«Хыпар» 14-15 (27893-27894) № 11.02.2022

11 Фев, 2022

Урăхла май çуккипе... такси чĕнеççĕ

Улталакансем те пур

Аналитиксем пĕлтернĕ тăрăх, çулталăк хушшинче такси хакĕ 12% хăпарнă. Тĕлĕнме кирлĕ мар, такси хакĕ, ытти пулăшу, тавар пекех, кашни çулах çӳлелле кармашать. Пĕлтĕр топливо 15% хакланнă, таксистсем тара илекен автомобиль хакĕ 35-40% хăпарнă. Анчах водительсен шалăвĕ унчченхи шайрах юлнă.

«Эсир пирĕн йывăрлăхсене пĕлместĕр. Никамăн та тав сăмахĕшĕн ĕçлес килмест. Машина сывлăшпа чупмасть. Пĕлтĕр газ 15-16 тенкĕ тăратчĕ, халĕ 21-23 тенкĕ. Юлашки 10 çулта топливо 77% хакланнă», — палăртрĕ Шупашкарти паллă фирмăра таксире вăй хуракан Александр. Ĕç графикĕ унăн тĕрлĕрен. Ытларах чухне ирхи 7-рен каçхи 8-ччен ĕçлет. Апатланмалли вăхăт пур. Эрнекунпа шăматкун саккас нумай чухне çĕрĕпех çул çинче. Таксист çав вăхăтра ытларах ĕçлесе илет. Вырсарникун канма тăрăшать, унсăрăн ĕçлеме йывăр. Кун каçипе чи сахалли 5 клиент пулнă унăн, чи нумаййи — 32. Пĕр кунхи тупăш — 800-3000 тенкĕ, уявсенче — 5000 тенкĕ.

Вĕсен коэффициент текен виçе пур. Такси ыйтакан нумай чухне вăл вăтам хакран пысăкрах, çын сахал чухне пĕчĕкрех. Сăмахран, ирхине, ĕçе таксипе каяс текен нумай пулсан, коэффициент пысăк. Çав çул тăршшĕшĕн 150 тенкĕ илес вырăнне таксист 250 тенкĕ ыйтать.

«Пĕлтерӳсенче таксист уйăхра 100 пин тенкĕ таран ĕçлесе илессе шантараççĕ. Анчах эпĕ ун чухлĕ шалу илсе курман. Тăкак нумай: топливăсăр, арендăсăр, машинăна çумасăр, агрегатора комисси тӳлемесĕр ĕçлеме çук. Уйăхри тăкаксем 90 пин тенке çитеççĕ. Мĕн кĕрет-ха унта? Манăн автомобиль газпа чупать. Кашни кун 1 пин тенкĕлĕх метан яратăп тата икĕ эрнере пĕр хутчен — 2 пин тенкĕлĕх бензин. Машинăна тара илнĕшĕн кашни кун 1500 тенкĕ тӳлетĕп, уйăхне — 40 пин. 6 кунлăх сменăшăн — 4500 тенкĕ. Ку агрегатора комисси тӳлесрен хăтарать. Смена туянсан водитель мĕн ĕçлесе илнине хăйне хăварать. Смена туянмасан фирма кашни саккасран хăйне 19% илсе юлать. Уйăхне смена е комисси укçи 18 пин тенкĕпе танлашать. Çанталăк япăх чухне клиентсем таса мар пушмакпа салона кĕрсе лараççĕ, ларкăчсене сумкăсемпе варалаççĕ. Автомойкăна каймассерен 150-200 тенкĕ тăкаклатăп. Машинăна вараланнине кура илсе каятăп, хам çăватăп. Уйăхне икĕ хутчен салона тĕплĕн тасаттаратăп. Куншăн кашнинче 500 тенкĕ хăваратăп. Страховка ыйтăвĕсемпе машина хуçи ĕçлет. Уншăн уйрăммăн тӳлеместĕп», — каласа кăтартрĕ Александр.

