Людмила АЙДАК: «Геройсем мирлĕ пурнăçра та пулаççĕ...»

13 Сен, 2014

...Эп хама санпа юнашарах туятăп, пĕрре калаçаймастăп тата ыталаймастăп анчах. Шухăш - санпах.

/Аркадий Айдак çырăвĕнчен./

Икĕ çул каялла авăн уйăхĕн 9-мĕшĕнче чăваш халăхĕ хăйĕн пултаруллă ывăл-хĕрĕнчен пĕрне, Раççей Федерацийĕн культурăн тата ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, Чăваш Республикин хисеплĕ гражданинне, Етĕрне районĕнчи "Ленинская искра" колхоза нумай çул ертсе пынă Аркадий Павлович Айдака çухатрĕ. Пурăннă пулсан кăçалхи çĕртме уйăхĕнче 77 тултаратчĕ. Шел, пÿрменнине ыйтса илеймĕн теççĕ. Çут тĕнчерен уйрăлса кайрĕ пулин те унăн ячĕ асăмăрта юлма тивĕç. Çакă пирĕнтен те, калем ăстисенчен, нумай килет. Акă мĕнле шухăш-тĕллевпе авăрланса çак кунсенче ĕçтешсемпе Етĕрне районĕнчи Тури Ачака çула тухрăмăр. Телее, пархатарлă сăлтав тата пулчĕ, авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче тăван ялĕнче Аркадий Айдакăн палăкне уçрĕç.

Легенда-çын çинчен унăн çемйинчен ытла кам каласа кăтартĕ. Аркадий Павловичпа пĕр сукмакпа 40 çул юнашар утнă Людмила Андреевна Айдак журналистсене хапăлласа кĕтсе илчĕ. Хăйĕн чĕринчен тухми самантсене аса илсе юратнă мăшăрĕ тĕлĕшпе сирĕлми тунсăха пирĕнпе пайларĕ.

"Мăшăру ăçта." - "Кĕтÿре"

Кунти тавралăхăн çут çанта­лăк хитрелĕхне сăнласа памаш­кăн кирлех те мар пулĕ, Айдак ят-сумĕ çинчен илтнĕ çын пĕлетех ун çинчен. Анчах темĕнле хитрелĕх те, ăна упрама пĕлмесен, пурăна киле хавшатех. Хăрнă пĕр йывăç вырăнне икĕ хунав лартасси йăларан ан тухтăрччĕ те... Çапларах шухăшласа пынă май автомашина ял варринчи палăк патне çитсе чарăннине те сисмерĕм. Унăн умĕнче пĕр хĕрарăм шанма ĕлкĕреймен чĕрĕ чечек çыххисене майлаштарать, çил кăшт хускатнă пулинех. "Кунĕ хĕвеллĕ те паян - ав еплерех çутă Аркадин сăнĕ. Хăнасем çитнишĕн савăнать тейĕн. Хăй пурăннă чухне татăлма пĕлмен те вĕсем - кашни ки­лен çыншăн хĕпĕртет пулĕ", - куç­çульне сăмса тутрипе шăлнă май Людмила Андреевна чун уççи-калаçăвне пуçларĕ.

Çавăнтах тем аса илсе кулса ярать те çав саманта пире каласа кăтартать,

- 1988 çулта пирĕн колхоза пуçласа ют çĕр-шывран делегаци килсе çитрĕ. "Отчизна" ятпа тĕрлĕ чĕлхепе - вырăсла, акăлчанла, нимĕçле, французла - журнал тухса тăнă, вăл 16 çĕр-шывра саланнă. Пĕрре çапла "Щедрая душа Айдака" статья пичетлеççĕ унта. Çавăн хыççăн "NB,-Ньюс" телекомпанин Лондонри филиалĕн пултарулăх ушкăнĕ пирĕн тăрăха килсе курма тĕллевленет. Хайхискерсем яла çитеççĕ те тÿрех правлени çуртне кĕреççĕ. Эмми Кривицки журналист Аркадий Павловичпа паллашать, интервью илет. "Сăмах май, мăшăрăр ăçта сирĕн." - кăсăкланать хĕрарăм. "Паян пирĕн çемьен черечĕ те - Людмила уйра кĕтÿ пăхать-ха", - нимĕн пулман пек хуравлать лешĕ. "Эпĕ темĕн ăнланаймарăм-и. Председатель арăмĕ кĕтÿ пăхать-и.!" - тĕлĕннипе акăлчан журналисчĕн чĕлхи çыхланать, куçĕ чарăлать.

