пĕлтĕр çапкаланчăк йытăсене тытас енĕпе подрядчикпе килĕшӳ те тунă, анчах ĕçне пурнăçламан. Çавăнпа бюджетран уйăрнă укçана тавăрса пама тивнĕ. Пĕрне хурласа теприне мухтама та аптăрамалла. Шел, кунашкал лару- тăру Йĕпреçшĕн кăна мар, ытти чылай районпа хулашăн та кăтартуллă. Регион управленийĕн центрĕ пĕтĕмлетнĕ тăрăх, кăçалхи кăрлачра кăна республикăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен — Шупашкар, Канаш, Çĕмĕрле, Улатăр хулисенчен, Сĕнтĕрвăрри районĕнчен, ытти çĕртен – граждансем социаллă сетьсем, Патшалăхăн пулăшăвĕсен порталĕ урлă хуçасăр йытăсемпе çыхăннă ыйту çивĕчлĕхĕ çинчен 100 хут пĕлтернине шута илнĕ. Пĕлтĕр çулталăк тăршшĕпе унашкал пĕлтерӳсем 400 патнелле пулнă. <...>

Николай КОНОВАЛОВ.

♦   ♦   ♦


Виталий РОДИОНОВ: Тăлăх тенине юратмастăп

«Сăвва пуçра тытмастăп. Астуса юлайманран мар паллах. Пуçра ытлашши информацие упрамалла мар тесе шухăшлатăп. Унта ытти информаци те нумай. Маншăн сăвă — компьютерти çӳп-çап. Кирлĕ маррине мĕн чухлĕ ытларах илсе пăрахатăн, çавăн чухлĕ çĕнĕ информаци хушăнать. Хăшĕсем сăвă нумай пĕлнипе мухтанаççĕ. Паллах, лайăх ку. Анчах çав сăвăсемсĕр пуçне вĕсен асĕнче урăх мĕн упранать? Çыннăн пуçра темĕн тĕрлĕ информаци те пулмалла. Сăвă нумай пĕлни сцена çине тухма кăна лайăх», — тет вăл. Сăмахăм Раççей Писателĕсен союзĕн членĕ Виталий Родионов литературовед, фольклорист, поэт çинчен.

Шăрпăк курупкине кĕрекен радио

— Виталий Григорьевич, эсир Сăвар Ăртиван хушма ят илнĕ. Мĕне пĕлтерет вăл?

— Эпĕ вĕреннĕ вăхăтра, иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче, чăвашсем сăварсенчен пулса кайнипе çыхăннă теори сарăлнăччĕ. Çавăнпа Сăвар ят илтĕм. Ун чухне эпĕ 2-мĕш курс студенчĕччĕ. Кунпа çыхăннă сăвă та пур манăн. Сăвар тесен пĕрле вĕреннисем пурте пĕлетчĕç. Ăртиван, Эртиван «Родион» тени пулать. Родионов хушаматран пулнă. Халĕ Сăвар Ăртиван тесе питех çырмастăп. Хăй вăхăтĕнче Петĕр Яккусен поэтпа калаçнă хыççăн Ăртивансен Сăварĕ тетĕп. Псевдоним тумалли ку мел тĕрĕсрех тесе шухăшлатăп. Вырăсла — Сувар Эртиван. Халĕ «Сувар» ушкăн та пур. «Эпĕ сирĕн аслаçу пулатăп. Чи малтан Сувар ятпа эпĕ усă курма пуçларăм», — тетĕп вĕсене.

— Литературăпа интересленесси мĕнрен пуçланчĕ?

