«Хыпар» 16 (27895) № 15.02.2022

15 Фев, 2022

Чăваш Енре Большуновсем пулĕç-и?

Кăçалхи сезон спортсменсемшĕн Олимп тапхăрĕ пулнипе палăрса тăрать. Вĕсем тĕрлĕ тупăшура вăй виçсе çĕнтерӳ патне талпăннине сăнанă май çак йышра хамăр ентешсене курас килет. Çав вăхăтрах спорт шăпи пирки шухăша каятăн. Мĕншĕн пирĕн республикăра спортăн хĕллехи тĕсĕсем лайăх аталанаймаççĕ-ха? Çак ыйтăвăн хуравне республикăри тренерсемпе тата тĕрлĕ федераци ертӳçисемпе пĕрле шырарăмăр.

Пирĕн ентешсем — Олимпиада çăлтăрĕсем

Хĕллехи Олимпиада тесенех Владимир Воронков йĕлтĕрçĕ асăма килет. Канаш хулинче çитĕннĕ ентешĕмĕр 50 çул каялла эстафетăра тупăшса Олимп чемпионĕ пулса тăнă. Çав тапхăртанпа чăваш йĕлтĕрçисен хушшинче никам та çакнашкал пысăк çитĕнӳ тăвайман. Шупашкар хĕрĕ Лилия Ефремова биатлонист кăна 2006 çулта 7,5 километрлă дистанцире бронза медаль çĕнсе илнĕ, анчах ун чухне вăл Украинăра пурăннă. Урăх никам та хальлĕхе Олимп пьедесталĕ çине хăпарма тивĕç пулман. Тĕнчери чи пысăк ăмăртăва хутшăннисем пулнă паллах. Акă 1984 çулта Çĕнĕ Шупашкарти 1-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптанă Надежда Бурлакова /Шамакова/ йĕлтĕрçĕсен эстафетинче тăваттăмĕш вырăн йышăннă. 2002 çулта Олимп тăвне парăнтарас тĕллевпе Шупашкар биатлонисчĕ Сергей Башкиров АПШна кайнă, анчах унăн старта тухма тӳр килмен. 2014 çулта Сочире Мурманск хĕрĕ Елена Муратова фристайлист пирĕн республика чысне хӳтĕлерĕ. Тăватă çул каялла кăна хĕллехи Олимпиадăна икĕ спортсмен — Татьяна Акимова биатлонист /Çĕнĕ Лапсар/ тата Лана Прусакова фристайлист /Çĕнĕ Шупашкар/ — кайма тивĕç пулчĕç. Шел те, хĕрсем унтан наградăсăрах таврăнчĕç. Вĕсене кăçалхи Олимпиадăра курас шанăç пурччĕ, анчах тĕрлĕ сăлтава пула вĕсем унта лекеймерĕç. Ланăна, пĕлтĕр тĕнче чемпионатĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă хыççăн Пекина кайма путевка панă-ха, анчах сурансене пула вăл унта хутшăнма килĕшмен. «Чĕркуççие виçĕ хут операци турĕç. Вăл тӳрленсе кăна пырать-ха. Сывлăх хаклăрах. Ăна упрамалла», — çырнă спортсменка Инстаграмра.
Телее, Олимпиадăра пирĕн ентешсем те пур. Лана Прусаковăн тренерĕ Никита Васильев фристайлистсен командин тренерсен штабĕнче ĕçлет. Вăл атлетсен парадне те хутшăннă. Биатлонистсен командин тренерĕ Сергей Башкиров та Китая кайма тивĕç пулнă. Ытти спортсменпа пĕрлех Роман Егоров фристайлист та наградăсемшĕн тупăшать. Шупашкар яшĕ сăрт-ту йĕлтĕрçисен центрĕнче ăсталăха аталантарма пуçланă. 14-ра Мускава вĕренме кайнă. Вăл çĕршыв чемпионачĕсемпе кубокĕсенче пĕрре мар палăрнă. Молдова командин йышĕнче Павел Магазеев биатлонист та пур. Çĕрпӳ каччи кăçалхи сезонта тĕнче кубокĕн тапхăрĕсенче хăйĕн вăйне тĕрĕслерĕ.