Ун пек самантсем мĕн чухлĕ пулман-ши! Пĕррехинче тата Швеци çынни ыйтусемпе халтан ячĕ. "Эсир мĕн, ЦРУ-ран килнĕ-им." - терĕм акăлчанла. Хайхискер хăй те ăнкарса юлмасăр, "Çапла", - терĕ. Кайран ытлашши персе янине ăнланчĕ пулас та "библиотекăра ĕçлетĕп" текелесе тÿрре тухма хăтланчĕ.

Вун-вун ĕçлĕ делегаци, çĕр-çĕр турист - Ачаксем никама та сиввĕн кĕтсе илмен. Людмила Андреевнăшăн, ют чĕлхесен вĕрентекенĕшĕн вара акăлчан, нимĕç хăнисемпе тĕл пулма кăмăллă та, кăсăклă та пулнă, капла практика пуянланнă-çке. Шкул ачисем те ют çĕр-шывран килекенсене курма хавас пулнă.

Аркадий Павлович хăнасемпе тĕл пулмассерен производствăна мала яма, халăх пурнăçне лайăхлатма усăллă опытпа паллашса юласшăн çуннă. Нихăçан та мул пухас ĕмĕт хыççăн хăваламанскер тĕрлĕ çĕр-шывсен тан марлăхне шута илсе, "Америкăра пурăннă тăк эпĕ тахçанах миллионерччĕ", - тенĕ.

"Манăн - кашни кун уяв"

Ял варринчех, сăнавпа производство хуçалăхĕн кантурĕнчен аякра та мар, Аркадий Павлович пуçарăвĕпе чĕртнĕ парк ешерет. Чăрăш, юман, хурăн... - тĕрлĕ йывăç кунта. Николай Ашмарин ăсчаха асăнса лартнă вун çичĕ юман - уйрăмах хаклисем.

-Ах, йĕрке тумалла-ха. Унсăрăн Аркаша каçармĕ. Хăй пурăннă чухне кашни хунавшăн пăшăрханатчĕ. Хăш-пĕр юманĕ хăрнăччĕ те - мăнукăмпа Витьăпа çĕннисем килсе лартрĕç. Вĕсене шăрăх çанталăк чухне иккĕшĕ шăваратчĕç вара. Авă - çамрăк хурăнсемпе чăрăшсем. Вĕсене вăл хăй ертÿçĕрен кайнă тапхăрта, 2007 çулта, лартса хăварчĕ. Шел, хăш-пĕрне курăка çулнă май амантнă, - мăшăрĕн тăсăмне йывăçсенче те курать Людмила Андреевна.

Йĕрке тенĕрен, упăшки вилнĕренпе яланах канăçсăр вăл, пурнăçне кино лентине çавăрттарнă пек тăтăшах тишкерет, анчах чĕрере упранакан аса илĕвĕсене хут çине çырма ниепле пуçтарăнса çитеймест. Сăн ÿкерчĕксем, çырусем, кун кĕнекисем, темĕн тĕрлĕ документ... - Аркадий Павловичăн пуян туприне майласа-тирпейлесе килес ăрусем валли упраса хăвармаллине ăнланать. Пирĕн ума кăна тем пысăкăш купа кăларса хучĕ! Пурăна киле, тен, пултаруллă ентешĕмĕрĕн музейне уçма черет çитĕ - вĕсен вырăнĕ унтаччĕ вара.

Аллăма лекнĕ пĕрремĕш тĕркене тытатăп та вулама пикенетĕп. Кун кĕнекин пайĕ пулчĕ ку /ăна пултаруллă ертÿçĕ 1963 çултанпа, хăй Тури Ачака ĕçлеме килнĕренпе, кашни кун - мĕн пурнăçран кайиччен - çырса пынă/. Саралнă хут çинчи йĕркесене вулатăп, "Маншăн кашни кун - уяв, мĕншĕн тесен ĕçĕме чунтан юрататăп. Вăл /ĕç ĕнтĕ. - Авт./ - пултарулăх, мана оптимизм, малашлăх валли майсем уçса параканскер. Маншăн вăй хушса пыраканскер..." Шăпах çак сăмахсене аса илнĕ те унăн юратнă мăшăрĕ палăка уçнă чухне. Хăй калаçнине шкул ачисем те тăнланине кура, "Эсир те пурнăçра çапла хастар пулăр", - тенĕ.

