«Канаш» 80 çул каялла мĕн çырнă?
Алăра - "ЧАСС Республикĕнчи ПСК/б/П Обкомĕн, Тĕпĕçтăвкомĕн тата Совпрофăн кашни кун тухакан хаçачĕн" - "Канашăн" /халĕ "Хыпар"/ - 1934 çулхи кăларăмĕсен тĕрки. Ăна 80 çул каялла ĕçтешсем мĕн çинчен çырнине, çав вăхăтра халăха мĕн кăсăклантарнине пĕлес килни уçса пăхма хистерĕ. Авăн уйăхĕн 2-мĕшĕнче вырсарни кун тухнă 202 /3814/-мĕш номерпе паллашар-ха. Çав вăхăтри орфографипе пунктуацие сыхласа хăварма тăрăшнă.
Радиограммă
Райĕçтăвком председателĕсене, парти райком секретарĕсене
Çентаберĕн 4-мĕшĕнче, вырăнти вăхăтпа каçхине 10-сехетре вĕренÿ çулĕ пуçлани çинчен радиоперекличка пулат. Вĕренÿ çулне мĕнле хатĕрленсе çитни çинчен, строителствă, вут-шанкă турттарса кăларас, кĕнекесем, ытти вĕренÿ хатĕрĕсем хатĕрлес, учитлĕсене хатĕрлесе вырăнсене вырнаçтарса пĕтерес, пĕрремĕшпе пиллĕкмĕш классене ачасем илсе тултарас, вĕри апатсем организацилес, шкул учаскисенчен тырпулсене, пахча-çимĕçсене пуçтарса кĕрес ĕçсем мĕнле пыни çинчен докладсем хатĕрлĕр.
Халăх комиссарĕсен канашĕ - А.Йакăвлĕв. Парти обкомĕ - И.Кузнецов.
Малтисен йулса пыракансене пулăшса, пĕтĕмĕшпе ÿсĕм тумала
Канаш, августăн 31-мĕшĕ. Августăн 31-мĕшĕнче ПЕТРОВ йул. Канаш районĕнчи колхозсенче тата ялсенче пулчĕ.
Ухман йалсоветĕнче йединоличниксем патшалăха тырă мĕнле панипе паллашрĕ. ПЕТРОВ йул. пынă кун йалсовет патшалăха тырă парас плана 78 процент кăна тултарнă. Вăтам пурăнакан Иванова тырă çапнă та кÿршĕ йалĕнче пытарса усрат, патшалăха тырă памаст. Петров йул. йалсовета саботажниксем пирки питĕ çирĕп мерăсем: - сута парасси патне çитичченех çирĕп мерăсем, - йышăнма кирли çинчен кăтартса пачĕ.
"ХУЧЕЛ" колхозра Петров йул. пахчари ĕçсемпе паллашрĕ. Кунта çырма-çатраллă çĕрсем çинче кăнтăр йенчи çимĕçсем: арпус, дынă, баклажан, мексика помидорĕ лайăх пулса çитнĕ. Çак çимĕçсенчен колхоз 16 пин тенкĕ тупăш илет. Кунта колхозниксемпе калаçнă чух, Петров йул. йалхуçалăхне ăнăçлăн вĕçлеме кирли çине, 1935 çулхи вăйлă тырпулшăн мĕнле кĕрешмелине кăтартса пачĕ. Кунпала пĕрлех колхозниксене ертеллĕ мунча тума сĕнÿ пачĕ.
Лашасен чĕрнисене тасатмаççĕ
Пырçырланти "Хресчен" колхозăн /Йетĕрне р./ лашисем калама çук начарланса кайнă. Ку пĕтĕмĕшпех конюхсем лашасене тĕрĕс, йĕркелĕ пăхманнинчен килет. Нормăпа типтерлĕ çитересси кунта пачах çук. Вăйсăр лашасене уйрăм пăхмаççĕ.
Колхозăн вите çумĕнче аптечкă пур, унпала чирлĕ лашасем пур пулсан та усă курмаççĕ. Лашасен чĕрнисем çитĕнсе кайнă, вĕсене касса тасатма пĕр хатĕр те çук, нихăçан та тасатман.
Кашни кун хăш лашасене ĕçе йанине шута илсе пымаççĕ. Çавăнпа та хăшпĕр лашасем пĕр канмасăр та ĕçлеççĕ.
Колхоз правлени ку çитменлĕхсене пĕтерес пирки нимĕн те тумаст.
Н.Урмай.
Çилос хурасси йапăх пырат
Мăн Сĕнтĕр. Тутаркасси районĕнче çилос хывас ĕç калама çук йапăх. Анчар, Мăн Хураçка, Карайкасси, Пушкăрт, Мăн Сĕнтĕр, Хачăк, Тептей, Шашкар, Шатракасси, Шупуç, Йуванăвă йалсовечĕсенчи колхозсем пайан куна çитсе те пĕр тонна çилос хывман. Йалсовечĕсем ĕç хăйех пулса пырасса шанса колхозсене нимĕнле кăтартусем те парса пулăшман.