Кунсăр пуçне водителĕн кĕтмен тăкаксем те пулаççĕ. Халĕ ытларахăшĕ электрон майпа укçа тӳлет. Улталакан клиентсем те пур иккен. Укçа куçарнă тесе чек кăтартаççĕ, анчах вăл çитмест. Баланса тĕрĕслемесĕр кайнăран Александр шар курнă. Уйăхне вăл вăтамран 35-40 пин тенкĕ ĕçлесе илет. «Харпăр хăйсен автомобилĕпе ĕçлекенсен тупăшĕ пысăкрах. Анчах кун пек чухне машина тăкакĕсем пысăкланаççĕ. Саппас пайсем илме, юсама тивет», — пĕтĕмлетрĕ таксист. <...>

Алина ИЛЬИНА.

♦   ♦   


Упăшки урăх арăмпа килсен ăна кăларса янă

«Ватă çынна макăртмалла мар. Ватă çыннăн куççулĕ çĕре тăкăнмасть, хамăрăн чĕркуççи çине ӳкет», — тет вăл. «Юман пек çирĕп, хурăн пек таса, шыв пек вăйлă пул. Утас сукмаку яланах такăр пултăр. Аякка кĕрсе ан кай. Ачусемпе савăнса пурăн. Сĕтел çинче çăкăр-тăвар, çемьере килĕшӳ пултăр», — çакăн пек пилленĕ вилес умĕн ăна амăшĕ. Хунямăшĕ те куçне яланлăхах хупиччен хăйне лайăх пăхнăшăн тав сăмахĕ каланă. Вăл та ăна телейлĕ пулма пилленĕ. Ватă çын пехилĕ çитет теççĕ...

Кулак хĕрĕ. Елена Захарова Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Питĕркасси шкулĕнче 4 çул вĕреннĕ. Унтан Хĕрлĕ Чутайра ăс пухнă. Глуховсен çемйинче вăл тăватă ачаран асли пулнă. Ун хыççăн — Раиса, Нина тата Клавдия. «Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕреннĕ чухне аттене Василий Федоровича тĕрмене хупнă. Киле таврăнтăм та анне Марфа Павловна пусма вĕçĕнче макăрса ларать. Ун чухне вăл чи кĕçĕннипе йывăр çынччĕ. Пĕр-икĕ кунран атте патне апат леçме кайрăмăр. Мана анне лаша вити тавралла тытнă йĕплĕ пралука сирсе кĕртрĕ. Пысăк хырăмлă пулнăран хăй кĕреймерĕ. Атте чӳрече патĕнче ларнă. Мана асăрханă. Кĕç дежурнăй милиционер сиксе тухрĕ.

«Тăр, персе вĕлеретĕп», — шиклентерчĕ мана. «Персе вĕлермест, ан хăра», — лăплантарчĕ атте. Тĕрме çумне çыпçăнса тăтăм. «Ну, каялла тух», — васкатрĕ пакунли. Хытса тăтăм. «Персе вĕлеретĕп вĕт такки», — татах юнарĕ хайхискер. Милиционер йĕплĕ пралука урипе пусрĕ те пуçа чикрĕм. Анчах вăл çӳлти пралука нумай çĕклемен, аллине тӳрех янă. Йĕплĕ пралук чăваш кĕпине çатăртаттарса çурчĕ. Çурăма шăйăрчĕ, юн юхма пуçларĕ. Милиционер мана илсе кĕчĕ. «Ирччен ларатпăр халĕ», — терĕ. Анне тулта макăрса юлчĕ. Тул çутăлсан пакунли шкула илсе кайрĕ. Çаплипех утрăм: хам чĕп-чĕр юн! «Камăн ашшĕне хупнă, паянтан пĕрне те вĕрентместпĕр», — терĕ милиционер. Вара пире шкултан кăларса ячĕç, — каласа чуна çӳçентерчĕ Елена Васильевна. — Икĕ çултан чĕнсе илчĕç те 8 класс пĕтерме май килчĕ».

Çăпата вырăнне çăпата пулать.