— Октябренока кĕнĕ чухне хамăн сăвва каларăм. «Çӳллĕ Кремль тăрринче Хĕрлĕ ялав вĕлкĕшет. Ленин атте сăпкинче Эпĕ ӳссе çитĕнеп» йĕркесем пурччĕ унта. Ун чухне штампсем çавăн пек пулнă. Эпĕ халĕ те Ленин атте сăпкинче çитĕннĕ тесе шухăшлатăп. Мĕншĕн тесен эпĕ тăлăх, аттесĕр ӳснĕ. Анне малтан качча кайнă. Упăшки вăрçăра вилни пирки хут килсен тăван килне таврăннă. Мана вĕлтĕрен хушшинче тупнă. Атте тени кӳршĕрех пурăннă. Эпир унпа нихăçан та хирĕçмен. Маншăн кукаçи атте вырăнĕнчеччĕ. Эпĕ унăн килĕнче ӳснĕ. Кукаçине атте тенĕ, кукамая — анне. Хамăн аннене мама /юлашки сыпăк çине пусăм туса/ тенĕ. Кукаçи Ăртиван ятлă пулнă. Мана çитĕнтернĕ вăл.

— Çапах ача чухне кам пулма ĕмĕтленнĕ?

— Малтанах киномеханик пуласшăнччĕ. Иван Михайлович ялта кино кăтартатчĕ. Эпир ăна Кино Михалыч теттĕмĕр. Пулăшма çӳреттĕм. Çынсем кино куратчĕç, эпĕ кинолентăсем лартса, кăтартса тăраттăм. «Витя, санăн киномеханик пулмалла мар. Санăн çӳлерех ӳсмелле, вĕренмелле», — ăс паратчĕ Ваня пичче. Ун чухне сăвă çыраттăм. Кайран район хаçачĕпе туслашрăм. Ялти хыпарсене çырса пĕлтерме пуçларăм. Çавна май журналист пулма та ĕмĕтленнĕ. Тухтăр профессийĕ пирки те шухăшланă. Çав вăхăтрах: «Музыкант пулатăп», — тенĕ.

— Ахăртнех, эсир ача чухне музыка инструменчĕ те каланă?

— Кӳршĕ ачин ашшĕ купăс калатчĕ. Эпĕ те турткаланă ăна. Ытларах каланă-ши — пускил ачи пĕр çул кĕçĕнрех пулсан та мана хăваласа ячĕ. «Аттен купăсĕ ку», — мăкăртатрĕ вăл. Анне вара тепĕр кунхинех çĕнĕ купăс илсе пачĕ.

Кайран çав купăс выртрĕ те выртрĕ… Интерес пулнă та иртнĕ. 7-8-мĕш классенче купăс калама тапратрăм. Вăйăсем ирттереттĕм. «Çерем пăсса вир акрăм», — тесе юрлаттăмăр. Вăт çавăнтан пуçланчĕ музыкăпа кăсăкланасси. Радиопа та интересленеттĕм. Аслă классенче вĕреннĕ чухне физикăна юрататтăм. Шăрпăк курупкине кĕрекен радиосем пуçтараттăм. «Радио» журнал ятарласа çырăннăччĕ. Унсăр пуçне «Химия в школе» журнала илсе тăнă. «Наука и жизнь» журнал хулăн пулнăран хаклăччĕ. Ăна клубран илсе килсе вулаттăм. Çĕрĕпе вулаттăм та тепĕр кунне кайса хураттăм. Манăн пĕлес туртăм пысăкчĕ. Хамăр ялти библиотекăри мĕн пур кĕнекене вуласа тухнăччĕ. Унтан Кульцав шкулĕнчи вулавăшри кĕнекесене ăса хыврăм. Кӳршĕ ялсенчи библиотекăсене те çитрĕм. Пирĕн ялта Мопассан та, Бальзак та «пулнă». Вĕсене те шĕкĕлченĕ. Шкул хыççăн Свердловскри политехника институтне радиотехника вĕренме кайрăм, анчах конкурс витĕр тухаймарăм. Вара токаре вĕренме кĕтĕм. Хĕл каçсан, çу уйăхĕнче, тарса килтĕм. Ку ман валли маррине ăнлантăм. Эпĕ çапла майпа хама шыранă. Унта кайман пулсан ĕмĕрĕпе кулянса пурăнаттăм. Чăваш Ене таврăнсан музыка училищине кĕрес терĕм. Пĕр экзаменра «4» илнĕччĕ. Эстрада енĕпе пĕлӳ илесшĕнччĕ. «Кунта эстрада çук», — терĕç училищĕре вĕренекенсем. Çĕрпӳри культура училищине кайса пăхма сĕнчĕç. Сăвă çырнине пĕлсен хапăлласах йышăнчĕç. Диплом илнĕ тĕле музыкант ĕçĕ ман валли марине ăнлантăм. Диплом илсен ялти клубра кăштах ĕçлерĕм те журналист пулас шухăшпа Чăваш патшалăх университетне вĕренме кĕтĕм. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