Лаша витинче тĕл пулнă "ылтăн пĕрчĕкĕ"

...Тури Ачак хĕрĕсем яла çĕнĕ парторг ĕçлеме килни çинчен илтнĕ. 14 çулти Людăн хăлхине те кĕнĕ ку хыпар. Пĕр кунхине çамрăк специалист лаша витинче тăрмашаканскерсем патне çитнĕ. Кĕрнеклĕ çÿллĕ хĕр тăрăшса ĕçленине асăрханă та - пуçĕнче шухăш мĕлтлетнĕ, "Манăн пулать ку." Паллах, шкул ачи иккенне пĕлсен хĕр ачан пуçне çавăрас тĕллев пулма та пултарайман. Вăхăт çеç тахçан мĕлтлетнĕ шухăша шăп та 10 çултан чăнлăха çавăрнă.

- Бригадăна ĕçлеме тухаттăмăр. Хĕрсенчен çивĕч çава илетчĕ те çулатчĕ вара. Манăн атте пулман ун чухне - çави те çапларах кăна касатчĕ. "Пирĕннипе çултарасчĕ сана," - шухăшлаттăм ăшра. Ăна председателе суйлани асра. Ун чухне тăххăрмĕш класа Хучаш шкулне, пилĕк çухрăмра вырнаçнăскере, çÿреттĕмĕр. Уроксем хыççăн таврăннă чухне тантăшсемпе калаçса килетпĕр. "Айдакран пиçмест", - теççĕ. "Унран пулатех",- тупăшрăмăр эпир юлташпа, - аса илÿ çăмхине малаллах сÿтет çиччĕмĕш теçетке çула çывхаракан хĕрарăм.

Виçĕ çултан, вун пĕрмĕш класран вĕренсе тухнă чухне, Люда патшалăх сочиненине ирĕклĕ темăпа çырма тĕв тăвать. "Манăн юратнă герой" - çапла пулнă шухăшлав тексчĕн ячĕ. Никам пирки те мар, мал утăмсем тăвакан пултаруллă Аркадий Айдак çинчен хайлать ăна хĕр. /Çак статья ячĕ - сочиненири пĕрремĕш предложенирен/. Ертÿçĕ качча ăна вăрттăн туйăмпа килĕштернĕрен мар, чăнласах паттăр вырăнне хунăран. Çакăн çинчен Аркадие шкул директорĕ çийĕнчех пĕлтернинчен тĕлĕнмелли çук. Йĕкĕт хăйне нимĕн пулман пекех тытнинчен вара... Тепĕр икĕ çул иртсен тин куç хывнă хĕре хăй кăмăлланине систерет вăл.

- Шкул хыççăн вĕренме кайма хатĕрленетĕп. Справка илмешкĕн правлени çуртне пытăм. Аркадий Павлович ялтах юлма сĕнет, кунтах аван ĕçлесе илме пулни çинчен калать. Эпĕ вара професси илсе ĕçе вырнаçмалли, пирĕн çĕнĕ пÿрт лартмалли çинчен ăнлантаратăп. Шел, ун чухне конкурс пысăк пулчĕ - института вĕренме кĕреймерĕм. Пĕр хушă ялтах ĕçлесе пурăнтăм. Пĕррехинче килти ватă ĕнене пуснă та - асаннепе хулана аш сутма кайрăмăр. Часах таврăнаймарăмăр. Пирĕнпе темĕн сиксе тухман-ши тесе пăшăрханма тытăннă иккен Аркадий. Аннерен ыйтнă. Вăл ăна çав тери хисеплетчĕ. Анне те, асанне те кĕрĕвне юрататчĕç. Эпир вĕсем мĕн çĕре кĕричченех пĕр килте туслă пурăнтăмăр, - чĕререн тухаççĕ Л. Айдак сăмахĕсем.

Тăватă çул килĕштерсе çÿренĕ Аркадипе Людмила. Пĕрлешиччен каччăн савнă хĕрне амăшĕпе курнăçтарас килнĕ. Пĕрре çапла Шупашкарти пединститутра вĕренекен студентка эрне вĕçĕнче яла колхоз специалисчĕсемпе пĕр машинăра ларса таврăннă. Çула май Айдак хăйĕн тăван килне Чурпая кĕрсе тухнă. "Типсе вилетпĕр, шыв ĕçтерĕр, тархасшăн", - ыйтнă ертÿçĕрен ĕçтешĕсем. Çак сăлтавпа тухнă та председатель амăшĕ çынсем патне. Хĕрарăм картишне кĕрсен Аркадий пулас мăшăрĕ пирки унăн шухăш-кăмăлне пĕлесшĕн пулать. Нумай сăмах ваклама юратман Евдокия Лукинична ытарлăн, "Ылтăн пĕрчĕкне çĕре пăрахмаççĕ", - тесе калать.