Сăмах май, 2008 çулта РФ спорт мастерĕ юниорсен тĕнче чемпионатĕнче Антон Шипулинпа пĕрле эстафетăра ылтăн медальлĕ пулнă. <...>

Андрей МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   


«Хыпар» тусĕ 100 çул тултарчĕ

Нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, Комсомольски районĕн хисеплĕ гражданинĕ Ревокат Моисеев 100 çул тултарчĕ.

Юбилей ячĕпе ăна Комсомольски райадминистрацийĕн тата ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем Александр Осиповпа Мария Илларионова саламланă, РФ Президенчĕ Владимир Путин саламласа янă çырăвне тата парне панă. Ревокат Прохорович нумай çул «Коммунизм ялавĕ», «Хыпар», «Октябрь ялавĕ» хаçатсен штатра тăман корреспонденчĕ пулчĕ, тĕрлĕ жанрлă çĕр-çĕр материал пичетлерĕ. Пĕр-пĕрне журналистика çыхăнтарнăран унпа район тата республика хаçачĕсен редакцийĕсенче тĕл пулса нумай çул хутшăнтăмăр.

Аса илĕвĕсем çулсем иртсен те манăçа тухмаççĕ. Халĕ Шупашкарта 1941 çулхи авăн-юпа уйăхĕсенче йĕркеленĕ Стрелоксен 324-мĕш дивизийĕн çул-йĕрне шкулсенче те тĕпчеççĕ. Ревокат Моисеев вара 1942 çулхи нарăс уйăхĕнчен унăн çыхăнуçă-телефонисчĕ пулнă.

Вăл, партипе правительство, Тăван çĕршыв хушнине пăркаланмасăр пурнăçлама хăнăхнăскер, хăйне колхоз правленийĕ ăс пухма ярсан — бухгалтера, 1941 çулхи раштав уйăхĕнче Хĕрлĕ çара илсен Шупашкарти саппасри çыхăну полкĕнче — çыхăнуçă-телефониста, Çĕнтерӳ хыççăн Пĕтĕм çĕршыври финанспа кредит техникумĕнче — укçа-тенкĕ шутлакана, Шупашкарти марксизм-ленинизм университетĕнче лектора вĕреннĕ. Çав специальноçсене алла илме пуçа самаях ĕçлеттерме тивнĕ. Çивĕч ăслă Ревокат Моисеев математикăна та, гуманитари предмечĕсене те пĕрешкел шĕкĕлченĕ. Çавăнпа ăна фронтра пĕр хушă çар листовкисем кăларттарнă.

1943 çулхи çулла Курск пĕккинче пулнă танксен çапăçăвне çуллен, шел те, унта хăюлăх кăтартнă паттăрсемсĕр аса илетпĕр, хурланса пурте пирĕнтен уйрăлчĕç тетпĕр. Çук, пурте мар. Курск çапăçăвне хутшăннисенчен пĕри Ревокат Моисеев, унти çапăçусенчен пĕринче аманнăскер, пурăнать-ха.  Заданисене ăнăçлă пурнăçланăшăн ăна «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальпе, II степень Тăван çĕршыв вăрçин орденĕпе наградăланă. Фронтран Çĕнтерӳпе таврăнсан вăл перекет банкĕнче аслă инспекторта, управляющире тивĕçлĕ канăва кайичченех ĕçленĕ, хаçат-журналпа паянхи кунчченех çыхăну тытать. <...>

Юрий МИХАЙЛОВ.

♦   ♦   ♦


Ашшĕн сăн ÿкерчĕкне 80 çул иртсен шыраса тупнă

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи «Вăрçă ачисем» общество организацийĕн ертӳçине Сергей Баринова шыраса... путвала кĕтĕмĕр. Культура çурчĕн унтах библиотека, ял тăрăхĕн администрацийĕ] путвалĕнче вĕсен ĕç пӳлĕмĕ вырнаçнă.