«Кандагара кайса курас килет»

«Салтакран килни 35 çул çитрĕ те... Афганистанри пурнăç вара халĕ те асран тухмасть, тĕлĕкре час-часах курăнать. Вилнĕ юлташсем куç умнее тухаççĕ. Пысăк çухатусем пулчĕç çав», — калаçăва пуçларĕ Юрий Хлебников.

Никамран та ыйтман

Вăрмар районĕн каччи Афганистан Республикинче 1984-1987 çулсенче пулнă. «Уйкас ялĕнче çуралнă эпĕ. Икĕ-виçĕ çултан пирĕн çемье Вăрманкаса куçса кайнă. Аттепе анне çав ялтан. Мăшăрлансан уйрăлса тухнă. Кил-çурт çавăрма пушă вырăн пулманран Уйкасра тĕпленнĕ», — аса илчĕ Юрий Николаевич.

Йышлă çемьере çитĕннĕ вăл. Пиллĕкĕн пĕртăван пулнă: виçĕ ывăлпа икĕ хĕр. Анчах шăпа вĕсене пĕрле савăнса пурăнма пӳрмен. Юрăн аслă пиччĕшĕ 1983 çулта чирлесе куçне яланлăхах хупнă, йăмăкĕ 2006 çулта сарăмсăр вилнĕ.

Юрий Хлебников 1984 çулта шкул пĕтернĕ, Шупашкара 19-мĕш училищĕне сварщике вĕренме килнĕ. «Пĕр-икĕ уйăхран хулара çар учетне тăмалла тенĕрен документсене илме хамăр районти çар комиссариатне кайрăм. Унта çав вăхăтра призывниксене пуçтарма пуçланăччĕ. Ачасем нумаййăн пухăннă, — аса илчĕ вăл. — Прапорщик мана: «Кăштах тăхта-ха. Пурте кайса пĕтсен кĕретĕн, учетран кăларатăп», — терĕ. Ачасем саланма пуçларĕç те ун патне пытăм. Манăн хутсене уçкаласа пăхкаларĕ те: «Ăçта çӳренĕ эсĕ паянччен? Сан çав кун килмелле пулнă». Эпĕ повесткине те курман. Ярса панă-и ăна, паман-и — пĕлместĕп. Вара 1984 çулхи юпа уйăхĕн 8-мĕшĕнче салтака илсе кайрĕç».

Ывăлĕн салтак ячĕ тухнине пĕлсен амăшĕ макăрма пуçланă. Ара, çав çулсенче нихăш амăшĕн те чунĕ лăпкă пулма пултарайман. Афган вăрçи пынă. Унта каяс килет-и е çук-и — ыйтман...

Пуйăсран сиксе юлакансем пулнă

Канашран чăваш каччисене лартнă пуйăс Пензăна çул тытнă. Вырăна çитсен ушкăна артиллеристсен училищин лагерьне вырнаçтарнă. Пĕр эрнерен тĕрлĕ облаçпа республикăран пуçтарнă призывниксене 20 автобуса лартнă та чукун çул вокзалне ăсатнă. Унтан эшелон Вăтам Ази еннелле тапраннă. Актюбинск, Оренбург, Казахстан, Узбекистан, Туркменистан... Ăçта каяссине тӳррĕн пĕлтермен пулин те кашниех хăйне малашлăхра мĕнле шăпа кĕтнине тавçăрнă. «Полка çитсен тин Афганистана ăсатма хатĕрлессине пĕлтерчĕç. Маларах каламан, мĕншĕн тесен пĕлнĕ хыççăн пуйăсран сиксе юлакансем пулнă, — ăнлантарчĕ Юрий. — Иолатань хулинче пире тăватă уйăх вĕрентрĕç. Пулеметран, гранатометран, пистолетран, минометран пеме хăнăхрăмăр».