Ашшĕне тытса кайнă хыççăн Елена Захаровăн пурнăçĕ çăмăл килмен. Çимелли те, тăхăнмалли те пулман. «Ялти ачасемпе ирсерен анкарти хыçĕнче курăк шыраттăмăр. Пултăран, вĕлтĕрен, серте, кăшкар ути тупсан хĕпĕртеттĕм. Ĕлĕк тата çĕр улми начар пулатчĕ. Вĕтĕччĕ, ытларах пайĕ кĕркунне çĕретчĕ. Юрать, ĕне усранă. Яшкана анне сĕт, пĕр-икĕ çĕр улми, çăнăх, курăк яратчĕ. Вăрçă тухнă чухне эпĕ 16-раччĕ. Астăватăп-ха: вăрман енне пире утă тавăрма илсе кайнăччĕ. Пирĕн çийĕн 6 самолет вĕçсе иртрĕ. «Выртăр!» — кăшкăрчĕç арçынсем. Пурте курăк çине ӳкрĕмĕр. Яла кайсан вăрçă пуçланни çинчен пĕлтĕмĕр. Тепĕр кунхине ялтан 20 çынна вăрçа ăсатрĕç. Сăмах май, пирĕн аттене малтан Етĕрнене, каярахпа Улатăр тăрăхĕнчи тĕрмене илсе кайнă. Унта халăх тăшманĕ тесе персе пăрахнă», — иртнине куçĕ умне кăларчĕ Елена Васильевна. Вăрçă пуçлансан вĕсене Сăр хĕррине окоп чавма илсе кайнă. Кунне пĕрре 200 грамм çăкăр панă хĕрсене. 42 градус шартлама тăнă. «Пирĕнпе пĕрле икĕ мучи пурччĕ. Сухалĕсем кăкăр таранччĕ. Ватăсен куççулĕ, сĕлеки юхатчĕ. Йăлт шăнса ларатчĕ. Апла пулин те кунĕпех ĕçленĕ. Утаркассинче хваттерте пурăннă. Урайне тумтир пăрахнă та выртнă. Çанталăк сивĕ тăнăран кĕпе аркисем пăрланатчĕç. Ĕлĕк хальхи пек хулăн йĕм пулман. Пиртен çĕленисемпе çӳренĕ. Мĕнле пурăннă? Манăн çав вăхăтри кантраллă пир йĕм юлнăччĕ. Ăна музее патăм. Урана тăла сырнă, çăпата тăхăннă. Ун чухне юр тарăнччĕ. Окоп чавма юр ашса каяттăмăр. Пĕррехинче кăвайт умĕнче эпĕ урана ăшăтас тесе ытларах ларнă — çăпата ĕнсе кайнă. Хам сисмен те. Ĕçлес тесе тăтăмăр та — манăн çăпата çук. Кантри кăна юлнă! Йĕме пуçларăм. «Ан макăр. Вăрçа кайнă арçынсем вилеççĕ. Çын вырăнне çын çук, çăпата вырăнне çăпата пулать», — лăплантарчĕç мучисем. Тăлана кантрапа çыхрĕç те хваттере кайма хушрĕç. Тăла вĕççĕн чупса çитрĕм. 5 çухрăм кайрăм пулсан та сивĕпе ура йĕпенмерĕ. Сăр хĕрринче çӳçе нумайччĕ. Вĕсене касса çунтарттаратчĕç. Салтак арăмĕсем 2 метр тарăнăш шăтăксем чаватчĕç. Мучисем çăка касса кăвайт умне ларса сӳнĕ. Çавăнтах пушăт тунă. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Римма ПАРФЕРЬЕВА: Суранланнă пулсан та карттăна хамах тĕрлерĕм

Елчĕк районĕнчи ача-пăча искусствăсен шкулĕнче 30 çул ытла ĕçлекен Римма Парферьева çулленех тĕрлĕ курава хутшăнать. Чăваш наци библиотекинчи «Кĕмĕл ĕмĕр» галерейăна унăн картинисем пĕрре кăна мар илемлетнĕ. Римма Витальевна юлашки çулсенче чăваш тĕррине те парăнтарнă. Ялти ӳнерçĕпе нумаях пулмасть курса калаçрăмăр.