Пӳлĕм çук

Хăтсăр, чӳречесĕр пулин те уншăн уйăхсерен — 3000 тенкĕ, кунсăр пуçне электричествăшăн 500 тенкĕ тӳлеççĕ. Вăрçă ачисен районти организацийĕ 2014 çулхи нарăс уйăхĕнче йĕркеленнĕ. Йĕркеллĕрех вырăн ыйтса Сергей Егорович пуçлăхсем патне пĕрре кăна кĕмен. «Пӳлĕм çук», — пулнă кашнинчех хурав. Çапла калани вĕсене кӳрентернĕ. Вăрçă ачисем тĕлпулусем, пухусем ирттереççĕ, общество ĕçĕнче хастаррисене хисеп хучĕсем параççĕ. Çавăнпа вĕсене пӳлĕм кирлех. Пĕлтĕр районта 1960 вăрçă ачи пулнă, халĕ 1900-е яхăн. «Енкĕлтре вăрçă ачисем тăххăрăн. Пирĕн ялтан 13 арçын ача 1-мĕш класа шкула кайрăмăр. Халĕ эпĕ пĕччен юлтăм. Вăрçă ачисене тивĕçекен çăмăллăхпа пирĕн ялта 1 çын усă курать. Ольга Шурбя коммуналлă тăкаксемшĕн 25% субсиди илет. Ыттисем «Ĕç ветеранĕ» ята илнĕ те вăрçă ачин çăмăллăхĕсене тивĕçмеççĕ», — палăртрĕ Сергей Баринов. Вăлах ялти староста та. Камăн мĕнле документ тумалла е мĕнле те пулсан ăнланманлăх сиксе тухсан вăрçă ачисем тӳрех ун патне пулăшу ыйтса пыраççĕ. «Юрать, ялта вăл пур. Пирĕншĕн тăрăшать», — теççĕ ватăсем.

Вĕсен йăхне Баринов хушамат ăнсăртран «çыпăçнă». Сергей Егоровичăн аслашшĕ, Енкĕлт ялĕнче пурăннă Илья Прокопьевич, ăна 1916 çулта илнĕ. Çĕтĕк сăхман тăхăннăскер, урине çăпата сырнăскер çырав иртекен çурта пырса кĕнĕ. Çыруçăсем темĕнле хуçа /барин/ çинчен калаçнă. Вĕсенчен пĕри: «Акă барин килчĕ», — тенĕ. Арçынна çапла сĕннĕ: «Атя сана Прокопьев мар, Баринов тесе çыратпăр». Аслашшĕ килĕшнĕ.

«Анне Екатерина Павловна Туканаш хĕрĕ пулнă. Ăна атте 1929 çулта Кăшарни уявĕнче çураçма пынă. Вăл та аттепе пĕр хушаматлă пулса тăнă. Анне каланă тăрăх, хунямăшĕ Праски ăна юратсах кайман. Анне çӳллех пулман та: «Кĕлеткӳ çук, ача епле çуратăн?» — тесе вĕçĕм мăкăртатнă. Виçĕ çул, ывăлĕ Борис çураличчен, çак сăмахсене итлесе пурăннă вăл. 1935 çулта аппа Анна, 1938 çулта Зоя çут тĕнчене килнĕ. Зоя хĕрлĕ шатрапа чирлесе 1940 çулта вилнĕ. 1941 çулхи авăн уйăхĕнче эпĕ кун çути курнă. Анчах аттепе пĕрле икĕ уйăх çеç пурăнайнă. Чӳк уйăхĕнче ăна вăрçа илсе кайнă. Вăл хăйĕн шăллĕпе Иванпа пĕр кунра тăван ялпа сыв пуллашнă. Иккĕшĕ те 1943 çулта пĕр уйăхра вилнĕ: атте — чӳкĕн 18-мĕшĕнче Ленинград облаçĕнчи Всеволжск районĕнчи Черная речка ялĕнче, Иван — 30-мĕшĕнче. Ăна та çав облаçри Гатчино районĕнчи Марьино ялĕнче пытарнă. Вăрçă нушине аннесем епле чăтнă-ши? Ачисене ӳстерес, ура çине тăратас тесе мĕн тери тăрăшнă вĕт», — каласа кăтартрĕ Сергей Егорович.

Купăспа костюм илессишĕн

1952 çулта Сергей Баринов юлташĕпе Юрăпа ялти качака, сурăх кĕтĕвне пăхма кĕнĕ. Пĕрремĕш кунхине пушă йăтнăскер укăлча умĕнче выльăхсене хăваласа анасса кĕтсе тăнă. Çаврăнса пăхнă та амăшĕн куççулĕ питĕнчи пĕркеленчĕкĕсем тăрăх юхнине курнă. «Анне, мĕншĕн йĕретĕн?» — ыйтнă ывăлĕ. «Çук, куçа тем кĕчĕ», — тесе малалла утнă амăшĕ. Çапла кашни ир-ирех ыйха татса кĕтӳ пăхма утнă ача. Кĕтӳçсене ирхине тата каçхине çынсем черетпе çитернĕ. Кăнтăрлахи апата хире йăтса пынă. Кам патĕнче мĕн çинине Сергей Егорович паянхи кун та астăвать. Пĕрисем тутлă çитерме тăрăшнă, теприсем — ячĕшĕн кăна.