Нарăс уйăхĕн пуçламăшĕнче совет салтакĕсене Афганистана ăсатнă. Юрий Хлебников Кандагара лекнĕ. «Çанталăк япăхран самолетсем вĕçеймеççĕ, вĕрентӳ центрĕнче икĕ кун тăтăмăр. Пушă казармăра урайне шинельсене саркаласа хунă та... Çавăн пек выртса çĕр каçрăмăр. Виççĕмĕш çĕрне аэропортпа юнашар пушă ангарта ирттертĕмĕр. Тăваттăмĕш кунне çанталăк лайăхланчĕ, хĕвел тухрĕ. Вара пире граждан авиалинийĕн самолечĕпе Афганистана лартса ячĕç. Нарăсăн 8-мĕшĕнче Кандагар хулине вĕçсе çитрĕмĕр. 70-мĕш бригадăра служба кунĕсем пуçланчĕç. Килтисенчен ăçта пулнине пытарман эпĕ. Украина ачисем: «Монголире тăратпăр», — тесе çыратчĕç. Тăвансем куляннă ĕнтĕ», — каласа кăтартрĕ Юрий.

Турă çырнинчен иртеймĕн

Вăрçă... Чи малтанах çак сăмах вилĕм ăнлавпа юнашар тăрать. Юрий Хлебников çапăçусенче сахал мар юлташне çухатнă. Пĕр хутчен çеç мар хăйĕн пурнăçĕшĕн те хăрушлăх тухса тăнă.

«Афгана лексенех пирĕн пĕрремĕш çухату пуш уйăхĕнче пулчĕ, — иртнине куç умне кăларчĕ Юрий. — Колоннăна сыхлама тухсан иккĕн вилчĕç. Машина фугас çине лекнĕ те... Пĕрин киле кайиччен икĕ уйăх юлнăччĕ. Унăн çамки кăна кăштах чĕрĕлнĕччĕ. Тепри — службăра çулталăк тăнăскер. Унран нимĕн те юлман. Ӳт татăкĕсене плащпалаткăпа чĕркенĕ те Тăван çĕршыва ăсатнă».

Çĕртмен 5-мĕшĕ... Фугас çинче сирпĕнсе пилĕк салтакăн пурнăçĕ татăлнă. Çĕрле госпитальте тата иккĕн çут тĕнчерен уйрăлнă. «Вĕсем Мари, Узбек республикисенчен, Владимир облаçĕнчен, Волоколамск хулинчен пулнă. Юлташсен вил тăприсем çине темиçе те кайса килтĕм. Йошкар-Олара виçĕ хутчен пултăм. Муромпа юнашарти Тургенев ялне те çитрĕм. Унти юлташпа юхан шыв училищинче пĕрле вĕреннĕ ача интернетра пĕрле пулнисене шыранине куртăм та çырса ятăм. Килме чĕнчĕ. Вăл çапла Афганистан ветеранĕсене кашни çулах пуçтарнă. Шел, эпĕ унта пулнă çулхине кĕркунне çав ачан та пурнăçĕ татăлнă. Чĕри тапма чарăннă терĕç», — аса илчĕ Юрий.

1985 çул. Душмансем «дембельсене» Совет Союзне илсе каякан вертолета персе антарнă. «Груз 200» пуçтарма кайса килтĕмĕр. Пире позици йышăнма команда пачĕç. Вертолетсем анса ларчĕç, тиерĕç те каялла вĕçсе кайрĕç. Вертолетчиксенчен пĕри Муркаш районĕнчен пулнă. Каярахпа унпа кун пирки аса илсе чылайччен калаçнăччĕ», — терĕ Юрий. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Павлинсем кăмăла çĕклеççĕ

«Сирĕн кӳршĕсем аван-и? Вăрçăнса пурăнмастăр-и?» — павлин сутакансем çапла ыйтнă Кудряшовсенчен. Ахальтен мар. Павлинсем хытă шавлаççĕ иккен. «Çурăк купăс сасси пекех кăшкăраççĕ», — çирĕплетрĕ кил хуçи Владислав Николаевич та.