Райçĕрĕç тытăмĕ те çилос хатĕрлес ĕçре тĕплĕн йертсе пымаст.
Пуйан пурнăç килчĕ
Кушкăри "Сухаçă" колхоз /Елчĕк р./ кăçал тырпулсене пĕр тăкаксăр пуçтарса кĕрсе авăна кĕске вăхăтрах çапса пĕтерчĕ. Çăмăрсем ĕçе чăрмантармарĕç. Икçĕр метр тăрĕш лупас айĕнче нимĕнле çумăр та çук. Молотилкăсем хĕрсех ĕçлеççĕ. Тырă та типĕ.
- Тавтапуç большевиксене ку лупаса шухăшласа кăларнăшăн, - терĕç колхозниксем авăн пĕтернĕ кун. /.../
- Пуйан пурнăç килчĕ, çак аслă урама клуб туса лартма та вăй çитет ĕнтĕ, - терĕ колхоз председателĕ пухура, кăçалхи кăтартуллă ĕçсем çинчен каласа пĕтерсен. /.../
Вылăхсăр колхозник "Сухаçăра" текех çук. Колхоз пулăшнипе 5 ĕнесĕр колхозник ĕнесем туянчĕç. Кашни пекех ăратлă сурăх, ăратлă сысна туйанат. Выльăх апат-çимĕçĕ хĕллене çителĕклех пулат. Колхозниксем симĕс çулçă, йăран, вăрман ути нумай хатĕрлерĕç. 25 тоннă çилос хывса хăварчĕç.
Т.Миронăв.
Саккуна пăсакана хирĕç хайарăн кĕрешер
Канаш районĕ - финанс плане тултарас тĕлĕшпе кайа йулса пыракан районсенчен пĕри. Августăн 20-мĕшне 3-ш квартăл плане вăл 32,5 проц. çеç тултарнă. Анчах укçа-тенкĕ пухас ĕç çав тери кайа йулни райфинпайне те, унăн пуçлăхĕ пулса ĕçлекен Иванова та, пĕрте кулантармаст. /.../
Сăмахран, Йамаш йалсоветне пынă райĕçтăвком бригади пĕр, 1934 çулхи августăн 7-мĕшĕнче пулса иртнĕ ларура 119 хуçалăха икĕ хут пысăкрах налог тÿлеттермеле тунă. Çак хуçалăхсенчен чылайăшне налог укçине икĕ хут нумайрах тÿлеттермеле тума бригадăн пĕр сăлтав та пулман.
Час-часах, обчăлăх хушшинче активлă ĕçлекен çынсенех икĕ хут нумайрах налог тÿлемеле тунă. Сăмахран, Именево йалĕ тăрăх уполномоченнăй пулса ĕçлекен Федотов Владимира 3-ш квартăлшăн патшалăха 1 килограм пама ĕлкĕрейменшĕнех ытлашши налог тÿлеттерме йышăннă. Августăн 20-мĕшне унăн çу парăмĕ 200 грам кăна йулнă. Çакăн пек сăлтавсăр айăплă тунă çынсем унта питĕ нумай пулнă. Çавăнпа та, лайăх тĕрĕсленĕ хыççăн, 150 хуçалăхран 100 хуçалăхне налог укçине икĕ хут нумайрах тÿлесрен хăтармала пулчĕ. /.../
В.Таврин.
...Вуланă майăн вун-вун çул каялла кун çути курнă статьясен авăрнех путрăм. Кăсăклă, уççăн тата хăрамасăр çырнă. Кашни материал вăл е ку çитменлĕхе тăрă шыв çине кăларать. Хаçатра критикленин витĕмĕ пулнах пуль çав. Колхоз, "йалсовет", ытти тытăм ертÿçисене "пĕçертсе" илни пуш сăмах шайĕнче çеç юлнă пек туйăнмасть. Унсăрăн çапла çырман /е çырма ирĕк паман/ пулĕччĕç.
Тĕп тема, паллах, республикăри колхозсенчи ĕç-хĕл. Çав çулсенче ĕç çынни, çĕр çинче тăрăшакан хресчен чăннипех те хисепре пулнă. Унăн ĕçне хаçатра ытларах çутатма тăрăшнă. "Республикăри Хĕрлĕ Хăма" рубрикăна тытса пыни уйрăмах килĕшрĕ. Унта лекесси пысăк чыс шутланнă ĕнтĕ. Хресчене тата та ытларах ĕçлеме хавхалантарнă.
Çак номертех вĕрентÿри çитменлĕхсем пирки çырнă статья та кун çути курнă. Унта шкулсенче географие начар вĕрентни çинчен сăмах пырать. Çĕр-шыв хыпарĕсемпе те паллаштарнă. "Петров йул." сĕннине шута илсе-ши "ертеллĕ мунча" тума та вĕрентнĕ.
"Канаш" ун чухне 7000 экземплярпа тухнă. П.И.Иванов "ответлă редактор" пулнă.
Хаçата В.БАГАДЕРОВА вуланă.
Комментировать