Ӳнерçĕ куçĕ илеме час курать

— Ĕлчĕк тăрăхĕнче хĕрарăмсем мĕн авалтан ал ĕçĕпе кăсăкланнă, çав шутра — чăваш тĕррипе те…

— Тĕрĕсех калатăр, эпĕ çуралса ӳснĕ Аслă Пăла Тимешре те çаплах пулнă. Анчах 19-20-мĕш ĕмĕр чиккинче чăн чăваш эрешĕсем çухалма пуçланă. Тулашпа тытакан çыхăну аталаннă май чăваш ялĕсенче те купсасем илсе килнĕ тумсем, ытти хатĕр ытларах курăнма тытăннă. Килте хатĕрленĕ капăр япаласене лавккара туяннисемпе улăштарнă. Чăваш тĕрри те çаплах улшăннă. Çапах хĕрарăмсем кĕрĕк арки йăваласа ларман. Шăпах çав вăхăтран ютран килнĕ çĕвĕсемпе, эрешсемпе кăсăкланасси пуçланнă. Çапла чăваш ялĕсенче хĕресле /вырăссен/, яка /тутарсен/ тĕррисене алла илнĕ.

— Эсир те йĕппе çип тытнă.

— Тĕрлеме питĕ кăмăллаттăм, çак ĕç патне пĕчĕкренех алă пыратчĕ. Ӳкерме те юрататтăм. Çавăнпа тĕрĕ эрешĕсене хамах ăсталаттăм. Шкул хыççăн Костромари ӳнер училищинче пĕлӳ илтĕм. Ун хыççăн тăван «Победа» колхозра художник-оформительте ĕçлерĕм. 1991 çулта Елчĕкри ача-пăча искусствăсен шкулне ĕçлеме чĕнчĕç, хаваспах килĕшрĕм. Çакăн хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ӳнерпе графика факультетĕнчен живопиç енĕпе вĕренсе тухрăм. Сисмерĕм те — 30 çул ытла хыçа юлчĕ.

— Пултарулăхăра чăваш тĕррипе мĕнле майпа çыхăнтартăр?

— Ӳнерçĕ куçĕ илеме асăрхатех. Чăваш тĕрринчен мĕнле пăрăнса иртейĕн-ха? Хĕрарăмсен авалхи тумĕсене те, кил-çурта хитрелетекен çи виттисемпе салфеткăсене те пĕрре кăна мар алла тытса пăхнă. Республикăри халăх пултарулăх çуртне чăваш тĕррине вĕренме ярассине пĕлсен тӳрех килĕшрĕм. 2012 çулта пулчĕ çакă. Елчĕк районĕнчен Шупашкара виççĕн кайрăмăр. Чăваш тĕррине пурнăçлама кăткăс, анчах маларах ал ĕçĕпе аппаланнăран йывăрлăха çăмăллăнах парăнтартăм.

— Римма Витальевна, хăвăрăн опытăра вĕренекенĕрсене парас темен-и?

— Паллах. Ача-пăча искусствăсен шкулĕнче чăваш тĕррине темиçе çул вĕрентрĕм. Ачасем хăйсен ĕçĕсемпе Шупашкарта ирттернĕ конкурссене хутшăнса çĕнтернĕ те. Кăçал та республикăри Халăх пултарулăх çурчĕ çамрăк тĕрĕçсем валли йĕркелекен конкурса хатĕрленме пуçларăмăр. Ачасене хушма пĕлӳ парас, чăваш тĕррине вĕрентессипе çыхăннă «Чăваш Ен — 100 пин тĕрĕ хутлăхĕ» методика хатĕрĕ çырнăччĕ эпĕ. Районта çĕнтернĕ хыççăн ăна иртнĕ çул республикăри пултаруллă ачасен «Эткер» центрĕн конкурсне те тăратнăччĕ. Программа унта та 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. Малашне шăпах ăна тĕпе хурса ĕçлесшĕн те. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


Николай УГАСЛОВ: Мухтанассишĕн ĕçлеместпĕр

— Пĕрремĕш хут эпĕ хамăн çуралнă куна 30 çулта паллă тунăччĕ. Сунара кайса килтĕмĕр. Мулкач тытрăмăр. Юлташсемпе калаçса ларатпăр: «Пенсие тухма тата 30 çул-ха». Çав 30 çул пĕр çулталăк пек иртсе кайрĕ. 60 хыççăн тата вунă çулĕ пушшех сисĕнмерĕ, — калаçăва пуçларĕ чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ Николай Угаслов. Нарăсăн 8-мĕшĕнче вăл 70 çул тултарчĕ.