Чăх пусса кăларнă

Çу уйăхĕ çитсен мĕн кĕркуннеччен Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Шăмăршăри Кудряшовсен тĕлĕнчен иртнĕ чухне темĕн тĕрлĕ сасă хăлхана кĕнине ял çыннисем хăнăхнă ĕнтĕ. Малтанах тĕлĕннĕ: «Ашак усраççĕ-и ара кусем?» Павлинсем çапла сасă кăларма пултарассине чылайăшĕ чухламан та. Кудря-шовсен витинче павлинсем кăна мар, темиçе тĕрлĕ фазан, тискер кăвакалсем те пур.

Пĕтĕмпех çăмартаран чĕпĕ кăларма шухăш тытнинчен пуçланнă. 520 çăмарта вырнаçмалăх инкубатор туяннă. Килти хуçалăхра кашни çулах кăвакал, бройлер чăх ӳстернĕ вĕсем. Чĕпĕсене мĕншĕн килте кăларас мар? «Ытлашши пулсан атте-аннене парăпăр», — тенĕ. Пĕр кунхине вара Владислав Николаевичăн Шупашкар районĕнчи юлташĕ патне хăнана кайнă. Вĕсем патĕнче павлинсене курсан илемрен тĕлĕннĕ. Экзотика кайăкне хитришĕн усрама хăйсен те кăмăл çуралнă. Интернет урлă павлин сутакансене шырама тытăннă. Ку кайăксем пĕчченшерĕн пурăнмаççĕ. Çулта-лăкри мăшăра илсе килнĕ. Ун чухне вĕсен хальхи пек хăтлă та çутă вите пулман-ха. Павлинсем çĕнĕ çĕре хăнăхнă, çăмарта тунă. Анчах ами пусма лармашкăн васкаман. Вара кил хуçисем унăн пилĕк çăмартине кăлăк чăх айне хурса панă. Вĕсене малтан овоскоппа /çăмарта пахалăхне тĕрĕслекен хатĕрпе/ пăхнă. Кĕçех чĕпĕсем тухнă. Хайхискерсене чăх савăнсах пăхнă, урама ертсе çӳренĕ. Павлин чĕпписем чăхăннинчен пысăкрах, раснарах курăнаççĕ. Çав йыш чиперех ӳснĕ. Вĕсенчен пĕр мăшăрне сутнă ĕнтĕ. Ыттисем паянхи кун та чăхсемпе пĕрле пурăнаççĕ.

Кудряшовсен виçĕ тĕслĕ павлин пур: хура хулпуççилли /черноплечий/, шурри тата Инди /ахальли/. Хура хулпуççиллисем тăваттăмĕш çула кайнă. Ами — ула, аçи кăвакпа хура тĕслĕ. Хӳри çинчи тĕкĕ симĕсрех. Ăна саркаласан куç илмесĕр пăхас килет. Амасен ун пек илемлĕ хӳре çук. «Аçисем хитре, амисем апла мар. Вĕсен чĕпĕ кăлармалла, йăмăх тĕспе илĕртмелле мар. Унсăрăн тăшман асăрхама пултарать», — ăнлантарчĕ Владислав Николаевич. Шуррисем — икĕ мăшăр. Вĕсем çут çанталăкра хăйсем тĕллĕн пурăнаймаççĕ. Тискер чĕр чунсем тӳрех асăрхаççĕ. Çавăнпа килти кайăк-кĕшĕк шутланаççĕ. Лайăх пăхсан павлинсен 25 çул пурăнмалла, çăмарта тумалла.

Ку кайăка пăхма йывăрах мар-мĕн. Айне типĕ тытмалла, çутă кирлĕ. Комбикорм, тулă, урпа, сĕлĕ параççĕ. Чĕпĕсем валли вĕсене вĕтетеççĕ, хура тул та хĕрхенмеççĕ. Севок суханран татăк тăратмаççĕ. Ку чирлесрен, антибиотик вырăнне. Шыв вырăнне юр лартаççĕ. Çулла курăк çинче урамра çӳретеççĕ. Кӳршĕсен çĕрне туяннă та вырăн çителĕклĕ. Хăйсен те пахчи пысăк. Кайăксене пăхма 8-мĕш класра вĕренекен ывăлĕ Дима та пулăшать. Вăлах кайăк-кĕшĕке интернет урлă сутать.