Арçын ача 9 çултах купăс каланă. Иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшĕ Петька ăста купăсçă пулнă, вăл вĕрентнĕ. Ашшĕ те купăс тыткаланă. Вăрçăччен Егор Ильич ял канашĕн председателĕ пулнă. Сергей хăйĕн валли купăс тата ятуллă çи-пуç илме ачаран ĕмĕтленнĕ. Акă 1957 çул çитнĕ. 16 тултарайман каччă çурални çинчен ĕнентерекен хут çинчи 1941 çула 1940 тесе тӳрлетнĕ те çуркунне вербовкăпа Иваново облаçне торф кăларма тухса кайнă. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   ♦


«Хĕрсем концерта чĕнетчĕç, эпĕ кĕлле каяттăм»

Хĕрлĕ Чутай тесенех куç умнее илемлĕ тăрăхра, пĕве хĕрринче вырнаçнă çӳллĕ тăрăллă чиркӳ куç умне тухать. Авалхи храм вăл. Хăйĕн историйĕпе тата хăйне евĕрлĕхĕпе палăрса тăрать.

Министерствăран ирĕк ыйтмасăр юсама юрамасть

«Турă çурчĕ уçăлнăранпа пĕлтĕр 220 çул çитрĕ. Совет влаçĕ вăхăтĕнче чиркĕве хупнă. Пĕр вăхăт кунта перекет банкĕ вырнаçнă. Стена урлă шкул спортзалĕ пулнă. Çавăнтах кашни çул ял хуçалăх çимĕçĕсен куравне йĕркеленĕ. Хайхи пĕр курав вăхăтĕнче 20-30 кинемей пуçтарăннă та салана килнĕ пысăк хăнасене: «Чиркӳ — пирĕн! Тавăрса парăр пире ăна», — тенĕ. Карчăксем чиркӳ çуртне ярса илни пирки райадминистраци пуçлăхне те пĕлтерме тивнĕ. ОМОН ĕçченĕсене чĕннĕ, храма пичетлесе хунă. Каярахпа Чутайсем Мускава çитнĕ, асăннă çурта вырăс православи чиркĕвне тавăрса пама ыйтнă», — истори саманчĕсемпе паллаштарчĕ Хĕрлĕ Чутай чиркĕвĕн настоятелĕ Максим иерей. Вăл кунта 2010 çулхи авăнăн 29-мĕшĕнченпе ĕçлет.

Максим Зарубин Çĕнĕ Шупашкарта çуралса ӳснĕ. Хулари 2-мĕш шкулта пĕлӳ илнĕ. Ашшĕ платник, амăшĕ сутуçă пулнă. «Атте — Куславкка районĕнчен, анне — Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчен. Эпĕ Шупашкарти тĕн училищинче, семинарире вĕрентĕм. Унтан Чулхулара пĕлĕве ӳстертĕм. Шупашкар районĕнчи Шĕмшер чиркĕвĕнче ултă çул вăй хутăм. Пурăна киле Хĕрлĕ Чутая куçарчĕç», — каласа кăтартрĕ Максим атте. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, Хĕрлĕ Чутай районĕнче Турра ĕненекен нумай. Çынсем кĕлле йышлăн çӳреççĕ. Çапах курма килекенсене, туристсене мĕн каласа кăтартма пулать-ха ку чиркӳ çинчен?

«Пĕрремĕшĕнчен, вăл — авалхи чиркӳ. Ăна иккĕмĕш хут уçсан кунта Ярославльтен килнĕ Андрей атте чылай çул ĕçленĕ. Каярахпа Николай атте, Алексей атте, ыттисем тăрăшнă. Ку чиркӳ çӳллĕшĕпе Чăваш Енре виççĕмĕш вырăн йышăнать. Чи çӳлли Улатăрта вырнаçнă. Унăн çӳллĕшĕ — 81,6 метр. Пăрачкаври — 56 метр. Хĕрлĕ Чутайрин çӳллĕшĕ 46 метрпа танлашать. Кунта вырăнти асап тӳснĕ çветтуй та пур. Михаил Самсонов вилнĕренпе кăçал 80 çул çитрĕ. 2007 çулхи раштавăн 17-мĕшĕнче ăна çветтуйсен йышне кĕртнĕ», — паллаштарчĕ Максим атте.