— Вахтанг Кикабидзе юрлакан юрăра «Манăн çулсем — манăн пуянлăх» йĕркесем пур. Николай Федорович, сире çулсем мĕнпе пуянлатрĕç?

— Пуянлăх вăл, паллă ĕнтĕ, çемье: икĕ ывăлпа пĕр хĕр, сакăр
мăнук, пĕр кĕçĕн мăнук. Вĕсем çине пăхатăн та — çулсем, чăнах та, самай иккен. Мăшăрпа пĕрлешни те кăçал 46 çул пулать. 24 çул тултарсан, 1976 çулхи нарăсăн 21-мĕшĕнче, туй турăмăр.

— Пулас мăшăрăр Ирина Евсеевна сирĕн кăмăла мĕнпе çавăрчĕ ун чухне?

— Пĕрремĕшĕнчен, чиперлĕхпе. Иккĕмĕшĕнчен, питĕ тирпейлĕ. Ытлашши сăмах калаçма юратмасть. Сăпайлă. Тата якăлти мар, шанчăклă, пурнăç тăвасшăн. Пулас арăма салтака кайса килсен тĕл пулнă. Унăн тантăш хĕрĕ пирĕн яла концертпа пынăччĕ. Манăн юлташ унпа паллашрĕ. Хайхискер калать:

«Шупашкара пырсан сана хамăн туспа паллаштаратăп. Унран лайăх хĕр тупаймастăн». Тĕрĕссипе, унччен манăн савни пулнă. Мана вăл салтака ăсатса янă, кĕтсе илнĕ. Çартан таврăнсанах качча тухасшăнччĕ. «Хăçан пĕрлешетпĕр? Эпĕ сана кĕтсе ватă хĕре юлатăп», — тетчĕ. Анчах эпĕ хваттер илмесĕр авланасшăн марччĕ. «Апла эпĕ сана кĕтсе илейместĕп. Ман хыçран нумаййăн чупаççĕ», — терĕ. «Санăн ирĕкӳ: кĕтес килсен кĕт, кĕтес килмесен ан кĕт», — хуравларăм ăна. Çапла уйрăлса кайрăмăр.

— Николай Федорович, эсир вăрçă хыççăн çуралнă. Ачалăхăр çăмăл пулман ĕнтĕ?

— 1952 çулта çуралнă та вăрçă йĕрĕсем юлнă-ха. Ун чухне пурте нушаллăрах пурăннă. Çапах выçă ларман, анчах ĕçĕ нумай пулнă. Вăхăта шав ĕçре ирттернĕ. Аттерен эпĕ иккĕ те тултараймасăр тăлăха юлнă. Чи кĕçĕнни пулнă. Мана анне ӳстернĕ. Пĕрремĕш хут ултă çулта чухне укçа ĕçлесе илнĕ. 1-мĕш класра ял кĕтĕвне кĕтме пуçланă, 4-мĕш класра — колхоз кĕтĕвне. Шанмалли атте пулман та пĕчĕкренех укçа тума хăнăхнă. Пирĕнтен виçĕ çухрăмран Чĕмпĕр облаçĕ тытăнать. Унта кăшман ани çумлама каяттăмăр. Пĕр гектаршăн 17 тенкĕ паратчĕç. Пĕр эрнере 17 тенкĕ ту-ха! Çурла та тытса курнă. Акă, кача пӳрне çинче кастарнă йĕр халĕ те палăрать... Пирĕн яла радио 1961 çулта тин çитрĕ. Ялта икĕ телевизорччĕ. Пĕри — колхоз председателĕн. Ун патне кĕрейместĕн — вăл килĕнче те пулмасть. Тепри — шкул директорĕн. Вăл вара отличниксене кăна кĕртетчĕ. Урайне выртаттăмăр та сывламасăр пăхаттăмăр. Саккăр çитсен: «Ачасем, киле!» — тетчĕ. Тепĕр кунне телевизор пăхакансен «пиллĕк» кăна илмеллеччĕ. Шкулта, чăнах та, лайăх вĕреннĕ. Анчах манăн пĕр йывăрлăх пурччĕ: хитре çырассипе «тăваттă» пулкалатчĕ. Эпĕ выльăхсене, уйрăмах ĕнесене, питĕ юрататтăм. Качакасене кураймастăм. Вĕсене пăхма йывăрччĕ, çырма тăрăх çӳресе тарăхтаратчĕç. Пирĕн килте качака та, ĕне те пурччĕ. Ир тăма хăнăхнă эпĕ. Çулла хĕвелпе пĕрлех ура çине çĕкленнĕ. Эпир урам вĕçĕнче пурăнаттăмăр. Ирхине ĕнене картишрен кăлараттăм, çитереттĕм, вара кĕтĕве ăсатса яраттăм.