Мăйăр пакшасене цирроза янă

«Ирхине тухатăп та аçи хӳрине саркаласа ами умĕнче ташланине вăрттăн сăнатăп. Кунта юрату хуçаланать. Мăшăрĕ тавра кускалать кăна. Çапла майпа вăл ăна хăйĕн патне илĕртет», — терĕ кил хуçи арăмĕ Елена Николаевна. Çын умĕнче павлинсем хăйсене сăпайлă тытаççĕ, хӳрине сармаççĕ. Сăмах май, Кудряшовсен аçи «ташлакан» видеона «Хыпарăн» Инстаграмри, ТикТокри страницисенче курма пулать. Ăна вĕсем вăрттăн ӳкернĕ.

Кудряшовсен алла хăнăхнă пакшасем те пулнă. Чĕр чунсене те интернет урлă шыраса тупнă, Чĕмпĕртен илсе килнĕ. Анчах пакшасем пĕлтĕр умлăн-хыçлăн вилнĕ. «Мĕн пулнă?» — çĕрĕпе çывăраймасăр куляннă Владислав Николаевич. Пĕлĕшĕ ăна пакша виллине касса пăхма сĕннĕ. Çапла майпа пĕвер циррозĕ пулнине пĕлнĕ. Ку чир мăйăр нумай çинипе аталанать-мĕн. Пакшасемшĕн вăл йывăр çимĕç шутланать. Чăнах та, мăйăра миххипех туяннă, хĕрхенсе çитермен. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


Çĕр улми мĕншĕн лайăх шăтмасть,

е Кашни пахчаçăн шута илмелли вунă сĕнӳ

— Шкулта биологи предметне Ольга Терехова учитель питĕ тĕплĕ вĕрентетчĕ. Шкул пахчинче темĕн те ӳстереттĕмĕр, юнашарах сад пурччĕ. 5-мĕш класра вĕреннĕ чухне улмуççи сыпнине пĕрремĕш хут куртăм. Килти пахчара анне ман валли ятарласа йăран уйăрса паратчĕ. «Хăвăн мĕн ӳстерес килет, çавна ларт», — тетчĕ. Çĕр тăмлăччĕ. Ун пек тăпрара мĕнле чечек ӳснине ыйтма учитель патне чупрăм. Вăл ăнлантарнă хыççăн анне календула вăрри туянса пачĕ. Агроном пулас ĕмĕт çавна май тĕвĕленчĕ, — çĕр ĕçне юратасси мĕнле çуралнине аса илчĕ 42 çул агрономра тăрăшакан Антонина Васильева. Вăл Хусанти ял хуçалăх институтĕнчен вĕренсе тухнă, Н.В.Цицин ячĕллĕ Раççейри наукăсен академийĕн Шупашкарти филиалĕнче — ботаника садĕнче — 34 çул ĕçленĕ. Хисеплĕ ĕç ветеранĕ паян та республикăри пысăк питомникре вăй хурать. Опытлă специалистăн паха сĕнĕвĕсемпе «Хыпар» вулаканĕсене паллаштаратпăр.

1 Кăнтăрти культурăсене хамăр патра лартса ӳстерме тытăнтăмăр. Çак ĕçе ботаника садĕнчех пĕчĕккĕн вĕрентĕм. Акă, хамăн пахчарах колонна пек ӳсекен улмуççи пур. Çимĕçне аванах парать. Вĕсем хĕллехи, çуллахи сортсем пулаççĕ. Абрикос та нумай çул çимĕçĕпе савăнтарать. Йывăçĕ урамалла тайăлнă та кӳршĕри ачасем те çисе савăнаççĕ. Аçтăрхан мăйăрне ¹грецкий орех¹, хĕрлĕ çулçăллă тата ахаль фундука кашни çулах тухăçлă туса илетпĕр. Сад лаптăкĕ пысăках мар пулсан лутра ӳсекен культурăсене лартма тăрăшмалла. Халĕ ун пек хунавсене туянма май çителĕклех. Хăвăш /жимолость/, иçĕм çырли, персик, кĕççеленсе ӳсекен чие… — темĕн те пур пирĕн пахчара.

