«Хыпар» 11-12 (27890-27891) № 04.02.2022

4 Фев, 2022

Эп тĕрлетĕп тĕррĕме, кĕрет укçа кĕсьене

Çакăн пек калакан пулĕ-ши тенĕччĕ халăх промысли енĕпе ĕçлекен паллă ăстасем патне шăнкăравласан. Тĕрлĕ хурав илтрĕм. Анчах сăмахăма чăвашлăх темипе çыхăнтарса хăйсем тĕллĕн ĕçлесси çине куçарсан — пурин хуравĕ те пĕрешкел пулчĕ. Мĕнле-и? Вуласа пĕлĕр.

Мăшăрĕн ĕмĕчĕ

Шупашкарта кăна мар, республикăра та Балтаев ӳнерçĕсене лайăх пĕлеççĕ. Çемье пуçĕ Николай Балтаев — медальер. Чăваш халăхĕн кун-çулне тарăн тĕпченĕскер, ӳнер енĕпе академи пĕлĕвĕ илнĕскер çак ĕçе вун-вун çул пурнăçа кĕртсе пырать. Унăн мăшăрĕ, республикăри ремесленниксен гильдийĕн ертӳçи Людмила Владимировна та пултарулăх ĕçĕнче тахçанах палăрчĕ. Ывăлĕсем Асаматпа Атилла та çывăх çыннисен çулне суйланă. ЧР тава тивĕçлĕ художникĕ Николай Балтаев — Чăваш патшалăх культурăпа искусствăсен институчĕн халăх ӳнер пултарулăхĕн кафедрин доценчĕ. Вăл институтра çавăн пекех «Сăвар-пăлхар халăхĕн философийĕ» пултарулăх шкулне те ертсе пырать. Мăшăрĕ вара — хăй тĕллĕн ĕçлекен предприниматель.

— Эпĕ çемье ĕçне официаллă майпа ертсе пыракан шутланатăп. Чăваш халăхĕн капăрлăхĕсене хатĕрлеме, тумĕсене çĕлеме çемйипех хутшăнатпăр. Çĕлеттерекен çук теместĕп, анчах кунта ялан черет тăмаççĕ. Эпĕ çак ĕçе ремесленниксен гильдийĕнчи ăста пек кăна пурнăçланă чухне — куравсене тухса кăштах суткаланă вăхăтра — хама ирĕклĕрех туйнă. Мĕншĕн тесен налук, аренда тӳлемен. Официаллă майпа ĕçлеме ты- тăнсан тӳлемелли нухрата мĕнле те пулин майпа ĕçлесе илме тăрăшатăнах, — чунне уçса калаçрĕ Людмила Владимировна.

Балтаевсем тĕп хулари Мода çуртĕнче мастерской тата курав валли 19 тăваткал метр лаптăка арендăна илнĕ. Унта кирек кам та кĕрсе тухма, хаксемпе паллашма пултарать. Людмила Владимировна кăмăл пуррисене хушпу тумашкăн вĕрентме те ӳркенмест. Урăхла каласан, ăсталăх класĕсем ирттерет.

— Эпир чăвашлăх енĕпе темĕнле вăй хурсан та пурăнма кирлĕ чухлĕ ĕçлесе илеес çук, — тет вăл. — Пирĕн ывăлсем мĕншĕн хамăрпа юнашар, Чăваш Енре, мар? Енчен те кунтах пулнă тăк пире хамăрăн юратнă ĕç тăранса пурăнмалăх та нухрат параймĕччĕ. Çак лава тăван халăхăн культури ан сӳнтĕр тесе тата эпир çакна тума пултарнине ăнланса туртатпăр. Ку ĕçе мĕншĕн пăрахмастăр тетĕр-и? Вăл — мăшăрăмăн Николай Михайловичăн ĕмĕчĕ. Тимĕр калăплас енĕпе тивĕçлĕ пĕлӳ илнĕскер, Пăлхар патшалăхĕ вăхăтĕнчи тенкĕсене 40 çул каяллах тĕпчеме пуçланăскер, халĕ вĕсене хамăр тума пултаратпăр. Çак ĕç валли укçа нумай кирлĕ. Эпир ун валли 10-15 çул пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн нухрат хывса пынă: пĕр станокне илнĕ, унтан теприне… Хамăр пултарнă таран чăваш культурине, йăли-йĕркине тытса пырса аталантарма тăрăшатпăр. Юрать, ывăлăмăр Асамат Чехире начар мар ĕçлесе илет. Вăл пирĕн çăлавçă вырăнĕнче. Енчен те пысăк ĕç тума нухрат çитмесен вăл пулăшать.