— Эсир ача чухне темĕнпе те кăсăкланнă... Çапах ӳссен кам пулма ĕмĕтленнĕ-ха?

— Математикăпа, физикăпа лайăх вĕренеттĕм. Хими килĕшетчĕ. Инженер пулма шухăшланă. Строитель ĕçĕ пирки шутланă. Шупашкарта вĕренес килетчĕ. Икĕ пичче, аппа кунта пурăннă. 4-мĕш класра çур çул эпĕ Шупашкарта вĕреннĕ-ха. Петĕр Хусанкайпа та тĕл пулнă. Пирĕн шкула час-часах пыратчĕ вăл. Сăвăсем вулатчĕ. Ун хыççăн сăвă çырас шухăшсем те çуралнăччĕ. Манăн «Утăм» ятлă кĕнеке пурччĕ. Сăввисене нумаях та çырман, пиллĕк-улттă пулнă-ши? 8-мĕш класс хыççăн 9-мĕшне кӳршĕ яла каймаллаччĕ. Вара эпĕ специальноç илес тесе шухăшларăм. Шупашкара килтĕм. Кунта çапах та тăвансем пур, çăмăлрах. Вырсарникунсенче вĕсем патне кайнă.

Студентăн пĕр тĕллев — тăраниччен çиесси. Аппа вара лайăх апатлантарса яратчĕ… Çăмăл пулман паллах. Анчах кулянса та ларман. Манăн кĕсьере 4-мĕш класран пуçласа укçа татăлман. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Кита курайман:

е Доминикана Кариб тинĕсĕпе илĕртнĕ

Доминикана Республики çинчен хăçан та пулин илтнĕ-и? Кариб тинĕсĕ, Атлантика океанĕ, шурă хăйăр, çĕр хăвăлĕсем, çĕр айĕнчи кӳлĕсем, вертолет экскурсийĕ… Ку — çак çĕршыва сăнлакан паллăсен пĕчĕк пайĕ çеç. Тата мĕнпе илĕртет-ха вăл туриста? Çак ыйтăвăн хуравне эпĕ Шупашкарта пурăнакан Наталья Афонинăпа калаçсан пĕлтĕм. Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче çеç Доминиканăра пулнăскерĕн аса илĕвĕсем сĕвĕрĕлменччĕ-ха. Доминикана — Гаити утравĕнчи тропик çĕршывĕ. Тĕп хули — Санто-Доминго. Унти вăхăт пирĕн патринчен 7 сехет юлса пырать. Ыттине вара Наталья хăй каласа кăтартрĕ.

Экскурсие — вертолетпа

— Доминиканăна çитсе курас шухăш ăнсăртран çуралчĕ. Пĕр талăкра пуçтарăнтăмăр та çула тухрăмăр. Мĕншĕн шăпах Доминиканăна тетĕр-и? Ну, ку раштав уйăхĕнче пулнăччĕ. Сивĕ. Египетра та шăрăх мар. Чылай çĕршыва хупнă. Кариб бассейнĕнче вара ăшă — унта шыва кĕме те, хĕвел питтинче хĕртĕнме те юрать. Унсăр пуçне Кубăпа тата Мексикăпа танлаштарсан билет хакĕ йӳнĕрехчĕ. Эпир суйланă тур икĕ тĕрлĕ хăна çуртĕнче пурăнма май пачĕ. Çапла эпир малтан Кариб тинĕсĕ хĕрринче пурăнтăмăр, унтан — Атлантика океанĕ хĕррине куçрăмăр. Пĕрлештернĕ тур пекрехчĕ вăл, — аса илчĕ Наталья.

