Çыравçă ĕмĕтпе çунатлă
«Мĕн чухлĕ ирĕклĕх кирлĕ, çавăн чухлĕ илĕр» тенипе усă курса - е республика Президенчĕн, е тĕрлĕ шайри депутат пуканне йышăнассишĕн пĕр-пĕринпе ăмăртма тытăнчĕç. «Пукан» тенĕрен, çыравçă пуканĕпе кăна çырлахасшăн пулмарĕ хăш-пĕри: вĕсене председатель пуканĕ те шутсăр кирлĕ пулчĕ. Пуçланчĕ вара союз хыççăн союз «ĕрчесси» - Юхма союзĕ, Агивер союзĕ, Профессионал-çыравçăсен союзĕ... Вырăсла çыракансем те союзлă пуласшăнччĕ - хевти çитмерĕ курăнать. Республикăн пĕрремĕш Президенчĕ аптраса ÿкрĕ пулас: хăшне патшалăх енчен пулăшмалла? Хăшне штат тытса тăма, пĕр-пĕр çурт уйăрса пама укçа-тенкĕ уйăрмалла? Инкеке тата творчество пĕрлешĕвĕсем общество организацийĕсем çеç тесе йышăнчĕç те пултарулăх союзĕсем çине пачах алă сулчĕç. Пирĕнпе юнашар вырнаçнă республикăсенче апла тумарĕç, Тутар тата Пушкăрт республикисен пуçлăхĕсем М.Шаймиевпа М.Рахимов хăйсен çыравçисене татăклăнах татса каларĕç: патшалăх енчен пулăшма пăрахмастпăр, анчах пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнăр, пĕр союзра пулăр. Марипе Мордва республикисенче те çаплах пулчĕ. Курăр, ав, паян та патшалăх пулăшăвне лайăх туйса тăраççĕ вĕсем, пенси çумне республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ те уйăрса параççĕ, журналсен редакцийĕсем тата кĕнеке издательствисем пирĕннинчен чылай ытларах гонорар тÿлеççĕ. Тутарпа Пушкăрт республикисенче Патшалăх премийĕн лауреачĕсене çур миллион тенкĕ укçа парса хавхалантараççĕ, пирĕн çак виçе 75 пин тенкĕпе танлашать. Унти халăх поэчĕсен ĕçĕсене пысăка хурса асăннă республикăсенче çичшер томлă çырнисен пуххине кăларса параççĕ, уйăхра вунă пин тенкĕ пулăшу пособийĕ тÿлеççĕ.
«Вĕсемпе танлашма йывăр», вĕсен унта çут çанталăк пуянлăхĕ - нефтьпе газ пур», - теççĕ пире çакăн пирки сăмах тапратсан. Пур пулĕ. Анчах писательсен чунпа шăратса кăларнă хайлавĕсем те пысăк пуянлăх мар-и вара?
Вилĕмсĕр Константин Иванов патнех таврăнар-ха. 1960 çулта поэт çуралнăранпа 70 çул çитнине Мускавра мĕнлерех уявлани çинчен Петĕр Хусанкай çырса кăтартни аса килет.
«...Икĕ сехет ытла пынă Иванов каçĕ хупăнсан хăй ĕмĕрĕнче ăна-кăна пайтах ас тивнĕ пĕр чăваш манран çапла ыйтрĕ: «Нарспи» пулман пулсан мĕн курнă пулăттăмăр-ши эпир?» - терĕ. Эпĕ сасартăк ним калама аптраса тăтăм. Мускавран Шупашкара çити тăтăшах çав ыйтăва аса илсе пытăм. Чăнах та, камăн чунне çĕклемен пуль икĕ хура шăрçа пек хура куçлă, çăмăл ал-ураллă, ахăлтатса кулакан çирĕп хĕр Нарспи? Мĕнле поэт, драматург, композитор, художник парăмлă мар-ши ун умĕнче? Мĕнле тĕпчевçĕ ăнланса илесшĕн тăрăшман-ши унăн таса чунне, вĕри чĕрине, хăюллă шухăшне?..»