Тепĕр чухне хăшĕ-пĕри: «Сире республикăн Культура министерстви арендăшăн та пулин укçапа пулăшать ĕнтĕ», — тет. Никам та нимĕн те памасть, тӳлемест. Эпир çак ĕçе пуçланă чухне авалхи хĕрарăмсен капăрĕ — тенкĕ — çинчен маннăччĕ. «Пирĕн çакăн пекки пур-и?» — тетчĕç. Халĕ кунашкал ыйту памаççĕ. Тата хăйсен сĕнĕвĕсене пĕлтереççĕ. Çакă та савăнтарать.

Балтаевсем хăйсен ĕçне интернет урлă та туса пыраççĕ. Çапла майпа ытти тăрăхра пурăнакан йăхташсем те хăйсен ыйтăвĕсене тивĕçтереççĕ. Нумаях пулмасть Людмила Владимировна вĕсем ыйтнă тавара Уренгоя, Иркутска, Анат Камăна ăсатнă. Çак самантсем халăх хăйĕн историйĕпе, культурипе кăсăкланнине, несĕлсенчен паянхи куна çитнĕ тумĕсене курасшăн, тăхăнасшăн пулнине палăртаççĕ. Çак кунсенче тата Хусантан шăнкăравланă, Пăлхар патшалăхĕ çинчен кино ӳкерме капăрсем кирлине пĕлтернĕ. Темиçе япалана арендăна илесшĕн иккен. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   


Галина ЕНЕЙКИНА: ĕçлеме пăрахнипе пурнăç чарăнмасть

«Халĕ маншăн кашни кун вырсарникун пек туйăнать», — тет вăл. Апла пулин те пултаруллă хĕрарăм хăйĕн валли ĕç те, йăпанăç та тупсах тăрать. Сăмахăм Елчĕк районĕнчи Патреккелте пурăнакан ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ Галина Енейкина çинчен.

Ача пек пулма май пурри савăнтарнă

— Галина Леонидовна, нумай ача вĕрентекенĕсене пăхса учитель пулма ĕмĕтленет, анчах ӳсерехпе çак шухăша улăштарать. Эсир вара ку тĕллеврен пăрăнман…

— Çапла, пуçламăш классенче вĕреннĕ чухнех кĕнеке вулама юрататтăм. Ял тата шкул библиотекисенчен яланах кĕнеке илсе таврăнаттăм. Анчах хăш вăхăтра вуланă-ши эпĕ вĕсене? Выльăх-чĕрлĕх нумай усраттăмăр та шкултан килсен атте-аннене пулăшаттăм. Канмалли кунсенче, çуллахи вăхăтра пĕрмай ĕçлеттĕмĕр. Колхоз ĕçне те хастар хутшăнаттăмăр. Класс ертӳçи Ольга Петрова чăваш чĕлхипе литературине вĕрентетчĕ. Шăпах вăл пире пултарулăх юхăмне кĕртсе ячĕ. Сăвă çырса пăхма сĕнетчĕ. Эпĕ хавхаланса кайса вăрăм сăвăсемех шăрçалаттăм. Вĕсенче рифма та, сăвă виçи те тĕрĕс пулмаллаччĕ. Эпĕ хамран питĕ çирĕп ыйтаттăм. Халĕ те çаплах. Манăн сăвăсене вуласан класс ертӳçи мухтатчĕ. Вĕсене пухса класс, шкул хаçачĕсем кăларатчĕç. Каярахпа район хаçатне те сĕнме пуçларĕ. Çырас туртăм ӳссех пычĕ. Учитель ĕçне Ольга Григорьевнăна хисепленипе кăмăлларăм. «Санăн вĕрентекен, çыравçă, поэт пулмалла», — тетчĕ. Вăл сĕннипех Чăваш патшалăх университетне кĕтĕм. Эпĕ ун çинчен сăвă та çырнăччĕ.

— Сирĕн шухăшпа, мĕнпе интереслĕ вĕрентекен ĕçĕ?