2 Хăвăн ăнса пултăр тесен кӳршĕсене те пар. Çапла калатчĕ анне. Манăн çавăн пек йăла пур — хам валли мĕн лартатăп, кӳршĕсене те сĕнетĕп. Ку маншăн та, вĕсемшĕн те лайăх. Чылай йывăçа шăркаланма мăшăрлă лартмалли пирки калаççĕ. Пахча пĕчĕк пулсан мĕн тумалла? Темĕн тĕрлине те лартас килет- çке. Культурăсене шăркаланма кӳршĕсен йывăçĕ те пулăшать /300 метр таран/. Чие, черешня, груша, хăвăш — çак культурăсен ĕлĕкхи сорчĕсем çĕнĕ сортсене пурне те шăркалантараççĕ. Кĕççеленсе ӳсекен чиене, тĕслĕхрен, ĕлĕкхи Владимирски сорт та шăркалантарать. Сырлана /облепиха/ та вăлах «пулăшать». Чи кирли — пĕр вăхăтра чечеке ларччăр. Халĕ кĕççеленсе ӳсекен чие сорчĕ нумай. Ырă енĕсем — лутра ӳсет /1-1,5 метр/, çырли питĕ пылак. Иртерех чечек çурать, çавăнпа хӳтĕрех вырăна лартмалла. Витĕр çил вĕрекен çĕрте шар курать. Çак чиене 2-3 сорт лартсан аванрах — пĕр-пĕрне шăркаланма пулăшаççĕ.

3 Йывăç сыпма кирек кам та пултарать. Çак ĕçе юратса пурнăçламалла çеç. Камăн вĕренес кăмăл пур, специалист кăтартнине пĕрре пăхсан аванрах. Камби — йывăç вуллин чи хастар тĕртĕмĕ /ткань/. Сыпакан туратăн çак вулли сыпмалли йывăçăннипе лексе, çыпăçса пĕрлешмелле. Çакă йывăç сыпнă чухне чи пĕлтерĕшли. Тĕшĕллĕ йывăçсене /чие, абрикос, персик, слива/ сĕткенĕ хускаличчен юр тăрăх çӳресех сыпмалла. Вăрăллисене вара /улмуççи, груша/ каярах та юрать.

4 Хăвăш — чи малтан пиçекен питĕ усăллă çырла. Çирĕм çул каяллахипе танлаштарсан, çĕнĕ сорт чылай халĕ. Вĕсем лутра /тĕм/, çырли самай шултрарах. Ĕлĕкхи сортсене илес тĕк, вĕсем çӳллĕ ӳсетчĕç, çырли пиçнĕçемĕн тăкăнатчĕ. Хальхисем ун пек мар. Çитменнине, каярах пулакан сортсем пур. Хăвăш юнтармăш культура шутланмасть. Анчах ăна тымартан пайласа лартма май çук. Çавăнпа питомникрен тӳрех икĕ тĕп /шăркаланма/ илсе лартмалла. Çĕнĕ сортсен çырли шултрарах — 5 сантиметр, 3,5-4 грамм пулать.

5 Йĕпсĕр йĕплĕ хурлăханăн, йĕпсĕр сырланăн çĕнĕ сорчĕсем йĕплисенчен уйрăлса тăраççĕ. Вĕсен тути пĕр пек мар. Йĕплĕ хурлăханра вăл пушшех те палăрать. Йĕплисем самай тутлăрах, пылакрах. Йĕпсĕр сырлан çырли ахальлинчен тĕттĕмрех, сарă хĕрлĕрех. Йĕпсĕр сорт тума пурпĕрех çын хутшăннă вĕт-ха, çавна май тути те улшăннă. <...>

Елена ЛУКИНА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.