Вăл пĕлтернĕ тăрăх, чиркӳ тăрри /колокольня/ кивелсе çитнĕ. Паянхи кун чан çапма унта хăпармаççĕ. Картлашкисем те çĕрнĕ. Хальлĕхе чиркӳ картишне пĕчĕкрех чансем вырнаçтарнипе, вĕсене çапнипех çырлахма тивет.

«Колокольнăна юсама укçа нумай кирлĕ. Храм архитектура палăкĕ шутланать. ЧР Культура министерстви ирĕк памасăр чиркӳре пысăк юсав ĕçĕсене тума юрамасть. Хамăр енчен эпир Турă çуртне тасалăхра тытатпăр. Унăн картишĕнче те тирпейпе хăтлăх хуçаланаççĕ. Ватă çынсем каланă тăрăх, ку колокольнăна чылай çул тунă. Ун валли ял çыннисенчен çăмарта чылай пуçтарнă. Кунта кирпĕч завочĕ те пулнă. Кирпĕч тума çăмарта шуррине кăна янă-мĕн. Колокольнăна лашасемпе хăпарма пĕчĕк кĕперсем тунă. Ватă çынсем кунта авал шурлăхлă вырăн пулнине астăваççĕ. Лаша çул çинчен пăрăнсанах кĕрсе ларма пултарнă», — калаçăва тăсрĕ Максим атте.

Хĕрлĕ Чутай чиркĕвĕ çумĕнче вырсарни шкулĕ те ĕçлет. Унта çӳрекен ачасем Турă саккунĕсене пăхăнса пурăнма хăнăхаççĕ кăна мар, хăйсен пултарулăхĕпе ăсталăхне те аталантараççĕ. Юрлама, ӳкерме, ташлама вĕренеççĕ. Республикăра ирттерекен конкурссене хутшăнаççĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Чапаев, Павлова, Нарспи – юнашар

Чăваш Енĕн Культура министерстви Паллă çынсен çулталăкĕн логотипĕпе брендбукĕн конкурсне ирттерчĕ. Унта Шупашкарта пурăнакан Дмитрий Сыров дизайнер çĕнтерӳçĕ пулса тăчĕ. Дмитрий Игоревичпа тĕл пулса калаçрăмăр.

— Питĕ пĕлес килет: ăçтан туптанма пуçланă сирĕн ăсталăх?

— Çураласса эпĕ Кӳкеçре çуралнă. Апла пулин те пĕчĕк чухне çывăх тăванăмсемпе урăх вырăнсенче пурăннă, малтан Чечня тата Ингуш республикисенче, унтан — ытти çĕрте. Каялла Чăваш Ене 1991 çулта Казахстанран таврăннă. Эпĕ шăпах çав çул И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн биологипе хими факультетне вĕренме кĕтĕм.

— Биолог, химик тата дизайнер… Нимĕнле çыхăну та çук пек. Шкулта ачасене вĕрентрĕр-и е тӳрех çĕнĕ çул çине тăтăр-и?

— Хăш çулпа утмаллине пурнăç хăй кăтартать. Шкулта эпĕ питĕ сахал вăй хутăм. Тĕрĕссипе, анне вырăнне кăна пĕр тапхăр ĕçлеме тӳр килчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен варринче Шупашкарта та пĕрремĕш компьютерсем курăнма пуçларĕç. Унтан компьютерпа тĕрлĕ ĕç пурнăçлакан компанисем чăмăртанчĕç. Эпĕ те унашкаллисенчен пĕрне вырнаçрăм, компьютерпа ӳкерме пуçларăм. Çак ĕç мана килĕшсе кайрĕ. Тĕрĕссипе, эпĕ мĕн пĕчĕкренех ӳкерме юрататтăм, дизайн журналĕсене çырăнса илеттĕм. Çапах ăсталăха туптама практика кирлĕ. Ав эпĕ ку енĕпе ятарлă пĕлӳ илмесĕрех паянхи куна çитрĕм.