Çапла, Константин Ивановăн çÿллĕ те сÿнми çăлтăрĕ пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, Пушкин çăлтăрĕ вырăссемшĕн, Шекспир çăлтăрĕ акăлчансемшĕн, Шевченко çăлтăрĕ украинсемшĕн, Руставели çăлтăрĕ грузинсемшĕн, Салават Юлаев çăлтăрĕ пушкăртсемшĕн, Тукай çăлтăрĕ тутарсемшĕн шутсăр хаклă та асамлă пулнă пекех. Çавăнпах ĕнтĕ Иванов çулталăкне иккĕмĕш хут /пĕрремĕшне 1990 çулта ЮНЕСКО шайĕнче пĕтĕм тĕнчипе палăртнăччĕ/ ирттерни вăхăтлă та вырăнлă. Ан тив, ăна пĕтĕм чăваш тĕнчи тивĕçлипе уявлатăр.
Калама йывăр, пĕтĕм Раççей шайĕпе мĕнле те пулин çăмăллăхсем пулĕç-ши çыравçăсем валли, пулмĕç-ши? Паянхи çыравçă хăйĕн ĕçĕсемшĕн илекен гонорар чи пĕчĕк виçерен те сахалрах пулни йĕркеллĕ япала мар. Хисеплемелле турă панă талантпа тăван халăха савăнтарма, унăн чун-чĕре ыйтăвĕсене тивĕçтерме пултаракан поэт-писательсене, драматургсемпе тишкерÿçĕсене.
Патшалăх тытăмĕсемсĕр пуçне тăван литературăна малалла ăнăçлă аталантарма лайăх ăнтарса ĕçлекен бизнесменсем, предпринимательсем, Шупашкарти тата ытти хулари паллă завод-фабрикăсем, ял хуçалăх предприятийĕсем пулăшни те шутсăр вырăнлă пулĕччĕ. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх Н.Ф.Угаслов, В.Н.Гордеев паллă строительство управленийĕсен пуçлăхĕсем писательсене тăтăшах пулăшса тăраççĕ-ха. Республикăра пирĕн çĕр-шывĕпех паллă «Акконд», «Элара», «Химпром» тата ытти вун-вун предприяти те пур-çке-ха. Вĕсем те пĕр-пĕр литература номинацийĕпе тÿлевлĕ тĕрлĕ конкурс ирттерме пултараççĕ-çке. Çавăнпа та çыравçăсен хăйсен те пуçаруллăрах пулмалла, литература çулталăкне мĕнлерех ирттерес пирки тивĕçлĕ инстанцисене сĕнÿсемпе тухмалла.
Шанатăп, патшалăх пирĕн ĕçе хисеплесе çитес çула Литература çулталăкĕ, К.В.Иванов çулталăкĕ ирттересси çинчен пĕлтерчĕ пулсан пирĕн пурнăçра ырă улшăнусем пулаççех. Пирĕн таса тивĕç вара - халăха паха произведенисемпе савăнтарасси.
Сăмахăма вара «Поэт тусăмсене» сăввăмпа вĕçлем.
Туссем, ан вăрçăр,
çĕр хитре те аслă,
Пĕрре кăна пурнатпăр
тĕнчере.
Пыл хурчĕсем пек пулăр
пин-пин саслă,
Çапах та килĕштерĕр
çемьере.
Туссемĕр, ан вĕтелĕр,
ан вакланăр,
Пĕр-пĕринчен ыйтсамăр
çирĕпрех.
Хавхалану килет пулсассăн -
тарлăр,
Вут-çулăмра çунтарăр чĕрĕре.
Амаланать пулсан хĕлхем-и,
вут-и? -
Çунма ан хăрăр, итлĕр
кăмăла,
Ан тив, чунра йăл! хыпнă
шалти çутă,
Çул кăтартса, шав чĕнтĕр
малалла.
Туссем, ан вăрçăр,
çĕр хитре те аслă,
Илем харкашупа килĕшес çук.
Хавас çук чух пулма пĕлер
хаваслă,
Кулма вăй çитерер
куляннă чух.
Порфирий АФАНАСЬЕВ,
Чăваш халăх поэчĕ,
Чăваш Республикин Патшалăх
премийĕн лауреачĕ
Комментировать