— Учительсен йышĕнче хама вĕсемпе танах туяттăм. Шӳтлеттĕмĕр, кулаттăмăр, ăмăртаттăмăр. Ачасемпе вĕренекен пек пулнă. Профессире ача пек пулма май пурри савăнтаратчĕ. Çакă вĕренекенсене хăйсене те килĕшетчĕ. Вĕсен пултарулăхне аталантарассишĕн хыпса çунаттăм, пултаруллă ачасен ăнтăлăвĕпе хам та хавхаланаттăм. Вĕсене тĕрлĕ конкурса, фестивальсене, пултарулăх ăмăртăвĕсене илсе çӳреттĕм. Хăйсене кăтартма яланах май туса параттăм.

— Эсир хăвăр профессие питĕ юрататăр, çамрăк ăрăва илĕртме пĕлетĕр. Сирĕн çула миçе çамрăк суйласа илнĕ?

— Вунă ача чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕ пулас терĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕрипаян тамадара ĕçлет. Пурте тенĕ пекех юрлаççĕ, сăвăсем çыраççĕ. <...>

Роза ВЛАСОВА.

♦   ♦   ♦


Валерий РОМАНОВ: Ермей Рожанский палăкне çывăх вăхăтрах уçасчĕ

Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Туктамăшра çуралса ӳснĕ Валерий Романов яланах яваплă ĕçре ĕçленĕ. Апла пулин те Валерий Константинович чун киленĕçĕ валли те вăхăт тупма пултарнă. Сăмахăм тавра пĕлӳ ĕçĕ пирки. Мĕнле майпа пур ĕçе те тума ĕлкĕрнĕ-ха? Ун çинчен районти тавра пĕлӳçĕсен ертӳçи хăй каласа кăтартрĕ.

Кăрмăшри çул çӳрев хыççăн

— Валерий Константинович, эсир тавра пĕлӳпе хăçан кăсăкланма пуçланă?

— Пĕтĕмпех ачалăхпа çыхăннă. Хĕрлĕ Чутайри шкулта вĕреннĕ çулсенче географи учителĕ тата класс ертӳçи Александр Можайкин тавра пĕлӳ кружокне ертсе пыратчĕ. Александр Алексеевич пире çак ĕçе ĕмĕрлĕхех явăçтарчĕ. Вăл çут çанталăк çинчен сехечĕ-сехечĕпе каласа кăтартма хатĕрччĕ, экскурсисене илсе çӳретчĕ. Эпир шкулта вĕреннĕ çулсенче çамрăк интернационалистсен клубĕсем ĕçлетчĕç. Пирĕн те пулнă вăл, акăлчан чĕлхин вĕрентекенĕ НинаСамсонова ертсе пыратчĕ ăна. Нина Николаевна пулăшнипе Аслă Британири шкул ачисемпе çыхăну тытаттăмăр. Çакăн пек хутшăнусенче ют çĕршыв ачисене хамăр республика, район, ялсемпе çыхăннă кăсăклă, пĕлтерĕшлĕ пулăмсене çырса пĕлтереттĕмĕр. Шăпах çав самантсем мана тавра пĕлӳ çулĕ çине илсе тухрĕç.

— Ку енĕпе çыхăннă пĕрремĕш çул çӳреве астăватăр-и?

— Пĕррехинче велосипедпа Кăрмăша çитнĕччĕ, унти паллă вырăнсемпе, çынсемпе паллашнăччĕ. Кăрмăшра авал стрелецсем тăнă. Унта пурăнакансем ватăсенчен упранса юлнă атăсене, тĕрлĕ чĕр чун тирĕсене, хĕç-пăшал пайĕсене парнелерĕç. Çав экспонатсем шкул музейĕ валли питĕ вырăнлă пулчĕç.

— Кăрмăш тăрăхĕнчех чăвашсен малтанхи алфавитне йĕркеленĕ Ермей Рожанский çуралса ӳснĕ вĕт…

— Çапла. Унăн ашшĕ, çывăх тăванĕсем Чутай çĕрĕ çинче пурăннă. Вăл 1761 çулта Петербургра чăвашла çырнă пĕрремĕш кĕнеке кăларнă. Рожанский пирĕншĕн — чи паллă, тивĕçлипех мухтанмалли çын. Каярахпа Александр Алексеевич ертсе пынипе Хусана, Ленинграда, Чулхулана, Мускава çитсе курнăччĕ. Чĕмпĕр хулипе, Ленинпа çыхăннă вырăнсемпе, 1968 çулта тĕплĕн паллашнă хыççăн пирĕн шкулта Асăну хăми уçăлчĕ.