Вăл шурă хăйăр, янкăр кăвак тинĕс курасшăн пулнă — ку ĕмĕтсем Кариб тинĕсĕ хĕрринче пурнăçланнă. Атлантика океанĕнчи шыв вара пачах урăхла иккен: сăрă хумсем, шыв курăкĕллĕ пляжсем… Анчах Кариб тинĕсĕпе киленме ĕлкĕрнĕскерсене ку пачах кулянтарман. Доминиканăра экскурсие вертолетпа та тухма пулать. Вăл Пунта Кана çийĕн вĕçсе çаврăнать.

— Пунта Кана — туризм центрĕ. Унта — илемлĕ хăна çурчĕсем, куçа илĕртекен пальмăсем, путнă карапсем… Çакна çӳлтен сăнама питĕ меллĕ. Атлантика океанĕн çыранĕ çийĕн вертолетпа эпĕ иккĕмĕш хут вĕçрĕм. Пĕрремĕш хутĕнче ку Рио-де-Жанейрăра пулнăччĕ. Унта çакнашкал экскурси хакĕ 150 долларпа танлашрĕ, кунта вара — 89 доллар. Çавăнпа вĕçесси пирки иккĕленмерĕм, — каласа кăтартрĕ çул çӳревçĕ.

Наталья палăртнă тăрăх, малтан çав çĕршывăн çурçĕр пайĕ туристсемшĕн хупă пулнă, халĕ вара ăна та аталантараççĕ. Экскурси вăхăтĕнче вĕсем унта та çитсе курнă. Вăл питĕ илемлĕ заповедникпа палăрать иккен. Лос Айтисес наци паркне тусен тата çӳллĕ вырăнсен çĕршывĕ теççĕ. Вăл тĕнчипех паллă. Çав хӳтĕ вырăналла кĕрекен океан пайĕнче кăрлач-пуш уйăхĕсенче китсем пуçтарăнаççĕ. Анчах раштав уйăхĕнче вĕсене, паллах, кураймăн.

Çак экскурсиех Бакарди утравĕ те кĕрет. Унта ӳкернĕ паллă рекламăна чылайăшĕ курнă пулĕ. Çавăнтах Доминиканăн чи хаклă хăна çурчĕсенчен пĕри вырнаçнă. Канма пыракансем ăна шăпах китсене курас тĕллевпе суйлаççĕ. <...>

Лариса ПЕТРОВА.

♦   ♦   ♦


«Пурăнас килсен машинăна чармăн»

Çамрăк салтаксене çирĕп кăмăллă пулма вĕрентнĕ аслисем

«Йывăр вăхăт халĕ те аса килет. Мĕн виличчен пуçран тухмасть ĕнтĕ вăл, вăрçă… Ĕмĕрлĕх», — шухăшлăн калаçрĕ Чечня вăрçинче пулнă Андрей Иванов. Мăшăрĕпе Татьяна Клементьевнăпа Вăрмар районĕнчи Пинер ялĕнче кермен пек çурт хăпартнă вĕсем. Пурнăçа хакласа юратакан кил хуçин ăста аллинчен тĕлĕнмеллипех тĕлĕнмелле.