Ума сарса хунă çырусенче мăшăрне "ылтăн пĕрчĕкĕм" тесе çырнă йĕркесене сахал мар тĕл пултăм. Акă еплерех хаклă пулнă иккен амăшĕн сăмахĕсем Аркадий Павловичшăн. Кун кĕнекисенче вара амăшне халалланă сыпăксем те чылай. Акă пĕринче вăл ăна революци юррисене вĕрентнĕшĕн тав тăвать. Хăйне çирĕп утăмсем тума шăпах вĕсем хистени-вĕрентнине палăртать.

- Евдокия Лукинична вырăс чĕлхипе литературин учителĕ пулнă, нумай вулатчĕ. /Вăл 90 çулччен пурăннă. - Авт./. Кĕнекесенчи ăса вĕрентекен самантсене ачисене ăша хывтарма тăрăшни куç кĕрет. Литературăна юратасси унран Аркадие те куçнă. Уолт Уитмен хайлавĕсем сĕтелçи кĕнеки пекехчĕ уншăн. Шарль де Костерăн "Легенда об Уленшпигеле" хайлавĕн хăш-пĕр сыпăкне пăхмасăр пĕлетчĕ. Мана çав кĕнекери юратнă сăнарĕ ячĕпе "манăн Неле" тетчĕ.

Телее, кĕнеке вулас, историпе, тĕнчери лару-тăрупа кăсăкланас туртăм пирĕн ачасенче те - пиллĕкĕн вĕсем - пур. Люция хĕрĕмĕрĕн ывăлĕ Витя, вĕсем тăван килте пурăнаççĕ те, кукашшĕпех вулама вĕренчĕ. Юрататчĕ мăшăрăм ачасене. Ас тăватăп, аслисем шкула та каймастчĕç-ха. Хайхискер шăпăрлансене малашне космоса пĕчĕк ĕнесем вĕçтерме пуçласси, космонавтсем вара хăйсем тĕллĕн суса ăшă сĕт ĕçесси çинчен юптарса парать. Пĕчĕкскерсем ашшĕне çăвар карса итлеççĕ. Çавсем валлиех "калаçакан" автан пирки тĕрлĕ путиш шухăшласа кăларатчĕ, - Людмила Андреевнăна итленĕçем Аркадий Павлович сăнарĕ куç умне туллинрех тухса пырать.

Тĕнчери "чи пуян çын"

11 çулти Витя - кукашшĕн шанчăкĕ. Ахальтен мар хăй ларакан машинăна пăшалтан пенĕ хыççăн пурнăç пирки тарăн шухăша кайнă самантра Айдак мăнукĕн телефонĕ çине çапла çырса хăварать, "Ан кулян, аннеçĕм. Эпĕ вилсен - Витя юлать..." Пушă вăхăт тупăнсанах ăна килĕнче çитĕнекен мăнукĕпе ирттерме кăмăллани сисĕнет. Акă мĕнле аса илет пиллĕкмĕш класа çÿрекен арçын ача кукашшĕне,

- Унпа яланах кăсăклăччĕ. Куллен ирпе тата каçхине сивĕ шыва хамăр тăрăх ярса е юр çинче йăваланса ÿт-пĕве пиçĕхтереттĕмĕр. Хăй çут çанталăка еплерех илем кÿни, сыхлани çинчен каласа пама юрататчĕ. Ĕне çитерме пĕрле илсе çÿретчĕ. Шкула кайма тытăнсан нумай вулаттăмăр, задачăсем шутлаттăмăр. Вăл юнашар çуккине питĕ туятăп. Пурнăçра ун пек пулас тесен ырă кăмăллăх - чи кирли. Çынна пулăшма ÿркенмелле мар.

Люция Аркадьевна, амăшĕ çирĕплетнĕ тăрăх, - кăмăл енĕсемпе ашшĕне чи çывăххи, ун çинчен каласа памашкăн кирлĕ сăмахсем тупма та йывăррине палăртрĕ.