— Ăна мĕнле пулăмпа çыхăнтарнă?

— Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче Владимир Ленинăн ашшĕ Илья Ульянов пулса курни çинчен пĕлтернĕ.

— Историре Кăрмăш Чутайсемшĕн мĕнле вырăн йышăннă?

— Эпир паян пурăнакан хутлăх 1552 çулччен Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ. Çав вăхăтрах вырăс патшалăхĕпе чикĕленнĕ. Пирĕншĕн 16 çухрăмра вырнаçнă Кăрмăш культурăпа администраци, политика центрĕ шутланнă. Халăх унта ĕçлеме, суту-илӳ тума çӳренĕ. Чăвашсем Вырăс патшалăхне хӳтĕлекен салтаксен шутĕнче те пулнă. Вырăс патшалăхĕпе пĕрлешнĕ хыççăн ку тăрăхри чăваш ялĕсем пирки те çырма пуçланă. Малтанхи документсенче «Сури» сăмах хушса çырнă: Сури Ямăш, Сури Туктамăш… Чутайсемшĕн Сăр шывĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ. Чутай чăвашĕсем вырăссемпе çыхăнăва чи пĕрремĕш йĕркелекенсен йышĕнче пулнă. <...>

Надежда СМИРНОВА.

♦   ♦   ♦


Кирек ăçта концерт лартсан та…

Куракансен йышĕнче пĕр чăваш та пулин тупăнать

Раççейĕн кирек хăш ял-хулине çитсен те хăйĕнпе: «Эпĕ — чăваш халăхĕн хĕрĕ», — тесе паллаштарать çĕршыв тăрăх тăван чĕлхепе çырнă юрăсене шăрантарса çӳрекен Светлана Калачева юрăçă.

Канмалла çип арланă

«Сенкер тӳпене тинкеретĕп те... Аннен куçĕсем асăма килеççĕ. Пĕр-пĕр музейре кĕнчеле асăрхатăп та умма çăм арлакан кукамай тухса тăрать. Пĕве тĕлне лексен чунăма тăван ялăмри кӳлĕ сулхăнĕ çавăрса илет...» — аса илӳсен авăрне путнă май каласа кăтартрĕ Светлана Калачева.

Унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ Красноармейски районĕнчи Кӳлхĕрри Карай ялĕнче иртнĕ. «Тăваттăн çитĕнтĕмĕр эпир. Аттепе аннене колхозра ĕçленĕрен курманпа пĕрех: вĕсем фермăна е хире ирех тухса кайнă та каçхине тин çаврăнса çитнĕ. Пирĕнпе килте кукамай пулнă. Хуçалăхра выльăх йышлă усранă: сурăхсем, вăкăр, ĕне, чăх, хур, кăвакал... Эпир кукамая хуçалăхра яланах пулăшма тăрăшнă, — терĕ Светлана. — «Канам-ха», — тетчĕ кукамай. Хăй вара кĕнчеле умне ларатчĕ те çип арлама пикенетчĕ. Унтан юрă пуçлатчĕ: «Шур перчетке çыхса...» Шывланнă куçне вăрттăн шăлса илетчĕ. Эпĕ ун чухне ача пулнă та чухламан. Юратнă мăшăрне вăрçăран килессе кĕтнĕ вăл. Шел, кукаçие таврăнма шăпа пӳрмен. Хыпарсăр çухалнă. Вăл ăçта ĕмĕрлĕх канлĕх тупнине халĕ те пĕлместпĕр».

Анисия Игнатьевнăпа Михаил Ефремович ачисене çирĕплĕхре ӳстернĕ, иртĕнтермен, ĕç çумне çамрăклах çыпăçтарнă. Светлана акă 4-мĕш класран пуçласа колхоз ĕçне хутшăннă, фермăна ĕне сума çӳренĕ. Лаша та кӳлме вĕреннĕ, пахча та чавнă, 6-мĕш класс хыççăн алла çава тытнă, аслисемпе тан утă çулма пуçланă. «Анне хăй хыçне тăрататчĕ. «Çава ура çине кайсан та мана лекет», — тетчĕ. Пире ĕçе вĕрентнĕшĕн аттепе аннене пысăк тав. Эпир ĕçрен те хăрамастпăр», — терĕ Светлана.