— Хăвăра хăçан дизайнер пек туйма пуçларăр?

— Ку тытăмра 15 çул ытла вăй хуратăп. Шупашкарти темиçе компанире ĕçлерĕм, ун хыççăн хамăнне йĕркелерĕм. Анчах хам тĕллĕн аталанма йывăр пулчĕ. Бухгалтерипе çыхăннă хутсемпе вăхăта чылай çухататтăм. Çавăнпах фирмăна хупрăм. Производство ман валли мар, эпĕ хам тĕллĕн ĕçлеме юрататăп.

— Эсир пултарулăх енĕпе палăрса тăнине сирĕн тепĕр ĕçĕр те çирĕплетнĕччĕ. Тĕп хула администрацийĕ ирттернĕ «Шупашкар — сывă хула» конкурсра эсир пурнăçланă эмблема çĕнтернĕччĕ. Хула урамĕпе утнă чухне хăвăрăн ĕçĕрпе киленме кăмăллă пулчĕ-и?

— Шел те, эпĕ çав ĕçе курайман. Ун чухне Сочиреччĕ. Юлташăн юбилейне паллă тума пĕр эрнелĕхе кайрăм та унта икĕ çул пурăнтăм. Унта та дизайнпа çыхăннă ĕçсене пурнăçларăм. Атте-анне ватă пулман тăк таврăнмăттăм та-и? Олимпиада хыççăнхи Сочи питĕ илемлĕччĕ, илĕртӳллĕччĕ. Унтан та пахи — хĕл çукки. Хулăн тăхăнса çӳресси маншăн — чăн тамăк.

— Шупашкар та илĕртӳллĕрех пултăр тесен, сирĕн шухăшпа, тата мĕн тумалла?

— Пирĕн хула таса, хитре пулни пирки ютран килекен юлташăмсем темиçе хут та каланă. Анчах кунта пурăнакансем çакна хăнăхнă. Пире хамăра пырса тивекен ыйтусем шухăшлаттараççĕ. Сăмахран, пĕр-икĕ çул каялла Гагарин урамĕпе стадион умĕн иртсе Ленин проспектне илсе тухакан тротуара юсарĕç, асфальт сарчĕç. Анчах йĕпе-сапаллă çанталăкра унта çӳресе курнă-и эсир? Утма çук, вăл пĕтĕмпех шыв айĕнче. Халăхшăн тăрăшса укçа та тăкакланă — усси çук. Асфальт çапла майпа юрăхсăра тухать те çĕнĕрен укçа хывма тивет. Хулан хăш-пĕр кĕтесне çитсе килес тесен тепĕр чухне темĕн чухлĕ вăхăт çухалать. Хули акăш-макăш пысăк та мар. Çакăн пек вак ыйтусемех кăмăла пăсаççĕ. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


Çĕвĕ машинине çеç мар, çăмăл машинăна та парăнтарнă

Елчĕк районĕнчи Энтепе ялĕнче кун çути курнă, хальхи вăхăтра Етĕрнере пурăнакан Зинаида Чернова (хĕр чухнехи хушамачĕ Леонтьева) мĕн пĕчĕкрен илеме туйнă, ун патне туртăннă. Ачалăхĕ иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче иртнĕ. Ун чухне вара, çав вăхăтра пурăннисем пĕлеççех: ку енĕпе ăмсанмалли пулман. Нихăш енĕпе те. Пилĕк ачаллă çемьере çуралнăскере çи-пуçĕ те аппăшĕнчен куçса пынă. Çавăнпа тепĕр чухне хăйне пысăк япаланах тăхăнма тивнĕ. Зинăн вара хăйне килĕшекеннипе, илемлипе, тăпăл-тăпăлскерпе урама тухас килнĕ. Тен, çавăнпах-и — ачаранпах çĕвĕç пулма ĕмĕтленнĕ.