- Ача чухне хушăран ăна килте курмастăмăр та. Çапах унăн витĕмне хăй çук чухне те туяттăмăр. Килте нихăçан та сасă хăпартса курман. Апат-çимĕç тĕлĕшĕнчен тиркешес, капăрлăх-пуянлăхшăн çунас йăла çукчĕ. Ялан таса та типтерлĕ çÿретчĕ. Хирте ыттисемпе тан утă, кăшман ани çинче тăрмашаттăмăр - пыратчĕ, май пур таран çемьепе пĕрле ĕçлетчĕ. Сăмса каçăртса нихăçан та çÿремен. Çуран тăк çуран, е юлан утпа уй-хире пăхса çаврăнатчĕ. Анне те маттур, ăслă пирĕн. Çапах пурнăçри тĕп вĕрентекен атте пулнă. Ун пекки миçе пин çынран пĕрре çуралнă-ши. - ашшĕн чунĕ кунтах иккенне халĕ те ĕненет çемьери иккĕмĕш "кайăк" Люция.

Сарăхнă хутсене тишкернĕ май этемĕн хăйне мĕнле тытмаллине уйрăм листа çине çырни тупăнчĕ. Пÿлĕмре туртма юраманни, усал сăмахпа калаçмалла марри, ыттисене итлеме пĕлмелли, кирек кама та ячĕпе ашшĕ ятне каласа чĕнмелли, кăнттам сăмахпа кÿрентересрен асăрханмалли... çинчен кашни "правилăна" çĕнĕ йĕркене вырнаçтарса шăрçаланă. Хитре сăмахпа усă курассишĕн "шăрçаланă" темерĕм, кунашкал илемлĕскерне каллиграфи почеркĕ теççĕ. Вăл кăна та мар-ха, вырăсла-и, чăвашла-и - Аркадий Павловичăн кун кĕнекисенче орфографи, грамматика йăнăшĕ асăрхамарăм. Чăн-чăн лирик пулнине систерекен йĕркесене вуласа савăнтăм, "Чÿрече умĕнче çерçисем чĕвĕлтетнине илтетĕп. Колхозниксемпе васкаса калаçакан бригадира илтетĕп. Çуркуннене илтетĕп..."

Хăйĕн ĕçне чун-чĕререн парăнса ĕçлекеншĕн пурнăçра чи хакли мĕн-ши. Акă Айдакăн хуравĕ, " Хăçан та пулин "çапăçури" манăн юлташсем, "Аркадий, эсĕ çапах та япăх мар кĕрешрĕн, хăвăн сукмакупа чыслăн утса тухрăн", - тесен çакă маншăн чи пысăк телей пулĕччĕ..." Çемье вара кунашкал паттăрсемшĕн пĕлтерĕшлĕ вырăнта мар тетĕр-и. Удмуртири санаторире каннă-сипленнĕ чухне мăшăрне янă çырури çак йĕркесем пач урăхла шухăша çирĕплетеççĕ, "...Манăн Люсенька пур тетĕп те - хама тĕнчери чи пуян çын пек туятăп."

Статья пуçламăшĕнчи эпиграфа кăларнă сăмахсене те хăй аякра чухне çырнă Аркадий Павлович. Шел, вĕсем халĕ Людмила Андреевнăн чĕринчен юратнă мăшăрĕн адресĕпе тухаççĕ, тунсăх куççулĕ кăлараççĕ. Çав вăхăтрах пурнăçра хĕрарăм телейне çавăн пек çынпа юнашар утса тупнишĕн хĕпĕртÿ туйăмĕ те çуратаççĕ.

- Аркадий виличчен темиçе çул маларах тăван ял-йыш валли çыру çырса хăварнă. Ăна малтан - коммерци банкĕнче, каярах - хăйĕн сейфĕнче упранă. Хăйĕн пурнăçне тивĕçлипе, совеç хушнă пек пурăнса ирттерме тăрăшни, яланах колхоз пуласлăхĕшĕн çунни çинчен каланă унта вăл. Çав вăхăтрах çемйи тĕлĕшпе тимлĕх сахалрах пулнишĕн хăйне ÿпкеленĕ. Хăйĕнпе инкек сиксе тухас тăк çывăх çыннисем йывăрлăха лексен ял-йыша пулăшма ыйтнă - вăхăтĕнче хăй те ырă ĕçсем тунине шута илсе. Палăк уçма килсен Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пирĕн çемьене мĕнпе пулăшмалла тесе ыйтрĕ те - çав çырăва аса илтĕм. Ырă чăнах та ырăпах таврăннине тепĕр хут ĕнентĕм, - вĕçлерĕ калаçăва Людмила Андреевна.

Ирина ПУШКИНА

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕсем

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.