Калавçăсен конкурсĕ

13 Сен, 2014

Еврази çыравçисен пĕрлĕхĕ /ертÿлĕхĕ Турцире вырнаçнă/ кăçалхипе виççĕмĕш хут калав çыракансен Пĕтĕм тĕнчери Кашкар Махмучĕ ячĕллĕ конкурсне ирттерет. Кашкар Махмучĕ /1028-1126/ - тĕрĕксен паллă ăсчахĕ, «Тĕрĕк сăмахĕсен пуххин» авторĕ. Конкурс тĕллевĕ - тĕрĕк халăхĕсен литературине аталантарасси, пултаруллă çыравçăсене хавхалантарасси, тĕнчене тухма пулăшасси. Ун теми ирĕклĕ. Малтан кашни чĕлхепе çырнă хайлавсене уйрăммăн пĕтĕмлетеççĕ, каярах - тĕнче шайĕнче.

Кăçалтан Тĕрĕк тĕнчин конкурсне чăваш çыравçисем пуçласа хутшăнаççĕ.

Калавсене тÿрелĕхе /жюрие/ 2014 çулхи авăнăн 30-мĕшĕнчен кая юлмасăр çитермелле. Адресĕ: 428023, Чăваш Республики, Шупашкар хули, 23-мĕш почта урамĕ, 41-мĕш абонент ешчĕкĕ /кĕскен: Шупашкар-23, 41-мĕш аб. ешчĕкĕ/. Ыйтса пĕлмелли телефон: 89613487389. E-mail: cuvas@turk.net.

Халĕччен ниçта та пичетленмен тата ăмăртусенче çĕнтермен ал çырăвĕсене çеç йышăнаççĕ.

Кашни çыравçă ăмăртăва пĕр е икĕ калавпа хутшăнма пултарать.

Калав калăпăшĕпе пĕр пин сăмахран кая, вунă пин сăмахран ытла пулмалла мар.

Калава 5 паллăран тăракан шифрпа паллă тумалла. Ун авторĕ кам пулнине кирек мĕнле майпа систерекен хайлава конкурсран сиреççĕ.

Калавçăн хăйĕн паспорчĕн ĕмĕлкине /копине/, пурăнакан вырăнне кăтартнине /адресне/, биографине, сăн ÿкерчĕкне çыру кипкине /конверта/ хумалла, ун çине калав шифрне çырса, ăна калавпа пĕрлех пысăкрах çыру кипкине вырнаçтарса тÿрелĕхе ярса памалла.

Ал çырăва 12-мĕш калăпăшлă сас паллисемпе /шрифтпа/ çаптарса тÿрелĕхе 6 экземпляр тăратмалла. Çыру кипкинче калавăн WORD форматпа çаптарнă электрон варианчĕ те пулмалла.

Ал çырусене каялла памаççĕ, ăмăртăва хутшăнни хăех çыравçă çак условие йышăннине пĕлтерет.

Конкурсра çĕнтернĕ калавсемпе çыхăннă мĕн пур правасем Еврази çыравçисен пĕрлĕхĕн пулса тăраççĕ, ăмăртăва хутшăнни хăех çыравçă çак условие йышăннине пĕлтерет.

Суйласа илнĕ калавсене йĕркелÿçĕсем автортан ирĕк ыйтмасăрах хăйсене кирлĕ пек усă курма пултараççĕ, ăмăртăва хутшăнни хăех çыравçă çак условие йышăннине пĕлтерет.

Жюри членĕсем тата вĕсен çывăх çыннисем конкурса хутшăнаймаççĕ.

Чăваш çыравçисен конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕпе 2014 çулхи чÿкĕн 1-мĕшĕнче паллаштараççĕ.

Чăваш çыравçисен конкурсĕн çĕнтерÿçисене 2014 çулхи чÿкре чыслаççĕ.

Пĕтĕм тĕнчери конкурса 2014 çулхи чÿкре пĕтĕмлетеççĕ.

Тĕнче çĕнтерÿçисене 2014 çулхи раштавра Бакура /Азербайджан/ чыслаççĕ.

Çĕнтерÿçĕсене 1-мĕш вырăншăн - 1000, 2-мĕш вырăншăн - 750, 3-мĕш вырăншăн 500 Турци лири парса хавхалантараççĕ. Йĕркелÿçĕсем хушма хавхалантару майĕсене те палăртма пултараççĕ.

Тĕнче çĕнтерÿçисене 1-мĕш вырăншăн - 10000, 2-мĕш вырăншăн - 7500, 3-мĕш вырăншăн 5000 Турци лири парса хавхалантараççĕ. Хушма хавхалантару парни - 2500 Турци лири.

Çĕнтерÿçĕсене чысламалли укçа-тенке Турци Республики правительствин пуçлăхĕн паллаштару фончĕ уйăрать. Йĕркелÿçĕсем хушма хавхалантару парнисем уйăрас шухăшлисене хăйсемпе çыхăнма йыхравлаççĕ.

Конкурса Чăваш Енре ирттерме тÿрелĕх йĕркеленĕ. Унăн ертÿçи - филологи ăслăлăхĕсен докторĕ, ЧР Профессионал писательсен пĕрлĕхĕн правленийĕн тата «Тăван Атăл» журнал редколлегийĕн членĕ Виталий Родионов.

И.АРСЕНТЬЕВ

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.