Кукашшĕнчен юлнă еткер

Тĕрĕссипе, алă ĕçне чун хушнипе туса пыракансем йăхра тата пулнă. Кукашшĕ, Шăмалакра пурăннă Ипат Сироткин, хăйсен тăрăхĕнчи атă-пушмак хатĕрлекенсенчен чи пултарулли шутланнă. Çак ĕçе тăлăх ача ялти маçтăр мĕнле пурнăçланине чӳрече витĕр вăрттăн пăхса вĕреннĕ. Ун патне вара каярахпа хăйсен ялĕсем кăна мар, Хырла шывĕ урлă вырнаçнă Хыркасси вырăсĕсем те пуркки, сантали, тапочкă çĕлеттерме пынă. Амăшĕ Александра, унăн аппăшĕ Елена Сироткинăсем те мĕн пĕчĕкрен тĕрлеме, чĕнтĕр çыхма, пир, палас тĕртме ăста пулнă.

Амăшĕ хĕрĕн ăнтăлăвне туйнă, курнă, çавăнпах ашшĕнчен куçнă еткере — «Зингер» çĕвĕ машинине — Зинăна парнеленĕ. 1980 çулта, вăтам шкул пĕтернĕ хыççăн, Зина Леонтьевăн мĕн тăвасси, ăçта вĕренесси пирки пуç ватма кирлех пулман. Вăл Çĕрпӳри 5-мĕш техника училищине çул тытнă. Тепĕр икĕ çул çурăран Энтепе хĕрĕ, кирек кампа та йăл кулса сăмахлаканскер, çĕвĕç-мотористка специальноçне алла илсе Шупашкара çул тытнă. Пичĕ-куçĕ яланах ăшă кулăпа ялкăшни пирки амăшĕ çапла ăнлантарнă ăна: «Зина хĕрĕм, Мăнкунра ир кӳлĕм, сарă хĕвел тин-тин тухса çутă пайăркисене сапалама пуçланă вăхăтра, кун çути куртăн. Çавăнпах эсĕ те, хĕвел пекех, пурне те хăвăн ăшшуна ним шеллемесĕрех парнелетĕн». Çаплах пулĕ.

Чи хаклă грамота

«Силуэт» ательере пуçланнă унăн ĕç биографийĕ. Пĕрремĕш саккасĕ те куç умĕнчех. Тĕрĕссипе, вĕреннĕ чухнех çĕленĕ-ха вăл. Амăшне, аппăшне, йăмăкĕсене хăйĕн ĕмĕтĕнчи кĕпесене тăхăнтартнă. Тантăшĕсем, кӳршисем те пулăшу ыйтнă унран. Клиент мĕнле тум килĕштернине закройщик касса парать те çĕвĕç ун тăрăх майлаштарса пырать. Зинăн вара ăна та, кăна та хăйĕн тăвас килнĕ. Çавăнпа вăл ирĕклĕ пулма, чунри туйăмĕсене ĕçе пама тăрăшнă. Хăй тĕллĕн пурнăçлакан саккассем çапла тума майсем уçса панă та. Хăйĕн валли те çĕленĕ. Илĕртӳллĕ çи-пуçлă, йăл-йăл кулăллă пикене куç хывакан каччăсем те пулнах. Хĕрĕн чĕри вара ял хуçалăх институчĕн механика факультетĕнче пĕлӳ илекен Сергей Чернова суйланă. Туй хыççăн виçĕ çултан диплом илнĕ хыççăн çамрăк инженер тăван тăрăхне — Етĕрнене — мăшăрĕпе тата пĕчĕк пепкипе таврăннă. Кунта Зинаида Димитриевна çĕвĕ фабрикине вырнаçнă. Закройщицăна. Çар çыннисем валли тум, вырăн хатĕрĕсем, аялтан тăхăнмалли çи-пуç тата ыттине çĕвĕçсем валли касса хатĕрлеме тивнĕ унăн.

«Римма Маврина мастер питĕ лайăх специалистчĕ тата питĕ ырă кăмăллă хĕрарăмччĕ, — ăшшăн аса илчĕ малтанхи вăхăтра ăна çĕнĕ специальноçа алла илме пулăшнă çынна. — Римма Александровна пулăшнипех тата тепĕр профессие те — закройщица валли ӳкерсе памалли ĕçе — парăнтартăм».

Ĕçне кура хисепĕ. Зинаида Черновăн Хисеп грамоти, Тав хучĕ темĕн чухлех. Анчах уншăн чи хакли — Çăмăл промышленноç ĕçченĕсен кунĕнче Етĕрнери çĕвĕ фабрики чысланă «Маçтăр — ылтăн алă» грамота. <...>

Надежда СМИРНОВА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.