Ефремовсен ачисем ĕçлеме кăна мар, юрра-ташша та ăста пулнă. «Аслă пичче Юра атте пекех ташлама питĕ юрататчĕ. Шел, ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ, 43 çултах çĕре кĕчĕ. Çамрăк чухне вĕсем Володя пиччепе иккĕшĕ ялти клубра ĕçленĕ. Районти хора çӳренĕ. Юра ташлакансен ушкăнĕнче пулнă. Володя купăс, гитара калать. Рена аппа пурнăçне культура тытăмĕпе çыхăнтарнă. Хальхи вăхăтра Красноармейски округĕн администрацийĕн культура пайĕн ертӳçинче тăрăшать», — каласа кăтартрĕ Светлана. <...>

Валентина БАГАДЕРОВА.

♦   ♦   ♦


Кĕпене касса ывăлне ярса панă

Амăшĕн пилĕ темрен те хăватлă. Çакна Вăрмар районĕнчи Анаткасра пурăнакан Антонина Ивановăн сăмахĕсем те ĕнентереççĕ. Унăн кĕçĕн ывăлне шăпа Чечня вăрçине илсе çитернĕ. Амăшĕн пилĕ вара ăна вăрçă асар-писерĕнчен сывă таврăнма пулăшнă. Антонинăпа Виталий Ивановсем пилĕк ача, виçĕ хĕрпе икĕ ывăл, çуратса ӳстернĕ. Амăшĕ хĕрĕсене çеç мар, ывăлĕсене те сăпайлă пулма вĕрентнĕ. «Олег та, Коля та салтака кайиччен пирус туртса, эрех-сăра ĕçсе курман. Каçхине урамран кĕрсе çывăрса кайсан вырăнĕсем патне пырса пирус туртман-и тесе аллисене шăршласа пăхаттăм. Халĕ аса илсе каласа кăтартатăп та йăл кулаççĕ», — иртнине куç умне кăларчĕ 85 çулти амăшĕ.

Ывăлне салтака ăсатнă чухне кирек мĕнле амăшĕн те чĕри сиксе тухасла тапать пулĕ, ашшĕсем вара чылай чухне урăхларах йышăнаççĕ — «кайса килтĕр, çын пултăр» теççĕ. «Ывăлăм Шупашкарти строительство техикумĕнче ăс пухатчĕ. Çар комиссариатне вĕренсе пĕтермесĕрех чĕнчĕç. Кольăна 1995 çулхи раштав уйăхĕн 22-мĕшĕнче питĕ сивĕ çанталăкра ăсатрăмăр. Хăй йывăр чирленĕччĕ. Ӳт температури хăпарнăччĕ. Эмел нумай парса ятăмăр. Çар комиссариатĕнчисем шеллемен — повестка панă тăк каймалла. Мĕн чухлĕ кулянтăм, чун татăлса йĕчĕ. Пĕр çырăвĕнче Чечняна кайни çинчен пĕлтерчĕ те çывăраймиех пултăм. Мăшăрпа кунĕн-çĕрĕн телевизор умĕнчен кайман, çĕнĕ хыпарсен кăларăмĕсене пăхса макăраттăм. Вĕсене алă пустарнă та самолета лартнă. Чечняна каяссине малтан хăйсем те пĕлмен. Сăн ӳкерчĕк ярса пачĕ те питĕ начарланнăччĕ. «Эй, Турă, шăммипе тирĕ çеç юлнă», — тесе макăртăм. «Мана «двойной» апат çитерме пуçларĕç», — тесе çырчĕ хăй. Те шӳтленĕ, те начарланнине кура чăнах çапла пулнă», — ассăн сывларĕ салтак амăшĕ.

Ывăлĕ каласа кăтартнисене лайăх астăвать вăл. Тĕпренчĕкĕ тӳсни унăн пуçĕнчен тухмасть. Антонина Степановна халăх йăлине ĕненсе Кольăн асламăшĕн чунĕ тухнă чухнехи кĕпинчен пĕр татăк касса илнĕ те çырăва чиксе ывăлне ярса панă. Вăл йывăрлăхран çăласса шаннă. Ывăлĕ ăна тумтир кĕсйине чиксе çӳренĕ. <...>

Елена ЛУКИНА.

Материалсен тулли версийĕпе паллашас тесен...

www.hypar.ru

Комментировать

CAPTCHA на основе изображений
Введите символы, которые показаны на картинке.