Ĕне те сунă. Галинăпа Николай Ивановсем виçĕ ывăл çуратса ӳстернĕ. Хăйсем ĕçе тухса кайсан ачисем асламăшĕпе юлнă. «Асанне ирех тăрататчĕ. Тантăшсем хуп турттарнă вăхăтра эпир кӳршĕсене те пулăшма ĕлкĕреттĕмĕр. Нихăш ĕçе те тиркемен, аслисем çапла вĕрентнĕ. Шăллăмпа Сашăпа икĕ ĕне сунă, килте тирпейлеме пулăшнă. Асанне Таисия Максимовна тасалăха вĕрентрĕ. Анне фермăра ĕçлетчĕ. Унта, паллах, шурăмпуç çутипех тăрса кайнă вăл. Ирхи сăвăма васкамалла-çке. Çавăнпа эпир çамрăклах ĕçпе пиçĕхсе ӳснĕ. Асанне ирех тăратнăшăн пĕртте ӳкĕнмен», — аса илчĕ Андрей Иванов. 9-мĕш класс пĕтерсен ăна чунĕ совхозри тракторпа машина паркне туртнă. Унта ашшĕ тар тăкнă. Шухăшласа тăмасăр ĕçе пуçăннă вăл, слесарьте тăрмашнă. Вăрмарта водителе вĕреннĕ. Пĕр çул аслăрах пиччĕшне Алексее салтака ăсатсан Андрей Иванова та районти çар комиссариатне чĕннĕ. Повестка илнĕ каччă пиччĕшĕ таврăничченех Канаша çитнĕ. Анчах 1994 çулхи кĕркуннехи призывран ăна хăварнă. 1995 çулхи çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнчен Андрей Иванов салтак пулса тăнă. Шăпа ăна Кабарда-Балкар Республикине илсе çитернĕ. Нальчик хулинчи чаçре унăн çар вĕренĕвĕ пуçланнă.

«Андрее пил парса ăсатрăмăр, анчах унăн Канашран таврăнмалла пулчĕ. Ун хыççăн тепĕр çур çултан çеç чĕнчĕç. Çав вăхăтра аслă ывăл таврăнчĕ. Пĕр-пĕрне вĕсем виçĕ кун курайрĕç. Андрей Чечняна лексен питĕ кулянтăмăр. Тен, малтанах кайнă пулсан вăрçа лекмĕччĕ те… Телевизор пăхма та хăрушăччĕ. Пĕрмай Чечня вăрçи, салтаксем вилни пирки калатчĕç. Андрей таврăннă кун кĕçĕн ывăл: «Анне, Андрей килет!» — терĕ. Хăйне курмасăр та ĕненмерĕм. Тĕрĕс-тĕкел таврăннăшăн питĕ савăнтăм, — каласа кăтартрĕ салтак амăшĕ. Виçĕ ывăл çуралсан салтака ăсатма тивет тесе кулянман-ши вăл? — Ун пек шухăшламан, Тăван çĕршыва юрăхлă пулччăр тесе ӳстернĕ».

Сухаллисенчен шикленнĕ. «Нальчикре вĕренӳ хыççăн пирĕн ротăна салатса ячĕç. Тепĕр кунхине колонна Чечняна каяссине пĕлтерчĕç. Унтисем валли кишĕр, сухан, çĕр улми тупса илсе каймалла. Тепĕр салтакпа пĕрле çар путвалĕн решеткине пăчкăпа хăйраса касса кĕтĕмĕр. Анса михĕпе илсе тухрăмăр. Тепĕр кунхине илсе кайма хатĕрччĕ. Грозный хулине çитрĕмĕр, уйра чаç вырнаçнăччĕ. Эпир икĕ çамрăк, ыттисем аслăрахчĕ. Пире вĕсем çавăрса илчĕç. Пурте сухаллă. «Ăçта лекрĕмĕр-ши?» — тесе малтанах шиклентерчĕ. Машинăсем хамăрăн пулни çеç лăплантарчĕ. Апла тăк вĕсем те пирĕн салтаксемех. Кăштах вăхăт иртсен ăнлантăмăр. Хайхискерсем çамрăксен хушшинче ентешĕсем çук-ши тесе тимлĕ сăнанă. Çавăнти условисенче сухал хырма май пулманран çапла ӳстернĕ. Малтан ЗИЛ машина пачĕç. Унпа нумай çӳремерĕм, васкавлă пулăшу машинине /УАЗ/ шанчĕç», — каласа кăтартрĕ Андрей Николаевич. <...>

Елена ЛУКИНА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.